Пăрахут анаталла каять
— Ма тăратăр тата? Мĕншĕн кĕместĕр? — ыйтрĕ матрос старикрен.
— Анчах та ку сирĕн каюта вĕт-ха... — терĕ ăна хирĕç лешĕ, çаплах малалла иртме хăяймасăр. — Эпир йышăнсан сире хăвăра валли вырăн пулмасть...
— Ну, эсир ун пирки ан пăшăрханăр, — ал сулчĕ матрос. — Ак ку вырăнĕ пушă вăл, унта никам та выртмасть. Эпĕ вахтăра пулатăп. Улшăнсан хам валли эпĕ урăх çĕрте те вырăн тупатăп. Иртĕр, вырнаçăр!
— Аван мар ун пек сире чăрмантарма...
— Нимĕн те мар! Халь — вăрçă, кам йывăра лекет, ăна пулăшас пулать. Совет çыннисем пуль эпир?
Старик хĕрарăма темскер каларĕ (вĕсем вырăсла калаçман пекех туйăнчĕ матроса), вара тин пурте, пĕтĕм кил-йышĕпех, каютăна кĕчĕç.
— Вырнаçăр, вырнаçăр, ку пĕчĕккине часрах ак çакăнта вырттарăр, — вырăн çине сулса кăтартрĕ матрос.
— Тавах сире, юлташ, питĕ пысăк тав, — терĕ старик пăлханнă сасăпа.
Хĕрарăм та матрос çине чи ырă кăмăлпа пăхса, пуçне тая-тая темскер каларĕ. Унăн сăмахĕсене матрос ăнланаймарĕ, анчах вăл та, старик пекех, хăйне чĕререн тав тунине пит лайăх ăнланчĕ.
«Вырăссем мар кусем, — терĕ вăл хăй ăшĕнче. — Балтика таврашĕнчисем пулас — латышсем е эстонецсем... Старикĕ çеç вырăсла пĕлкелет иккен...»
— Ашăнмалăх чей ĕçместĕр-и? Халех вĕретнĕ шыв илсе килсе пама пултаратăп, — терĕ вăл унтан.
— Тархасшăн, май пур пулсан, — пуçĕпе сулса илчĕ старик.
— Э, Атăлта шыв нумай пирĕн! Баксем те вĕресех тăраççĕ...Матрос çавăнтах сĕтел çинчи чейнике илсе тухса кайрĕ те ик-виç минутранах каялла çаврăнса çитрĕ.
— Хăналанăр! Ак кунта заварка та пур... — Вăл çӳлĕк çинчен пĕчĕк кăна тимĕр коробка илсе сĕтел çине лартса пачĕ. — Кун пек çанталăкра вĕри чей — питĕ аван...
— Çапла, çапла... Чей... аван вăл. Тав, пысăк тав, — терĕ старик. — Питĕ аван. Чей — усăллă.
Матрос алăк çумне тайăнса кĕске хура чĕлĕмне табак тул-тарма тытăнчĕ. Унăн хăнисем вырнаçрĕç ĕнтĕ: хĕрарăм алăри пĕчĕк ачине вырăн çине майлаштарса вырттарчĕ, старик япалисене сак айнелле тĕртсе кĕртрĕ, арçын ачи чӳрече патне пырса тулалла пăха пуçларĕ, йăмăкĕ те унран юлмарĕ, унпа юнашар пырса тăчĕ. Çак кил-йыш кăштăртатни çине пăхнă май матросăн халь вĕсем çинчен пĕлесси килчĕ.
— Каçарăр, юлташ, ăçтисем çак эсир? — ыйтрĕ вăл. — Инçетрен килетĕр пулас?
— Питĕ аякран килтĕмĕр çав, — терĕ ăна хирĕç старик, — тĕнче хĕрринченех темелле... Эстонирен. Вăрçă пуçлансассăнах Ленинград еннелле тарса тухсаттăмăр, анчах халĕ ак тата инçетерех килмелле пулчĕ. Вунă кун ытла ĕнтĕ çул çинче...Тата мĕн чухлĕ каймалла пулать — ăна пĕлме те пултараймастпăр.
— Халь нумай мар ĕнтĕ, ыран çитетĕр.
— Питĕ лайăх пулĕччĕ. Шалт халтан кайрăмăр...
— Ку пĕтĕмпех сирĕн çемье ĕнтĕ? Ачисем — мăнуксем пуль?
— Çапла, çапла. Çемье. Ку — кин, Амалия, ман ывăлăн арăмĕ, кусем — вĕсен ачисем, ывăлĕ — Ян, хĕр ачи Юули ятлă, чăн пĕчĕкки — Эльга, — йĕркипех каласа пачĕ старик. — Мана хама Пауль теççĕ, Пауль Киккас.
— Ачисен ашшĕ, ну, сан хăвăн ывăлу, эппин, ăçта тата? Ватă Пауль матрос çине пăхрĕ те ассăн сывласа илчĕ.
— Пĕлместпĕр...
— Вăрçăра пуль? Арçынсем халĕ пурте унта...
— Калама йывăр... Пирĕн хула çине пирвайхи бомбăсем ӳксенех вăл килтен чупса тухса кайрĕ те — урăх эпир ăна пачах та курман. Те вилнĕ вăл, те чĕрĕ, нимĕн те паллă мар...
Матрос тата тем çинчен ыйтасшăнччĕ, анчах çав вăхăтра сасартăк пăрахут кăшкăртса ячĕ. Ку кĕтмен çĕртен пулнипе Киккассем пурте картах сикрĕç, матрос вара хăвăрт кăна тухса кайрĕ. Ватă Пауль кăкăр умĕнчи кĕсйинчен тачка вăчăраллă сехетне кăларса пăхрĕ.
— Вун иккĕре каятпăр терĕç, халь иккĕ те çитет ĕнтĕ...Тепĕр вунă минутран пăрахут тата тепре кăшкăртрĕ, кăшт тăхтасан виççĕмĕш хут янратрĕ. Машинăсен уйрăмĕнче двигательсем хăватлăн кĕрлеме тытăнчĕç, пăрахут пĕтĕм кĕлеткипе чĕтрене-чĕтрене илчĕ. Унтан çӳлте умлăн-хыçлăн ик-виçĕ хут ши! ши! туни илтĕнчĕ те, пăрахут ерипен, майĕпе пристань çумĕнчен уйрăла пуçларĕ. Пичĕпе чӳрече çумне çыпçăнсах тăнă Ян Киккас пристань çамки çине çырнине уйрăм сас паллисем тăрăх вуласа тухрĕ:
— Г... ор... ки...
Мăнукĕн çурăмĕ хыçĕнче тăрса унăн пуçĕ урлă тулалла пăхакан ватă Пауль ку сăмаха пĕтĕмĕшпе вуласа пачĕ.
— Горький... Питĕ пысăк хула ку, Яник, пирĕн Таллин пекех. Ĕлĕк ăна Нижний Новгород тетчĕç.
— Горький вăл — писатель вĕт? — аслашшĕ еннелле çаврăнса ыйтрĕ Ян.
— Çапла, писатель пулнă. Питĕ чаплă писатель, — терĕ старик ăна пуçĕнчен ачашласа илсе.
— Эпĕ унăн калавĕсене вуласа курнă... Итали ачисем çинчен.
Чирлĕ пирки Горький Италире чылай пурăннă. Анчах хăй вăл вырăс пулнă, чăн-чăн вырăс. Шăпах çак хулара çуралса ӳснĕ, темĕн тĕрлĕ хурлăх курнă, тăлăха юлнă пирки пĕчĕклех хăй ĕçлесе тăраннă. Çакăн пек пăрахут çинче те ĕçленĕ.
Мĕн ĕçлеме пултарнă-ха вăл кунта, пĕчĕкскер?
Повара апатсем пĕçерме пулăшнă, савăт-сапа çунă. Унтан, ӳссессĕн, грузчик та, тем те пулнă. Кайран вара Атăл çинчен кĕнекесем нумай çырнă...
Пăрахут Атăл варрине çаврăнса тухрĕ те хăвăртран хăвăрт кая пуçларĕ. Ян амăшĕ чирлĕ хĕр ачипе юнашар ларса вăл йывăррăн сывланине итлерĕ. Хушшăн-хушшăн хăй те хурлăхлăн, ассăн сывла-сывла илчĕ. Аслашшĕ карçинккине уçса сĕтел çине çимеллисем кăларма пуçларĕ — хытса кайнă çăкăр, пуçланă консерв банки, пĕр татăк типĕтнĕ аш. Карçинкка тĕпĕнчи пĕчĕк хутаçра темиçе катăк сахăр тупăнчĕ. Ку çимĕçсене пурне те вĕсем виçĕ кун каялла пĕр пысăк станцире, ятарласа эвакуированнăйсем валли уçнă лавккара, ик сехет ытла черет тăрса илнĕччĕ. Нихăшĕ те нимĕн те чĕнмерĕç, мĕншĕн тесен пĕр-пĕринпе мĕн калаçмаллине вĕсем тахçанах калаçса çитернĕ ĕнтĕ, аса илмеллине аса илнĕ, хуйхăрмаллине хуйхăрнă. Ыранхи, малашнехи çинчен вĕсем калаçма пултарайман, мĕншĕн тесен ыран хăйсем ăçта, мĕнле вырăнта пу-лассине те пĕлмен. Вĕсен пĕтĕм ĕмĕчĕ те çак кăна пулнă: часрах ăçта та пулин çитесчĕ те кăштах та пулин лăпланса пурăнасчĕ...
Ян çаплах чӳрече кантăкĕ витĕр пăхса пычĕ. Çыран хĕрринчи вăрăм баржăсем, вĕсем çумĕнчи пысăках мар буксир-пăрахутсем, катерсемпе ахаль кимĕсем, сăртри темиçе хутлă çуртсем, вăрман пек курăнакан парксемпе садсем пăрахут малалла кайса пынă май каялла шунăн туйăнчĕç.
Кĕрхи кун кĕске те тĕксĕм, çавăнпа та часах тĕттĕмлене пуçларĕ, инçетри çуртсем те, çӳллĕ çыран та хурарах кăвак чаршавпа витĕннĕ пек пулса пычĕç, юлашкинчен çав чаршав хуралсах ларчĕ те — тек нимĕн те курăнмарĕ. Машина уйрăмĕнчи двигательсем пĕрмай ĕçлерĕç — кĕр-кĕр-кĕр, кĕр-кĕр-кĕр, пăрахут стенисем хуллен чĕтренчĕç, ытла таччăнах хупăн-ман чӳрече тăкăртата-тăкăртата илчĕ.
«Парижская коммуна» анаталла васкарĕ...
Ярмат (2016-05-13 21:22:18):
Иртнĕ вăрçă ытла та хур кăтартрĕ Совет халăхне. Инкек çывăхлатать тесе ахаль каламаççĕ çав.
Никамта (2017-02-05 18:36:43):
Шупашкартан инще те мар калаве ощта