Салам


Пирĕн йысна-аппа Çĕпĕре кайнă.

Çав аппапа йыснана пĕр кунах эпир писме янăччĕ.

Йысна та Çĕпĕртен çыру ячĕ пире. Виçĕмкун илтĕмĕр йысна çырăвне.

Йыснасен писмене илнĕ кун каçхине ĕне те пăруласа пачĕ пирĕн.

Çавăнтанпа ĕнтĕ икĕ хут уйран уçласа çирĕмĕр.

Ăш витере пăртак пăтратса паратпăр та пăрушĕ валли те, хамăр валли те хăй начар пулин те уйранлăх сĕт антарать пирĕн ĕне.

Пăтăпа уйран сыпа-сыпа çиме пит уçă вара.

Йысна янă писме хутаççи шап-шурă.

Çул çинче киле-киле вăл пăртак лапăртаннă.

Савнă тăванна шурă, таса конвертлă çыру яра стенĕ пуль çав пирĕн йысна.

Çырăвне те лайăх хут çине çырнă.

Çырассине хура чернилпа çырнă та, çапах, хамăр тăван çырнăран пуль, шур хут çине хуратса çырнă пулин те йысна писми савăнтарать пире.

Çапла çырнă вăл çырура:

«Савнă пултăр!1

Кил-йышĕпех салам сана, ăшă салам.

Пултăрăм! Эсĕ çырнă писмене илсен аппу та пит савăнчĕ, ачасем те хĕпĕртерĕç.

Писме вуласан аппу темиçе те макăрчĕ.

— Тем çитмест çав этеме, ман шăллăма пустуях кураймаççĕ, — тесе макăрать аппу.

— Пустуй мар, çăкăр-тăвар хире-хирĕç çитерме пĕлнĕшĕн, куштан-пуяна пуç тайса пуç çапманшăн, мăн кăмăллă çынна пăхăнманшăн, хăйне хăех ерипе пурăннăшăн, çăткăн-выçă çынна ĕçкĕ-çикĕ ĕçтерменшĕн — çавăнпа кураймаççĕ пултăра куштан Хветĕр пеккисем, — тесе калатăп хам. Аппу çапах макăрать вара.

— Хамăр та этем тертĕнчен тертленсех çкăнта килтĕмĕр, çуралнă çĕр-шывран тухса ют çĕре, инçене, Çĕпĕре килтĕмĕр, — тет аппу.

— Анне, ан йĕр апла. Ик-виç çул пурăнар-ха, эпир пăртак ӳсер-ха. Вун тăххăра кайсан хамăр хуторти Мазуренко Санюкне качча илес-ха ман. Шăллăмсем-йăмăксем те майĕпе ăçе хăнăхаççĕ. Виç-тăват çултан курма куккисем патне, Эйпеçе, аттепе анне, иксĕр те кайăр, — тет вара пирĕн ывăл Павăл.

Чăнах та, пурнăçа тата лайăхлатсан пырса курас шухăш та пур. Расхута сапламалăх укçа хатĕрлес пулать-ха.

Хăртнă хăртса вăрмантан çĕр тăвасси çăмăл ĕç мар.

Пирĕн хутăрта тĕрлĕ-тĕрлĕ халăх пурăнать — вырăс, чăваш, латыш, хохол, тутар, мордва та пур.

Мазуренко текенни хохол вăл. Пит аван çын вăл. Эпир Мазуренкăпа пĕрле вăрмана утар лартрăмăр. Пирĕн халĕ вун икĕ пуç хурт пур.

Алтай сăртĕнчен юхса анакан шыв пирĕн утар хĕррипех иртет.

Çав шыв леш енче çаранлăх, чечеклĕх. Хуртсем вăл çаранлăхран пыл пуçтараççĕ. Кашни çулах пыл пулать пирĕн.

Аппупа иксĕмĕр курма пынă чух кедр мăйри те илсе пырасчĕ-ха сире кăтартма. Пăртак пыл та илсе пырас шухăш пур. Сăран такмакпа пăрçа-ясмăк кукли, пăри кулачĕ кучченеç илсе пыраймăпăр та, çапах ас тивмелĕх те пулин мăйăрпа пыл, алтайски сыр (ăна пире кунта латышсем тума вĕрентрĕç) илсе пырасчĕ-ха сире тутанса пăхмалăх.

Эпир пурнакан çĕр-шыв, уй-хир, ку тăрăхрии çӳллĕ-çӳллĕ юр тăрăллă сăртсем çинчен, кайăк-кĕшĕк, тискер кайăксем çинчен çырмалли пит нумай та, вĕсен çинчен çырас пулсан çĕр листа хут та çитес çук. Аппупа иксĕмĕр хăнана пырсан пуплесе кăтартăпăр-ха.

Чăваш çĕр-шывĕнчен пит инçере пурнатпăр пулсан та эпир сирĕн хыпарсене пăртак пĕлсе тăратпăр. Чăваш республикинче тухакан хаçатсене «Канаш», «Пирĕн яла» илсе тăратпăр, вулатпăр вĕсене.

Чăваш ĕç халăхне çутта кăларма, пĕтĕм СССР ĕç халăхĕпе пĕрлех чăваш халăхĕн пурнăçне те юсама мĕн-пур вăйпа тăрăшакан юлташсене салам калас килет пирĕн.

Таçта кайсан та ĕçлемесĕр, тăрăшмасăр пурнăç пулмасть.

Пирĕн кунта сĕт-çу эртелĕ пит лайăх ĕçлет. Коопераци те аван пирĕн.

Çур акине хатĕрленме тытăннă эпир пĕр кунах. Вăрлăхсене машинпа тасататпăр, формалинпа çăватпăр.

Колхоза та йĕркелерĕмĕр-ха: кăçал пĕрлешӳпе ĕçлеме тапрататпăр ĕнтĕ.

Пĕлтĕр те эпир тасатнă, шултра вăрлăх чылай акнă та тулă, сĕлĕ, урпа пит лайăх пулчĕ пирĕн.

Кăçал ĕнтĕ пирĕн колхоз çур тыррине пĕтĕмпех таса, шултăра вăрлăх акма шутлать.

Савнă пултăрăм! Сĕлĕ, пăри вăрлăхне эсĕ те çитес çуркунне тасатса, шултăра вăрлăх акма тăрăш-ха.

Тасатнă, лайăх вăрлăхран тырă пучахлă, ăнăçлă пулать, вунă пăт вырăнне вун тăватă-вун пилĕк пăт тухать.

Юратнă, савнă пултăрăм! Вăрлăх тасатасси, лайăх вăрлăх акасси çинчен çырнăшăн ан ятла мана. Аппу ун çинчен çырма хушать.

Куштан Хветĕрсенчен, куштан Хветĕр ывăлĕсенчен ытла шикленес мар, мĕн хăрамалла вĕсенчен!

Совет влаçĕ куштан Хветĕрсене кăна мар, Шаккура та чарнă.

Совет влаçĕ хăватĕнчен Чемберленсем те чĕтрене ернĕ.

Чупрăм-чупрăм — çитеймерĕм, хăва çатан урлă каçаймарăм; çыртăм-çыртăм — сăмах вĕçне тупаймарăм, хам чĕрери шухăша пĕлтереймерĕм.

Сывă пул, пултăрăм! Кил-йышĕпех салам. Хамăр хурăнташсене, пире пала тăрансене, пире ыр сунансене — ăшă салам, чунтан-вартан салам яратăп», — тесе çырнă пирĕн йысна.

 
1 Пултăр — арăмĕн шăллĕ (автор асăрх.).

Çавăн пекех пăхăр

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: