Петĕр Яккусен (Петр Яковлевич Яковлев) 1950 çулхи çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Упаçырми ялĕнче çуралнă.
Мăн Шетмĕри вăтам шкултан вĕренсе тухсан пĕр вăхăт унтах учительте ĕçлет. 1968-1970 çулсенче çар ретĕнче тăрать.
1975 çулта Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн ЧР Министрсен Кабинечĕ çумĕнчи Гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче ĕçлеме тытăнать, каярахпа, ялти шкулсенче вĕрентекен пулнă хыççăн, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне таврăнать, студентсене вĕрентет.
Филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ.
Поэтăн сăвă кĕнекисем: «Кумаляк», «Тăм тăвайкки вăййисем», «Уй варринче», «Юман чĕлхи», «Çавра кӳлĕ».
1986 çултанпа Раççей писателĕсен союзĕн членĕ.
П.Яккусен 1970 çулта «Çарти хастарлăхшăн» медале тивĕçнĕ.
Шухăшсем
План можите пожалуйста написать
Большое спасибо! Это является потрясающ...
Вау, привлекательно веб-сайт...
Вау, привлекательно веб-сайт...
Вау, привлекательно веб-сайт...
Вау, привлекательно веб-сайт...
Вау, привлекательно веб-сайт...
Питĕ чуна пырса тивекен сăвă...
Ĕлĕк , вуншар çул каялла , тейĕпĕр , вул...
Пĕр калаврах ĕç-пуçĕ целăй романлăх !!!