Выçлăх çулсенчи пурнăçран илсе çырнă сăвăллă калав
Пуçламăшĕ
Сĕрĕмпе хĕрелнĕ çурăмпуç хыççăн
Хĕрӳллĕ хĕвел çунтарса тухать,
Тĕнче хĕрринчен вăл ирĕклĕн, хыттăн
Пирĕн еннелле тинкерсе пăхать.
Пăхать хĕвел, курать: пирĕн таврара
Ĕнерхи пекех тап-таса уяр.
Паллă ĕнтĕ ăна — уяр вăхăтра
Унăн чĕртекен çутти те хаяр.
Вăрмансем, хир-уйсем сиенленесрен
Хĕвел пĕлĕтсем тухасса кĕтет,
Анчах çанталăкĕ, çĕр-шыв чирлесрен
Нимĕн те сикмест, пурне те ĕнтет;
Ахăртан, тенепле, пĕлĕт-мĕн тухсан
Ăна вăл хăвăрт аркатса ярать.
Хĕвел тухăçпе çурçĕр хушшинчен
Вăрах типĕ çил хăвса кăларать.
Пĕр пек сехетсемпех кăнтăрла çитет.
Вĕри вут хĕвел çӳле улăхать,
Хăватлă çути ун çĕр питне хĕртет,
Симĕс уйсене типĕтсе хăртать.
Чсчен йăвăç-курăк шывшăн антăхса
Çеçки всçсене нĕтĕрсе лартать.
Улăхри çаранлăх çунса, сарăхса
Пушă хир тĕслĕн выртать.
Тарăн çыран тăрăх шывĕ йăлкăшмасть,
Хăях-хăмăш та унта курăнмасть;
Лутака çирĕк çеç тĕсне курасшăн
Çыран тĕпнелле тайлать йăвашшăн.
Тыр уйсем çинче хăмăр çавра çил
Унтан та кунтан хăвăрт çĕкленет,
Самант хушшинчех вăл — пăхса кăна ил, —
Тĕнче маччине çитсе тĕкĕнет.
Çĕр пичĕ ĕнейсе çуннине кура
Ялти этем те савăнмасть, чĕнмест.
Юрă-вăйă сасси янтрас вăхăтра
Ял хушшисенче ним те илтĕнмест.
Кунран кунах çапла уяр çанталăк
Пĕтĕм çĕр-шыва виттĕр ăшалать.
Тырă-пул тăвакан хатарлă халăх
Выçă вилĕмпе пĕтесрен хăрать.
I
Лариван пичченĕн çимелли пĕтрĕ,
Инкеклĕскср хăй чухăн пурăнать:
Тырă-пул çитессе вăл çултан-çул кĕтрĕ:
Ак ĕнтĕ кăçал виттĕр курăнать!..
Мĕн пур çăнăх та ун çур пăта яхăн, —
Çакна курсанах пĕтĕм чун хăрать!
Çавăнпа Лариван йышне вăрахăн,
Сахалрах çисе хăнăхма хушать.
Йышĕ пысăк та ун — чылаях çиет.
Ача-пăча-çке пушшех аптратать,
Ашшĕ пуç çине тек мăн хуйхă тиет,
Нимĕн те пĕлмест — «çăкăр!» тет, ыйтать...
Лариван ĕлĕкрех çĕрĕ сахалран
Танашу пуласса ĕмĕтленетчĕ.
Халь çĕрне валеçсен тин курать кайран, —
Епле шанкавсем ăна лекрĕçĕ!
Мĕн пур хура тăпра пуян аллинче,
Çывăхри çĕр-шыв — хаяр куштанра;
Имшеркке этемсем шырлансем çинче,
Çавах та ку ĕç танашнă шутра!
Тӳремлĕ лапампа хура тăпрара
Пăртак пулсан тырри пулатех;
Хăйăрлă, хыт тăмлă шанкав анара
Уяр çулсенче ним те çук пушшех!..
Лариван пичче хăй çимест те ĕнтĕ,
Талăкран талăка кăшт çеç ас тивет.
Ачи-пăчисем ун йышлă та вĕтĕ, —
Тĕпренчĕкне те вĕсенех пиллет.
Арăмĕ те унăн хăй пекех выçă:
Шӳрпесем вĕретсе пушшăнах лĕрккет,
Тăтăш çимĕçĕ ун çеçке те çулçă,
Ик эрне иртрĕ — çаплах вăл тӳсет.
Ачапча çак выççа чăтса тăраймасть,
Амăшĕ патнех йынăшса пырать:
Ах, выçать!.. тесе йăлăнса макрать,
Ашшĕ-амăшне канăçлăх памасть.
Амăшĕ вĕсене кӳшелки тĕпне:
Çук-çке, ачамсем!.. тесе кăтартать.
Вĕсене хĕрхенсе ăшĕ çуннипе
Йӳçĕ куççульне вăрттăн юхтарать.
II
Лариван пичче те чăтса тăраймасть,
Çакна кура ун чунĕ туллашать,
Йăнăшу хушшинче ахаль пурнаймасть,
Çăкăр тупмашкăн майсем шухăшлать.
Тухать вăл, çӳрет тек, — ниçта та май çук.
Темĕн парса та çăлăнма халь пулмасть.
Кайĕчч(ĕ) юталла вăл çак кахатлăх чух,
Илтет: çывăхра тырă тупăнмасть.
— Пăтравлă самана! Çак-çке пĕтерет...
Нимĕн те çитмест, кирек мĕн хĕсĕк!..
Патшалăх парасси ĕмĕтре сахал, —
Çулĕсем пăсăк, машшинсем çĕмрĕк!..
Пур ĕнтĕ икĕ çул — вилес е тарас?
Ăçта та пулин пĕрех пĕтмелле:
Тухас та утас çав Çĕпĕр еннелле...
Анчах кил-йыша мĕнле хăварас?!.
………………………………………….
………………………………………….
Кулянса, тарăхса начар Лариван
Ăш-чикне уçма тухать уялла,
Тискер мăн шухăшсем хупăрланăран
Вăхăчпе ассăн сывлать малалла.
Пăхать вăл ӳпĕнсе çуннă çĕр çине,
Анчах нимĕн те курăнмасть хăйне.
Ерипен çитет те хăй ани тĕлне
Çĕклесе пăхать усăннă пуçне.
Ăнине тăрăхах ак мĕн курăнать:
Ĕнĕхнĕ тăпра тĕпренсе выртать,
Сайраран çатрака вĕт хăмăл ларать,
Шурăхнăскерне вĕри çил суллать...
Лариван юпа пек тӳрленсе тăрса
Йĕри-тавралла çаврăнса пăхать:
— Тĕлĕкре пулĕ ку!.. тесе хашлатса
Каллех ӳпĕнсе малалла утать.
Урăх ани умне çитсе тăрать ку,
Пăхать — имшеррĕн çавра çил вĕçет...
Акă ĕнтĕ, савăн!.. Хуть те мĕн ту,
Ку ана çине çурла та кĕмест!..
Лариван чĕрине темскер пăчăртать,
Унăн куç çути хуралса каять.
Тăнă тĕлтенех ун пĕвĕ сулăнать,
Кăштах ӳкеймест — малалла танккать.
III
Сĕрĕмпе хĕрелнĕ хĕвел йăмăхса
Кăнтăр тӳпинчен каçа сулăнать.
Тусанпа витĕннĕ кĕтӳ çуйăхса
Хура пусăпа улăха анать...
Лариван утать-ха çуртри пуссипе,
Унăн шăм-шакне хĕвел пĕçертет,
Тарланă пит-куçне шăлать аллипе,
Вăхăчĕпеле кăшт ӳсĕркелет.
Утсан-утсассăп вăл нуçне çĕклет те
Çуртри уй çине чарăнсах пăхать:
Çуртри уй хуп-хурах — илем çук ним те!
Лариван хăвăрт çаврăнса утать.
Ялне çывхарсан вăл тăрать чарăнса, —
Пысăк шухăшпа ĕнсине пĕкет...
Çавăнтах сасартăк çинçен уласа,
Пĕчĕк ача пек çухăрса ӳкет...
Макăрса чарăнса чун хавалĕпе
Çĕрелле пăхса хыттăн кăшкăрать:
— Çĕр кăкăрĕ, çурăл, çăтса ил мана!..
Синкер асапран хăтарсамччĕ!.. — тет.
Чылаях макăрса ĕшеннĕ хыççăн
Ирĕксĕр килне çитет те выртать;
Хуйхă пуснипеле, çисе мар — выççăн,
Пĕр-ик самантрах ыйăха каять.
Кансĕр ыйхăра вăл текех антрашать,
Кăрт-карт сиккелет, тем те аташать:
Чӳк турри те хăех ăна курăнать, —
Мăн парне кӳрсен çăмăр халаллать.
Ишĕлчĕк çырмасен тĕпĕпе утать —
Çӳле улăхма вăйпе тăрăшать,
Чăнкă çырмаран хăпарма пуçлать —
Ури тытаймасть, каялла шăвать...
Е кĕçех вăл хирте — тырă пуссинче,
Ун йĕри-тавра тырă хумханать...
Е килĕнчех пек, вăл — сĕтел хушшинче,
Тутлă апатсем çисе лăпланать...
Вĕçĕмсĕр аташу чăнне-суйине
Лариван хăех тавçăрса илет,
Час вăранса каллех иртми синкерне
Аса илет те шăппăн ĕсĕклет.
IV
Çимĕк эрни иртсен пĕр праçник кунне
Лариван ирех ларать пӳртĕнче.
Вĕçĕмсĕр мăн хуйхă туллать ун чунне,
Асаплă шухăш йĕпĕлет пуçне.
Тĕлкĕшсе тухайнă вут хĕвел çути
Çурт тăррисене хĕртме те пуçлать.
Выçăхса хутланнă хресчен йытти
Урам варринче нăйкăшса улать.
Лариван чӳречи кантăкне уçса
Вăйсăр куçсемпе пăхать урама,
Уласа ларакан йытта ятлаçса
Шухăшне сирет, манать кулянма.
Мăн урам варрипе тусан хăпартса
Пĕчикçĕ кĕтӳ уялла тухать;
Йăмрасем тăррипе сывлăша касса
Çăхана çăхан кранклатса хăвать...
Лариван кантăкран пăхнă вăхăтрах
Петĕр-теçетник ун умне пырать,
Пынă-пыманах вăл ним тăмасăрах
Лариван çине тĕллесе калать: —
Лариван пичче, тен, ху та илтнĕ пуль
Паян пурин те кĕлле каймалла...
Тимлесех пурин те çак вилĕмлĕ çул —
Пысăк молепĕн паян пулмалла.
Чиркӳрен тухсассăн тăватă прихут
Çавал хĕррине шыва анмалла...
Ан юлах эсĕ те, тумлан, тухса ут!.. —
Терĕ теçетник, утрĕ малалла.
Лариван васкаса пăлтăра тухать,
Сыв мар выртакан арăмне чĕнет,
Çавал хĕррине ман каясчĕ тет.
Ухвине имшеррĕн ахлатса аран:
— Каяс тен пулсан — эс кайса килех...
Ах, хам та пырăттăм кăшт вăйăм пулсан,
Чĕрем касăлать!.. — тет выртнă çĕртенех.
Лариван хăвăртрах тумланса çитет,
Ачисем тăрса йĕме пуçлаччен
Тăм хушса пĕçернĕ пашалу чикет,
Тухать те утать часрах килĕнчен.
V
Вĕçĕмсĕр уйсене варринчен касса
Çавал çыранĕ ишĕлсе выртать.
Вĕт хăва тĕмĕсем витĕр хумхатса
Çыран хĕрринчен пӳр сывлăш тапать.
Хытанка, çĕтĕлчĕк, çӳхе пĕлĕтсем
Вил уйсем çийĕпе шăппăн шăваççĕ.
Çурçĕртен çил вĕрет. Çӳçе тăррисем
Вăхăтран вăхăт, тапхăр кашлаççĕ.
Пĕлĕтсем хушшипе хĕрӳллĕ хĕвел
Тĕпсĕр тӳперен çунтарса тăрать.
Шăрăхпа пăчăхнă çыранри вĕтел
Çӳçе-хăвасен сулхăмне чăмать.
Çаралнă, çарансăр Çавал улăхне
Унтан та кунтан халăх тăкăлать;
Молепĕн тăвакан халăх ушкăнне
Тĕрлĕрен этем пырса хутшăнать:
Курпунне кăларнă ватă çынни те
Аранах çитсе ӳксе пуç çапать.
Выçăпа чирлени, ачи-пăчи те
Талпăçса çитсе сăх сăхма пуçлать.
Тăпланса тăракан ушкăн варрииче
Чиркӳ ялавĕсем вĕçсе тăраççĕ;
Салхуллă хĕрсемпе яшсем аллинче
Алăк пек турăшсем çиçсе çунаççĕ.
Турăшсем умĕнче хыттăн мамласа
Шур сухаллă пуп турра тархаслать,
Куçсене хĕссе вăл, çӳлелле пăхса
Илье пророкран çăмăр шыв ыйтать.
Ватă пуп çумĕнчех çамрăк пупĕсем
Кĕç-вĕç йĕрес пек мĕкĕрсе юрлаççĕ,
Тавраллах капланса тăракан çынсем
Кĕлле тăнласа шăппăн тăраççĕ.
Лариван пиччемĕр хыçарах тăрса
Кăшт та чарăнмасть, текех сăх сăхать,
Илтекен кĕлсене каласа пырса
Вăхăтран вăхăт ӳксе пуç çапать.
Канмасăр хавассăн кĕл туса тăрса
Лариван сисмест, — молепĕн пĕтет;
Пур халăх саланса кайнине курса
Ирĕксĕр ялĕ енне вăл тĕнккет.
VI
Çавал шыв хĕрринче молепĕн пулни
Уяр кунсемпех ак пĕр эрне иртет,
Молепĕн майĕпе çăмăра кĕтни
Ахалех пулать — пур шанчăк сирлет!
Çухатнă ĕмĕтпе аптрара ӳксе
Ялсенчи этемсем пĕтессех кĕтеççĕ,
Кăвак пуç ватăсем тарăхса çитсе
Кĕл чăрмавсене хăйсене илеççĕ.
Пирĕн хай Лариван пурнакан ялта та
Ватă мучейсен сасси çĕкленет,
Пуху-мĕн пулсан та е кирек ăçта та
Ваттисем кăшкăрни çĕнтерсех çитет.
Пур халăх ватăсен хыçĕнчен кайса
Чӳк турри ятне асăнма шав пуçлать,
Вĕсем мĕн тума хушнине туса
Туррăн çиллĕне çемçетме шанать.
Ял-ялсем хушшинче усал халапсем
Чуна çӳçентсе вĕçме пуçлаççĕ,
Унта та, кунта та тĕшмĕш арăмсем
Темскер курнисем çинчен калаççĕ.
Темĕнле хăямат, хĕр евĕрлĕскер,
Автансен хӳрине татса çӳрет тет,
Хăш çынна тенепле курăнса çакскер
Мăн чӳксем тумалли çинчен калать тет.
Çав ялта, çав касра, çав ятлă этем
Тĕлĕк курнă тет, усал курнă тет...
Çав пичче, çав мучей, çав ятлă çынсем
Пурте сыв мар тет, выç вилеççĕ тет.
Чăнах ак хайхи ял мăн чӳке пуçлать:
Тăхăр кун пек турра парнесем кӳрет,
Куллен пĕр выльăх пуç пусса кĕл тăвать, —
Тарăн вар тĕпне чĕр юнпа хĕретет.
Лариван пичче те çак пысăк ĕçре
Пур вăйпе кӳлĕнсе тимлесе тăрать,
Парне выльăхсемшĕн хакне тӳлеме
Халăхран пухмалли укçана пухать...
Анчах ку мăн чӳк кĕллине туни те
Чалланнă ват пуçсен чунне уçмарĕ,
Мăн ĕçе вырăнлă пулма хупларĕ.
VII
Çуллахи уйăхсен вăрăм кунĕсем
Тăхтаса пекех-мĕн иртеççĕ аран;
Выçăпа хавшанă ырхан этемсем
Кун çути çине те пăхаççĕ сĕнксе...
Çуркунне тивлечпе чĕрĕлнĕ илем
Çĕр пичĕ çийĕнчен сирĕлчĕ ирех,
Вăрмансем, хир-уйсем салху та кичем.
Çутă çанталăк та чунсăрпа пĕрех...
Чăлт уяр шенкеркке тĕнче тӳпипе
Кăтрашка шур пĕлĕт ярăнса ишмест,
Çăмăршăн антăхан хир-уйсем çийпе
Аслати-çиçĕм алхасса иртмест.
Васанри çеремре çаран ешермест,
Улăхсем тăрăх чечек вылянмасть,
Çарансем тĕпĕнче шывĕ чӳхенмест,
Пур чĕрĕ чун та ним те савăнмасть.
Тырă-пул хумханас уйсене тăрăх
Тусан вĕçтерсе вĕрет типĕ çил,
Кулленех пĕр евĕр — уяр та шăрăх,
Хĕвелĕ ĕнтет... ним мар ӳк те вил!..
Лариван кунран-кун çăмăра кĕтсе
«Çумастех!..» терĕ, кĕтме те чарнать,
Тăтăшах ăш-чикĕ пăчăхса çитсе
Кирек ăçта вăл усăнса ларать:
— Молепĕн те турĕç, мăн чӳк те турĕç, —
Ик эрне иртрĕ, пĕрчĕ çăмăр çук!..
Халь ĕнтĕ çусан та тыр-пулсем пулмĕç, —
Вăхăчĕ иртрĕ... кĕтмелли те çук!..
Чăн туррăн кăмăлĕ ырлăхлă пулсан
Мĕншĕн çак тери мана илтмест-ши?
Халь кунĕн-çĕрĕн тек хуть ăçта пырсса
Шухăш ун çинчех... ма хĕрхенмест-ши?!
Шеллĕ-çке ытла та çак ачапчасем,
Ма ырă турă çавсемшĕн илтмест.
Ак ĕнтĕ кунĕпе вĕсен куççульсем!..
Çук çав, турри те вилĕпе пĕрех, — тет.
VIII
Ак Питрав праçникĕ хуллен çывхарать.
Çĕртме сухисен вăхăчĕ çитрĕ...
Хай уяр çанталăк та аран улшăнать.
Юр кайнăранпа тин нӳрĕк ӳкрĕ!
Ак тинех аслати çиçĕм çиçтерсе
Тачка пĕлĕтсем ишни курăнать;
Вăрмансем, пуш уйсем тинех чĕрĕлсе
Уççăн сывлани, савăнни курнать.
Çĕр-шывĕ чĕрĕлсе симĕс тĕс илни
Хресчен чунне йăпату парать,
Анчах пур тыр-пулшăн ыр вăхăт иртни
Мăн хуйха сирмест, савăнма чарать:
— Ак ĕнтĕ çĕр-шыв та чĕрĕлсе çитет, —
Кайăкшăн, выльăхшăн пулать çимелли...
Эй, мĕскĕн этемми, ун вăйĕ пĕтет!
Тĕнче юлсан та ун пĕтмеллех-ши?!
Лариван пиччемĕр выçă йышĕпе
Аптраса çитсе хĕнлĕхе чăтать;
Выçăпа хуйхăран хăрса çитнипе
Макăрма чарнать, ун чĕри хытать.
Çиме çук пирки вăл çуркуннеренпе
Виç сурăх пурччĕ — вĕсене пусрĕ,
Пилĕк пăт ырашла (нимĕн çуккипе)
Пĕртен-пĕр вăйлă ĕнине сутрĕ.
Халь мĕн пур выльăх ун пĕр лаши анчах,
Ăна та кĕç-вĕç сутасшăн тăрать,
Анчах пĕр пуян та çак выçлă хушрах
Унăн лашишĕн виç пăт та памасть.
Лариван çăкăрне темĕн те хушать:
Хывăхпа улăм, йĕлме хуйăри,
Епеç çĕр тăмне, тĕрлĕрен курăк, —
Анчах пĕрин те çук-тăр çав ырри!
Çӳп-çаплă çăкăра чăмласа кавлен,
Лĕкленсе çитсе аран çеç çăтан!
Мĕнпе те пулсан çав хырăм тултăр тен, —
Çисен те хырăмлăх выç пекех туян!..
Пуртарах ял-йышсен ачисем çавах
Урам хушшине тухса выляççĕ,
Лариван ачисем яра кун каçах
Нăйкăшса йĕрсе килте лараççĕ.
IX
Юлашки виççĕмĕш Сăпассем тĕлеш...
Çанталăк тăтăш сулхăмлă тăрать.
Сат пахчи хĕрринчи чĕртенкĕ пилеш
Вĕт çулçисене чăпар тĕс парать.
Парлаксем выртакан çĕртме пуссинче
Сайраран ыраш акакан курнать;
Кăкласа çаратнă тырă уйсенче
Çĕр пичĕ тăлăххăн хуралса выртать.
Шăтмасăр выртайнă çуртри пуссисем
Тинех васкаса хĕрсе ӳсеççĕ.
Çилпеле чӳхенен сĕлĕ калчисем
Тин тухан пучах вĕçне силлеççĕ.
Аптранă хресченсем ĕннĕ тыр-пулне
Питраврах вырса çиме пуçларĕç,
Нумайăшĕ спассем çитес тĕлелле
Мĕн пур пеккине çисе те ячĕç.
Ешеннĕ Лариван ырхан шăм-шакпе
Анкартне-мĕнне тухса уткалать,
Тăтăшах сас-чӳсĕр, чирлĕ шухăшпе
Арпалăх умне усăнса ларать.
Мĕскĕн ун арăмĕ çак хĕн вăхăтра
Кĕç-вĕç вилес пек чĕнмесĕр выртать;
Арăмĕ вилессе малтанах кура
Ун хытнă чĕри каллех хускалать:
Ун пĕр пек тăватă пĕчĕкçĕ ача, —
Амăшĕ вилсен кампа йăпанас?!.
Йынăшу-йĕрӳ тек... Пĕр яр кун каçа
Асапа курма та мĕн майпа чăтас?!
Хĕнлĕхпе хăнăхса пиçнĕ çинченех
Лариван пиччен куççулĕ тухать:
Пит-куçне çан вĕçпе шăлса илет те
Йĕтемĕ çине пăхса вăл калать:
«Эх, пурнăç, пурнăç!.. Йĕтем çап-çара.
Пилĕк урапа кăкланă хăмăл, —
Хуть пилĕк-ултă пăт халăхăн пек чух!
...Туррăн ирĕк çав, пĕтересшĕн вăл.
Эх-эй-йай, самана!.. Мĕнле пулчĕ-ши?
Асатте калатчĕ авал...» — тейеет,
Сасартăк анкартне тухать пĕр ачи, —
Вăл хыттăн йĕрсе: «Анне вилнĕ!..» — тет.
X
Сив сурхури те, Çĕн çул та иртсе
Çуллен шавлакан çăварни çитрĕ;
Ку та халăхсем выççине сисе
Çăварне карса пушшăнах иртрĕ.
Выçăхса ларакан ялсем хушшинчен —
Выç вилет!.. тенĕ ятсем тухаççĕ,
Йĕкелпе, улмана пурăнакансенчен
Ахлатнă сассем чуна çураççĕ.
Лариван ку таран улма çисеччĕ:
Акă халь унăн улми те пĕтрĕ;
Тата килĕнче пĕр лаши çӳретчĕ,
Ăна та кĕркуннех çирĕ... çук ĕнтĕ!
Шыçăнчĕç унăн йăлт пичĕ-куçĕсем,
Аран калаçать, урисем утмаççĕ.
Тирĕпе анчах юлнă ачисем
Кăмака çинче сĕнксе лараççĕ.
……………………………………………………………………..
……………………………………………………………………..
Нарăс вĕçнелле. Лариван начар...
Вăл алăк енчи урлă сак çинче
Хутланса выртать. Ик ачи юнашар
Йĕрсе тăраççĕ пуçĕ вĕçĕнче...
Ним сисмен вăхăтрах çӳп-çаплă пӳрте
Ялканаш пуçĕпе ялти вĕрентӳç
Васкаса кĕреççĕ. Вĕсем иккĕш те
Пĕр тĕлĕнмесĕр малалла иртеççĕ.
Лариван çак кĕнĕ çынсене курса
Пĕтĕм шăм-шакпа чĕтресе ӳкет.
