Выçлăх аллинче


Кăштах ӳкеймест — малалла танккать.

 

III

Сĕрĕмпе хĕрелнĕ хĕвел йăмăхса

Кăнтăр тӳпинчен каçа сулăнать.

Тусанпа витĕннĕ кĕтӳ çуйăхса

Хура пусăпа улăха анать...

Лариван утать-ха çуртри пуссипе,

Унăн шăм-шакне хĕвел пĕçертет,

Тарланă пит-куçне шăлать аллипе,

Вăхăчĕпеле кăшт ӳсĕркелет.

Утсан-утсассăп вăл нуçне çĕклет те

Çуртри уй çине чарăнсах пăхать:

Çуртри уй хуп-хурах — илем çук ним те!

Лариван хăвăрт çаврăнса утать.

Ялне çывхарсан вăл тăрать чарăнса, —

Пысăк шухăшпа ĕнсине пĕкет...

Çавăнтах сасартăк çинçен уласа,

Пĕчĕк ача пек çухăрса ӳкет...

Макăрса чарăнса чун хавалĕпе

Çĕрелле пăхса хыттăн кăшкăрать:

— Çĕр кăкăрĕ, çурăл, çăтса ил мана!..

Синкер асапран хăтарсамччĕ!.. — тет.

Чылаях макăрса ĕшеннĕ хыççăн

Ирĕксĕр килне çитет те выртать;

Хуйхă пуснипеле, çисе мар — выççăн,

Пĕр-ик самантрах ыйăха каять.

Кансĕр ыйхăра вăл текех антрашать,

Кăрт-карт сиккелет, тем те аташать:

Чӳк турри те хăех ăна курăнать, —

Мăн парне кӳрсен çăмăр халаллать.

Ишĕлчĕк çырмасен тĕпĕпе утать —

Çӳле улăхма вăйпе тăрăшать,

Чăнкă çырмаран хăпарма пуçлать —

Ури тытаймасть, каялла шăвать...

Е кĕçех вăл хирте — тырă пуссинче,

Ун йĕри-тавра тырă хумханать...

Е килĕнчех пек, вăл — сĕтел хушшинче,

Тутлă апатсем çисе лăпланать...

Вĕçĕмсĕр аташу чăнне-суйине

Лариван хăех тавçăрса илет,

Час вăранса каллех иртми синкерне

Аса илет те шăппăн ĕсĕклет.

 

IV

Çимĕк эрни иртсен пĕр праçник кунне

Лариван ирех ларать пӳртĕнче.

Вĕçĕмсĕр мăн хуйхă туллать ун чунне,

Асаплă шухăш йĕпĕлет пуçне.

Тĕлкĕшсе тухайнă вут хĕвел çути

Çурт тăррисене хĕртме те пуçлать.

Выçăхса хутланнă хресчен йытти

Урам варринче нăйкăшса улать.

Лариван чӳречи кантăкне уçса

Вăйсăр куçсемпе пăхать урама,

Уласа ларакан йытта ятлаçса

Шухăшне сирет, манать кулянма.

Мăн урам варрипе тусан хăпартса

Пĕчикçĕ кĕтӳ уялла тухать;

Йăмрасем тăррипе сывлăша касса

Çăхана çăхан кранклатса хăвать...

Лариван кантăкран пăхнă вăхăтрах

Петĕр-теçетник ун умне пырать,

Пынă-пыманах вăл ним тăмасăрах

Лариван çине тĕллесе калать: —

Лариван пичче, тен, ху та илтнĕ пуль

Паян пурин те кĕлле каймалла...

Тимлесех пурин те çак вилĕмлĕ çул —

Пысăк молепĕн паян пулмалла.

Чиркӳрен тухсассăн тăватă прихут

Çавал хĕррине шыва анмалла...

Ан юлах эсĕ те, тумлан, тухса ут!.. —

Терĕ теçетник, утрĕ малалла.

Лариван васкаса пăлтăра тухать,

Сыв мар выртакан арăмне чĕнет,

Çавал хĕррине ман каясчĕ тет.

Ухвине имшеррĕн ахлатса аран:

— Каяс тен пулсан — эс кайса килех...

Ах, хам та пырăттăм кăшт вăйăм пулсан,

Чĕрем касăлать!.. — тет выртнă çĕртенех.

Лариван хăвăртрах тумланса çитет,

Ачисем тăрса йĕме пуçлаччен

Тăм хушса пĕçернĕ пашалу чикет,

Тухать те утать часрах килĕнчен.

 

V

Вĕçĕмсĕр уйсене варринчен касса

Çавал çыранĕ ишĕлсе выртать.

Вĕт хăва тĕмĕсем витĕр хумхатса

Çыран хĕрринчен пӳр сывлăш тапать.

Хытанка, çĕтĕлчĕк, çӳхе пĕлĕтсем

Вил уйсем çийĕпе шăппăн шăваççĕ.

Çурçĕртен çил вĕрет. Çӳçе тăррисем

Вăхăтран вăхăт, тапхăр кашлаççĕ.

Пĕлĕтсем хушшипе хĕрӳллĕ хĕвел

Тĕпсĕр тӳперен çунтарса тăрать.

Шăрăхпа пăчăхнă çыранри вĕтел

Çӳçе-хăвасен сулхăмне чăмать.

 

Çаралнă, çарансăр Çавал улăхне

Унтан та кунтан халăх тăкăлать;

Молепĕн тăвакан халăх ушкăнне

Тĕрлĕрен этем пырса хутшăнать:

Курпунне кăларнă ватă çынни те

Аранах çитсе ӳксе пуç çапать.

Выçăпа чирлени, ачи-пăчи те

Талпăçса çитсе сăх сăхма пуçлать.

Тăпланса тăракан ушкăн варрииче

Чиркӳ ялавĕсем вĕçсе тăраççĕ;

Салхуллă хĕрсемпе яшсем аллинче

Алăк пек турăшсем çиçсе çунаççĕ.

Турăшсем умĕнче хыттăн мамласа

Шур сухаллă пуп турра тархаслать,

Куçсене хĕссе вăл, çӳлелле пăхса

Илье пророкран çăмăр шыв ыйтать.

Ватă пуп çумĕнчех çамрăк пупĕсем

Кĕç-вĕç йĕрес пек мĕкĕрсе юрлаççĕ,

Тавраллах капланса тăракан çынсем

Кĕлле тăнласа шăппăн тăраççĕ.

Лариван пиччемĕр хыçарах тăрса

Кăшт та чарăнмасть, текех сăх сăхать,

Илтекен кĕлсене каласа пырса

Вăхăтран вăхăт ӳксе пуç çапать.

Канмасăр хавассăн кĕл туса тăрса

Лариван сисмест, — молепĕн пĕтет;

Пур халăх саланса кайнине курса

Ирĕксĕр ялĕ енне вăл тĕнккет.

 

VI

Çавал шыв хĕрринче молепĕн пулни

Уяр кунсемпех ак пĕр эрне иртет,

■ Страницăсем: 1 2 3 4

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


vajpi (2017-11-14 19:25:23):

Присуждена третья премия по конкурсу на литературные произведения о голоде в Чувашобласти в 1921—1922 гг. с условием представления окончания. Члены: А. Михайлов, Н. Васильев». çак конкурса хутшăннă ытти ĕçсене ăçта та пулин тупса вулама пулать-ши?

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: