Ӳнер
![]() Юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейӑра Пётр Егоров ячӗллӗ I пленэра хутшӑннисен ӗҫӗсен куравӗ уҫӑлӗ. Пётр Eгоров – XVIII ӗмӗрти пултаруллӑ архитектор, классицизмӑн пысӑк ӑсти. Унӑн пултарулӑхӗн чи ҫӳлли шайне кӑтартаканни Питӗрти Ҫуллахи пахчан карти шутланать. Ӑна тӗнче культурин шедеврӗ тесех хаклаҫҫӗ. Пётр Егорович Хӗллехи керменӗн, Смольный мӑнастирӗн, Петергофри керменпе парк ансамблӗн, Штегельман ҫурчӗн архитекторӗ пулнипе те палӑрнӑ. Пётр Егоров ҫуралнӑранпа 290 ҫул ҫитнине халалласа Сӑр юханшывӗн хӗрринче, Етӗрне ҫӗрӗ ҫинче, Питӗрти, Мускаври, Шупашкарти сӑр ӑстисем икӗ эрне ӗҫленӗ. Вӗсем паллӑ архитекторӑн тӑван кӗтесне халалланӑ вырӑнсене ӳкернӗ. Чи лайӑх ӗҫсем «Солнце над Сурой» (чӑв. Сӑр ҫийӗнчи хӗвел) экспозицире вырӑн тупӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Пяан, ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, 16 сехетре Шупашкарти Художество музейӗ ҫумӗнчи Хальхи вӑхӑтри ӳнер центрӗнче «САВНӐ ШУПАШКАР» курав уҫӑлӗ. Ӑна Чӑваш Енри Художниксен союзӗ Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнисене тата Шупашкар хулин кунне асӑнса уҫма палӑртнӑ. Экспозицие Чӑваш халӑх художникӗсен Праски Виттипе Николай Енилинӑн, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗсен Георгий Алексеевпа Петр Пупин ӗҫӗсем уҫӗҫ. Театрпа декораци искусствине Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗн Валентин Федоровӑн тата Чӑваш Республикин халӑх художникӗн, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗн Владимир Шведовӑн ӗҫӗсем тӑрӑх хаклама май килӗ. Курав ытти нумай художникпа скульптор пултарулӑхӗпе те паллаштарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче 14 ҫулти яшӑн куравӗ уҫӑлнӑ. «Я дарю вам свой мир» (чӑв. Хамӑн тӗнчене сире парнелетӗп) ят панӑ ӑна. Куравра Федор Багановӑн ӗҫӗсемпе паллашма пулать. Ҫав ача керамикӑран тӗрлӗ япала ӑсталать. Тӑмӗ — Чулхула облаҫӗнчи Дивеево ялӗ патӗнчен илсе килнӗскер иккен. Светлана Гордеева ҫыравҫӑ Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, «ҫамрӑк ӑстан ку куравӗ — пӗрремӗш, анчах юлашки мар». Федор Баганов Куславккари ача-пӑча ӳнер шкулӗнче вӗренет. Ача тӗрлӗ шайри конкурсра унччен пӗрре ҫеҫ мар ҫӗнтернӗ. Курав авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Кӳршӗллӗ Мари Элӑн тӗп хулинче, Йошкар-Олара, Чӑваш Енрен тухнӑ генерал лейтенантӑн Станислав Вороновӑн куравӗ уҫӑлнӑ. Курав Историпе археологи музейӗнче ӗҫлет. Пултаруллӑ ҫав ҫын 1957 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Тури Хурасанта ҫуралнӑ. Хусанти университетра юридици факультетӗнче вӗреннӗ. Халӗ вӑл Мускавра пурӑнать. Унӑн ӗҫ биографийӗнче район прокуратуринчи, Чӑваш Ен прокуратуринчи должноҫсем те пур. 1982 ҫулта ентешӗмӗр патшалӑхӑн хӑрушсӑрлӑх органӗсенче ӗҫлеме тытӑннӑ. Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленине те ертсе пынӑ. Чӑваш Ен делегацийӗ Йошкар-Олара художникпа тӗл пулнӑ. Ҫав йышра Тимӗр Тяпкин та пулнӑ. Вӑл К. Иванова халалласа 1991 ҫулта СССР банкӗ кӑларнӑ юбилей укҫине Археологипе истори музейне парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Чӑваш тӗррин музейӗнче «Терентий Дверенинӑн чӑваш тӗнчи» курав уҫӑлнӑ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичӗпӳрт ялӗнче 1919 ҫулхи пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫуралнӑ ҫав маттур пуканесем ӑсталама 80 ҫул урлӑ каҫсан пуҫланӑ. Унӑн килӗнчи музейра 100 ытла пукане упранать. Терентий Парамоновичӑн чӑвашла тумлантарнӑ пуканисем чӗрӗ сӑнлӑ тейӗн. Кашнинче темӗнле асамлӑх пытарӑннӑ. Кашни халь-халь тем калассӑн туйӑнать. Шухӑшлӑ та ӗҫлӗ ҫав пуканесем, тарӑн шухӑшлӑ та мал ӗмӗтлӗ. Вӗсем кӗрӗк арки йӑваласа ларма пачах та хӑнӑхман. Икӗ алла пӗр ӗҫ тенӗн ялан тем тумалла вӗсен. Хирте тар тӑкман чух ал ӗҫӗпе те пулин аппаланаҫҫӗ. Сӑмах май, 2009 ҫулта Терентий Дверенин ҫинчен «Чувашский мир Терентия Дверенина» альбом пичетленнӗ. Ӑна курав уҫнӑ чух хӑтланӑ. Кӗнекене епле хатӗрлени ҫинчен Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗ Валерий Алексеев тата Геннадий Иванов-Орков искусствовед каласа кӑтартнӑ. Марина Карягина тележурналист «О чём молчат куклы деда Тероша?» фильма хатӗрленипе паллаштарнӑ. Терентий Дверенин 2020 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() cheboksary.ru сӑнӳкерчӗкӗ Районсемпе хуласен чи ӳнер шкулӗсем малашне регионсен харпӑрлӑхне куҫӗҫ. Ҫакӑн пирки РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Леонид Черкесов паян Фейсбукра хыпарланӑ. Леонид Ильич пӗлтернӗ тӑрӑх, федераци саккунне виҫҫӗмӗш вулавпа йышӑннӑ. Ӳнер вӗрентӗвӗпе ҫыхӑннӑ саккун проектне ҫӗршыв Президенчӗ сӗннӗ, депутатсем ӑна ырланӑ. Ӳнер шкулӗсене муниципалитетсен харпӑрлӑхӗнчен регион шайне куҫарни вӗсен укҫа-тенкӗ лару-тӑрӑвне лайӑхлатасса шанаҫҫӗ. Ҫапла вара вӗсем муниципалитетӑн вӗренӳ тата спорт учрежденийӗсемпе вырӑнти хысна укҫишӗн тупӑшма пӑрахӗҫ. Вӗсене регионсенчи Культура, национальноҫсен ӗҫӗҫен тата архив ӗҫӗн министерстви укҫа уйӑрса пама тытӑнӗ. Кирлӗ хатӗр-хӗтӗрпе, кадрсемпе тивӗҫтерессишӗн Культура министерстви яваплӑ пулӗ. Пултарулӑх училищисене вӗренме илессипе те ҫӗнӗлӗх кӗтет. Малти вырӑна патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗ мар, пултарулӑх тухса тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Пурӑннӑ пулсан Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ художникӗ, Чӑваш Республикин халӑх художникӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Акробатика енӗпе СССР спорт мастерӗ Виктор Немцев ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитетчӗ. Вӑл 1936 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Вутлан ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ художника асра тытнине палӑртса курав йӗркеленӗ. Унта ӑстан 100 ытла ӗҫӗ вырӑн тупнӑ. Виктор Немцев Шупашкарти ӳнер училищинче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн художествӑпа графика факультетӗнче вӗреннӗ. Пейзажа, портрет тата натюрморт ӑсти пулнӑ. Художник 2018 чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Геннадий Исаев (1925-2007) художник ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалласа курав уҫӑлӗ. Куравра художникӑн 100 ытла живопиҫӗпе паллаштарӗҫ. Вӑл шутра музей фондӗнче, художникӑн ҫемйинче, уйрӑм ҫынсен архивӗнче упранакан ӗҫсем пулӗҫ. Вӗсене «Зима в Чувашии» (чӑв****. Чӑваш Енри хӗл) темӑпа пухнӑ. Курава пыракансем Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ, Пайтирек, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Аксарин ял ҫывӑхӗнчи, Атӑл тӑрӑхӗнчи илемпе паллашайӗҫ. Художник хӗллехи вӑхӑта хӑйӗн ӳкерчӗкӗсенче «кичемлӗх», «шӑплӑх», «хӑтлӑх» тесе палӑртнӑ. Ҫук, хурласа мар, хӗллехи асмлӑха юратса. Курава йӗркелекенӗ — музейӑн тӗп управҫи Георгий Исаев. Геннадий Исаев 1925 ҫулхи раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗчи Аксарин ялӗнче ҫуралнӑ, 2007 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл Шупашкрати художество училищинчен вӗренсе тухнӑ. Шупашкар районӗнчи Ишлейри, Сӗнтӗрвӗрри районӗнчи Октябрьскинчи шкулсенче, Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри шкул-интернатра рисовани, черчени тата ӗҫ урокӗсен учителӗнче ӗҫленӗ. Тӗрлӗ курав хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Виталий Яковлев художникӑн куравӗ уҫӑлӗ. Вӑл кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Виталий Яковлев 1949 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ хулинче ҫуралнӑ. Пӗчӗкренех графикӑпа кӑсӑкланнӑ. Унӑн амӑшӗ те ӳкерме юратнӑ. 1977 ҫулта Виталий Николаевич И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчи художествӑпа графика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Виталий Яковлев – живопись ӑсти, художник-сатирик. «Капкӑн», «Крокодил», «Чаян» журналсемпе студент чухнех ҫыхӑну тытма пуҫланӑ. Пединститутран вӗренсе тухсан Вӑрмар районӗнчи Кӗлкеш, унтан Ҫӗнӗ Шупашкарти 8-мӗш тата 13-мӗш шкулсенче вӗрентекен, Шупашкарти промышленность тракторӗсен савутӗнче художник-оформитель пулса ӗҫленӗ. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, юлашки ҫулсенче вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти Митта Ваҫлейӗ ячӗллӗ 20-мӗш шкулта ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ тӑван халӑхӑмӑрӑн тӗррипе паллаштаракан кӗнекесем ҫинчен каласа кӑтартма тытӑннӑ. Ятарлӑ ярӑма вӑл паян, чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Тӗрӗҫӗн кунӗнче, пуҫарнӑ. Ӑна пирӗн республикӑра туса хунӑ Чӑваш тӗррин кунне халалланӑ. Ку уява чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче палӑртма йышӑннӑ. Чӑваш тӗррипе паллаштаракан кӗнекесем ҫинчен калакан ярӑма «Чӑваш тӗрри = Чувашские узоры» сайра тӗл пулакан кӑларӑм уҫать. Ӑна 1925 ҫулта Чӗмпӗрти Чӑваш педагогика техникумӗн Этнографи музейӗ кун ҫути кӑтартнӑ. Альбома музейри чӑваш тумӗн ҫипуҫӗн тӗслӗхӗсемпе илемлетнӗ. Чӑваш тӗррин хӑйне евӗрлӗхӗпе Дмитрий Архангельский художник-график, краевед, педагог паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.06.2023 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чернышова Юлия Тимофеевна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воронова Зинаида Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, паллӑ алӗҫ ӑсти ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |