Атте пилĕ


Юрату тенĕрен вара туссем иккĕшĕ те пĕр вăхăталла юратса пăрахрĕç пулас. Тĕрĕссипе, Алюнкка малтанах хăйĕн вăтанчăк-именчĕклĕхне, чунри темле канăçсăрлăхпа хĕрӳлĕхе туйса юрату килчĕ теме аса та илеймерĕ. Кăмăла кайнă каччăна яланах курса тăрас, анчах тĕл пулсан айккинелле тарас килнине те çак туйăмпа çыхăнтармарĕ. Чир-чĕр инкекне пула ытти хĕр ачасем пек пулманнине пĕлсе тăнăран Алюнкка хăйĕн çитменлĕхĕсене çеç курса тăчĕ. Кĕлетки хăрăк, алури тем таран, пичĕ имшер, сăмси вара вăрăм, куç хăрпăкĕпе куç харшийĕ те ыттисенни пек илемлĕ мар. Хăй çине кам та пулин сăнарах пăхнине сиссен çĕр айне анса каймах хатĕр пулчĕ вăл. Çавăнпах хăй килĕштерекен каччă куçĕ тĕлне пуласран та пытанса çӳрерĕ. Тепĕр тесен, лешĕ ăна асăрхамарĕ те, вăл çĕр çинче пуррине пĕлмерĕ те.

Таня вара пачах урăхла. Юрату юхăмне вăл хăюллăн чăмрĕ. Пытанса, вăтанса тăмарĕ. Юратнă каччи çинчен те, хăй туйăмĕсем пирки те калаçрĕ. Хăйĕнчен пĕр çул кĕçĕнрех, икĕ класс каярах вĕренсе пыракан Алюнкка çине сана юратма иртерех-ха тенĕ пекрех те пăхрĕ пуль вăл. Алюна та хăй чĕринче амаланма пуçланă туйăм пирки юлташне пĕлтерме тăхтаса тăчĕ. Халĕ вĕсен пĕтĕм калаçăвĕ те Таня савнийĕ тавра пулчĕ. Кӳршĕ поселокра пурăннăран Алюнкка ăна палламарĕ, хула шкулĕнче вĕреннĕрен ун пирки нимĕн те пĕлмерĕ. Таня сăнласа панинчен ку каччă сарă çӳçлĕ, кăвак куçлă, япшар чĕлхеллĕ пулнине çеç ăнланчĕ. Ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Анчах çак каччă хăй чĕришĕн ют маррине хĕр ача шалти темле туйăмпа сиссе тăчĕ. Таня калаçăвĕ ăна хумхантарчĕ. Пĕрре вĕрилеитерчĕ, тепре шăнтса ячĕ. Мĕн амакĕ ку?

Сăлтавĕ Таня хăй савнипе паллаштарсан палăрчĕ. Туссем иккĕшĕ те пĕр каччăна пĕр вăхăтра килĕштерсе пăрахнă иккен. Анчах Алюнкка çакăн пирки шарламарĕ.Калама терĕн, туйăмне тата шаларах пытарчĕ вăл, манма тăрăшрĕ. Тусĕ умĕнче намăсланчĕ хĕр ача. Ман савнине куç хывнисĕр пуçне урăххине тӳпаймарăним теесрен вăтанчĕ. Таня вара Алюнкка пăлханнине те, шуралса-хĕрелсе кайнине те асăрхамарĕ. Пĕрремĕш юратупа хĕмленнĕ чĕре йĕри-тавра нимĕн те курмарĕ, çунатланса тӳпенелле, çăлтăрсем патнелле туртăнчĕ. Мĕн уншăн çĕр? Юратаканшăн анлă уçлăх та тăвăр...

