Хыватăп эпĕ юрăсем...


Хыватăп эпĕ юрăсем.

Ман юрăра шур хурăнсем,

каçхи çăлтăрсене йăтса,

тухаççĕ çул хĕрне утса;

ман юрăра хĕвел пăхать,

юр айĕнчен калча тухать;

ман юрăри кашни чечек —

юратнă çыннăн куçĕ пек —

пĕлмест суйма,

улталама,

чунне сутма,

усал тума.

 

Хыватăп эпĕ юрăсем.

Ман юрăра — вĕри хирсем,

ман юрăра — çулсем-йĕрсем;

вăрманăн шăплăхне сирсе,

юхать çăлкуçĕ ĕнерсе:

çын — унăн тусĕ авалтан,

ăна типме памасть нихçан.

Ман юрăра усал тӳнет,

вĕри чĕре сивве çĕнет;

ман юрăра — хĕвеллĕ май,

ман юрăра çынсем нумай:

пур тĕлпулу,

пур уйрăлу,

пур юрату,

пур çухату.

 

Анчах та хамăн пурнăçра

кĕртмен эп вилĕме юрра,

вăрçа нихçан та мухтаман,

ăна пĕр юрă та паман.

Парас та çук!

Ман юрăсем —

çак çĕрĕн

çутă кунĕсем.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


влад маскай (2018-04-13 01:41:56):

камсем çырнă-ши юрăсем çак сăвăпа? Пĕлес килчĕ манăн та çав композиторсен яĕсене. Май пулсан. тархасшăн, çырса пĕлтерĕр. Эпĕ те те кĕвĕленĕччĕ те, танлаштарас кăмăл пур.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: