Валери Туктар Тутарстанри Çĕнĕ Аксу ялĕнче çуралса ӳснĕ. Вăтам шкул хыççăн Хусанта наукăпа методика центрĕнче ӳнер тата литература ăсталăхне малалла аталантарнă. Вĕренсе пĕтерсен пултаруллă çамрăк тăван ялĕнчи шкулта учительте ĕçлеме тытăннă. И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче (халĕ педуниверситет) ӳнерпе графика факультетĕнче вĕренсе аслă пĕлӳ илнĕ. Çĕнĕ Аксури шкулта 20 çула яхăн вĕрентнĕ. 1985 çултанпа Лениногорск хулинче пурăнать.
Пĕрремĕш калавĕ «Хатĕр пул» журналта пичетленнĕ. Каярахпа Валери Туктар хайлавĕсем «Тăван Атăл» тата «Ялав» журналсенче кун çути курнă. Икĕ кĕнеке пичетлесе кăларнă. Раççей писателĕсен союзĕн членĕ.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Пĕрремĕш йĕркесенченех паллă пулчĕ калав...
Мĕнле вуламан - вуланă паллах тахçанах ....
Ну, калаçаканни Хусанкай темĕпĕр...
Ку сăвăра Хусанкай арçынпа мар, хĕрарăм...
Чăвашсем Матĕрне мар, Маттĕрне теççĕ тем...
Кунта та чăваш чĕлхи пиркиех щухăшлать Ç...
кенеке интересле ,малалла вулас килет
Литлаххан тени çыравçăсен пĕрлĕхне пĕлте...
Курак курака аякранах сас парать
Ехрим Иванĕ миçемĕш çулта çуралнă?