Сывпуллашу ташши
1
Кĕркуннен салхуллă кунĕ.
Пӳрт умне сар çулçă çунă.
Хускалмасăр, шарламасăр,
Тăп выртаççĕ çулçăсем.
Çут çанталăкăн саккунĕ:
Йывăç-курăкĕ, чĕр чунĕ
Ĕмĕрĕн вĕçне тухмасăр
Пурăнманччĕ халиччен.
Эпĕр те вĕçне çитетпĕр,
Эпĕр те çĕре кĕретпĕр.
«Сывă пул» темешкĕн йывăр, —
Пур пĕрех калас пулать.
Çакă сарă çулçă евĕр,
Çут çанталăкра çĕтетпĕр,
Чĕрĕ пурнăç — чĕрĕ йывăç
Пирĕнтен ларса юлать.
Хальлĕхе çумасть-ха çумăр.
Пӳрт умне сар çулçă çунă.
Хускалмасăр, шарламасăр,
Тăп выртатчĕç çулçăсем.
Килчĕ уçă сывлăш хумĕ,
Çавра çил пек сывлăш хумĕ,
Çулçăсем çĕкленчĕç харсăр,
Тухрĕç аслă çул çине.
Тытăнайрĕç алла-аллăн
Пĕр турат çинчи пек, калăн,
Юлашки ташша ташлаççĕ
Сăвă-юрă каласа:
«Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать те,
Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать,
Шыв юхать те, шыв юхать те,
Шыв юхать те чул юлать».
Макăрмарĕç урăм-сурăм.
Те чăн куртăм, те астурăм, —
Кайрĕç.
Курăнми пулсан та,
Тăтăм шухăша путса.
Хăлхара çаплах çав юрă,
Асатте юрланă юрă:
«Ĕмĕр иртет, ĕмĕр иртет,
Ĕмĕр иртет, кун юлать».
2
Ачан — ачалла ĕмĕт-шухăш.
Пухса юлашки укçана,
Атте илсе пачĕ хут купăс
Хавас кĕвĕсем калама.
Часах эп вĕрентĕм, ӳркевсĕр,
Чăваш кĕввине ӳкнĕрен,
Хут купăс тесе ан тиркешĕр —
Калаттăм чунтан-чĕререн.
Асамлă сассем килĕшӳллĕн
Юхса пынăçемĕн çемме,
Лутра кив мачча та пит çӳллĕн
Мана туиăнатчĕ темме.
Ачалăхăм! Эс — юрă мар-и?
Санран чаплă юрă, тен, çук...
Пĕр хушă хут купăс тытмарăм.
Анне чирлесеччĕ ун чух.
Тăван-пĕлĕшсем пухăнсассăн,
Сăнран улшăнайнă анне
Нӳхреп сăрине кăлармашкăн
Хистерĕ вара аттене.
Анне сассине паллаймарăм,
Каларĕ аран илтмелле: —
Эп пурăннă чух ташлаймарăм,
Ан чарăр, ташлассăм килет.
Хут купăс тыттарчĕç. Аннеçĕм!
Ак тухрăн хуллен ташлама.
Епле вăй-хăват çитерем-ши
Эп сан çеммӳне калама?
Ташларăн, аннеçĕм, пĕр çаврăм
Сăпайлă чăваш ташшине.
Тек нимĕн те эпĕ туймарăм,
Йăлтах эп ăнлантăм, анне.
Паян та санран вĕренетĕп
Таса чун-чĕреллĕ пулма.
Кайран çитересчĕ вăй тетĕп
Сан пек
Ташласа уйрăлма.
Галина (2020-04-22 09:45:35):
Сăвă чĕрене хускатса куçран куççуль кăларчĕ. Тавтапуç!