Хăнара
Çăлтăр, çăлтăр, тӳпере
Эс пит çутă ялкăшан.
Çутатан пирĕн Çĕре,
Сарă-çутă курăнан.
Пăхăр, пăхăр! Вăл нумай,
Сарăлса пырать кăна,
— Тытаятăп-и сана?
— Çук, тытаймăн эс мана!
Пĕррехинче кăнтăрла
Шуса тухрĕ вăл çапла.
Ăна тытас килет ман,
Нихăçан тытса курман.
Вĕçсе кайсан тӳпене
Тытаятăп-ши ăна?
Унта мĕнле çитмелле?
Тата мĕнпе вĕçмелле?
Хăпарма мĕн тупмалла?
Самолет кирлĕ пулать.
Çук, унпа ман ĕç тухмасть,
Ракетах ăсталамалла.
Атте-анне кулянать:
— Ăçта каян, хĕрĕм? — тет.
— Çăлтăр куçа курăнать,
Кăнтăрлах темшĕн вĕçет.
— Эх, ачам, унта çитме
Нумай çăкăр çимелле,
Тивет сан нуша тӳсме,
Çулне-йĕрне пĕлмелле.
— Эп пĕлеп, атте, пĕлеп,
Ан кулян, анне, çитеп.
Мана ракета çитерет.
Ну, халь эпĕ вĕçтереп.
Сывă пул, атте-анне!
Кайрăм çăлтăрăм патне.
— Ачам, чипер кайса кил!
Телейлĕ çул! Ку пирĕн пил.
Ракета çиçĕм пек килет,
Мана шала ларма чĕнет.
Темшĕн хытă васкатать:
— Лар часрах! — тесе хушать.
Эп ларса ĕлкĕреймерĕм,
Вăл тапранма пуçларĕ.
Ракета сасси кĕрлерĕ,
Сумка шала кĕмерĕ.
Унта фотоаппарат,
Эрнелĕх çиме апат,
Бинокльпа ноутбук,
Халь вара ман ним те çук!
Çитрĕмĕр çăлтăр патне.
Вăл çутатать пит хитре.
Пăхма сарă хăй питрен,
Çипуçĕ хăйĕн тĕслĕрен.
Килчĕ фотоаппарат,
Çăлтăр тавра явăнать,
Хăех веçех ӳкерет.
Кăлт та кăлт чĕре сикет.
Тытса пăхрăм çăлтăра.
Алла хытă пĕçертет.
Çиллĕм манăн пит кăра:
«Кирлĕ мар!», — тесе переп.
Çĕр çине ӳксе сӳнет,
Пăрахнăшăн кӳренет.
Сиксе тухрĕ урăххи
Сап-сарри, татах хитри.
Унпа чунтан калаçрăм,
Киле кайма шутларăм.
Çăлтăр мана ăнланчĕ,
Киле илсе çитерчĕ.
Кайран киле таврăнсан
Веçех каласа парсан:
— Маттур! — тесе мухтарĕç,
Сăвă çырма каларĕç.
Хам шухăша-сăмаха
Сăвăлласах пĕтерем.
Маттур чăваш халăхне
Хам сăввăма парнелем.
Арина Сидорова (2012-11-13 13:21:51):
питĕ лайăх сăвă. Маттур эсĕ Диана=)
Г.Зотова (2012-11-24 23:55:24):
Диана сăвă çырма пултарнă. Ăсталăхна куллен кун аталантарсах пыр!