Çылăхсăр чун
Масар çинчен тухсан Васса хĕрне çавăтрĕ те çине тăрсах сăх сăхма пуçларĕ, анчах та пӳрнисем ăна темшĕн-çке итлесшĕн пулмарĕç. Хыçалта хыттăн ахăрса янипе вăл шартах сикрĕ. Çавăрăнса пăхрĕ те — эй, тĕнче! Масар туллии халăх. Пĕрисем ташлаççĕ, теприсем карта урлă кармашса Вассана хăйсем патне чĕнеççĕ. Акă Олег та курăнса кайрĕ. Вăл тунсăхлăн хăйне пытарма килнĕ çынсем çине пăхрĕ. Анчах çав вăхăтра таçтан пĕр кун Васса курнă хăрушă чĕр чун пек япала сиксе тухрĕ те Олега çатăрласа илсе çавăтса кайрĕ. Акă тата шурă тăхăннă икĕ мĕлке тĕтре пек чӳхенсе тухрĕç те Олег еннелле вĕçрĕç. Çаксене веçех курнă хыççăн Вассан часрах çак вырăнтан тарас килчĕ. Масартан 40 утăм утса иртнĕ хыççăн сасартăк веçех шăпланчĕ. Васса каялла çаврăнса пăхрĕ — масар çинче никам та çук, пытарма килнĕ çынсем çеç пуçĕсене усса килелле утаççĕ.
Киле çитсен вăл Турă амăшĕ умне чĕркуçленсе ларчĕ. «Эй, Турăçăм! Эпĕ эсĕ хушнă пек турăм. Хăрушă мана, анчах та эсĕ çакăн хыççăн Маюк сывалать терĕн. Хĕрĕмшĕн пулсан эпĕ темле асап та тӳсме хатĕр», — пăшăлтатрĕ вăл.
Çакăн пек тĕлĕнмелле япала пулса иртнĕ хыççăн Вассапа хĕрĕ пĕр вăхăт чиперех пурăнчĕç. Районти пульницана кайса тĕрĕслеттернĕ хыççăн Маюкăн чирне те иртсе кайнă терĕç. Савăнчĕ куншăн Васса. Анчах чунĕнче, шалта хăйпе мĕн пулса иртнине хĕрне каласа парас туртăм кунран-кун вăйланса пычĕ. Тĕлĕкре те хайхи вилнĕ çынсем кашни каçах курăна пуçларĕç. Пĕрмаях тата хăйсем патне чĕнеççĕ. Чăтаймарĕ Васса, мĕн пулса иртнине йăлтах Маюка каласа пачĕ. Тĕлĕнсе итлесе ларчĕ хĕрĕ ăна. Йăлтах юмахри пек-çке ку. Çывăрма выртсан та ир енне çеç кăтăш пулчĕ. Сасартăк вăл такамсем пӳртре шавланипе, кăшкăрашнипе вăранса кайрĕ. Мĕн ку. Пӳрт тулли халăх. Вĕсем амăшне хупăрласа илнĕ те темшĕн ăна питĕ хытă вăрçаççĕ. Аллисемпе тăпăлтараççĕ. Мĕн ку, тĕлĕк-и. Пĕр палланă çын та çук-çке кунта. Сасартăк Маюк амăшĕ хăйне каласа панине аса илчĕ те хăрасах кайрĕ. Ара, кусем амăшне илме килмен-и-ха. Маюк васкасах вырăн çинчен сиксе тăчĕ те кăшкăрса ячĕ, йĕри-тавралла пăхкаларĕ — никам та çук. «Эй, тĕлĕк куртăм пулĕ-çке эпĕ», — тесе сăх сăхса илчĕ те вăл амăшĕ çывăракан вырăн патне пычĕ. Шăп. Апла пулсан çывăрать. Каялла хăйĕн вырăнĕ патне утма пуçланăскер Маюк каялла çаврăнчĕ. Темшĕн ăна амăшĕ сывламан пек туйăнчĕ. Чупса пычĕ — итлерĕ, чăнах та-мĕн, вăл пачах та сывламасть. Маюк паçăрхи çынсем чăнах та амăшне илме килнине ăнланса илчĕ те шари! кăшкăрса макăрса ячĕ. ...
...Урамра ĕнесем макăрни илтĕнчĕ. «Эй, ара, шухăша кайнипе эпĕ кĕтӳ хăвалама та манса кайнă». Маюк аппа сĕт витрине сĕтел çине кĕртсе лартрĕ те васкасах урамалла тухрĕ...
Оля (2008-11-30 13:04:28):
Питĕ интереслĕ калав! Малалла та вулас килет. Маттур!
Саша (2008-11-30 13:06:46):
Олега питĕ шел. анчах та вăл тепĕр çын пурнăçне çăлчĕ. Интереслĕ хайлав.
Андрей (2008-11-30 13:14:16):
"Çылăхсăр чун" хайлава вуланă хыççăн эпĕ часах лăпланаймарăм. Мана вăл çав тери интереслентерсе ячĕ! Эпĕ Шибаев Михаилăн республика хаçат-журналĕсенче пичетленнĕ ытти хайлавĕсене те вуланă. Вĕсене те вулама кăмăллăччĕ, анчах ку калав тата та тарăнрах содержаниллĕ. Ман Мишăпа тĕл пулса паллашас килет. Маттур Миша! Ăнăçусем сана!
Алексей Иванович (2008-11-30 16:08:20):
Хам та калавсем çыркаланă май ку çамрăка пулăшас шухăш çуралчĕ. Пуласлăхĕ пур.
Лидия Петровна (2008-12-04 18:35:52):
Калава аван çырнă! Класри ачасемпе тишкерсе тухрăмăр. Вĕсене те питĕ кăмăла кайрĕ. =)
Admin (2008-12-04 20:53:59):
Калав килĕшрĕ. Вырăн лекетех. Ыттисене вуланă май ку ушкăнра лайăххи лекмест пуле тесе шутланăччĕ. Пур иккен пулас çыравçăсем! Маттур!
Роза (2012-11-30 17:39:55):
Çакăн пек тарăн шухăшлă калава ача çырма пултарнинчен тĕлĕнтĕм. Чăнах та, талантлă, пурнăçа çулĕсене кура мар ăнланакан çамрăк.
Ирина (2012-12-01 15:30:21):
Тем ăнлансах каймарăм-ха. Малтан "10-ри Гена лупас айĕнче выртать, кайран Олег вилчĕ.".. Мĕн каласшăн ку калавпа...