Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Çулĕк пуçне юр çунă,
Шăнкăртатать юр шывĕ,
Шăнкăртатмасть юр шывĕ,
Шăнкăртатать тан шывĕ.
Атте-анне килĕнче
Шăнкăртатать ман сасă,
Шăнкăртатмасть ман сасă,
Шăнкăртатать куççулĕ.
Ытарсан ытарайми тăван ялăм пур.
Ырă-çке унта, пурте çывăх чĕреме.
Тăван, вăхăт тупсан хăнана пырса кур,
Тухăп укăлча хĕрне эп сире кĕтме.
Авăнать-и йăмри, ай, сире пуç тайса,
Вăй вылять-и уç çил ăш сăмах шыраса.
Ытарсан ытарайми пирĕн ялăм пур.
Тăван, вăхăт тупса пирĕн пата пыр.
Савăк кĕрекере хăна-вĕрле пулсан,
Чӳречерен туслăх юрри юхсан.
Чĕрем савăнăçпа тулать, чун хĕпĕртет,
Тăванлăх юрри пире кĕрекене чĕнет.
Чĕнтĕрленĕ çуртсем кăррипе,
Эп çуралнă Пăла хĕррипе.
Шурă хурăн вылять кăтрипе,
Çурхи савăк та уçă çилпе.
Тăванах кĕтесĕм,
Ылтăнтан та хаклă
Чун çути–ши эсĕ.
Тĕлĕнет ăс-хакăл.
Пурăнаççĕ кунта ыр çынсем,
Пит матур та хастар ĕçченсем.
Ӳстеретпĕр тыр-пул уй-хирте.
Иксĕлми хал тапать-ха пирте.
Малашне те пурнасчĕ çапла:
Тăванах çĕр çинче хуçалла.
Пĕр-пĕрне чунпала пĕр савса,
Пурнăçа мухтаса, савăнса.
 Пахча çимĕç тухăçлăхĕ çулсеренех хăйĕн хуçине савăнтарать. Ара унăн тухăçĕ вуçех хăй тăрăшнинчен килет-çке. Çĕрулми калчисем симĕс авăрсемпе тата шурă е кĕрен чечексемпе савăнтарнă кунсенчен ку чухне колорадо нăррисем кил хуçине тăватă уран упалентерме пуçларĕç. Хăмла çырли пек çакăнса тăракан эсрелсене пĕр вырăнта пуçтарса пĕтернĕ хушăра каялла çаврăнса пăхатăн та, «тинĕс матросĕсем» пеккисем тăрăхлашса, хăрах куçĕсемпе хĕсĕккĕн пăхса шăл йĕрсе лараççĕ. Çапла терткеленсе çĕрулмие çăлса хăварнă хыççăн та асапĕ пĕтмест-ха. Авăрсем тĕсне çухатсан пулса çитнĕ çимĕçе «ик ураллă кайăксем» куç хываççĕ.
Вĕсенчен сыхланас тесе пĕрреччен, канмалли кун, çĕр каçмаллах кайса выртрăм йăрансем хушшине. Ларса ывăнса çитсен çемçерех вырăна пуçа хутăм пăртак тĕлĕрсе илес тесе. Нумай вăхăт иртрĕ-и, сахал-и, сасартăк манăн çĕр лаптăкĕ тĕлне пĕр машина çитсе те чарăнчĕ. Вăтам çулхи арçынсем кĕреçисене йăтса эпĕ выртакан тĕле пычĕç те:
— Эсĕ кунта мĕн тăсăлса выртатăн? — терĕç.
Вĕсем виççĕн. Çакна кура чĕнме шиклентĕм. Аптранă енне:
— Хамăр çĕрулми лаптăкĕ çукран, хуçи курман чухне çур михĕ пек те пулин кăларса кайса тутанса пăхас терĕм, — суйрăм çакскер.
Малалла
 (Хальхи тата ĕлĕкхи пурнаçпа çыхăннă такмаксем)
Кашни чăваш ялĕнче
Арçынсем куç умĕнче.
Сахал мар Миккалайсем,
Аташсем — пĕр ятлисем —
Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнче.
Ентешсем-çке-ха эпир...
Кĕски, Мĕскĕн, Аванир,
Макар, Кашкăр тенисем —
Аташсем — Микулайсем.
Амус Микалайĕ кам?
Пĕлмесен — хамах калам:
Ялти паллă агроном,
Аллинче ун пур диплом.
Пур Тукасра Головин,
Ячĕ, паллах, Миккалай.
Çав ĕçчен чăваш ачин
Алли пит ăста, ай-ай!
Е Никифоров Куля,
Вăл та ĕçченне пула
Ырă ята тивĕçет.
— Пилорамщик эпĕ, — тет.
Тĕрĕсне калать. Маттур!
Çулпа ватă — вучĕ пур.
«Тава тивĕçлĕ» ята
Ялта илнĕ ик хăта,
Иккĕшĕ те Миккалай —
Акă мĕнле япала!
Пĕри — Чашкин, Агапчă
Тесе чĕнеç теприне.
Çапла пухсан аванччĕ
Тăван колхоэ туприне.
Марук Санин Миккалайĕ
Ку чух ĕçлет районта.
Налук пуçтарать сахал-и,
Укçа кĕртет бюджета.
Мĕскĕн-Мĕскĕн терĕмĕр,
Малалла
 Йĕлмелĕнче сахал-им
Кăмака маçтăрĕсем?
Эп вĕсенчен начар-им?
Çапла мар-и, ентешсем?
Пултăкла эп кăмакаç,
Манпа никам танлашмасть.
Ялта пайтах тунă лаç,
Мансăр тĕтĕм те тухмасть.
Аван мăр-çке каймасан,
Тухса утатăп килтен.
Наччасрах туса парсан
Ыр сăмах, пехил илтен.
Мунча кăмаки тесен
Хапăл туса ĕçлетĕп.
Ĕçне-пуçне вĕçлесен
Аншарлине ĕçетĕп.
Кашни кун каçпа килте
Арăм «тăман тустарать».
Вăрçать: «Ялан ӳсĕр!» — тет,
Турчăкапа хăмсарать.
«Ĕçрен нихçан ан хăра,
Вăл хăратăр хăй санран», —
Куçса пырать чăвашра
Çак каларăш авалтан.
Ĕçне ĕç пекех тăвар,
Ханшалла сутăнар мар.
Аса ĕçсе ярар мар,
Ял-йышран култарар мар.
 Карлав аври касмашкăн кайнă
Ухсай пиччемĕр яш чухне.
Вăл тĕрлĕ йывăçа куçланă,
Хăйман сулмашкăн пурттине.
Шелленĕ хурăна: илемлĕ!
Тумлам çиçет çулçи çинче.
Хурт-хăмăр çăкана иленнĕ,
Кăмпи пур ăвăс айĕнче...
Такам вучах чĕртсе çунтарнă,
Патак çак суйласа илет,
Карлав аври касмашкăн кайнă
Лара-тăра пĕлмен поэт.
Ку вăл — Ухсай. Паян эп куртăм,
Вулакан тусăм, ращара
Шур пилĕклĕ пĕр ушкăн хурăн
Çул урлă ӳкнĕ катара.
Тат милĕклĕх — кирли те пур-тăр, —
Кам илеме упрас чухне
Вăр-хурахла çĕкленĕ пуртă
Çап-çамрăк хурăнсем çине?
Выртаççĕ вуллисем шап-шурă,
Çурта пек, яштака, хитре...
Мĕн чухлĕ кăлăх пĕтнĕ хурăн,
Тӳрремĕн тивнĕ пек йĕтре.
 Ирхине. Уяр çанталăк.
Кăвак пурçăн пек тӳпе.
Мухтанать мĕнпур тавралăх
Кĕрхи капăр тумĕпе.
Авăнса епле лараççĕ
Пахчари улмуççисем,
Улмисем вара калаççĕ:
— Астивсемччĕ, астивсем.
Ачапча — хаваслă халăх,
Кĕр çитнишĕн хĕпĕртет.
Пирĕншĕн çĕн çул, çулталăк
Пуçланать сентябрьте.
Савăнса, кула-кула
Çамрăк йыш утать шкула.
 Пурăннă тет арăмĕпе упăшки. Вĕсен пĕр хĕрача пулнă. Килтисем питĕ арçын ача çуратасшăн çуннă. Акă пĕр кун упăшки сунара кайнă. Сунар ăнман — нимсĕрех таврăннă. Упăшки вăрмантан пĕр хутаç мăйăр татса килнĕ. Ăçтан тупнă-ши? Ара, вăрманта хĕлле нимле çимĕç те ӳсмест-çке. Упăшки вара хăйĕнпе пулса иртнĕ ĕç пирки çемйине каласа панă.
— Эпĕ пĕр мулкач тытнăччĕ. Киле таврăннă чух тахçанхи юлташа тĕл пултăм. Тус, калаçсан-калаçсан, хăйпе пулса иртнĕ хуйхă пирки каласа пачĕ. Юлташа шеллесе мулкача ăна патăм. Вăл питĕ хĕпĕртерĕ те мана пĕр хутаç мăйăр тыттарчĕ.
Çакна илтсен арăмĕ упăшкине вăрçма пуçларĕ. Килте нимĕн те çимелли çук-çке. Нимĕн те тăваймăн — килтисем мăйăр çиме ларнă. Сасартăк арăмĕ хырăмне темле вĕри сывлăш аннине туйса илнĕ. Мĕн пулчĕ-ши? Нивушлĕ мăйăр хĕрарăма пĕтĕленме пулăшрĕ? Нумай та вăхăт иртмен — арçын ача çуралнă. Çемье хытă хĕпĕртенĕ. Çак ача кунсерен мар, сехетсерен ӳснĕ. Çемье вара халĕ те телейлĕ пурăнать.
 Кран айĕнче шыва кĕрен
Çăрттан пулла тытса тăратăп.
Çапкаланать юлашкинчен, —
Ăшалама çатма шыратăп.
Мĕскер туять алри çăрттан
Çак самантра? Тен, çутă кӳлĕ
Асне килет пуль?.. Ăнсăртран
Сĕрекене, тен, лекнĕ пулĕ?
Çавах çул çук-çке каялла,
Çатталаннин усси пулмарĕ.
Чăмăртаса илсен алла,
Салху куçпа мана сăнарĕ...
Иш, савăн эс юлашкинчен,
Кран шывĕ тутлă мар, вăл хлорлă.
Çăрттан, сана телей пӳрмен,
Мана вара ан пултăр çылăх1.
■ Страницăсем: 1... 458 459 460 461 462 463 464 465 466 ... 796
1 «Сана пурнăç çук, мана çылăх çук», — теççĕ чăвашсем выльăх пусас умĕн.
|
Шухăшсем
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...