...Çуллахи каç илемлĕ. Паян вара вăл уйрăмах лăпкă та илĕртӳллĕ. Уçăлса çӳрекен туссем хĕрсе кайсах инçет çăлтăрсем пирки тавлашрĕç. Тĕрĕсрех, пĕр Таня çеç калаçрĕ-ха, Алюнкка вара итлекенни пулчĕ. Акă вĕсем ачасем пухăннă тĕле çитрĕç. Лешсем пурин çинчен те манса кăшт нӳрĕрех çап-турата тивертсе кăвайт чĕртесшĕн иккен.

Хăйсенчен аслăрах хĕр ачасем пырса тăнине те асăрхамарĕç. Вут-кăварпа иртĕхнĕшĕн пĕчĕккисене ятламаллаччĕ те ĕнтĕ, анчах Таньăпа Алюнкка хăйсем те çак ĕçе пикенчĕç. Тем вăхăт кăвайт чĕртес тесе тăрмашрĕç вĕсем. Тĕтĕм мăкăрланчĕ кăна. Пĕтĕм тумтире, ӳте ĕнĕк шăрши çапрĕ. Анчах çакна никам та асăрхамарĕ. Тивсе илеймен кăвайт тавра сиккеле-сиккеле çухăрашакан ачасем хăйсем патне Маюк аппа (ачасем ăна пур çĕре те сăмсине чикнĕрен куç хыçĕнче Партком тесе чĕнеççĕ) çитсе тăнине те сисмен. Лешĕ вара тӳрех çухăрашма тапратрĕ. Ачасем чăл-пар тарса пытанчĕç. Алюнкка та ыттисенчен юлмарĕ. Хĕрарăм шăп ăна палласа юлчĕ иккен.

— Хĕветĕр хĕрĕ, ак аçуна кайса калатăп. Лектертĕр-ха пĕрре...

Маюк аппа тата тем те пĕр кăшкăрчĕ. Анчах ăна никам та итлесе тăмарĕ.

Алюнкка та хĕрарăм сăмахне хăлхана чикмерĕ. Çапах лешĕ пули-пулми сăмаха поселок тăрăх сарса çӳреме юратнине пĕлнерен киле кайма шикленсе тăчĕ. Амăшне пытарнă чухне ашшĕн çирĕплĕхне лайăх туйса илнĕ хĕр ача хăйне пĕçерккĕ лекме пултарасса туйрĕ. Ĕнтĕ вăхăт та нумая кайрĕ. Каймалла. Хăра-хăра Алюнкка хапхаран кĕчĕ. Тавралăха каç сĕмĕ сырса илнине пăхмасăрах ашшĕ кил хушшинче кăштăртатать. Хĕр ача тӳрех хĕрелсе, хĕмленсе кайрĕ. Ашшĕ çине пăхсанах лешĕ сехет каялла мĕн пулса иртнине пĕлнине ăнланчĕ. Ĕлкĕрнĕ вĕт... Ак халĕ лекет!.. Хĕветĕр хĕрĕ çине пăхса илчĕ. Сăмах чĕнмерĕ. Таçти шалти туйăмпа арçын çак самантра ятлани, ахаль те шиклентерекен ĕç пирки аса илтерни мар, аса илменни лайăхрах пуласса ăнланчĕ. Хĕр ачашăн çак ĕç ĕмĕрлĕхе урок пулнине вăл лайăх курчĕ. Ытлашши сăмах ĕçе пăсса кăна хурĕ...

Каярах вара Алюнкка çав самантра пĕлменнине те пĕлчĕ.

...Ачасем тарса салансанах Маюк поселокăн тепĕр пуçнелле утрĕ. Тинех çав Хĕветĕре сăмах тĕксе намăслантарма сăлтав тупăнчĕ. Атту ытла мăн кăмăллă! Маюк сăмахĕ уншăн ним те мар. Тата чĕлхи ытла çивĕч-çке. Сăмах чĕнмесĕр тăрать-тăрать те каснă пек çапса хуçать. Тĕрĕссипе, хĕрарăма Хĕветĕр çирĕплĕхĕ те шутсăр тарăхтарать. Арăмĕ вилнĕ хыççăн та (ĕлĕкрех мăшăрĕ ăна пули-пулми çăвар уçтармастчĕ) хуçăлмарĕ вĕт, кил-йышне арканма памарĕ, Ял çине те элек-сăмах кăларттармарĕ.

Маюк пынă чух Хĕветĕр картиш таврашĕнче ĕçлетчĕ. Пуçне пĕкнĕ вăл, тем çинчен шухăшлать. Хĕрарăм кĕрсе тăнине те асăрхамарĕ. Пĕкĕрĕлсе ларнă пĕчĕкрех арçынна курсан Маюк шеремете хĕрхенсе те илчĕ. Хуйхă кăшлать ĕнтĕ ăна.

— Кх-м...

Хĕветĕр пуçне çĕклерĕ. Вăл куç умĕнчех улшăнчĕ. Самант каялла пĕр чăмăра хутланнă кĕлетки тӳрленчĕ, куçĕ мăн кăмăллăн çиçрĕ. Ятлама тесе пырса кĕнĕ Маюк та сăмаха тӳрех пуçлаймарĕ. Анчах арçын хăй çине сана тата мĕн кирлĕ тенĕн пăхни хĕрарăма çĕнĕрен тарăхтарса ячĕ. Çатăл-çатăл çатăлтатрĕ вăл. Ку таранччен чунра йӳçтерсе пурăннă мĕнпур сăмаха кăларса пăрахма васкарĕ. Хĕр пирки сăмахла пуçласан Хĕветĕр хĕрарăма чарчĕ.

— Ман хĕрĕн хулпуççи çинче хăйĕн пуçĕ пур. Мĕн тумаллипе тумалла маррине хăех пĕлет, — касса татрĕ вăл.

Урăх чĕнмерĕ. Сăмах вĕçленчĕ тенĕн çурăмпа çаврăнса тăчĕ.

 

6

Утăçи вăхăчĕ иртмен-ха. Анчах юлашки эрнере çумăр пичкин пăкки тухса ӳкнĕ тейĕн — лачака типме пĕлмест. Çанталăкăн та хăйĕн кăмăлĕ çав. Унăн та чунĕ ыратать.

Алюнккан паян ĕç нумай. Вăл асли — хуçа. Ĕç майне вĕренсе çитейменскерĕн ĕçĕ кал-кал пымасть. Çакă ăна тарăхтарать, Анчах мĕн тăвас? Хуçалăхри ĕçе хĕр ача амăшĕнчен вĕренет. Алюнккан вара амăшĕ çук.

Амăшĕ вилнĕ хыççăн вăл тăруках çитĕнчĕ. Çитĕнме тиврĕ. Ăс-шухăшлавпа. Анчах чунĕпе вăл çаплипех ача пулнине никам та асăрхамарĕ. Айван вăхăт уншăн иртрĕ.

— Çитет сире минресе ларма. Чашăк-тирĕк çумалла, — йăмăкне ĕç хушрĕ Алюнкка. Шăллĕне кил хушшине шăлса тухма каларĕ. Анчах лешсем ун еннелле çаврăнса та пăхмарĕç. Вĕсен хăйсен калаçăвĕ пулчĕ. Алюнкка сассине хăпартрĕ. Кĕçĕннисем хăнк та тумарĕç. Тарăхнă хĕр ача хăех чашăк çума тытăнчĕ. Часах шăллĕпе йăмăкĕ тем пайлаймасăр çапăçса кайрĕç. Алюнкка чăтаймарĕ — алла лекнĕ йĕтĕре илсе вĕсем патне пычĕ.

— Мĕн пайлаймасăр çухăратăр! Ĕç çук-и сире валли?! — тарăхăвне ниçта чикеймесĕр кăшкăрчĕ вăл. — Ак лектеретĕп пĕрре йĕтĕрпе...

Вăрçăнакансем шăпланчĕç. Аппăшĕ хăмсарнине кура пĕр харăс ун çине сиксе ӳкрĕç. Тин çеç пĕр-пĕринпе вилесле çапăçнине те манса кайрĕç. Иккĕшне хирĕç Алюнкка тăраймарĕ. Хăвăрăнне хăвăр пĕлĕр тенĕн айккинелле пăрăнчĕ. Çапла парăнас, хăй асли пулнине мантарас килмерĕ.

— Тухăр. Вĕлтрене тавăрăр! — сассине чакармасăр хушрĕ вăл. Хальхинче йăмăкĕпе шăллĕ итлерĕç — сенĕк йăтса хапхаран тухрĕç.

Кил-çуртри вак-тĕвек ĕçрен Алюнкка тепрер сехетрен çеç пушанчĕ. Йăмăкĕпе шăллĕ паçăртанпах килсе курăнманни ăна темшĕн пăлхантарчĕ. Ăçта çӳреççĕ ĕнтĕ вĕсем? Кăнтăр апатне те килмерĕç. Хĕр ача урама тухрĕ, Тем вăхăт анаталла-тăвалла пăхса тăчĕ — ниçта та курăнмарĕç. Шырама ăçта каймаллине пĕлмесĕр çерем çине сапаласа пăрахнă вĕлтрен патнелле утрĕ. Ак тĕлĕнтермĕш! Вĕлтрене нихăш енчен те тĕкĕнмен иккен. Тавăрма йăтса тухнă сенĕксем те кунтах выртаççĕ. Тарăхмаллипех тарăхрĕ Алюнкка.

Вăхăт каç еннелле сулăнчĕ. Йăмăкĕпе шăллĕ çаплипех таврăнмарĕç. Хĕр ача шыраман вырăн хăвармарĕ. Кăлăхах. Ачасем ниçта та курăнмарĕç. Аптранă Алюнкка иртен-каянран кĕçĕннисем пирки ыйта пуçларĕ. Никам та нимĕн те пĕлмест.

— Вĕсем ирех велосипед тĕртсе шоссе çине кайрĕç, — аса илчĕ кӳршĕ хĕр ачи.

Алюнкка шартах сикрĕ. Пуçĕнче тĕрлĕрен усал шухăш явăнса иртрĕ. Машин çапса кайнă пулсан е... е пĕр-пĕр маньяк лартса кайнă... Этем кашкăртан та кашкăр пулни çинчен тем тĕрлĕ сăмах çӳрет. Шухăшлама та хăрушă.

Темиçе минут çеç кирлĕ пулчĕ Алюнккана кӳршĕ ялпа çыхăнтаракан шоссе патне çитме. Тăвалла чупма мар, хăвăртрах утма та çăмăл пулмарĕ ăна. Вăл çакна асăрхамарĕ. Унăн пуçа капланса килнĕ усал шухăшсенчен тарса хăтăлас килчĕ. Пулмарĕ. Кĕçĕннисем шоссе çинче те курăнмарĕç. Вĕсем хăш еннелле кайнине куракан та тĕл пулмарĕ. Çапах хĕр ача чунĕ лăш кайрĕ. Усал ĕç-пуç йĕрĕ çук — ку хăех лайăх хыпар.

Халĕ Алюнкка чунне урăх шиклĕх кăшла пуçларĕ. Ашшĕне мĕн каламалла? Ачасем çухалнине мĕнле ăнлантарса памалла? Тата ăçта шырамалла халĕ вĕсене?

Ашшĕ ытлашши тĕпчемерĕ. Ятласа та сăмах каламарĕ. Тем хушă шухăша кайнă пек тăчĕ те Алюнккан аппăшĕпе пиччĕшне кукамăшсен ялне çитсе килме хушрĕ. Лешсем иккĕ калаттармарĕç — велосипед çине ларса çумăр витĕрех тухса кайрĕç.

Алюнкка ирех çывăрма выртрĕ. Чуна çӳçентерекен шăплăха чăтма пултараймарĕ вăл урăх. Ашшĕ кил хушшинчех юлчĕ. Çумăрлă çанталăка пăхмасăрах вăл тем ĕçлерĕ.Уншăн кун вĕçленмен-ха. Ырă хуçа кашни кун хуçалăх картине пĕр тутăхнă пăта та пулин çапатех. Унсăрăн хуçалăх ишĕлет. Çакна Хĕветĕр никамран лайăх пĕлет. Хресчен çемйинче çуралса ӳснĕ, вăрçă çулĕсен йӳçĕ тутине туйса курнă, сĕтел çинчи çăкăр хакне пĕрремĕш утăмранах туйса илнĕскерĕн алли ĕçрен хăрамасть. Арăмĕ вилнĕ хыççăн вара ĕç уншăн хӳтлĕхпе йăпану та пулса тăчĕ. Пĕчченлĕхе хăваласа тунсăха пусаракан хӳтлĕх.

Эх, пурнăç! Миçе ĕмĕр, миçе çул... Мĕнле ывăнтаратăн эсĕ хăш чухне! Капланса килнĕ шухăшсем чуна çемçетрĕç. Хĕветĕр пуçне тӳпенелле çĕклерĕ. Тăруках ун çурăмĕ тăрăх сивĕ хум чупса иртрĕ. Мĕн чухлĕ вăхăт иртнĕ пулĕ вăл юлашки хут тӳпенелле пăхнăранпа. Тахçан пĕр каç та, пĕр кун та иртместчĕ-çке. Тахçан... тахçан пурнăçĕ те туллирехчĕ унăн.

...Тепĕр ирхине Алюнкка ирех вăранчĕ. Аппăшĕпе пиччĕшĕ çывăратчĕç-ха. Тахăш вăхăтра килсе выртнă вĕсем. Алăк умĕнче тăм пылчăкпа вараланнă тумтирпе атă-пушмак выртать. Ашшĕ ĕçе кайма ĕлкĕреймен-ха. Алюнкка тӳрех унран кĕççĕннисем пирки ыйтрĕ. Лешĕ нумай ăнлантарса тăмарĕ. Кĕскен: «Куккăшсем патĕнче», — терĕ кăна. Ашшĕ сассинче савăнни те, пăшăрханни те палăрмарĕ. Сăмахĕсем яланхиллех типпĕн тухрĕç.

Шăллĕпе йăмăкĕ киле кăнтăрла тĕлнелле çитрĕç. Алюнкка вĕсене хапха умĕнче кĕтсе илчĕ. Хĕр ачан ытла кулăшла курăнакан ачасене ыталаса илес килчĕ. Ун пек тумарĕ. Ыталас вырăнне мăкăртатса илчĕ. Вăл çапла айванла хăтланнишĕн çакскерсене ашшĕнчен лекмеллипех ле-кет тесе шутларĕ. Çук, ашшĕ ятламарĕ. Ачасем çине шăтарасла пăхрĕ те лăпкă сасăпа куккăшсем мĕнле пурăнни пирки ыйтрĕ. Вара, пурне те ура çине тăратнă пăтăрмах пулман пекех, каллех алла ĕç тытрĕ.

 

7

Тата тепĕр хĕл ларчĕ. Тата тепĕр черетлĕ хĕл. Алюнккан чи юратман вăхăчĕ. Хĕл. Сивве кăмăллакансем те пайтах-çке çĕр çинче! Алюнашăн вара çу ăшшинчен ырри çук. Уф-ф! Сивĕ. Хăвăрт-хăвăрт утрĕ хĕр ача. Часрах ăшă пӳрте çитсе ӳкме васкарĕ. Ку вăхăталла ашшĕ ĕçрен килекенччĕ. Апла кăмака хутса янă.

Акă Алюнккасен пӳрт тăрри те курăна пуçларĕ. Тăван кил, тăван кĕтес. Эсĕ пурриех чуна ăшăтать. Шăнса кайнă ал-урана ăшăтаяс пек, хĕр ача пӳрт еннелле тинкерсе пăхрĕ. Çук, ăшăнаймарĕ. Мăрьерен тӳп-тӳрĕ çĕкленекен сĕрĕм юписем пурпĕрех чуна хавхалантарчĕç. Пĕрре, иккĕ... Чим-ха! Алюнккасен мăрйинчен тĕтĕм тухмасть-çке. Тĕлĕнмелле. Ашшĕ ерçеймен-ши вара? Капла пулакан марччĕ.

Ашшĕ килте пулмарĕ. Пиччĕшĕ те курăнмасть. Шăллĕпе йăмăкĕ малти пӳртре тем тăваççĕ. Пиччĕшĕпе ашшĕ ăçтине вĕсем те пĕлмерĕç. Алюнкка кăмака хутса ячĕ, кил хушшинче кăшкăрса тăракан ĕне-сурăхсене çăра шыв ĕçтерсе витене хупрĕ. Унтан мĕн те пулин пĕçермеллех пулĕ тесе хуран çакса ячĕ. Пиччĕшĕ апат пиçсе çитнĕ тĕле кăна çитрĕ. Ун сăнĕ салху, темле ывăннăн курăнчĕ. Хывăнса та тăмарĕ вăл, вырăн çине лăш! выртрĕ. Алюнкка мăкăртатма пăхрĕ, анчах пиччĕшĕн куçĕпе тĕл пулсан нимле мар пулса кайрĕ те шăпланчĕ. Пиччĕшĕ тем вăхăт шăпăрт выртрĕ. Пӳртре никам та калаçмарĕ. Ачасем пурте ăçта тăнă, çавăнтах тăчĕç. Пиччĕшĕ мĕн каласса кĕтрĕç.

— Аттене ĕçрен «Васкавлă пулăшупа» больницăна илсе кайнă, — тинех сăмах хушрĕ асли. — Мĕншĕн аптраса ӳкнине врачсем калаймарĕç-ха...

Мĕн пулнине тепĕр кун та тата тепĕр кун та пĕлтереймерĕç. Эрне иртрĕ. Мĕнле инкек авса антарни пĕтĕм анализсене тусан çеç палăрчĕ. Хырăмлăх язви. Çак чир ячĕ Алюнккана нимĕн пирки те каламарĕ. Ашшĕне операци тума тивет текен хыпар та ăна хăратмарĕ. Хирург çĕççи айне ик-виç хут та выртса курма ĕлкĕрнĕ хĕр ача операци сăмаха хăнăхнă. Анчах ашшĕн чирĕ Алюнкка шутланă пек çăмăллăн иртеймерĕ. Операци сăмахпа пĕрле реанимаци тени те янăра пуçласан хĕр ача шарт! сикрĕ. Реанимаци вăл — пурнăçпа вилĕм чикки. Çакăнта лекекенсенчен хăшĕ-пĕрисем ахаль палатăна куçайманнине те курнă Алюнкка. Хĕр ача хăй сисмесĕрех «Турăçăм» сăмаха час-часах аса иле пуçларĕ. Вăхăт-вăхăтпа хăра-хăрах кĕтесри турăш еннелле те пăхрĕ вăл. Анчах турă çук тенине чуна ытла шала илнĕрен кĕлтума пĕлмерĕ.

Вăхăт иртрĕ. Çĕнĕ 1986 çула Хĕветĕр вырăн çинче кĕтсе илчĕ. Хăйĕн кĕçĕн ачисене больницăна килсе çӳреме ирĕк памарĕ вăл. Ыратăвĕ, асапĕ ачасен асĕнче ӳкерĕнсе ан юлтăр терĕ пулас. Пурнăç вăрăм — асапне те, хуйхине те пайтах курма ĕлкĕрĕç-ха вĕсем. Ку япала никамран та пăрăнса иртмест. Хĕветĕрĕн вара хăй чĕрĕ чух ачисене пурнăç хаярлăхĕнчен хӳтĕлес килчĕ. Эх! Пирĕнтен килес пулсан. Анчах пурнăçăн хăйĕн тăкăрлăкĕсем.

Ашшĕ больницăра ирттернĕ уйăх çурă Алюнккашăн ĕмĕр пекех туйăнчĕ. Вĕçленме пĕлмерĕç вăрăм хĕл каçĕсем. Питĕ вăрах улшăнса пычĕç кунсем. Киль-çуртри ĕçсене, урок хатĕрленсе пĕтерсен ачасем ытларах чухне шашка-шахматла е урăхла лăпкă вăйă вылярĕç. Пĕррехннче çапла «Тинĕс çапăçăве» вăййа вылянă май вăхăт нумая кайнине те асăрхамрĕç. Ыран канмалли кун пулнăран ачасем хĕрсе кайнă вăййа чарса лартма васкамарĕç. Тахăш самантра вĕсем пурте пĕр харăс çăварĕсене такам хупланă пек шăпланса ларчĕç, Сывланă сас та илтĕнмерĕ. Çак шăплăха кĕтнĕ пекех, чӳрече айĕнче те шуйттан, те кушак вăйлăн кăшкăрса ячĕ. Тупăкри пек шăплăхра урамри сасă ача макăрнă пек те илтĕнчĕ. Аслисем те, кĕçĕннисем те сăмах чĕнмерĕç. Кантăк айĕнчен илтĕнекен сасă вĕсене хăратса, хытарса лартрĕ. Ачасем пĕр-пĕрин çине пăхма та шикленчĕç. Çакă пĕтĕмпех темиçе çеккунтлăха çеç тăсăлчĕ. Хӳхлев мĕнле пуçланчĕ, çавăн пекех тăрук чарăнчĕ. Ачасене тинех чун кĕчĕ. Анчах вĕсенчен нихăшĕ те халь тин пулса иртни пирки сăмах тапратмарĕ. Çак самантра та, кайран та. Алюнкка темшĕн амăшĕ пĕррехинче ашшĕне: «Хам вилсессĕн сана нумая хăвармастăп», — тенине аса илчĕ.

...Çанталăк çур еннелле кайсан çеç ашшĕ киле таврăнчĕ, Палламалла мар улшăннă вăл. Кĕлеткийĕ типсе хăрнă, сăнĕ шурса тайнă. Куçĕнчи чĕрĕлĕх сӳннĕ. Алюнкка шкултан таврăннă тĕле ашшĕ шыçса шывланнă урисене çӳллĕ пукан çине хурса диван çинче выртатчĕ. Хăй çумĕнчех шăвăç витре. Вăхăт-вăхăтпа çак витрене сура-сура пăрахрĕ вăл. Алюнкка тӳрех ашшĕ патне чупса пычĕ. Янка сассине пусармасăр ăна та кăна ыйта пуçларĕ. Ашшĕ чармарĕ, чĕнме те чĕнмерĕ. Тем вăхăтран вара эпĕ ывăнтăм тенĕн куçне хупрĕ. Те тĕлĕрсех кайрĕ вăл, те ахаль çеç çапла выртрĕ. Алюнкка пăрăнса кайсанах чыхăнса кайса юнлă йăлмака сурса кăларчĕ... Унтан татах та татах чыхăнса ӳсĕрчĕ. Юлашкинчен хăсма пуçларĕ. Тепĕртакран лăпланчĕ. Ах! терĕ те куçне хупрĕ. Алюнкка ăçта пулнă çавăнтах тăчĕ. Ашшĕ мĕнле асапланнине курни ун чунне çемçетрĕ. Куçĕ шывланчĕ. Ашшĕ сурса-хăсса кăларнă шăршă ăна хăйне те лĕклентере пуçларĕ. Çапах хĕр ача йĕрĕне-йĕрĕнех ашшĕ çумĕнчи витрене пырса илчĕ. Сăмсине хупла-хупла урама тухса тăкрĕ…

■ Страницăсем: 1 2 3 4

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Ярмат (2015-10-14 17:33:10):

Тарăн шухăша яракан повеç ку, атте пилĕ...Куççӳл тухмаллах анлă та тарăн витĕм хăварчĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: