Виталий Дмитриевич Шемекеев 1937 çулхи нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Комсомольски салинче çуралнă. Вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн тăван колхозра строительте ĕçленĕ, 1957 çулта Пермь облаçĕнче профессипе техника училищинче вĕреннĕ, каярах металлурги заводĕнче вăй хунă. Чăваш çĕршывне таврăнсан пĕр вăхăт комсомол ĕçĕнче, унтан район хаçачĕн сотрудникĕнче тăрăшнă. 1974-1975 çулсенче вăл Муркаш районĕнче тухса тăракан «Çĕнтерӳ ялавĕ» хаçат редакторĕ, каярах ДОСААФ райкомĕн председателĕ, Хачăк ял клубĕн заведующийĕ пулнă. 1986 çултанпа Чăваш писателĕсен союзĕн илемлĕ литературăна саракан бюро сотрудникĕнче вăй хунă.
В.Шемекеев 1986 çултанпа СССР писателĕсен союзĕн членĕ пулнă. Поэт 2003 çулхи çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче йывăр чирленĕ хыççăн вăхăтсăр вилнĕ.
В.Шемекеевăн паллăрах кĕнекисем: «Пурнăçпа ĕмĕт» (1981), «Çăлтăрсен çăл куçĕ» (1985), «Çĕр çинчех ман кил» (1988), «Юрату эрехне эп ĕçсе пĕтермен» (2003).
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...