Çăлтăр çине хăнана


1-мĕш пайĕ. Вăхăт машини.

Надин питĕ ăслă хĕрача. Вăл питĕ нумай çĕнĕлĕхсем тунă, нумай наука кĕнекисем çырнă, Вольфред ятлă йытта калаçма вĕрентнĕ... Хăй Надин вуннăра кăна. Хăйĕн пĕлĕвĕпе вăл наука доктăрĕсене те çĕр хут иртсе каять ĕнтĕ. Халĕ вăл вăхăт машини тĕпчесе кăларас шухăшпа тĕрмешет. Ăна Вольфред пулăшать. Йытă пулсан та вăл Надин пекех ăслă.

— Ну, Вольфред, туса пĕтертĕмĕр вăхăт машинине! — каларĕ Надин.

— Анчах та пирĕн çак машинăна тĕрĕслесе пăхмалла, — хуравларĕ йытă.

— Атя, çак робăта ярса пăхар, — терĕ хĕр ача.

Надин полка çинче ларакан пĕр робăта илчĕ те сĕтел çине лартрĕ.

— Машинăна çут. Атя робăта 13-мĕш ĕмĕре яратпăр.

Надин робăта машина ăшне кĕртсе лартрĕ те кнопкăсене пусма пуçларĕ. Сасартăк таврана тĕтĕм хупларĕ. Таврара асамат кĕперĕ тĕсĕсем йăлтăртатма пуçларĕç. Машина ăшĕнчи робăт питĕ хытă çаврăнма пуçларĕ те çухалчĕ. Надинпа Вольфред машина экранĕ патнелле чупса пычĕç. Экран çинче робăт курăнса кайрĕ.

— Пулчĕ! Пулчĕ! — кăшкăрса ячĕ Надин.

— Ыранах пĕтĕм Галлактикăна тĕпчеме кайăпăр!

— Манăн блокнотпа ручка çук. Кĕсье компютерне илсессĕн лайăхрах пулать.

 

2-мĕш пайĕ. Пысăк сирпĕнӳ.

Вăхăт машини кантăкĕнчен иртнĕ ĕмĕрсенчи пулса иртнĕ ĕçсен элеменчĕсем курăнса илеççĕ. Акă экран çинче 4, 3, 2-мĕш çулсем вĕçсе каяççĕ.

Надинпа Вольфред машина кантăкĕ çинелле пăхса тăраççĕ.

— Пирĕн Тĕнче 13 миллиард çул каялла пулса кайнă, — каларĕ Надин.

— Çавăн пекех нумай çул каялла-и? — ыйтрĕ йытă.

— Ĕненместĕн пулсассăн вăхăт машинин экранĕ çине пăхма пултаратăн.

Вольфред машина экранĕ патнелле пырса тăчĕ те информации кнопкине пусрĕ. Çав самантрах хĕрарăм сасси пĕлтерчĕ: «Эсир халĕ 3 миллиард çул каялла Тĕнче мĕнле пулса кайнине куратăр. Тепĕр 2 минутран питĕ Пысăк Сирпĕнӳ пулать. Çавăн пек Тĕнче пулса каять...»

— Тепĕр икĕ минутран-и? Машинăна чармалла! — кăшкăрса ячĕ Вольфред. Надин чарăну кнопкине пусрĕ. Машина сасси пĕлтерчĕ: «13миллиард çул каялла Тĕнче пулса кайнă...»

Сасартăк çав вăхăтра сывлăша çурасла сас илтĕнчĕ. Таврара пĕр самант шап-шурă пулса кайрĕ. Хыççăнах сĕм тĕттĕм пулчĕ. Надинпа Вольфредăн пĕр вăхăт куç курма, хăлха илтме пăрарĕ, тăн çухалчĕ. Тăна кĕрсен йытă хĕрачаран ыйтрĕ:

— Мĕн ку пулчĕ? Ăнлантар — ха мана, тархасшăн.

— Анчах пулса иртнĕ пулăм — Пысăк Сирпĕнӳ. Эсĕ хăвах машина — компьютер каласа панине илтрĕн пулĕ. Пысăк сирпĕнӳ пирĕншĕн, чĕрĕ чунсен пурнăçĕшĕн, питĕ хăрушă япала. Хăвах куртăн -çке. Эпир машина ăшĕнче пулнă пулин те, питĕ хытă сас пулнипе, вăйлă силлентернипе тата электричество излученийĕ пулăшнипе тăн çухатрăмăр. Машина ăшĕнче пулни пире вилĕмрен çăлчĕ.

— Эсĕ çакна ăçтан пĕлетĕн?

— Эпĕ Тĕнче пулса кайни çинчен чылай тĕрлĕ ученăйсен наука ĕçĕсене вуласа тухнă. Халĕ вара ученăйсенчен нумайăшĕ тĕрĕс шухăшланине çирĕплететĕп, — терĕ Надин.

— Атя, Вольфред скафандр тăхăнса космăсалла пĕрремĕш çăлтăрсене тĕпчеме тухăпăр.

— Атя, хаваспах тухатăп пĕрле!

Мĕнле илемлĕ космăсра. Уйрăмах çăлтăрсем çуралнине тĕпчесе пăхма питĕ интереслĕ. Ним çук çĕртрех «çулăм» çутатса илет. Хыççăн çав вырăнтах тĕрлĕ тĕссемпе çутатма пуçлать. Çакна Надинпа Вольферд тĕпчеççĕ. Надин мĕн тĕпчесе пĕлнине пĕтĕмпех наука ĕçĕ валли çырса пырать... Тĕнчере йышĕпе чи пысăк объект — çăлтăрсем. Çăлтăрсем тĕсĕпе, пысăкĕшĕпе, температурăпа уйрăлса тăраççĕ. Çăлтăр çапла пулать:1-мĕш — водородпа гелий (химии элеменчĕсем) пĕрлешеççĕ. 2-мĕш — пулнă çаврака хутланма тата вĕриленме пуçлать. 3-мĕш — Гелий углерод пулса тăрать. 4-мĕш — Çăлтăр пысăкланса пырать...»

— Надин, атя çăлтăр çине кайса пăхăпăр.

— Кайăпăр!

Вĕсем юнашартарах вырнаçнă çăлтăр патнелле вĕçсе кайрĕç.

— Мĕнле ăшă çăлтăр çинче! — кăшкăрчĕ Вольферд.

— Тата çăлтăр хăй пин-пин çутă тĕссемпе çутатать!

— Эпир космăсра миçе минут пултăмăр-ши?

— Сехет çине пăхам-ха, — терĕ Надин.

— Мĕнле хăвăрт вăхăт иртет! Эпир кунта иккĕмĕш кун çӳретпĕр!

— Апла пулсассăн килелле, Çĕр çинелле кайма вăхăт çитрĕ.

— Кĕçех татах килĕпĕр. Атя, вăхăт машини ăшне...

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2008-12-02 18:51:09):

«Атя робăта 13-мĕш ĕмĕре яратпăр». 13-мĕш ĕмĕре ярсан епле-ха тĕрĕслеме пулĕ? Тĕрĕсленĕ чухне е темиçе минут мала, е темиçе минут каялла яраççĕ. :) Интересленетĕр пулсан Фредерик Браунăн калавĕсене вулама пултаратăр. Сăмахран (ячĕсене вырăсла пĕлтерĕп): «Первая машина времени», «А что будет?». Вĕсем вăрăм мар, вулама та интереслĕ.

Тăрăшнăшăн — маттур! Шел, вырăн йышăнаймĕ пулĕ — пултаруллă ачасем нумай.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: тарăн

 

Дима Ситников (2009-03-13 13:58:40):

Авторặн шухặшĕ техникặ енне туртặнни лайặх. Хальхи вặхặтра пурте укçа çинчен çеç шухåшлаççĕ. Техникå чĕлхи вара ытла çаврака кустåрма мар вара. Литературå çаврåнå-шĕсем ку çулхи авторшåн çителĕклех. Авторåн тавракурåмĕ тимлĕ пулни палåрать.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Моськин Саша (2009-04-28 13:52:30):

Мана Иринăн калавĕ питĕ хытă килĕшрĕ.Унăн калавĕ мана шухăша ярать.эпĕ унăн калавне юратса вуларăм.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Парамонрва Александра (2009-04-28 14:00:54):

Эпĕ Иринăн калавне шухăша кайсах вуларăм.Вăл манăн тус пулсанта, пите илемлĕ калавсем çырать.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Ефремова Таня (2009-04-28 14:09:00):

Эпĕ Иринăн калавнĕ тĕлнсĕ вуларăм.Вăл 6-мĕш класра вĕренĕть пулинте чăн çиравçă пĕк çак калава çырнă.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: