Тăлăх


Йывăр инкек ăшăмра

Кăшлать чĕрене,

Ĕмĕр-ĕмĕр ман умра

Карать çăварне;

Чипер тăнă çĕртенех

Тĕртсе хăвалать;

Вăхăт çитнĕ-çитменех

Çӳçе шуратать.

Хăçан йывăр асапсем

Пĕтĕç ĕмĕтĕн?

Хăçан шанчăклă кунсем

Çитĕç ĕмĕтĕн?

Кĕçĕр тĕттĕм, сивĕ çĕр,

Çил улать, йĕрет...

Ман ăш-чикре вут-хĕм-тĕр,

Пуçăм ишĕлет.

Пусрĕ хуйхă пуçăма,

Шухăш пăтранать.

Юрлама мар, калаçма

Халăм çухалать.

Анне мĕлки куç умне

Сисиччен тăчĕ,

Чун сасси пек сассине

Вăл ирĕк пачĕ.

Ах, аннем, анне, аннем,

Хытă ан кăшкăр

Мана вăйсăршăн, аннем,

Кăплах ан хăтăр!

Анчах анне хĕрхенмест,

Чарăнмасть, ятлать,

Ман сăмаха итлемест,

Йĕнинчен кулать.

«Ĕмĕр тăран чул пусман

Картлашки çине

Эпĕ сана тăратсан,

Турăн-и ĕçне?

Эпĕ сана вăй-хăват

Парсассăн, кайран:

«Пуçупа тĕнче тапрат»,

Тесе хăварсан —

Эсĕ эпĕ хушнă пек

Пĕр чарăнмасăр,

Тар-шур куран тарçă пек,

Канас шухăшсăр

Ĕçлерĕн-и, ывăлăм?

Кала аннӳне!»

«Аннем, юратнă чунăм,

Пĕлсем хĕрхенме».

«Ан чĕн! Чарăн! Куратăп,

Ăссăр çăмăлттай!

Ĕмĕрлĕхе хăваратăп,

Аяккалла кай!

Кунĕн-çĕрĕн кускалакан

Вĕт-шак пулма мар,

Упаленсе йăлăнакан

Кĕлмĕç пулма мар,

Çынсем пек пулас тесе

Мул шырама мар,

Пĕр-ик сехет килленсе

Пăхам, теме мар, —

Сана эпĕ çутлăха

Кăтартам, ачам!

Акă мĕншĕн (хыт тăнла)

Каласа парам:

Тĕнче тĕксĕм тĕттĕмре

Пăтранать пулсан,

Суя сулхăн сӳтлĕхре

Сулланать пулсан,

Пĕрне тупсан, урăхне

Тупрăм, тет пулсан —

Каçхи тĕттĕм варрине

Пытанать пулсан —

Эсе пĕччен тĕнчерен

Уйăрăлса тăр!

Эсĕ пĕччен хĕвелтен

Питне ан пытар!

Суя çулпа каякан

Харсăр çынсене

Хурçа çурса татакан

Кăтарт чĕлхӳне!

Эпĕ панă ĕмĕрлĕх

Сăмах хăватне

Хăрамасăр хĕрӳллех

Пĕлтер çынсене!»

Çакă сăмах хăлхана

Янратса ячĕ.

Анне каллех тăлăха

Мана хăварчĕ.

Çавăн пекех пăхăр

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: