Тинĕсре тупнă çĕрĕ
Дубенко пӳлĕмрен тухас умĕн самантлăха чарăнса тăчĕ.
— Тата акă мĕн çинчен асăрхаттаратăп сире, Виталий Сергеевич, — терĕ вăл. — Сирĕн аçăра нимĕçсем арестлеме хатĕрленни çинчен юлташĕсем сиснĕ. Анчах та вĕсем «Шнеллер» катер тинĕсе тухас умĕн çеç ăна асăрхаттарма ĕлкĕрнĕ. Акă мĕншĕн Сергей Петровичăн хăйне фашистсем йĕрленине пăхмасăрах апрелĕн 20-мĕшĕнче тинĕсе тухма тивнĕ... Кайран катер механикĕн чăн-чăн ятне пĕлекенсем Готлиб Синичкина фашистсен аллине Тарасов тытса панă тесе шутлама пуçланă. Çавăншăн вĕсем хайхине леш тĕнчене ăсатасси пирки те калаçса татăлнă пулнă. Анчах хаяр приговор пурнăçа кĕриччен Тарасова нимĕçсем тытса арестленĕ. Лагерьтен лешĕ виçĕ хутчен тарнă, темĕн тĕрлĕ асаплантарнине те тӳссе ирттернĕ, анчах ниçта та совет çыннин ятне ятман... Совет Çарĕ ирĕке кăларнă хыççăн вара Павел Ефимович облаçри пĕчĕк хулара ĕçле пуçланă. Кĕрешӳри юлташĕсем хăйне епле айăплама хатĕрленнине вăл яланах хурланса аса илнĕ, çав хушăрах Сергей Петровичăн паттăрла ĕçĕсем çинчен хальхи ăрăва тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пама кирлине те ăнланнă, анчах... каллех хăйне ĕненмĕç тесе пăшăрханнă... Çав тери сăпайлă, хăйĕн ĕçĕсемпе мухтанма юратман çын вăл, Павел Ефимович, «Фаттерлянд» архивне сирĕн дельфинсем тинĕс тĕпĕнче шыраса тупнине пĕлсен пирĕн пата килмесĕр чăтайман. Синичкин механикпа унăн юлташĕсене фашистсен аллине сутнă провокатор кам иккенне пĕлме кирлĕ самант та çитрĕ иккен тесе çырнăччĕ вăл пирĕн пата ун чух. Архивра провокатор ятне пĕлме пулăшакан хут тупăнмĕ-ши тесе асăрхаттарнăччĕ. Чăнах та, унăн сĕнĕвĕ усăллă пулчĕ пирĕншĕн — халĕ эпир Сергей Петровичпа унăн юлташĕсене кам сутнине те пĕлетпĕр ĕнтĕ. Гестапо архивĕнче ăна вăрттăн ятпа «Шăллăскер» тесе чĕнни те паллă. Ăçта пурăннине те шыраса тупăпăр ак...
Çапла, Павел Ефимович чăнласах Синичкин юлташăн паттăр соратникĕ пулнă, вăл сире аçăр çинчен пĕтĕмпех каласа кăтартĕ...
— Апла эппин... — терĕ Виталий Тарасовпа курса калаçичченех ăна чунтан хисеплеме тытăнса.
Дубенко Виталие вăрăм коридор вĕçĕнчи аслă пӳлĕме ертсе кĕрсен кантăк умĕнчи çӳллĕ фикуспа юнашар ларакан ватă çын тӳрех ура çине тăчĕ. Сайраланса юлнă кăвак çӳçлĕ вăл, çамки çинче ĕлĕкхи суран йĕрĕ. Сылтăм аллине çĕклерех тытса тăрать, тепри — кăштах чĕтрет.
— Каçарăр, Виталий Сергеевич, пĕр кун сирĕн патăртан хăвăрт тухса кайнăшăн... Мана ятлăр: паллашас тесе те тăрăшмарăм.
