Мишша фронта каять
1917 çул пуриншĕн те тертлĕ пулчĕ. Вăрçă чарăнасса кĕтсе илеймерĕç çынсем. Мишшан пурнăçĕ те хĕсĕнсех пычĕ. Амăшĕ укçа-тенкĕпе пулăшаймарĕ, килĕнчен ывăлне çăкăрсăр пуçне нимĕн те парса яраймасть. Юрать хваттер хуçи, Порфирий Петрович, хăй çемйипе пĕрле сĕтел хушшине ларткалать. Сăвă çырма та пăрахрĕ Мишша, ытларах фроятран килекен хыпарсемпе кăсăкланать.
Уесри хăрушсăрлăх комитечĕ А. Абалымова йĕркесĕрлĕхсемпе тата халăх пăлханнипе çителĕксĕр кĕрешнĕшĕн комиссар ĕçĕнчен хăтарчĕ. Ун вырăнне К. Ольшановские, çар çыннине, уйăрса лартрĕç.
Влаçа илнĕ-илмен Ольшановский уес комитечĕн ларăвне ирттерчĕ. Унта пухăннисем вăл хистенипе ятарлă йышăну турĕç: «Вăрçа тăшмана çапса аркатичченех тăсмалла».
Шкулта учительсем Вăхăтлăх правительство халăхшăн тимленине ĕнентерме пăхрĕç, çынсемшĕн тăрăшнипех вăрçа чармасть имĕш, Çĕршывсен хирĕçĕвне Америкăн Пĕрлешӳллĕ Штачĕсем кĕрсе кайни çинчен хыпар çитрĕ. Инçет Америка пирки Мишша вулакаланă-ха, Курие те сахал мар калакаласа панă. «Вĕсене тата мĕн çитмен?» — тĕлĕнет вăл.
Пăтранать Мишшан шухăш-кăмăлĕ. Вĕренӳ пит туртми пулчĕ, шӳтлесси манăçа тухрĕ. Кассăн-кассăн ыйхи вĕçет. Хăйне ӳпкелесе те илет: вăрçăра паттăра тухма май пур чухне кунта выçăллă-тутăллă нушаланмалла.
Ямшăкра çӳрекен Кури çула май Шăхасана кĕрсе тухрĕ.
— Мĕншĕн час килмерĕн? — кăмăлсăрланчĕ пиччĕшĕ. — Килте нимĕн те пулмарĕ пулĕ?
— Эп ямшăкра çӳренине пĕлетĕн вĕт эсĕ, — тавăрчĕ Кури. — Кăштах укçа тăвас тетпĕр,
— Пуçтарăнчĕ-и вара? Пур-и укçу?
— Аннене патăм. Унран халĕ макăрса ыйтсан та, пуççапса тилмĕрсен те пĕр пус илеймĕн.
— Тепĕр виçĕ кунран ман валли çăкăр, çу, аш-пăш илсе кил-ха, Кури. Куран вĕт, хăрсах кайрăм, — хырăмне аллипе çапсах кăтартрĕ Мишша. — Пĕр пилĕк тенкĕ тупма тăрăш-ха.
— Мĕн тăвасшăн вара вăл укçапа? — тĕлĕнчĕ шăллĕ.
— Тупса кил, калăп. Хальлĕхе ан тĕпче.
Тепĕр виçĕ кунран Кури чăнахах та тепĕр хут çитрĕ. Укçа та тупса килнĕ. Аслашшĕ патне кайса унăн арчинчен вăрттăн кăларса илнĕ-мĕн.
Шăллĕ пиччĕшĕ патнех çĕр каçма юлчĕ. Çывăрма выртиччен вĕсем кил хуçи арăмне, Варварăна, Кури илсе килнĕ аш таткине пĕçерттерчĕç, тăраниччен апатланчĕç.
Мишшан, чылайранпа çырманскерĕн, тепĕр сăвă çуралчĕ. «Çул» тесе ят пачĕ ăна. Ахальтен пулмарĕ ку. Анчах та хут çине хăй ятне çырмарĕ.
— Сăвă çыракансен суя ят пур, — ăнлантарчĕ Курие. — Алексей Максимович Пешков ав хайлавĕсене Горький ятпа пичетленĕ.
Вырăс поэзийĕн каçĕнче Çимун Аполлон Майков çемйи çинчен каласа пани аса килчĕ. Аполлон 15 çулта чухне кил-йышĕпе «Çеçпĕл» журнал кăларнă иккен. Мишша та вунпиллĕкрех сăвăсем çырнă. Ялĕнчен Шăхасана Ушанар вăрманĕ витĕр çӳренĕ чухне ир шăтакан çеçпĕл чечекĕсене сахал курнă-и?
Мишша тин çеç çуралнă сăвă айне Çеçпĕл Мишши тесе çырса хучĕ.
— Хальлĕхе чăн-чăн ята пĕлтерес мар-ха, — те хăйне лăплантарчĕ, те Курие ăнлантарчĕ çамрăк сăвăçă. — Фронтран таврăнсан, тен, малалла та çырăп. Ун чухне курăнĕ.
Кури шартах сикрĕ:
— Фронта-а-а?
* * *
Уйăх хыççăн уйăх иртрĕ. Теччĕри учительсем хатĕрлекен семинарие вĕренме кĕрсен те пуçран тухмарĕ фронта каяс шухăш.
...Шăллĕпе пиччешĕ иккешĕ те канăçсăр çывăрчĕç. Ирхине Кури маларах вăранчĕ. Ăна кура Мишша та сиксе тăчĕ. Вăл тӳрех япалисене кутамккана чикме тытăнчĕ.
— Леçме пыратăн-и? — ыйтрĕ пиччĕшĕ. Кури, çакна кĕтменскер, хытса тăчĕ. — Мĕн хытса тăратăн? Васка. Мĕн тума? Кайран пĕлĕн, — ăнлантарма тиврĕ ăна.
Чи çывăх станци — Шăхранта. Унталла çул тытрĕ икĕ каччă. Вĕсем чугун çул станцине çитнĕ-çитмен салтаксем тиенĕ эшелон çитсе чарăнчĕ. Мишшапа Кури çитсе тăнă вырăнтан инçех мар чарăннă вакунран капăр тумланнă çар çынни сиксе анчĕ. Мишша васкаса ун патне пычĕ. Темĕн ăнлантарчĕ ĕнтĕ, Кури илтеймерĕ. Хăйсене тавар вакунĕ çине ларма ирĕк панине пĕлсен тин тавçăрса илчĕ. Укçа тӳлеме тивмерĕ вĕсен — ку чи савăнмалли пулчĕ.
Сĕве хулине çитсен пуйăс чарăнчĕ. Кăштах тăхтарĕ те каллех çула васкарĕ. Хусана çитиччен тепĕр виçе сехет те иртрĕ пулĕ.
Пиччĕшĕпе шăллĕ хăйсене лартса килнĕ салтаксене чунтанах тав турĕç те çар штабне шырама уттарчĕç. Хула урамĕсемпе утсан-утсан пĕр çурт кĕтессине апатланма ларчĕç.
— Вăрçа каяп, — татăклăн пĕлтерчĕ Мишша. — Сана та пĕрле илсе каяс мар-ши тетĕп.
Кури ни хăрама, ни тĕлĕнме пĕлмерĕ. Килĕшме те, хирĕçлеме те пултараймарĕ. Хула урамĕсемпе малалла утнă май Мишша чунне уçса пачĕ:
— Пуйăспа килнĕ чух пĕтĕм кун-çулăм куç умне тухрĕ, Кури. Темшĕн ачалăх та аса килчĕ-çке. Эх, ырăччĕ ун чухне! Ирхи сывлăм тăрăх утма мĕнле аванччĕ. Тӳпе янкăр кăвак, ирхи хĕвел пайăркисем йывăç турачĕсем витĕр ялкăшаççĕ, черчен чечексем çӳлелле талпăнаççĕ...
— Япшар та сан чĕлхӳ, Мишша. Аттерен уйрăлман пулсан, тен, халĕ те пĕчĕк чухнехи пекех ырă курса пурăнаттăмăр... — тăрук кăмăлĕ пусăрăнчĕ Курин.
— Лайăхчĕ çав аттепе пĕрле чухне. Ака тума та, утă çулма та пĕрлех çӳренĕ. Ăна тытса кайни пĕтерчĕ-çке. Юрать кил-йышĕпех ялтан хăваласа ямарĕç-ха. Нихăçан çав пухăва манас çук. Атте çĕрне туртса илчĕç. Тискерсем панулми йывăççисене касса кайрĕç, вĕсем те айăпа кĕнĕ тейĕн. Юрать, анне чăтăмлă, шкулта та ыр çынсем тупăнсах пычĕç. Павел Александрович нумай пулăшрĕ, сăвă çырма вĕрентрĕ. Шăхасанти хваттер хуçине, Порфирий Петровича, нихăçан асран кăлармăп... Аннене пĕлтермесĕр тухса кайрăм, вăт çакă япăх. Пуянсемпе куштансен пусмăрне тӳссе ывăнтăм-çке, çавăнпа фронта каятăп. Çын шутне кĕрес тесен тĕнче тăрăх курса çӳремелле...
— Мишша, нушине нумай курнă-ха. Хăвна телейсĕр çын вырăнне хуратăн-и вара? — пĕлесшĕн Кури.
— Фронтран тĕрĕс-тĕкел таврăнсан паллă пулĕ, — тавăрчĕ пиччĕшĕ.
Çӳресен-çӳресен икĕ тăван пĕр чул çурт патне çитсе тухрĕ. «Штаб маршевой бригады» тесе çырса çапнă ун çине. Вĕçе-вĕçĕн çар çыннисем кĕре-кĕре тухаççĕ. Тем хĕвĕшеççĕ, пырса ан тĕкĕн. Юрать пĕр офицер хăй Мишша патне пычĕ:
— Мĕн çăмăлпа? Кам кирлĕччĕ?
— Фронта каясшăн, — хуравларĕ Мишша. Офицер Мишшана пӳлĕме чĕнсе кĕртрĕ. Темиçен лараççĕ шалта, ыйту хыççăн ыйту пачĕç. Мишша, вырăсла лайăх пĕлекенскер, вĕсенчен именмесĕр калаçрĕ.
— Можно взять писарем, — терĕ юлашкинчен мăйăхлă офицер.
— Халь сана чĕнеççĕ, — ăнлантарчĕ Курие Мишша коридора тухсан. — Ан хăра, мĕн ыйтнине пĕтĕмпех хуравла.
Курие пӳлĕмре нумай тытмарĕç.
— Воевать, значит, хочешь? — чалăшшăн пăхрĕ пĕри.
— Не снаю, — тавăрчĕ Кури.
— Увести, — терĕ çеç лешĕ.
Пиччĕшĕпе шăллĕн уйрăлас вăхăчĕ çывхарса пычĕ. Мишшана фронта илес умĕн вĕсене пĕрле çĕр каçма ирĕк пачĕç. Пĕр-пĕрне нихçан курман пек пăшăлтатса выртрĕç вĕсем.
— Аннепе те сывпуллашаймарăм, вăрттăн тухса кайма тиврĕ, — кулянчĕ Мишша. — Ыйтсан ямастчĕ вăл мана. Тимлĕрех пул унпа, Кури. Тăрăш, пулăш. Каçарăр мана.
Кури Тарьене аса илчĕ:
— Ăна мĕн калас?
— Мĕн калăн-ши? Килĕшет вăл мана, юрататăп ăна. Манмăп.
— Анне сана вĕренсе пĕтерсен авлантарас шухăшлă пекчĕ. Çавăнпа ыйтрăм, — ăнлантарчĕ шăллĕ.
— Авланас пирки сăмахлатăн-ха тата, шăпăрлан. Вăл шухăш пулмалла-и халь пуçра? — пăшăлтатрĕ Мишша.
Çурçĕр çитеспе пурне те васкавлăн ура çине тăратрĕç. Мăйăхлă офицер фронта каяссине пĕлтерчĕ. Кури Мишшапа пĕрле чугун çул станцине утрĕ.
— Ну, прощайся с братом, — терĕ вакунсем çине ларас умĕн штабра хăйсене пуринчен малтан сăмах хушнă офицер Курие.
Шăллĕ Мишшана ыталаса илчĕ. Шăп çав вăхăтра Мишша Шăхасанта пĕрле вĕреннĕ Тăвай ачине Сергей Семенова курах кайрĕ. Унпа калаçса та тăмарĕ, кĕскен кăна:
— Пĕрле ман шăллăма каялла лартса кай-ха, — терĕ.
Пиччĕшĕпе шăллĕ пĕр-пĕрне алă пачĕç. Чылайлăха уйрăлчĕç тăвансем. Кашни хăйĕн çулĕпе васкарĕ. Малашлăхра мĕн кĕтнине пĕлмерĕç-ха вĕсем, çапах нуша-тертрен хăрамарĕç, йывăрлăхсене çĕнтерме хатĕрленчĕç.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...