Çуралман ача сасси
Чуна çӳçентерсе сиксе илет вăл.
Ман сисĕм органĕ илет хыпар:
Тĕнче аннен ачаш арки çеç мар.
4. Саккăрмĕш эрне
Такам шари туса çухăрнăран
Шартах сиксе вăрантăм ыйхăран.
Аппа ку, Таня.
Килнĕ садикрен.
Ăна уйăраятăп сассинчен.
Эп чышкăпа юнатăп Таньăна:
Эй, пысăк хĕр,
мĕн кирлĕ-ха сана?
Пурнатăн ирĕк аслă тĕнчере.
Ташлас чухне çӳрен йĕре-йĕре.
Тухмарĕ сассăм хăтлă керĕмрен —
Кăшкăрнине пулмарĕ илтекен.
Эп, авă, куртăм-илтрĕм пĕтĕмпех:
Канашлăва пуçтарăнать çемье.
Эпир тăваттăн хамăр çемьере:
Атте, анне, Танюша, эп тепре.
Анчах çемье канашĕ, иçмасса,
Пачах та итлемерĕ ман сасса.
Танюшăпа калаçрĕç аслисем,
Мана сăмах чĕнмеççĕ те вĕсем.
Аттешĕн эпĕ чĕрĕ чун та мар,
Анне те
шанчăка хурасшăн мар.
Йĕрет-çке Таня.
Мĕншĕн вăл йĕрет?
Кӳренчĕклĕ саспа пит ĕсĕклет.
Йĕрет вăл тантăшне кӳреннĕрен,
«Чăваш чĕппи» тесе витленĕрен.
Эх, Таня, Таня!
Эс мĕскер тăван?
Ху пысăк ĕнтĕ —
пурпĕрех айван.
Анне чăваш, атте чăваш — пĕлен.
«Чăваш» тенишĕн
мĕншĕн кӳренен?
«Чăваш чĕппи» тесе чĕнсен мана
Чуп тунă пулăттăм калакана.
Çынсем асăрхани —
телей вăл, Таня.
Мана çак тĕнчере, ав, пурте маннă.
Анне лартать сана чĕрçи çине,
Парать йăваш чăвш ачашлăхне.
Эх, Таня, Таня!
Ма çаплах йĕрен?
Мăнаçланас чухне эс кӳренен.
Атте пуçлать сана лăплантарма,
Хăватлă алă илчĕ ытама.
Эх, Таня, Таня!
Ма тута тăсан?
Хавасланас чухне эс юншăхлан.
Чĕкеç пулса
вĕçсе тухас килет,
Хĕр ачана ман йăпатас килет.
Часрах тухасчĕ çутă тĕнчене,
Шăлса илесчĕ Таня куççульне.
... Ача йĕрет —
анне хута кĕрет.
Атте ятла-ятла ăс вĕрентет:
«Калаç ялан аван чĕлхепелен,
Йăлтах ман хăв чăваш пулни çинчен».
Атте, мĕскер калатăн эс пире?
Мĕнле аван чĕлхе пур тĕнчере.
Чи аванни —
атте-анне чĕлхи.
Унпа ăçтан тавлашĕ урăххи.
Илтетĕн-и:
чĕлхемĕр те чĕтрет.
Чĕлхе те Таньăпа пĕрлех йĕрет.
Пĕрне лăпкаççĕ,
тепĕрне таптаççĕ,
Мăшкăлласа
çӳп шăтăкне яраççĕ.
Ачаш та ырă кăмăллă анне!
Мĕн-ма хута кĕместĕн чĕлхене?
Мĕн-ма илместĕн арăку çине?
... Лăпланчĕ Таня — ĕсĕклет чĕлхе.
Патвар та çирĕп кăмăллă атте!
Мĕн-ма хӳтĕлеместĕн чĕлхене?
Мĕн-ма илместĕн кăмăл ытамне?
... Йăл кулчĕ Таня —
хаш сывлать чĕлхе.
Атте-анне мана илтейменрен
Часрах тухас килет çак пӳлĕмрен.
Чĕкеç пулса вĕçесчĕ тĕнчере,
Лартасчĕ хам çине чĕлхемĕре.
5. Тăххăрмĕш эрне
Пĕлетĕп эп кулма та кӳренме те.
Куратăп та илтетĕп чиперех.
Телей ачи пулма ĕмĕтленетĕп.
Хĕвел çути çитет-çке кашнинех.
Ман сисĕм органĕ пурне те пĕлĕ:
Сивве, ăшша, усалпала ырра.
Несĕлсене пĕр вунă ĕмĕр ĕлĕк
Упранă сыхлăх пурăнать манра.
Чун сисрĕ усала —
пытанмалла.
Пуçа чикес анне чĕри айне.
Çырлахтарма инфляци йыттине
Мана персе парасшăн пулмалла.
Анне! Анне!
Хур шухăша хӳтер!
Шуйттан чури туса ан кӳрентер.
Арçурие тухасшăн мар, аннеçĕм,
Çынна тухмашкăн эп ĕмĕтленетĕп.
Арçурисем ахаль те сахал мар
Шиклентереççĕ чăвашсен чунне.
Турат хуçаççĕ вăрманта çеç мар,
Йăлтах ватаççĕ несĕл йывăçне.
Чун сисрĕ усала —
пытанмалла.
Анчах ниçта та хӳтлĕх çук пулас.
Ман тăхăр сыпăкри ват асанне
Юн таппинчен кăларчĕ сассине:
«Чăваш хĕрарăмĕ мĕн ĕлĕкрен
Шикленнĕ тет ача амакĕнчен.
Шикленнĕ...
Пурпĕр чун тĕпренчĕкне
Персе паман акар йыттисене.
Хăрах урийĕ тупăкра пулсан та
Ача кипкийĕсем ун пулнă янтă.
Хĕрарăм чунĕсĕр этем кăна
Хурах пусать пуль айăпсăр чуна».
Амак пулмастăп саншăн эп, анне.
Зоя Васильевна (2011-01-30 08:12:48):
Мен чухлен эпир "сен кайаксене" сухататпар, сылаха керетпер.Шел, атте-аннесемпе верентекенсем,медицина есченесем сак пысак сылах ан пултар тесе сахал еслессе,Н.Ишентее тавах пите пысак ес ку сивеч ыйтава литературара хускатни.Шкул ачисем ана вуласа, тен, каштах та пулин шутлес кун пирки. Эпе хам малтанах ана "Халах шкуленче" вулана хыссан серепех йенечче.
Сергей Николаевич (2014-02-02 20:59:54):
Пите кирлĕ ... пурнăç мĕнне вĕрентекен татăклă шутлаттаракан поэма! Эпĕ çапла шутлатăп: енçен те ачасене малтанах ("сак урлă выртнă чухнех") Юрату туйăмне верентме тытăнмасан ... ӳссе çитĕнсен вăл йăлана вĕрентеймĕн. Çав вăхăтрах ... "юрату" сăмаха "арлă-арăм" хутшăнăвепе çеç пăтраштарас марччĕ. "Юрату" туйăмĕ вăл "Ĕненӳпе" çыхăнса тăмалла. Унсăрăн ... "Çуралман ача сасси"сем сахаланасине кĕтме шанăç та пулмĕ. Мĕншĕн тесен "ĕненӳ"пе "шанăçлăх" кăна "юрату" тĕввемĕнче пулма пултарать.