Хăнара


Ваççа ачи Микула

Пит юратать çак çула.

Утланать те çунине

Каять вĕçсе Марс çине.

Кунта Микул юлташĕ.

Виç çул ĕнтĕ пурăнать.

Ыр кăмăллă пĕлĕшĕ

Нумайранпах йыхăрать.

Марс хулинчен тухсассăн

Микул вĕçĕ малалла.

Юпитертан иртсессĕн

Çитĕ чаплă Нептуна,

Ваççа ачи Микула,

Пĕр кайсассăн хăнана,

Хыпаланмасть пит киле

Курас килет çут тĕнче.

Акă Микул çул çинче.

Унпа пĕрле хаклă чул.

Çак чул çинчен ун çине

Пăхать арăмĕ Урсул.

Сасси хăлхара ян(ă)рать.

Алли вĕçĕм ĕç тăвать.

Микул унпа канашлать

Çăлтăр витĕр çул хывать.

Марспа Нептун хушшинче

Ларать чаплă ресторан.

Кунта лайăх кунсенче

Çиме пулать мăй таран.

Илмеç(çĕ) нимле укç та,

Çи, тăран та, выртса кан.

Ытах выртас килмесен

Выляма та пултаран.

Кунта куран тĕрлĕ çын,

Машинĕсем пит аван:

Куçа хупса илĕн те

Хăна килне çитĕн те.

Чăн та, пурнăç улшăнчĕ.

Укçа кирлĕ мар пулчĕ.

Хăвăн кăмăлу пулсан

Марс, Юпитер пулĕ сан.

Çавăн пекех пăхăр

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Энтри (2008-11-23 00:11:47):

Ку ачара чăваш чунĕ пур. Çавăнпа та лайăххисен шутне кĕртмеллех ман шутпа.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйсăр | Содержанийĕ: вăтам

 

Admin (2008-11-23 00:15:36):

2-мĕш клас ачи çырма пултарнă-ши.... çав кăна иккелентерет. Çавах ку ушкăнра икĕ хайлав çеç — вырăн лекетех.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: