Ваççа ачи Микула
Пит юратать çак çула.
Утланать те çунине
Каять вĕçсе Марс çине.
Кунта Микул юлташĕ.
Виç çул ĕнтĕ пурăнать.
Ыр кăмăллă пĕлĕшĕ
Нумайранпах йыхăрать.
Марс хулинчен тухсассăн
Микул вĕçĕ малалла.
Юпитертан иртсессĕн
Çитĕ чаплă Нептуна,
Ваççа ачи Микула,
Пĕр кайсассăн хăнана,
Хыпаланмасть пит киле
Курас килет çут тĕнче.
Акă Микул çул çинче.
Унпа пĕрле хаклă чул.
Çак чул çинчен ун çине
Пăхать арăмĕ Урсул.
Сасси хăлхара ян(ă)рать.
Алли вĕçĕм ĕç тăвать.
Микул унпа канашлать
Çăлтăр витĕр çул хывать.
Марспа Нептун хушшинче
Ларать чаплă ресторан.
Кунта лайăх кунсенче
Çиме пулать мăй таран.
Илмеç(çĕ) нимле укç та,
Çи, тăран та, выртса кан.
Ытах выртас килмесен
Выляма та пултаран.
Кунта куран тĕрлĕ çын,
Машинĕсем пит аван:
Куçа хупса илĕн те
Хăна килне çитĕн те.
Чăн та, пурнăç улшăнчĕ.
Укçа кирлĕ мар пулчĕ.
Хăвăн кăмăлу пулсан
Марс, Юпитер пулĕ сан.