Выçлăх аллинче
Кăкласа çаратнă тырă уйсенче
Çĕр пичĕ тăлăххăн хуралса выртать.
Шăтмасăр выртайнă çуртри пуссисем
Тинех васкаса хĕрсе ӳсеççĕ.
Çилпеле чӳхенен сĕлĕ калчисем
Тин тухан пучах вĕçне силлеççĕ.
Аптранă хресченсем ĕннĕ тыр-пулне
Питраврах вырса çиме пуçларĕç,
Нумайăшĕ спассем çитес тĕлелле
Мĕн пур пеккине çисе те ячĕç.
Ешеннĕ Лариван ырхан шăм-шакпе
Анкартне-мĕнне тухса уткалать,
Тăтăшах сас-чӳсĕр, чирлĕ шухăшпе
Арпалăх умне усăнса ларать.
Мĕскĕн ун арăмĕ çак хĕн вăхăтра
Кĕç-вĕç вилес пек чĕнмесĕр выртать;
Арăмĕ вилессе малтанах кура
Ун хытнă чĕри каллех хускалать:
Ун пĕр пек тăватă пĕчĕкçĕ ача, —
Амăшĕ вилсен кампа йăпанас?!.
Йынăшу-йĕрӳ тек... Пĕр яр кун каçа
Асапа курма та мĕн майпа чăтас?!
Хĕнлĕхпе хăнăхса пиçнĕ çинченех
Лариван пиччен куççулĕ тухать:
Пит-куçне çан вĕçпе шăлса илет те
Йĕтемĕ çине пăхса вăл калать:
«Эх, пурнăç, пурнăç!.. Йĕтем çап-çара.
Пилĕк урапа кăкланă хăмăл, —
Хуть пилĕк-ултă пăт халăхăн пек чух!
...Туррăн ирĕк çав, пĕтересшĕн вăл.
Эх-эй-йай, самана!.. Мĕнле пулчĕ-ши?
Асатте калатчĕ авал...» — тейеет,
Сасартăк анкартне тухать пĕр ачи, —
Вăл хыттăн йĕрсе: «Анне вилнĕ!..» — тет.
X
Сив сурхури те, Çĕн çул та иртсе
Çуллен шавлакан çăварни çитрĕ;
Ку та халăхсем выççине сисе
Çăварне карса пушшăнах иртрĕ.
Выçăхса ларакан ялсем хушшинчен —
Выç вилет!.. тенĕ ятсем тухаççĕ,
Йĕкелпе, улмана пурăнакансенчен
Ахлатнă сассем чуна çураççĕ.
Лариван ку таран улма çисеччĕ:
Акă халь унăн улми те пĕтрĕ;
Тата килĕнче пĕр лаши çӳретчĕ,
Ăна та кĕркуннех çирĕ... çук ĕнтĕ!
Шыçăнчĕç унăн йăлт пичĕ-куçĕсем,
Аран калаçать, урисем утмаççĕ.
Тирĕпе анчах юлнă ачисем
Кăмака çинче сĕнксе лараççĕ.
……………………………………………………………………..
……………………………………………………………………..
Нарăс вĕçнелле. Лариван начар...
Вăл алăк енчи урлă сак çинче
Хутланса выртать. Ик ачи юнашар
Йĕрсе тăраççĕ пуçĕ вĕçĕнче...
Ним сисмен вăхăтрах çӳп-çаплă пӳрте
Ялканаш пуçĕпе ялти вĕрентӳç
Васкаса кĕреççĕ. Вĕсем иккĕш те
Пĕр тĕлĕнмесĕр малалла иртеççĕ.
Лариван çак кĕнĕ çынсене курса
Пĕтĕм шăм-шакпа чĕтресе ӳкет.
Вĕрентӳç сыв марскер патнерех пырса
Унăн сывлăхне тĕпчесе пĕлет;
Унтан вăл ак çапла каласа парать:
Ачасем валли сталувуй пулать.
Сан ик ачăна унта парăпăр,
Тата иккĕшне Мускава ярăпăр.
Лариван чĕтренсе аран нăйкăшать:
— Ах, эсир апла... Кам пăхать унта?!
Мускава ярас мар, çырăрсам кунтах.
Апат-çимĕçне çтан тупĕç тата?
— Ĕненччĕ эс мана! — Мускавра лайăх...
Сан çех мар унта, каякан нумай...
Вĕсене шеллекен ĕçлекен халăх
Аван пăхмалла... Кунти мар самай...
Ялсенче пулакан сталувуйсене
Ют ĕç халăхсем уçса параççĕ.
Вăй çитнĕ таран хуть çак ачасене
Выçă вилĕмрен çăлма шутлаççĕ.
Вĕрентӳç каланă сăмаха илтсен
Лариван пиччен куççулĕ тухать,
Ачисем çинелле имшеррĕн пăхса
Вăл пуçне çĕклесе ак çапла калать:
— Эх, мĕскĕн ачамсем, илтрĕр-и эсир?
Шеллекен ырă çынсем пур иккен!..
Çав ырă çынсене чире сисмесĕр
Тав тăвăп, манмăп чунăм тухиччен!..
Сăмахне татах та калаçас чухне
Ун ăшĕ кӳтсе чĕлхи çыхăнать.
Çыннисем тухаççĕ. Выç ачасене
Ку ырă хыпар йăпатса ярать.
Çав кунах каçпала выçă Лариван
Тăсăлса выртса антрашма пуçлать,
Йывăррăн сывлатса куçсене хупать.
1921-1922
Асăрхаттару
Малтанхи хут пичетленет (ЧПТА, 1759 ф., 1 оп., 13 упр. ед.). Умĕнче автор çапларах асăрхаттарни пур: «Ку «Выçлăх аллинче» ятлă сăвăллă калав çурри ытларах 1921 çулхине, чи йывăр выçлăх хĕнĕсене чăтнă чухнех çырнăскер. Юлашкине 1922 çулта çырса пĕтернĕ. Ăна ялта чăнахах та выçăпа пĕтнĕ пĕр кил-йыш асапне курса çырнă. Çыраканĕ. Адрес: г. Чебоксары, ред. газ. «Канаш», сотрудник газеты С. Эльхерин (Элкер). 1922 г. Декабря 30 дня». Каярах çапла хушса çырни пур: «Ку сăвăллă калав вĕçне улăштар-малла пулать. Вăл пĕр çулталăкпах пĕтмелле мар,— унăн ытамĕ 5—6 çул ытла ытамласа тăмалла. Лариванăн вилмелле мар; унта 23—25 çулсенчи тыр-пул çитменлĕхсене те кăтартса парса Ларивана çĕнĕлле хуçалăх шухăшне шырама вĕрентмелле. 5—6 çултан Лариванăн аслă ывăлĕ Мускав кĕпĕрнинчен таврăнать, вăл ашшĕне çĕнĕлле пурăнма тимлесе çавăрать. 29/IХ.26 ç. Элкер».
Чи вĕçĕнче (14 с.) кăранташпа çырни пур: «Присуждена третья премия по конкурсу на литературные произведения о голоде в Чувашобласти в 1921—1922 гг. с условием представления окончания. Члены: А. Михайлов, Н. Васильев».
С. В. Элкер хăйĕн аллипе çапла хушса хунă: «Жюри решенине çыраканĕ Н. В. Шупуççынни. Ку преми тăрăх (3-мĕш премипе) автора 3 пăт ыраш çăнăхĕ, 1 пăт тулă çăнăхĕ, 20 кĕрепенкĕ сахăр песокĕ, çур пăт исĕм çырли панăччĕ. Жюри комиссин виççĕмĕш членĕ Элмен пулнăччĕ пулас,— лайăх астумастăп. Конкурс (ку ĕç) 1923 çулта пулса иртнĕ».
vajpi (2017-11-14 19:25:23):
Присуждена третья премия по конкурсу на литературные произведения о голоде в Чувашобласти в 1921—1922 гг. с условием представления окончания. Члены: А. Михайлов, Н. Васильев». çак конкурса хутшăннă ытти ĕçсене ăçта та пулин тупса вулама пулать-ши?