Атте пилĕ


Хĕр ача çаврăнса çитнĕ тĕле ашшĕ тĕлĕрсе кайнă иккен. Чĕнсен те чĕнмерĕ. Алюнкка пăрăнса кайма тăрсан вăл нăйкăшса ячĕ. Татах шыв ыйтрĕ. Шывне парсан ĕçеймерĕ те.

— Мĕн унта? — çаплипех вăйсăррăн ыйтрĕ вăл. Алюнкка анкарти хыçĕнче ĕç мĕнле пынине каласа пама пуçларĕ. Мĕн чухлĕ, камсем, ăçта пушатнине — веçех. Анчах ашшĕ сăмаха итлесе пĕтереймерĕ.

— Эпĕ вилетĕп, — темрен намăсланнă пек шăппăн каларĕ вăл.

— Мĕн? — урмăш илтрĕм пулĕ тесе тепĕр хут калама ыйтрĕ Алюнкка. Ашшĕ чĕнмерĕ. Хĕр ача вара тăруках çак сăмахсенех икĕ çул çур каялла хăйне амăшĕ каланине аса илчĕ. Паянхи пекех...

— Ытла ан хуçăлăр, ан макăрăр... — хăйпе хăй калаçнă пек çеç хушса хучĕ Хĕветĕр. Çак самантра та хăй пирки мар, ачисем çинчен шухăшларĕ вăл.

Алюнкка шăпăрт тăчĕ. Куçĕнчен куççуль те тухмарĕ унăн. Вăл ашшĕ тата мĕн каласса кĕтрĕ. Лешĕ чĕнмерĕ.

Мĕн чухлĕ тăчĕ-ши ĕнтĕ хĕр ача пуçелĕк умĕнче? Тен, пĕр сехет, тен, пĕр самант кăна. Вăл вăхăта туймарĕ. Ашшĕ вара шарламарĕ. Алюнкка вырăн патĕнчен пăрăнса кайма тăчĕ.

— Йывăр пулать сире пиччупе, — паçăрхинчен вăйлăрах тухрĕ чирлĕ çын сасси. — Эсĕ аптрамăн-ха. Кĕçĕннисем... — ку сăмахсене ашшĕ: «Сана пиллетĕп, ан пăрах вĕсене», — тенĕн каласа хучĕ. Çакна Хĕветĕр саспа та калатчĕ пулĕ, анчах тин çеç вун тăваттă урлă каçнă хĕр ачашăн çакă мĕн тери йывăр çĕклем пулнине туйни калаттармарĕ.

Алюнкка вара хытсах кайрĕ. Ашшĕ хăйпе çапла сывпуллашнине ĕненес те килмерĕ унăн.

— Ат-те, — куççуль витĕр ерипен чĕнчĕ вăл. Сассинче вара: «Мĕн калаçатăн эсĕ, çук», — тени янăрарĕ.

Хирĕç чĕнекен пулмарĕ. Ашшĕ каллех тĕлĕрсе кайнă. Вăл ахлатмарĕ те, нăйкăшмарĕ те. Анчах темме-çке шăлĕсене шăтăртаттарчĕ.

Алюнкка кил хушшине тухрĕ. Мунча кĕтессине кайса тем вăхăт саспах ĕсĕклерĕ. Хăй мĕншĕн макăрни çинчен хĕр ача шухăшламарĕ. Шухăшлама мар, шухăш мĕлкине те пуçран хăваларĕ. Усал пирки аса илмесен инкек пăрăнса иртес пек туйăнчĕ ăна.

Куççуль типсен хĕр ача каллех пӳрт умне таврăнчĕ. Сывлама манса ашшĕне итлесе тăчĕ. Питĕ ерипен, анчах сывлать. Алюнкка чунне нимпе ăнлантарса пама çук хаваслăх ярса илчĕ. Унăн кулас, сикес, выляс килчĕ.

Мĕн çывăрма выртичченех хĕр ача пĕрре пӳрте — ашшĕ вырăнĕ умне, тепре урама — улăм кĕртекенсем патне — хутларĕ. Кăмăлĕ те ăнлантарма çук хăвăрт улшăнса тăче: пĕрре кулас, тепре ӳлес килчĕ, Ашшĕ вара текех пĕр ытлашши сас та памарĕ. Пачах чĕнмерĕ. Çывăрма выртнă май пӳрт умĕнчен шалти пӳрте куçарнă чух çеç питĕ йывăррăн та асаплăн ахлатрĕ. Кайран текех пĕр сас-чӳ те кăлармарĕ...

Çутта сӳнтернĕ-сӳнтермен килтисем çывăрса кайрĕç. Алюнкка çывăраймарĕ. Вăл çаплипех ашшĕ мĕнле сывланине тимлерĕ. Хăй çывăрса кайсан вăл сывлама пăрахассăн туйăнчĕ-ши ăна? Те ахаль çеç ыйхи килмерĕ. Анчах Алюнкка çывăраймарĕ.

Вăхăт иртрĕ. Акă кӳршĕ-аршăсен автанĕсем авăтни илтĕне-илтĕне каирĕ. Çур çĕр çитрĕ. Хĕр ача куçĕ ерипен йывăрланчĕ. Çывăрса кайиччен вăл тепĕр хут ашшĕн тикĕс те лăпкă сывлăш çаврăнăшне итлерĕ. Канлĕн çывăрать.

Тепĕр кунне Алюнккасем çемйипех çывăрса юлчĕç. Сĕтел çинчи будильник çур çĕр иртсен виççĕмĕш сехетре чарăнса ларнă. Хĕр ача чупа-чупа шкула пуçтарăна пуçларĕ. Ашшĕ выртакан диван çумĕнченех иртсе çӳрерĕ вăл. Ун еннелле вĕлт! çеç пăхса илчĕ. Вăл кăшт çĕкленнĕ те диван хыçĕ çумне тĕшĕрĕннĕ. Хăй куç илмесĕр таçта инçетелле пăхать. Пĕрре иртсе кайрĕ Алюнкка, иккĕ... Виççĕмĕш Кутĕнче чарăнса тăчĕ.

— Атте, — чĕнчĕ вăл.

Хирĕç сас паракан пулмарĕ. Хĕр ача ашшĕ çине тинкеререх пăхрĕ. Лешĕ йăшăл та тумарĕ. Алюнкка асăрхануллăн диван хыçĕ çине хунă аллине сĕртĕнчĕ. Çав самантрах ток çапнă пек каялла туртса илчĕ. Малтанах нимĕн те чухлаймарĕ-ха вăл. Анчах ашшĕне пулăшу, пĕрремĕш пулăшу, кирлине ăнланчĕ. Хăвăрт-хăвăрт, анчах лăпкăлăха çухатмасăр, хĕр ача хытма ĕлкĕреймен сивĕ алăсене ик еннелле сарчĕ, кайран кăкăр çинче хĕреслерĕ. Пĕр хутчен, иккĕ... Татах та татах. Хĕветĕр хирĕçлемерĕ. Аллисене хытармарĕ, анчах çемçетсе лăш та ямарĕ. Алюнкка çаплипех теме шанчĕ. Мĕн пулса иртнине — ашшĕ çапла пĕр сассăр, лăпкăн вилсе выртнине — ĕненес килмерĕ. Çакна вăл ĕненмерĕ те...

Алюнкка мĕн тунине икĕ пиччĕшĕпе кĕçĕннисем урай варринче шăпăрт пăхса тăчĕç. Вĕсем те шанчĕç, кĕтрĕç. Хĕр ача хăй аллипе сивĕ алăсене ăшăтса кĕлеткене пурнăç хĕлхемĕ кĕртессе кĕтрĕç. Шанчăк вĕсен чунĕсенче те амаланчĕ...

Тем вăхăтран хĕр ача виле умĕнчен пăрăнчĕ. Чӳрече патĕнчи сĕтел хушшине ларчĕ те хыттăн, сасăпах ӳлесе ячĕ. Шанчăк сӳнчĕ. Пуриншĕн те. Ĕнтĕ диван патне пиччĕшĕ пычĕ. Ашшĕне урисене тăсса, аллисене кăкăр умне хĕреслесе вырттарчĕ. Куçне тачă хупса хучĕ.

Пӳртре хӳхлев кăна илтĕнсе тăчĕ.

 

12

Хĕветĕре морга касма илсе каймарĕç. Больницăна кайса хут илсе килчĕç кăна. Сывлăшра хăрушă сăмах явăнса иртрĕ. Рак... Ашшĕн рак пулнă иккен. Кĕлеткене типĕтекен, ӳте чĕрĕлле çиекен рак. Анчах хальлĕхе Алюнкка çакăн пирки шухăшламарĕ-ха. Ашшĕ мĕнле асап витĕр тухнине пĕлмерĕ. Çакна вăл чылай каярах çеç ăнланĕ.

Халĕ вара... Халĕ... пурте вилепе сывпуллашрĕç. Кăнтăрла тĕлнелле Хĕветĕр пиччĕш-шăллĕсем, аппăш-йăмăкĕсем, кинĕ-инкĕшĕсем çитсе кĕчĕç. Алюнкка вĕсенчен ютшăнса айккинелле пăрăнчĕ. Хĕр ача хăй çичĕ çулта чухне ашшĕн кĕçĕн шăллĕн çĕн пӳрт ĕçкине кайса килнине манман-ха. Хура кĕркунне çĕр хута вун-вун ик çухрăмри ялтан киле çуран таврăннине те, ашшĕне аслă инкĕшĕ вырăн айне тапса кĕртнине те, хăй шăнса чирленине те манман. Ир кӳлĕм киле çитсен ăшă кăмака çинче кӳренӳпе ырату куççульне çăтни те манăçман. Паян кун та çак ырату чĕререх.

Аслисем Алюнккан кăмăлне курмарĕç. Тепĕр тесен, вĕсемшĕн çак хĕр ачан ĕмĕт-шухăшĕ пĕртте пĕлтерешлĕ пулмарĕ. Авă вĕсем пĕр çĕре кĕпĕрленсе тăнă та хĕрсе кайсах хăйсен ĕç-пуçĕ пирки калаçаççĕ. Çак пӳртре, хăйсенчен ик-виç утăмра, шăллĕ выртнине те маннă тейĕн. Алюнккан чунĕ хытрĕ, куçĕнчен курайманлăх куççулĕ тухрĕ.

Çынсем çаплипех килчĕç те килчĕç. Тахăш самантра пӳрте ашшĕн Тутарта пурăнакан йăмăкĕпе лесник шăллĕ кĕрсе тăчĕç. Никама сывлăх суниччен малтан виле умне пычĕç. Куçĕсем шывланчĕç, сасăпах йĕрсе ячĕç вĕсем. Пиччĕшне асăнса йĕчĕç. Çакна кĕтесрен сăнаса тăракан Алюнккан чунĕнче темĕн улшăнчĕ. Каçарчĕ. Куççуль витĕр каçарчĕ вăл çак икĕ çынна. Ашшĕ умĕнче каçарчĕ.

Çынсем килсех тăчĕç. Алюнккана пӳртре сывлăш çитми пулчĕ. Вăл кил хушшине тухрĕ. Кунта та çынсем. Вĕçĕ-хĕррисĕр. Хĕр ачан пĕтĕм тĕнчерен тарас, пуринчен те таçта кайса пытанас килчĕ. Анчах ăçта? Вăл хапхаран пĕр тĕллевсĕр тухрĕ. Чарăнчĕ. Таврара мĕн пулса иртнине пĕрремĕш хут курнă пек унталла-кунталла пăхрĕ. Тăруках тахăш вăхăтра хапха çумне кăларса тăратнă тупăк хуппине асăрхарĕ. Темшĕнçке халиччен ăна Алюнкка курман. Çак самантра хĕр ача чунне тем амакĕ астарса ячĕ. Кулас килмен çĕрте кулчĕ. Сăлтавсăр кулчĕ вăл. Тем шыраса, тем тума тупăк хуппи хыçне кĕрсе тăчĕ. Малашнехи çиçĕм пек хăвăрт пулса иртрĕ — Алюнккашăн çакă ĕмĕр тăршшĕ пулчĕ...

Малтанхи самантра вăл тин çеç саваланă хăман пылак шăршипе киленчĕ. Пурин çинчен те манса ерипен ӳсĕрĕлчĕ. Унтан кĕçех хăйне хăй вуçех туйми пулчĕ. Куçĕ курмарĕ, хăлхи илтмерĕ. Тĕттĕм, тăвăр. Хăрушă. Тин çеç пылаккăн ӳсĕрĕлтернĕ шăршă сывлăша картласа пăва пуçларĕ. Ерипен-ерипен, питĕ ерипен хĕр ачана тĕттĕм тĕпсĕрлĕх çăта пуçларĕ. Çăтрĕ, çăтрĕ. Хирĕçлени усăсăр. Алюнкка хускалмарĕ те.

Анчах... анчах темле Вăй, асамлă Вăй, тĕттĕмлĕх сăнчăрĕсене çапса аркатрĕ. Хура шăтăка хăйпе хупласа ăна çутта тĕксе кăларчĕ. Хăй юлчĕ. Алюнкка чунĕнче вара ĕмĕрлĕхех вилĕм шăрши — тин çеç саваланă йывăç пылакĕ — асра юлчĕ.

 

13

Паян пытараççĕ. Паян ашшĕне пытараççĕ. Ĕнтĕ темиçе эрне илемлĕн тăнă çанталăк паян ирех пăсăлчĕ. Хĕвел тухмарĕ, тӳпене хура пĕлĕтсем сырса илчĕç. Халь-халь çумăр ярас пек туйăнать. Анчах çĕр çине пĕр тумлам та ӳкмест.

Алюнкка куçĕнчен те куççуль ӳкмерĕ. Ашшĕн ури вĕçĕнче тăнă чух та хĕр ача хуçăлса макăрмарĕ. Тем чарса тăчĕ ăна. Çакăнта вăл хăйне вăйсăр, хӳтлĕхсĕр туймарĕ. Пӳртри халăх ах! та ах! тени, куçĕсене шăлкалани ăна тĕлĕнтерчĕ. Мĕн пулнă? Нимĕн те! Мĕншĕн макăратăр? Кама хĕрхенетĕр?

Сăлтавĕ çук! Çук. Çапах тепĕр самантранах Алюнкка хăй чăнлăхран тарма тăрăшнине, хăăне суяпа йăпатма хăтлан-нине ăнланать. Çакăн пек чух ун чунĕ куççульпе чыхăнать, юнĕ шăнать. Анчах лăпкăлăх ăна пăрахмасть. Айккинчен пăхакан çак çинçешке хĕр ача чунĕнче хаяр пу-шар, çил-тăвăл алхасать тесе те шутлаймăн. Хăйпе хăй мĕн пулса иртнине Алюнкка та ăнланаймасть.

Халăх, çурта, виле шăршипе тулса ларнă пӳртри сывлăш хĕр ачана анратсах ячĕç. Икĕ çĕр çывăри-çывăрми ирттерни, виççĕмĕш кун путлĕн апатланманни, кунĕн-çĕрĕн макăрни те ăна халсăрлатре. Урай варринех персе анасран асăрханса Алюнкка хапха умĕнчи пĕрене купи çине кайса ларчĕ. Мĕнле пурăнмалла? Мĕнле? Вун тăват çулхи хĕр ачана çакна татса пама çăмăлах мар.

Кăнтăрла хыççăн тупăка пӳртрен илсе тухрĕç. Масар çине ăсатма пырайманнисем виле тавра çаврăнчĕç. Унтан хуппине хурса машина çине хăпартрĕç. Хĕветĕр хĕр-ывăлĕсем тупăк çумне вырнаçса ларчĕç. Сак тулли ача, сак тулли тăлăх.

Машина тапранса кайрĕ. Ун хыçĕнчен симĕс лăс çул выртса пычĕ. Тупăка пӳртрен илсе тухнă самантра уçăлса кайнă тӳпе каллех пĕлĕтленче. Темиçе тумлам çумăр та ӳкрĕ. Çавăнтах чарăнчĕ. Çумăр пĕлĕчĕсем хăйсен çĕклемне темле сăваплă самант валли упрарĕç пулас. Йывăррăн, ерипен шурĕç вĕсем машина хыçĕнчен. Хăйсен васкавлăхĕпе ахаль те кĕске уйрăлу сехетне çывхартас темерĕç.

Масар çинче пурте хатер. Хĕветерĕн ĕмĕрлĕх вырăнне ĕнерех алтса хатĕрленĕ. Арăмĕн вил тăпри пуçĕнче выртĕ вăл. Хăй çуралса ӳснĕ ял масарĕ çинче.

Йывăç айне пулнă масар çинчи хĕрес тăррисем курăна пуçласан Алюнккан лăпкăлăхĕ таçта çухалчĕ. Чĕри хăвăрт-хăвăрт тапрĕ, алли вĕттĕн чĕтрере. Хĕр ача чунĕ вĕри куççульпе тулса ларчĕ. Нăш! нăш! мăшлатрĕ вăл. Хыттăн ӳлесе ярасран асăрханса тутине çыртрĕ. Тупăка шăтăка антарнă чух нӳрлĕ тăм лăч! та лăч! ӳкнине итленĕ май Алюнкка веçех халран ӳкрĕ. Никама, ниме курмарĕ, илтмерĕ вăл. Темле усал ăна пĕр кĕске утăм тума хистерĕ. Кĕске утăм ашшĕн шăтăкне... Унăн пĕтĕм кĕлетки малалла ӳпĕнчĕ, Çак вăхăтра юлашки кĕреçе вил тăпри тĕмески çине выртрĕ. Алюнкка нӳрĕпе сывлакан çĕр çине пĕшкĕнсе ларчĕ. Хăй кĕлеткине тытса тăма вăй юлмарĕ унăн. Ăна такам тем каларĕ, ура çине тăратма хăтланчĕ. Алюнкка хирĕçлемерĕ. Анчах хăй кĕлеткине хăй тытса çĕклеймерĕ. Шăпах çак самантра çуллахи пек шултра, вăйлă çумăр пуçланчĕ. Вил тăпри умĕнче тăракан халăх масар пӳрчĕ еннелле чупрĕ. Алюнкка тытăнса юлчĕ. Çумăрăн кашни тумламĕ ун ăсне тăрăлтарчĕ, кĕлеткине вăй кĕртрĕ, кăмăлне çирĕплетрĕ. Пĕр минут... Çак пĕр минут хушшинче хĕр ача веçех улшăнчĕ. Таçта шалта темĕн ăна ахăрттарчĕ, вăй выляма илĕртрĕ. Йăл-йăл кулакан Алюнкка çумăртан тарса пытаннă çынсем хушшине кĕрсе тăнă май аванмарланса пуçне пĕкрĕ. Ашшĕне тин çеç пытарнă хĕр ача хăй чунĕнчи хаваслăха, çăмăллăха нимĕнпе те ăнлантарса параймарĕ. Уншăн çак самантран урăх пурнăç — хаяр пурнăç пуçланнине çеç чухларĕ вăл.

 

14

Вĕçленчĕ. Пĕтĕмпех. Ырри те, усалли те. Савăнăçĕ те, хуйхи те. Пĕтĕм канăçсăрлăх, ырату, пĕтĕм канлĕхĕ, телей. Мĕн юлчĕ? Пушăлăх, тĕттĕмлĕх, ĕмĕрлĕх. Тата? Тата пилĕк ывăлпа виçĕ хĕр юлчĕ Хĕветĕрĕн. Ун пурнăçĕ малалла — вĕсенче, шухăш-ĕмечĕ, çитĕнĕвĕ вĕсенче. Вăл мĕн туса ĕлкĕрейменнине вĕсем тăвĕç. Унăн ятне çĕр çинчен çухалма памĕç.

Алюнккашăн вара ку пуçламăшĕ çеç пулчĕ. Аслă пурнăçăн пуçламăшĕ. Хальлĕхе хĕр ача хăйне малашне мĕн кĕтнине пĕлмерĕ-ха. Пурнăç çулĕ тăвалла выртнине те, шухăш çĕклемĕ мĕнешкел йывăррине те ăнланмарĕ. Вăл чи пуçламăшĕнче тăчĕ.

Умра хĕвелĕ те, çăлтăрсемпе уйăхĕ те пулĕ. Вăхăт çитсессĕн... Вăхăт çитсессĕн нумайăшĕ пулĕ. Пĕчченлĕх тунсăхĕ. Амăшлăх телейĕ. Пурте пулĕ. Анчах ырату чĕререн сирĕлмĕ. Çак ырату çапса ярсассăн çĕкленме, ӳксессĕн тăма пулăшĕ. Çухату чуна хытарĕ, йывăрлăхсене çĕнтерме, пуçа пĕкмесĕр утма вĕрентĕ.

Çакă пурте малашне пулĕ. Хальлĕхе вăл хуйхăпа хуçăлнă, пурнăç тăнăçлăхне çухатнă мĕскĕн кăна. Ун чунĕ вилнĕ, куçĕ сӳннĕ, мал ĕмĕчĕ çук...

■ Страницăсем: 1 2 3 4

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Ярмат (2015-10-14 17:33:10):

Тарăн шухăша яракан повеç ку, атте пилĕ...Куççӳл тухмаллах анлă та тарăн витĕм хăварчĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: