Кушлавăш уйĕ
Зеленовка (урăхла Амачкино). Ку ял Кольцовкăпа пĕр вăхăталлах пуçланнă пĕчĕк вырăс ялĕ. Зеленовка çĕрĕ Кольцовка çĕрĕпе юнашарах, Кушлавăш шывĕ Çавала хутшăннă çĕрте выртать. Зеленовка хăйăрлăрах хытанка çĕр çинче ларать. Чи малтан ку вырăна Путилов помещик тытса илнĕ пулас. Çĕрĕ япăххине кура Путилов кунта нумай тăман. Вăл Пĕчĕк Упакасси патĕнчи Кушников помещикăн хура тăпраллă çĕрне сутăн илнĕ те унта куçса кайнă. Унăн малтанхи çĕрĕ пулнă вырăна вара Амачкина помещица йышăнса илнĕ те ăна хăйĕн качча кайнă хĕрне панă. Архиври документра каланă тăрăх, ку çĕр «Путилов пăрахса хăварнă пушă вырăн» тесе шутланнă. Амачкинăн акмалли тата çаран çулмалли çĕрĕ мĕн пурĕ те хĕрĕх теçеттин çех пулнă, вăрманĕ вара 866 теç. шутланнă. Кусемсĕр пуçне шурлăхлă юрăхсăр çĕр темиçе теçеттин тата пысăк усадьби пулнă. Пĕтĕм çĕрĕ 919 теç. йышăнса выртнă. Вăрманĕнче юман, вĕрене, ăвăс, хурăн, çăка йывăççисем ӳснĕ. (Амачкин таврашĕсен чăваш хушшинче виç-тăватă имени те пулнă, вĕсем Çĕрпӳ хули çывăхĕнче тата Сĕнтĕрвăррипе Куславкка хушшинчи Атăл тăрăхĕнче пулнă).
Зеленовка ялне Амачкина тутарнă. Çавăнпа ăна таврари чăвашсем халичченех Амачкин ялĕ теççĕ. Амачкина ку именине Ветошкина помещицăна сутса хăварнă.
Тата çакăнтан тĕлĕнмеллеччĕ. Зеленовкăпа Кольцовка кӳршĕллĕ ялсем шутланаççĕ. Анчах та вĕсен çыннисем авалтанпах кашни хăйне урăхларах пурăннă. Вĕсем пĕр-пĕринпе хутшăнсах кайман. Кольцовка вырăсĕсем чĕмсĕртерех çынсемччĕ те чăвашла калаçма пĕлместчĕç. Зеленовка çыннисем, уçă та кăмăллăскерсем, чăвашсемпе хутшăнатчĕç, ваттисем пурте чăвашла аван пĕлетчĕç. Кунашкал йăласем вĕсен хăйсене евĕрлĕ историлле условийĕсенчен килнĕ пулмалла. Ваттисем каланă тăрăх, Зеленовка çыннисем вырăсланса кайнă чăвашсенчен тухнă пулать.
Путилов çĕрĕ. Кольцовка уйĕпе юнашарах, Пĕчĕк Упакасси умĕнче, тата тепĕр Путилов текен помещик 360 теçеттин тытса тăнă. Ку çĕрне вăл Кушниковран сутăн илнĕ.
Путиловна кӳршĕллĕ пурăннă Пĕчĕк Упакасси, Пысăк Упакасси. Шуркасси, Шепекеч ялĕсем çав вăхăтра Улатăр çывăхĕнчи Вурнашево (Явлей) патĕнчех (ун чух Явлей ялĕ пулман-ха) 750 теçеттин акмалли тата çаран ӳстермелли çĕр тытса тăнă пулнă.
XVIII ĕмĕр вĕçнелле пулас, Путилов помещик Упакассине çĕр улăштарма сĕннĕ: вăл хăйĕн çĕрне упакассисене пама пулнă, ун вырăнне упакассисенчен хăйсен Бурнашево патĕнчи çĕрне пама ыйтнă. Упакассисен Вурнашевăри çĕрĕ Путиловăннин-чен икĕ хут ытларах 750 теç. шутланнă. Çапах та вĕсем, Улатăр патне çитех çӳреме инçе пирки Путилов сĕнĕвĕпе килĕшнĕ: инçетри çĕрне помещике панă та унăн Кушлавăш уйĕнчи çĕрне хăйсем илнĕ. Ку çĕре упакассисем «Путилов çĕрĕ» е «вырăс çĕрĕ» тетчĕç те ăна тăватă ял пĕрле акса тăратчĕç. Тата Пĕчĕк Упакасси çыннисем хăйсен колхозне çав çĕр ячĕпе «Путиловка» текен ят пачĕç.
Анчах та колхозсем тунă хыççăн чылай вăхăтран Кольцовкăри колхоз председателĕ С. Коротков: «Путиловка - помещик çĕрĕ пулнă, эпир те помещик хресченĕсем пулнă» тесе темле майпа çав 360 теçеттина хăйсен аллине çавăрса илчĕ. Суд ку ĕçе тĕрĕс татса паман: кольцовкăсен помещикĕсем Кольцов, Анорин, Соловов, Ушаков пулнă. Путилов — урăх, вĕсемпе çыхăнман помещик шутланнă. Вĕсен çĕрĕсем те хăйсене уйрăм тăракан çĕрсем пулнă.
Питĕ пуян пулнă теççĕ Путилов улпута. Вăл пĕррехинче чăвашсем умĕнче çапла мухтаннă: манăн хуласенче заводсем пур. Укçа тупăшĕ шыв пек юхса килет. Сирĕн Кушлавăш шывĕ типсе ларĕ, манăн тупăш юхса килесси нихçан та типес çук тенĕ.
Путилов Кушлавăш уйĕнче нумай тăман пулас. Вăл кунта темĕн килĕшмен пирки Улатăр патне куçса кайнă. Унти çĕрĕпе те вăрахчен çыхăнса тăман, ăна урăх помещике сутнă та ку тавраран пуçĕнех кайса сирĕлнĕ.
Пирĕн историксем çак Путилов çинчен калакан документсене тупайман-ха. Эпир ун çинчен унăн Кушлавăш уйĕнче пулнă çĕрĕ тăрăх çеç пĕлетпĕр. Ку улпут, хуласенче заводсем тытнăскер, кунти çĕрĕсем çине хăй те кĕске вăхăтсене çех килкелесе кайнă пулмалла.
Ширшов хуторĕ. Путилов çĕрĕпе юнашарах, Кушлавăш шывĕ хĕрринче тепĕр начар помещик Василий Ширшов пурăннă. Унăн мĕн пур çĕрĕ те 44 теçеттин çех шутланнă. Çавăнпа Ширшов именине пысăк хутор пулнă тесен те юрать.
В. Ширшов ку çĕре Кушлавăш чăвашĕсенчен çапла майпа улталаса илнĕ теççĕ. Вăл помещик пулма талпăçакан Чулхула (хальхи Нижний Новгород хули) мещанинĕ пулнăскер, Упакасси хресченĕсем патне пынă та:
— Тархасшăн пĕр вăкăр выртмалăх çĕр парăр мана. Уншăн сире пурне те ураран ӳкиччен ĕçтерĕн, — тенĕ пулать.
— Э-кей, вăкăр выртмалăх анчах-и?!. Хăвна вали çурт лартмалăх та, выльăх-чĕрлĕхӳ валли карта тытмалăх та пама пултаратпăр. Ĕçтер кăна лайăхрах! — тенĕ ĕçесшĕн пулнă арçынсем.
Халăха эрехпе хăналанă хыççăн тата шăрт (шерт) тытса тупа тутарнă хыççăн хайхи Ширшов вырăнти власть çыннисемпе мишавая чĕнсе пынă та уя çĕр илме тухнă.
— Ăçта сан вăкăру? — ыйтнă упакассисем.
— Акă! — тенĕ Ширшов лавĕ çине кăтартса. Лав çинче кантраран та çинçен касса сыпа-сыпа тăснă тир купи выртнă.
— Вăкăр тирĕ ку. Вилчĕ те — тирĕнчен касса кантра турăм, — хушса хунă вăл кулкаласа.
— Кунта сан пĕрре мар, виç-тăват вăкăр тирĕ те пулĕ! — тенĕ упакассисем. Вĕсем чăкрашма, хирĕçме тытăннă.
Ширшовпа мишавай кантра тĕркине çĕре хунă та, ăна пĕтĕм вăрăмăшĕпе тăсса уя карталаса илнĕ.
Мишавай тир кантрапа çавăрса илнĕ çĕре виçсе пăхнă. — Хĕрĕх тăватă теçеттин, — кăшкăрнă вăл.
Кĕрр! кĕрлесе кайнă халăх.
— Ун пек юрамасть! Улталасшăн эсĕ, шулĕк!.. Çĕре памастпăр! — кăшкăрнă çынсем.
— Ну, этсемĕр, хăвăрах каларăр-çке: çĕрне вăкăр выртмалăх мар, кил-çурт лартмалăх та парăпăр терĕр! — лăплантарма тăрăшнă халăха сутниксем.
— Çĕрне паратпăр тесе ĕçкине ĕçнĕ, шăрт тытнă, тупа тунă... Мĕн вăрçса тăмалли тата?!. — ӳкĕтленĕ хирĕçекенсене сутниксемпе пĕр майлисем.
Халăх лăпланнă, ерипенех тĕрлĕ енне саланнă. Касса илнĕ çĕр çинче Ширшов хуçа пулса юлнă. Вăл унта икĕ хутлă çурт туса лартнă, çӳллĕ хуралтăсем çавăрнă, улмуççи пахчи ӳстернĕ, унтах каска вĕллесемпе утар, туса лартнă. Вара юрласа кăна пурăннă. Василий Ширшов вилсен кунта ун ывăлĕ Александр Ширшов хуçаланса пурăнчĕ. Вăл хутор çĕрĕ тăрăх Пĕчĕк Упакасси еннелле икĕ ретпе йăввăн лартнă хурăн аллеи ӳстернĕ те ку хурăнсем вара таçтанах илемлĕн курăнса ларнă. Ăна чăвашсем «Саша хурăнĕсем» тенĕ.
Саша Ширшов хуторне халăх Аслă Октябрь революцийĕ хыççăн шăлса ывăтрĕ.
* * *
Помещик именийĕсемпе хуторсем, паллах, чăваша нимĕнле ырлăх та кӳмен. Вĕсем хресченсене хĕссе, сиенлесе çех тăнă. Асăннă çĕр улпучĕсем, юри мăшкăллас тесех хăйсен выльăх-чĕрлĕх кĕтĕвĕсемпе чăваш уйĕсене таптаттарнă, çарансене тĕшĕрттернĕ.
Халăха усăллисенчен кунта пĕр пĕчĕк кĕленче савăчĕ кăна пулнă. Савăт Хирпуç ялĕ тĕлĕнчи Çавал хĕрринче ларнă та кантăк кĕленчисем, бутылкăсем, савăт-сапа туса кăларнă. Çавал çыранĕнчи хăйăртан шăратса тунă продукцийĕ пит тасах пулман та, çапах вăл хăй вăхăчĕшĕн паха хисепленнĕ. Кантăк кĕленчи чӳречесене вăкăр хăмпине карса тăнинчен ырăрах пулнă.
Ку савăта 1720 çулта Çĕрпӳ купци Ф. Толмачев ларттарнă. Унта ĕçлекенсем пĕр çирĕм çынна яхăн шутланнă: хăшĕ хăйăр турттарнă, хăшĕ тасатнă; маçтăрсем ăна шăратнă, вĕрсе хăпартса кирлĕ япаласене тунă. Толмачев савăчĕ вăтăр çула яхăн ĕçлесе ларнă.
V. Ял хуçалăхĕпе кил-çуртри пурнăç
Кушлавăш ялĕсем XIX ĕмĕр пуçламăшĕнче те пĕр-пĕринчен вак-тĕвек вăрмансемпе уйрăлса тăнă. Унта та кунта катасем, уй варринчех ватă юмансем, хурамасем, çӳллĕ хырсемпе чăрăшсем пĕлĕтелле кармашса ларнă; çырма хысисемпе хурăн, шĕшкĕ, пилеш, çырансем тăрăх çирĕкпе çӳçе-хăва ӳссе çитĕннĕ. Пысăк Упакассипе Кушлавăш сали хушшинче Вĕлтĕрен улăхĕпе унăн юпписем çинче «Хусах кати» текен чăтлах ращи ларнă. Ку ращана çын пырса кĕме шикленнĕ, мĕншĕн тесен унта таркăн-хусахсем пытанса пурăннă.
Шупашкар-Ишек, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпӳ çывăхĕсенчен куçса ларнă чăвашсем пĕр-пĕринне ерипен паллашнă, пĕлĕшленнĕ, хурăнташланнă, вак-вакă касăсем ӳссе пĕрлешнипе ялсем пулса тăнă.
Вунă чăваш ялĕнчи пурнăç пуринче те пĕр пекех пулнă. Акмалли çĕрĕ нумаях пулман, мĕншĕн тесен кашни çĕр лаптăкне вăрмантан тасатса е лачакасене типĕтсе илме тивнĕ, тата лайăх çĕртен чылай пысăк çĕр талккăшне помещиксем йышăнни те сарăлсах пурăнма паман. Çаранне улăхсенче, каснă вăрман вырăнĕнчи тункатасем хушшинче çулнă. Утă çителĕклĕ туса илнипе кашни çемьех выльăх-чĕрлĕх йышлăрах усрама тăрăшнă.
Çĕнĕ çĕрте ура çине çирĕп тăнă хуçалăхсем те чылай пулнă, вĕсем лайăх пурăннă. Анчах та чухăнсем ытларах шутланнă.
Пуянсем, çирĕп хуçалăхлисем вăхăт-вăхăтăн юпах тихи-качкипе тăватшар-пилĕкшер лаша, виçшер-тăватшар ĕне усранă. Вăтам пурăнакансем икшер лаша, икшер ĕне тытма тăрăшнă. Сурăх, качака ĕрчетнĕ, сысна усракаланă. Анчах та выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси яланах пĕр пек ăнса пыман. Час-часах сикекен, ерекен чирсем сарăлса нумай выльăха пĕтернĕ. Халăх ку чирсемпе кĕрешмелли майсене пĕлмен. Выльăх мурĕ килчĕ тесе ун пек чирсенчен киремете тата тĕрлĕрен турра чӳк тунисемпе хăтăлма тăрăшнă, тĕшмĕшле йăласене тунă. Киремечĕ те, туррисем те çырлахман.
Малтанхи вăхăтра вăрманне хăртма та, касма та чаракан пулман-ха. Кашни çемье çу каçичченех вăрманта шараçланнă, уй çĕрне сарнă. XVIII ĕмĕр варринчен тытăнса халăх вăрманĕсем хысна аллине куçнă хыççăн вĕсене хăртассине те, ирĕккĕн касассине те чарса лартнă. Çакăнтан пуçласа вăрмансенче утă çулса хатĕрлесси те хĕсĕнме пуçланă. Çĕнĕ вырăнта акмалли-çулмалли çĕре вăрмантан тасатнă чух хресченсене виç-тăватă çул хушши налогсенчен хăтармалла пулнă. Анчах та вырăнти влаçсем ку саккуна çирĕппĕн тытса пыман. Ясак-куланайпа тĕрлĕрен налогсене часах тăпăлтарма тытăннă. Тырри начар пулнă, укçи тупăнман. Çакăн пирки ясакпа налогсене тӳлесе тăрасси питĕ йывăр лекнĕ.
Чухăнсен аран тупкаланă укçи-тенки налогсем тӳлеме те çитмен. Пару-тӳлев парăмĕ çултан-çул ӳссе пынипе чухăн хуçалăхсем умне вĕсем пĕтсе ларас хăрушлăх тухса тăнă. Çакна кура хăш-пĕр чухăнсем кил-çуртне пăрахсах урăх çĕрелле тухса тарнă е пуянсем патне тарăçа каймалла пулнă.
Çав вăхăтра хресченсене укçа тупма питĕ хĕн пулнă, мĕншĕн тесен таврара нимĕнле промышлепность та пулман. Укçа-тенкĕ тупăшĕ вĕсен çак майсемпе çех килме пултарнă. Выльăх йышлă усракансем чĕрĕ тир, сурăх çăмĕ сутнă; хăшĕ-пĕри курăс-мунчала туса е чăрăшран-хыртан чĕренче чĕлсе вĕсене хирелли пасарсене илсе кайса сутнă. Теприсем сунара çӳренĕ — хăнтăр, сăсар, тилĕ, шашкă, юс, ăтăр тытма тăрăшнă, мĕншĕн тесен ун пек кайăк тирĕсем хаклă тăнă. Вĕсене ухăсемпе персе, пысăк тапăсемпе çаптарса е мăйкăчсемпе çаклатса тытнă. Çиме юрăхлă вĕçен кайăксене (ăсана, пăчăра, карăка) серепесемпе, кăткăссемпе çаклатнă.
ХVI-XVII ĕмĕрсенче Сăр вăрманĕсенче мамăк тирлĕ кайăксем нумай ĕрченĕ пулнă. XVIII ĕмĕр варринелле хаклă хăнтăрсем (бобрсем) сайралнă ĕнтĕ. Упа, пăши (луç) нумай пулнă. Упасем вăрман хĕрринчи сĕлле хытă тапăннă. Ку пысăк кайăксене сунарçăсем пĕр аш-какайĕшĕн кăна тытнă, мĕншĕн тесен вĕсен тирĕсем йӳнĕ тăнă.
Теприсем тата вăрманти ирĕклĕ хурт-хăмăр йăвисене шыранă е вĕсене килтех каска вĕллесенче ĕрчетме тăрăшнă. Мĕншĕн тесен пылпа карас ăвăсне ыйтакансем те нумай пулнă.
Анчах та сунара çӳреме те, вăрманти пыл хуртне шыраса тупма та пурте пултарайман. Мĕншĕн тесен ку ĕçсене тума вăйлă та тӳсĕм-чăтăмлă арçынсем çех пултарнă.
Укçа-тенкĕ кил-çурт айăккинчи меслетпе тупма пултарайманнисен пурлă-çуклă тыррине налогсем валли сутма лекнĕ.
Кунта çакăн çинчен пĕлме кирлĕ. Кушлавăш чăвашĕсен акмалли çĕрĕ кашниннех çителĕклĕ пулнă пулин те тырри-пулли нумайăшĕн çитсе пыман. Мĕншĕн тесен вăрманлă нӳрĕ çĕр çинче вĕсем лайăх тырă туса илме пĕлмен. Ял çумĕнчи анасем çинче çех тырри аван çитĕннĕ, анчах та ун пек çывăхри çĕрсем пуринчен ытла пуянсемпе çирĕп хуçалăхлă хресченсен аллинче тăнă. Лапам та сăртламлă анасем çинчи ыраша сӳсенпе мачăлта пусса илнĕ, çуртрне пукрапа анра çарăкĕ, хур-хухпа шурут курăкĕ пусса лартнă. Çакăн пирки начар тырă туса илнĕ Кушлавăш хресченĕсем. Тата кашни тăват-пилĕк çул хушшиех выçлăхсăр иртмен. Ку выçлăхсем çанталăк уяр пулнипе кăна мар, калчасем ӳсес чух сивĕ тăнипе те, тырăсене çум курăкĕ пусса лартнипе те килнĕ.
Тырă йӳне сутăннă. 1730 — 1740 çулсенче ыраш пăчĕ 3 — 5 пус çех тăнă. Сĕлĕ унтан та йӳнĕрех пулнă.
Ал ăсталăхне пĕлекенсем сайра тупăннă. Тимĕр-тăмăртан япаласем тума правительство хушнипех чарнă пирки чăвашран тимĕрçĕсем пулман. Хăш-пĕр ялта пĕрер е икшер çын хутран-ситрен çĕвĕ ĕçне тыткаланă, анчах та пикенсех çĕвĕ ĕçĕпе пурăнакансем пулман. Çăматă, шĕлепке йăвалассине, кĕрĕк валли тир тăвассине Кушлавăш салинчи бобыль вырăсĕсем туса тăнă. Тимĕрçĕ ĕçне те вырăссемех тунă. Чăвашран платниксем чылай пулнă, вĕсем çурт-йĕр тунă çĕрте ĕçленĕ. Платниксем хушшинче столяр пек ăста ĕçлеме пултаракансем те пулнă. Теприсем тата катка-пичке, пир-авăр усрамалли çӳпçе, йывăç витре, чĕрес тума пултарнă.
Нимĕнле ремисе те пĕлменнисем пуянсем патĕнче тарçă вырăнне ĕçленĕ. Анчах та тара кĕрĕшсе иртен пуçласа каçчен ĕçлесен те кунне 3 — 4 пусран ытла илеймен.
Атăлпа хуласем çывăхнелли чăвашсем хушшинчен ĕç шыраса ютталла — Атăл çине бурлакра çӳреме е Урала савăтсемпе рудниксенче ĕçлеме каякансем пулнă пулсан Кушлавăш çыннисенчен ун пек каякансем пулман. Вĕсем, вăрман хушшине вырнаçнăскерсем, хĕлĕн-çăвĕн вăрманпах айланнă, хăйсен çĕрне сарма, ăна лайăхлатма тăрăшнă.
Кушлавăш хресченĕсен кил картипе анкарти (паçма) вырăнĕ вăтам шутпа çур гектара яхăн (пĕр ана таран) йышăннă. Анчах паçма тени пурин те пĕр тан пулман: пуянсен анлă, чухăнсен хĕсĕк пулнă.
Пуянсем, çирĕп хуçалăхлă чăвашсем кил карти тавраллах çурт çумне çурт лартса тултарнă, тăрпасăр хура пӳрчĕ чухăнсенни пекех кил карти варринче лăпчăнса ларнă. Хуралтăссм хушшинче — урамалла лаçă, картиш айăккисенче икшер ампар, хыçалта лаша вити, ĕне сарайĕпе сурăх карти, лупас, аслăк, лупас айĕнче утă усрамалли сайхалăх (сушилка) пулнă; хуралтăсем пĕринчен тепри тытăнса пынă. Кашни тĕреклĕ хуçалăхăнах икĕ хутлă ампар пулнă. Чĕренчепе витнĕ ампар тăррисене йывăр шулапсемне (желобсемпе) пусарса çирĕплетнĕ. Чухăнсен килне вĕрлĕксенчен тунă чăвашла хапха, лаçă, хӳме сыпăкĕсем, пысăк мар ампар-кĕлет, вите, выльăх картисем, начар лупассем карталаса тăнă. Лупассемпе вите тăррисене пурте пекех улăмпа витсе хунă пулнă та, вĕсем час-часах пушарсемпе çунса пысăк инкек кӳнĕ.
Çĕр улми лартса тăвасси чăваш хушшинче 1820 — 1840 çулсенче тин сарăлма пуçланă. Çакна пула XVIII ĕмĕрте пахчасенче çарăк, кишĕр, кăшман, хăяр, сухан, ыхра, каярахпа тата купăста кăна лартса ӳстернĕ. Çарăка тураса яшкана янă.
Пысăк анкартине çурри ытла кантăр вырăнĕ йышăнса тăнă. Хăшĕ йĕтĕн те акнă. Кĕпе-йĕм çĕлемелли пир-авăра кашни çемье хăех, харпăр килĕнчех, тĕртсе тунă пирки ун чухнехи чăвашсемшĕн йĕтĕн-кантăр акса тăвасси пысăк вырăнта шутланнă. Кантăр чăвашсене тата ун вăрринчен çу кăларма та кирлĕ пулнă. Кантăр вăррине типĕтсе-тӳсе анат-çимĕç тунă çĕре те янă.
Кашни килĕн анкартинчех, лупас-сарай çумĕсенче, хăмла ӳстермелли вырăн пулнă. Йывăç пахчи лартман. Сад пахчи пулсан та вĕсенче вăрман йывăççисем çех — шĕшкĕ, çĕмĕрт, пилеш, палан тĕмĕсем тата хурăн, хурама йывăççисем кăна — ӳссе ларнă. Урам хушшисенче йăмра нумай çитĕннĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...