Ватă партизанпа çамрăк ученăй нумай вăхăт хушши пĕр-пĕрне курман чи çывăх тăвансем пекех ыталанчĕç. Юратнă ашшĕне çурăмĕнчен çупăрласа тытнăнах туйăнчĕ ку Виталишĕн. Вăл старике каллех фикус патĕнчи пукан çине çемçен лартрĕ.
— Аçăрах хывнă эсир, чăн-чăн Сергей Петрович! — терĕ Тарасов Виталий куçĕнчен тăван ашшĕ пек юратуллă сăнаса пăхса. — Нимрен те кая мар: Сергей Петрович майлах тĕреклĕ, маттур... Пушă вăхăт пур чух ăшшăн асăнатчĕ сире, йăмăкна та, асаннӳпе аннӳ-не те. Сахал мар итленĕ эпĕ вăл Сăрпа Атăл çинчен аса илнине, дельфинсем çинчен ĕмĕтленнине. Мĕн чухлĕ каламалли ман сире, Виталий Сергеевич! Эй, мĕн чухлĕ асаилӳ...
Татах телефон сасси янăраса кайре: Быков шăнкăравлать-мĕн,
— Виталий Сергеевич, — терĕ Дубенко телефон трубкине хурсан, — сирĕнпе суту-илӳ карапĕн врачĕ Коваленко юлташ тĕл пулса калаçасшăн, вăл сире Быков патĕнче кĕтсе ларать.
Тарасовпа Синичкина майор çуртăн аялти хутне çитиех ăсатса ячĕ, кайран çамрăк ученăй ватă партизана хулĕнчен хисеплĕн тытса порт еннелле утнине пăхса тăчĕ.
11
Быков кабинечĕн алăкне тачах хупман, çавăнпа пӳлĕмри сасăсенчен пĕрне илтсен Виталий шалалла кĕме сасартăк чарăнса тăчĕ, Павел Ефимович та ăна кура нимĕн чĕнмесĕрех шăп тăчĕ.
— Халех хăй кунта çитет ак, Вера Сергеевна, — терĕ такама инженер-капитан. — Урамра эсир пĕр-пĕринпе тĕл пулаймăр та...
— Калăр-ха, Макар Данилович, сăнран еплерех çын вăл, Виталий Сергеевич? Манпа... пĕр пекрех мар-и?..
Хĕрарăмăн сасси кăмăллăн та çепĕççĕн илтĕнет, çав хушăрах вăл хытах хумханни те уççăнах сисĕнет. Тата темскере чунтан пăлханса кĕтни те... Чим-ха, ытла палланă пек туйăнать-çке ăна ку хĕрарăм сасси, ăçта тата хăçан илтме пултарнă Виталий вăл çепĕç сасса?.. Биофилолог тем аса илсе Тарасов хулĕнчен хăй сисмесĕрех чăмăртарĕ: ара, Быков пӳлĕмĕнчен илтĕнекен сасă Витали асламăшĕнни евĕрлĕрех-çке, вăл ача чухне лешĕ унпа шăп та шай çавнашкал сасăпа калаçатчĕ!..
Биофилолог алăка яриех уçса ячĕ. Инженер-капитанран сулахай енче ларакан çамрăк хĕрарăм Виталий пӳлĕме кĕнĕ-кĕменех çемçе пукан çинчен çĕкленчĕ те пĕр хускалми хытса тăчĕ. Йĕтĕн сӳсĕ евĕр кăпăшка сарă çӳçлĕскер хăй, çинçе те йăрăс пӳллĕ, кăн-кăвак куçĕсем Хура тинĕс пекех тарăн... Анчах мĕншĕн çав тери çывăх та палланăн туйăнаççĕ-ха Виталие çак пысăк та тарăн куçсем?.. Чăнах та вăлах тăрать-ши ĕнтĕ Виталий умĕнче — тĕл пулса калаçмашкăн, тытса çупăрламашкăн вуншар çул хушши кĕтнĕ пĕртен-пер йăмăкĕ?..
Быков пĕрре пӳлĕме вирхĕнсе тенĕ пекех кĕрсе тăнă Синичкин çине, тепре хăйпе халь кăна çепĕççĕн калаçса ларнă çамрăк хĕрарăма тĕлĕнсе пăхса илчĕ те кĕсйинчен туртса кăларнă чĕлĕмне телефон аппарачĕпе юнашар хурса сĕтел хушшинчен хыпалансах урай варринелле тухрĕ.
— Йăнăшмастăп-и эпĕ, туссем?.. Эсир... эсир!.. Кантăкран кĕнĕ хĕвел шевли пӳлĕме çутатса ячĕ, çамрăк хĕрарăмăн кăвак куçĕсенче савăнăç куççулĕн тумламĕсем ялкăшса илчĕç. Виталий тек чăтаймарĕ, аллисене малалла тăсса ун еннелле ыткăнчĕ, тепĕр самантран йĕтĕн çӳçлĕ йăмăкне сарлака кăкăрĕ çумне пăчăртарĕ.
— Пичче!
— Йăмăкăм!
— Эпĕ суту-илӳ карапĕ çинче врач пулса ĕçлетĕп, — терĕ Виталий йăмăкĕ, пиччĕшĕ тупăннăран чĕререн хĕпĕртенипе хĕрелсе кайнăскер. — Ĕнер пирĕн судно Кубăран таврăнчĕ, киле çитетĕп те...
— Вери, епле шыраса тупрăн эс мана?
Виталий йăмăкĕн калавне Быков та, Павел Ефимович та питĕ тимлĕ итлерĕç. Çамрăк хĕрарăм сасси хĕвел шевлисемпе тулнă аслă пӳлĕмре пĕрре савăнăçлăн та çĕкленӳллĕн, тепре тунсăхлăн та хурлăхлăн янăраса тăчĕ... Хăйĕн пурнăçĕ çинчен каласа панă май вăтана-вăтанах пиччĕшĕн куçĕсенчен ăшшăн та юратуллăн пăха-пăха илчĕ, тинĕс шывĕпе пиçĕхнĕ аллисене тыта-тыта чăмăртарĕ.
...Одесса енчен килекен поезд çитсе чарăннă хыççăн, станци çине фашистсен самолечĕсем бомбăсем тăкма тытăннă вăхăтра, унти стрелочница Олеся Михайловна Ильченко дежурствăран килне таврăннă пулнă-мĕн. Тăкăрлăкран аслă урама тухас умĕн вăл сасартăк шыв колонки енче ача çухăрса макăрнине илтнĕ.
Унта чупса çитсен вара çĕр çинче темиçе хĕрарăм тăсăлса выртнине, вĕсенчен пĕрин кăкăрĕ çумĕнче пĕчĕк çеç хĕр ача йăшăлтатнине асăрханă. Хăй ачине темле ют хĕрарăм тытнине вилес умĕн сиснĕ курăнать амăшĕ, куçне уçнă та аран-аран тухакан вăйсăр сассипе çапла йăлăнса ыйтнă:
— Тархасшăн, вилме ан парăр хĕрĕме... Ăна Вери тесе чĕнеççĕ, Синичкина Вера Сергеевна. Пиччĕшĕ, Виталий, асламăшĕпе пĕрле поезд çинче. Хамăр эпир... эпир...
Амăшĕ ачине шанса хăварнă ют хĕрарăма хăй Одессăран хăш вырăна кайма тухни çинчен пĕлтересшĕн пулнă-и тен, анчах вăйĕ пĕтсе çитнипе урăх пĕр сăмах та каласа хăварайман...
Олеся Михайловна Ильченко çичĕ уйăхри хĕр ачана вăрçă нушине пăхмасăрах тĕрĕс-тĕкел ӳстернĕ, упăшки Будапешта ирĕке кăларнă чух пуçне хунă хыççăн пĕчĕк Вери уншăн пĕртен-пĕр çывăх тăван пулса юлнă. Олеся Михайловна хăй ĕçлесех Верие институтран вĕрентсе кăларнă. Халĕ вăл пенсире ĕнтĕ, Верипе унăн упăшки, суту-илӳ карапĕн капитанĕн помощникĕ Коваленко, тинĕссемпе океансенче нумайлăха пыракан рейса тухсан икĕ мăнукне питĕ юратса пăхать.
Вери Олеся Михайловна хăйĕн тăван мар амăшĕ иккенне пĕлмен. Ĕнер, рейсран таврăннă хыççăн, амăшĕ ăна пĕр тĕрке хаçат тыттарса Виталий Синичкин çинчен мĕн çырнине тĕплĕн вуласа тухма сĕнсен Вери питĕ тĕлĕннĕ.
«Синичкин дельфинĕсем «Фаттерлянда» тупма пулăшни çинчен пĕлетĕп-ха эпĕ, — тенĕ Вери» — радиопа çĕн хыпарсене пурне те илтсех тăнă эпир».
«Хаçатсем Синичкин кун-çулĕ çинчен мĕн çырнине вуласа тух, — тенĕ амăшĕ. — Тата унăн сăн ӳкерчĕкĕсене те пăх».
«Анне, эсĕ темĕншĕн хумханатăн пулас, мĕскер пулчĕ сана?» — ыйтнă Вери.
«Кур-ха Синичкин сăнне, — тенĕ Олеся Михайловна, — вăл мана санпа пĕр сăнарлăн туйанать. Тен, мана кăна çавăн пек курăнать...»
Вери пĕрре тĕкĕр çинчи хăйĕн сăнĕ çине пăхнă, тепре — амăшĕ тĕллесе кăтартнă чаплă биофилолог сăн ӳкерчĕкне.
«Ой, чăнах та, каснă лартнă эпех-çке!» — савăнăçлăн кулса янă вăл çак пĕрпеклĕх çинчен амăшĕ мĕн пирки сăмах пуçарнине çаплах ăнланаймасăр.
«Вери, Виталий Сергеевич санăн тăван пиччӳ пулĕ тере шутлатăп эпĕ», — тенĕ амăшĕ.
«Епле майпа? — шалтах тĕлĕннĕ Вери. — Манăн нихçан та пичче пулман-çке! Хушаматăм та пачах урăхла: Ильченко».
«Аçăр ячĕсем вара?»
«Манăн атте Сергей пулнă тесе хăв та пĕрмаях асăнаттăн-иç?..»
«Верочка, эс Кубăран таврăнасса тахçанах кĕтетĕп, лар та итле эпĕ мĕн каласа кăтартнине... Сана пăхса ӳстерсе çын çине кăлартăм эпе. Иртнĕ вăрçăра санăн пĕр тăвану та чĕрĕ юлайман пулĕ тенĕччĕ эпĕ, анчах халĕ урăхларах шутлама пуçларăм. Каçар, хĕрĕм...»
Олеся Михайловна Верие вăрçă пуçламăшĕнче хăш станцире епле майпа вилĕмрен çăлса хăварнине тата тăван амăшĕ ют хĕрарăма хĕр ачан хушамачĕпе ячĕ тата унăн пиччĕшĕ çинчен мĕн пĕлтерме ĕлкĕрнине пĕтĕмпех каласа панă.
Çакăн пек кĕскен каласа пачĕ Вери хăй кун-çулĕн шăпи çинчен пиччĕшне.
— Асанне ун чух анне ăçта выртнине шыраса тупнă, анчах вăл сана апла тăк, паллах, курма пултарайман. Вара ют станцире мана та çухатса хăварас мар тесе часрах каялла вакуна таврăннă. Эх, епле хĕпĕртĕ вăл эсĕ чĕрĕ иккенне пĕлсен!.. — чылай чĕнмесĕр тăнă хыççăн пĕлтерчĕ Виталий.
— Асанне пурнать-и-ха? — çав тери савăнса ыйтрĕ Вери.
— Сакăр вунналла çывхарса пырать ĕнтĕ, уйăх каялла çеç эпĕ Чăваш çĕршывне кайса килтĕм... Сана, пĕчĕкскерне, хăй епле сиктерсе юратнине те лайăх астăвать.
Виталий йăмăкне Павел Ефимович Тарасовпа паллаштарчĕ, ашшĕн кун-çулĕ çинчен кĕскен каласа пачĕ.
Вăхăт питĕ хăвăрт иртсе пычĕ. Юлашкинчен Вери, çывăх тăванĕсем çинчен пĕлнипе ялкăшса çиçекенскер, Виталипе Тарасова тата Быкова хăйсем патне чĕнчĕ.
— Анне кĕтсе ывăнчĕ пулĕ... Туятăп эп вăл килте паян епле ларнине. Андрей те портран час таврăнатăп терĕ. «Пиччӳсĕр ан та кил», — тесех ĕçе тухса кайрĕ. Куккăшĕ сасартăк тупăннишĕн ачасем мĕнле савăнĕç-ши? Эпир вĕсене сан çинчен кунта килсе паллашиччен каласа пама тăхтарăмăр...
— Чим-ха, Вери, экспедици врачĕпе калаçса илем-ха эп... Пĕлтерем ăна Павел Ефимовичпа сана тупни çинчен...
Синичкин Ренăна пристане паянах чаплă хăнасем пырса çитесси çинчен пĕлтерчĕ тата дельфинсене пурне те тинĕс кукрине чĕнсе тухма хушрĕ.
Паçăр Виталий сăмах май йăмăкне биофилологипе хытă интересленнĕ пиркиех хăй ватă хусаха тăрса юлни çинчен пĕлтернĕччĕ. Акă халĕ пиччĕшĕ врач лаборанткăпа кăмăллăн та хисеплĕн калаçрĕ. Катер çинче юлнă хĕр Виталишĕн пурнăçри хаклă çын иккенне Вери ăнланчĕ.
Часах хаваслă çынсен ушкăнĕ шыва путнă карапсене тупса палăртакан экспедици çуртĕнчен тухса тинĕс хĕрнелле çул тытрĕ. Малта алла-аллăн тытăнса Виталипе Вери пычĕç, вĕсенчен кăшт каярах юлса Быковпа Тарасов утрĕç.
— Тепĕр рейса тухиччен эпир упăшкапа иксĕмĕр отпуск илетпĕр те атте-анне çĕршывне кайса килетпĕр...
— Олеся Михайловнăна та хăвармастпăр, — терĕ Виталий. — Павел Ефимовича та хамăрпа пĕрлех илетпĕр. Паянах асанне патне телеграмма çаптаратăп...
— Тен, Ренăна та?.. — чеен кулчĕ Вери. Анчах Виталий савнийĕн ятне илтсен кулмарĕ.
— Эсĕ ăнланма тивĕç: маншăн Рена экспедици врач лаборантки çеç мар, йывăрлăхсенче алă усма паман чи çывăх тус та... Вăл пирĕн асанне кăмăлне кайĕ тесе шутлатăп.
— Ах, мĕн чухлĕ ман сана каласа памалли! — терĕ Вери татах пиччĕшĕн аллине хыттăн чăмăртаса. — Вăтăр çул ытла эпир пĕр-пĕрне пĕлмен-çке!
— Манăн та, йăмăкăм, çавнашкалах!.. Юрать, атте Хура тинĕс дельфинĕсене сăнаса пынисем упранса юлнă, — терĕ Виталий. — Биофилологи енĕпе ĕçлениех мана Одессăна илсе çитерчĕ, çавна пулах ав аттен йĕрĕ çине ӳкрĕм, сана тупрăм!..
— Пиччем!..
Виталий йăмăкĕн йăрăс пĕвĕпе сарă çӳçне, тинĕс пек тарăн кăвак куçне пăхса тăранаймарĕ. Икĕ тăвана тӳпери хĕвел те шевлисене тавраналла юриех пĕр шелсĕр сапаланăн, урамри йывăçсем те вĕсен телейĕ çинчен савăнса пăшăлтатнăн туйăнчĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...