Санькӳлли
«Çĕр çинче тĕрлĕрен кĕнчеле», — тенĕ ваттисем. Ку ĕç çинчен мана кукамай каласа панăччĕ. Те чăн пулнă, те çук, анчах та çак ĕçе эпĕ мĕн ачаран ĕмĕрлĕхе астуса юлнă.
Ман ват кукамай ачалăхĕ вăхăтĕнче, чăваш халăхĕ, хăй уйрăм тĕнне ĕненсе пурăннă. Вĕсем Çӳлти Турă, Киремет, Хĕрт-сурт, Ийĕ, Вĕри çĕлен турăсене пуç çапнă. Çак турăсен кашнин хăйĕн ĕçĕ: пĕри — çумăр çутарать, тепри — аçа çаптарать, виççĕмĕшĕ вара — кил-çурта усалсенчен е пушартан, тĕрлĕ инкек-синкекрен хӳтĕлет. Çынсем вара турăсене юрас тесе тем те тунă: ялан вĕсен ячĕсене ассăннă, тĕрлĕ выльăх пусса чӳкленĕ. Чӳк тумалли выранĕ кашни вулăсрах пулнă. Кукамай ялĕнче те Киремет çырми, текен вырăн пур. Ку çырма питĕ тарăн, ун икĕ айккипе нимĕн те ӳсмен: пĕр чечек те, пĕр курăк та. Çырма варринче вара, пĕр пысăк вата хурама ларнă. Ку йывăç тем сарлакăш, питĕ çӳллĕ тата патмар пулнă. Тĕлĕнтермĕшĕ çакăнта — хураман çĕр çумĕнчен пуçласа пĕр виç тăват чикĕ тăршшĕ пĕр турат та пулман, çӳлелли турачĕсем вара, темле армак-чармак, пит кукăр-макăр. Çак Киремет çырминче ĕлĕк чӳк ирттернĕ. Ват кукамайăн ашшĕпе-амăшĕ картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранă. Тата унăн ашшĕ ял старăсти пулнă пирки, кашни чӳке тенĕ пекех, вĕсен çемьйи выльăх пуснă. Уншăн вĕсен çемйинчен кӳтӳ ачисен шалăвне пуçтарман.
Çапла, пĕр шăрăх çул пулса иртнĕ ку ĕç. Ку çул темшĕн çумăр турри кӳреннĕ. Çĕртме уйăхĕ те иртрĕ, çу уйăхĕ те пуçланчĕ, çумăр çук та çук. Ялти çăлсем те типе-типе лараççĕ. Ял халăхĕ Киремет çырмине пухăнса Çумăр Туррине асăнса ырлама шутларĕ. Хальхинче, шеллес мар, терĕç пуль, пăру пусас терĕç. Кукамай ашшĕ, Харитон, тесе чĕннĕ ăна, ула ĕнен ака уйăхĕнче пăруланă пĕчĕк тынине шеллемерĕ.
Арçынсем пăрăва пусса майларĕç. Хĕрарăмсем вара тутлă тенкеле пăтти пĕçерчĕç. Кам чăкăт, кам уйран, кам сăра, кам çуху илсе килнĕ. Пурте савăнаççĕ. Ачасем: «Çумар çу, çумăр çу, çупа çăкар çитереп!» — тени таçта çитийех илтĕнет. Пĕчĕкреххисем йывăç лашасем çине утланнă та пĕр- пĕрин хыççăн чупаççĕ. Кириле мучи сăрнайпа калать.
Ман ват кукамай, Санюк, тесе чĕннĕ ăна пурте, çырма хĕрне ларнă та, çăпати ăшне кĕрсе тулнă тăпрана силлет. Çав вăхăтра ун ури йĕпеннине сисет вăл. Санюк урине çĕклет те, çăпати айĕнчен пĕчĕк çăлкуç тапнине курать. Çак çăлкуç шывĕ темле хăвăртлăхпа малалла ыткăнать, шăнкăртатсах юхать. Савăнса кайнă Санюк рехетленсе: «Шыв кунта, шыв!» — тесе ял халăхĕ патнелле ыткăнать. Хĕрачана илтнĕ çынсем ăна хирĕç чупрĕç, Санюк кăтартнă вырăна çитрĕç. Темле шырасан та çырмара çăлкуç тупаймарĕç, таврара тип-типĕ. «Мĕнле-ха, хам куçпа хамах куртăм, ак çакăнтаччĕ, ав çавăнталла, Çавал еннелле юхатччĕ», — тет хĕр ача ĕсĕклесех. Тем пек шырасан та çăлкуç вырăнне тупаймарĕç, тупаймарĕçех. Пурте Санюк шӳтлерĕ терĕç.
Ял халăхне Çумăр Турри илтрĕ пулас, çĕрле çĕрĕпех çумăр çурĕ. Пĕтĕм тавралăх тасалчĕ, çынсем кăна мар, йывăç-курăк та хĕпĕртерĕ. Санюк çеç тунсăх, çĕрле те чылайччен çыврăнса выртрĕ. Тĕлĕкре те темле тĕлĕнтермĕшсемпе аташрĕ. Акă вĕсем, ял ачисем пурте Киремет çырми патĕнче выляççĕ. Ăнсăртран Санюк умне темле шур сухаллă ват старик тухса тăчĕ. Хай, çулла пулсан та, хура шупăр тăхăннă. Урине шур пирпе чĕркенĕ, çăпата сырнă. «Салам, Санюк! Эсĕ питĕ ырă хĕрача, çавăнпа та сана эпĕ парне паратăп — çăлкуç. Çак çăлкуç асамлă, вăл шывне ырă кăмăллă çынсене çеç парĕ. Усă курăр! Ăмсанчăк, усал хура чунлă çынсем çак çăлкуç шывне ĕçме мар, вĕсем ăна кураймĕç те. Анчах эпĕ сан пата килнине, санпа калаçнине никама та ан кала. Çынсем, вара, мĕншĕн шыв вĕсенчен пытаннине, вăхăт иртнĕçемĕн хайсемех ăнланĕç». «Тавтапуç, эсир кам пулатăр?» — тесе ĕлкĕриччен мучи çухалчĕ те.
Кантăрлачченех çывăрчĕ хĕр ача. «Саню-ю-юк!» — тесе кăшкăрнипе вăранчĕ хĕр ача. Кӳрше ачи, Хĕлип, каçнă, выляма чĕнет. Санюк çăвăнмасăрах урамалла чупрĕ. Ун тĕлĕкре курнă мучи çинчен пурне те каласа парас килет, анчах та юрамасть. Çăлкуçа курма каяс тесе: «Хĕлип, атя Киремет çырмине çитсе килĕпĕр. Эпĕ унта ĕнер алка çухатса хăварнă», — пустуй каларĕ хĕрача. Кӳршĕ ачи килĕшрĕ. Ачасем Киремет çырми еннелле чупсах кайрĕç.
Ак тĕлĕнтермĕш, ĕнерхи вырăнта çăлкуç тапать. Ун шывĕ хĕвел шевлипе çутатать, вăл шанкăртатса Çавал еннелле юхать. «Куратăн-и, кур! Эпĕ ĕнерех, чӳк тунă чухнех курнă ăна. Атя, çынсене кайса чĕнер!» Ачасем ялалла чупрĕç. «Шыв, унта шыв!» — кăшкăраççĕ хăйсем. Ял халăхĕ ачасем хыççăн васкарĕ: ватти, вĕтти, пурте. Чăн та Киремет çырминче çăлкуç. Шывĕ тăрă. Тутансах пăхрĕç, шывĕ чуна уçса ярать. Пурте çак çăлкуç патĕнче кӳлĕ чавмалли çинчен калаçрĕç. Каланă ĕçе паянах тытăнас тесе ял халăхĕ кĕреçесем илме килĕсене саланчĕç.
Ахальтен каламан ĕнтĕ, «Пĕччен суран — типсе пырать, йышпа суран кӳлĕ пулать», — тесе. Каç валли пысăках мар кӳлĕ пулчĕ те. Шывне çынсем çăвăнма та, пахча çимĕç шăварма та, ĕçме те усă курчĕç. Кӳлле вара, Санюк ячĕпе Санькӳлли ят пачĕç. Усал çынсем пирки çапла: хура чунлă, ăмсанчăк çын шыв патне килсен, кӳлĕ е пăтраннă, е ăшах чакса кайнă, е темле симĕс, хура ӳсен-тăрансемпе витĕннĕ, çав çынсем шывпа уса курайман.
Çак кӳлĕ паянхи кун та пур. Вăл пысăк, сарлака. Кунта пулăсем чылай. Суллахай енче — шурлăх. Кунта хур кайăкĕсене, кайăк кăвакалсене курма пулать. Тăрнасем те вĕçсе килкелеççĕ. Кӳлле паянхи кун та Санькӳлли теççĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...