Вĕрентӳç сыв марскер патнерех пырса
Унăн сывлăхне тĕпчесе пĕлет;
Унтан вăл ак çапла каласа парать:
Ачасем валли сталувуй пулать.
Сан ик ачăна унта парăпăр,
Тата иккĕшне Мускава ярăпăр.
Лариван чĕтренсе аран нăйкăшать:
— Ах, эсир апла... Кам пăхать унта?!
Мускава ярас мар, çырăрсам кунтах.
Апат-çимĕçне çтан тупĕç тата?
— Ĕненччĕ эс мана! — Мускавра лайăх...
Сан çех мар унта, каякан нумай...
Вĕсене шеллекен ĕçлекен халăх
Аван пăхмалла... Кунти мар самай...
Ялсенче пулакан сталувуйсене
Ют ĕç халăхсем уçса параççĕ.
Вăй çитнĕ таран хуть çак ачасене
Выçă вилĕмрен çăлма шутлаççĕ.
Вĕрентӳç каланă сăмаха илтсен
Лариван пиччен куççулĕ тухать,
Ачисем çинелле имшеррĕн пăхса
Вăл пуçне çĕклесе ак çапла калать:
— Эх, мĕскĕн ачамсем, илтрĕр-и эсир?
Шеллекен ырă çынсем пур иккен!..
Çав ырă çынсене чире сисмесĕр
Тав тăвăп, манмăп чунăм тухиччен!..
Сăмахне татах та калаçас чухне
Ун ăшĕ кӳтсе чĕлхи çыхăнать.
Çыннисем тухаççĕ. Выç ачасене
Ку ырă хыпар йăпатса ярать.
Çав кунах каçпала выçă Лариван
Тăсăлса выртса антрашма пуçлать,
Йывăррăн сывлатса куçсене хупать.
1921-1922
Асăрхаттару
Малтанхи хут пичетленет (ЧПТА, 1759 ф., 1 оп., 13 упр. ед.). Умĕнче автор çапларах асăрхаттарни пур: «Ку «Выçлăх аллинче» ятлă сăвăллă калав çурри ытларах 1921 çулхине, чи йывăр выçлăх хĕнĕсене чăтнă чухнех çырнăскер. Юлашкине 1922 çулта çырса пĕтернĕ. Ăна ялта чăнахах та выçăпа пĕтнĕ пĕр кил-йыш асапне курса çырнă. Çыраканĕ. Адрес: г. Чебоксары, ред. газ. «Канаш», сотрудник газеты С. Эльхерин (Элкер). 1922 г. Декабря 30 дня». Каярах çапла хушса çырни пур: «Ку сăвăллă калав вĕçне улăштар-малла пулать. Вăл пĕр çулталăкпах пĕтмелле мар,— унăн ытамĕ 5—6 çул ытла ытамласа тăмалла. Лариванăн вилмелле мар; унта 23—25 çулсенчи тыр-пул çитменлĕхсене те кăтартса парса Ларивана çĕнĕлле хуçалăх шухăшне шырама вĕрентмелле. 5—6 çултан Лариванăн аслă ывăлĕ Мускав кĕпĕрнинчен таврăнать, вăл ашшĕне çĕнĕлле пурăнма тимлесе çавăрать. 29/IХ.26 ç. Элкер».
Чи вĕçĕнче (14 с.) кăранташпа çырни пур: «Присуждена третья премия по конкурсу на литературные произведения о голоде в Чувашобласти в 1921—1922 гг. с условием представления окончания. Члены: А. Михайлов, Н. Васильев».
С. В. Элкер хăйĕн аллипе çапла хушса хунă: «Жюри решенине çыраканĕ Н. В. Шупуççынни. Ку преми тăрăх (3-мĕш премипе) автора 3 пăт ыраш çăнăхĕ, 1 пăт тулă çăнăхĕ, 20 кĕрепенкĕ сахăр песокĕ, çур пăт исĕм çырли панăччĕ. Жюри комиссин виççĕмĕш членĕ Элмен пулнăччĕ пулас,— лайăх астумастăп. Конкурс (ку ĕç) 1923 çулта пулса иртнĕ».