Экономика
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑвӑш Ен Узбекистана ҫӑнӑх ӑсатни пирки тахҫан сайтра хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: машинӑсене кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче ҫула янӑ. Ҫак кунсенче ҫав ҫӗршыва тепӗр парти янӑ. «Чӑвашҫӑкӑрпродукт» АО Узбекистана ҫӑкӑр пӗҫермелли пысӑк сортлӑ ҫӑнӑх тата пӗтӗмӗшле усӑ курмалли ҫӑнӑх ӑсатнӑ. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, «Чӑвашҫӑкӑрпродукт» предприяти ҫӑнӑха Таджикистана тата Афганистана ӑсатма тытӑнасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Раҫҫейре «Марка» АУ «Тӑван ҫӗшывра утса кӑларнӑ строительство техники» маркӑсен серине кӑларнӑ. Унта Шупашкарти «Промтрактор» туса кӑларакан ЧЕТРА ПК12 погрузчике те сӑнланӑ. Палӑртмалла: ЧЕТРА ПК12 погрузчик Раҫҫейре кустӑрмаллӑ погрузчиксен йышӗнче чи вӑйли шутланать. Сӑмах май, «Промтрактор» продукцийӗ унччен те почта маркисем ҫине лекнӗ. 2021 ҫулхи кӗркунне ЧЕТРА Т40 бульдозера сӑнланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта "Звениговский" тулли мар яваплӑ обществӑн предприятийӗ уҫӑлнӑ. Унта 120 ҫын валли ӗҫ вырӑнӗ пулӗ. Предприятире аш-какай тирпейлемелли, ҫурмафабрикатсем тумалли, кондитер тата ҫӑкӑр-булка пӗҫермелли цехсем пур. Хальлӗхе пӗр талӑкра 40 тонна продукци туса кӑлараҫҫӗ. Малашне ку виҫене 100 тонна таран ҫитересшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри йӑрӑ та вӑр-вар ҫынсем хӑвӑрт сӳтсе ҫӑмхаламалли хӑна ҫурчӗсем тумалли конкурса хутшӑнма пултарӗҫ. Республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса Раҫҫейӗн Экономика аталанӑвӗн министерстви ирттерет. Глэмпинг, кэмпинг тата модульлӗ отельсем хӑпртса лартас ӗмӗтлисене ҫавӑн йышши хӑна ҫурчӗсен кӑшкарне туяннӑ тӑкакӑн 50 процентне патшалӑх хысна шучӗпе саплаштарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Ҫӑлкуҫ: freepik.com/ededchechine Раҫҫей предпринимателӗ Андрей Ковалев шутланӑ тӑрӑх, пӗр доллар хакӗ кӑҫал 100 тенке ҫывхарма пултарать. Бизнесмен каланӑ тӑрӑх, ку ҫӗршывӑн нефтьпе газ тупӑшӗ сахалланнипе ҫыхӑннӑ. Миллиардер хӑйӗн Телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршывра нефтьпе газ сутнин тупӑшӗ самай чакнӑ, тӑкаксем вара пачах урӑхла — ӳссе пыраҫҫӗ. Бизнесмен шухӑшӗпе ҫакӑ тенкӗ курсне тӳрремӗн витӗм парӗ. «Эпӗ сире тӗп-тӗрӗс калатӑп, шел пулин те, анчах долларшӑн 100 тенкӗ тӳлесси патне эпир кӑҫалах ҫитетпӗр пулас! Унсӑрӑн бюджета саплаштарма май ҫук<…> Енчен те кӑрлач уйӑхӗнчи пек лару-тӑру нарӑс, пуш, акапа ҫу уйӑхӗсене те тӑсӑлӗ пулсан, тен, пирӗн 90-мӗш ҫулсенчи доллар курсне те аса илме тивӗ», — тесе шутлать вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() cheboksari.bezformata.com сайтри сӑн Шупашкарти троллейбус управленийӗнчен 14,7 миллион тенкӗ шыраса илмелле тунӑ. Энергосбыт компанийӗн тавӑҫне Арбитраж сучӗ тивӗҫтернӗ. Ку парӑм - 2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчи электроэнергишӗн. Пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнче суд компанин пӗрремӗш тавӑҫне тивӗҫернӗ: 13 миллион тенкӗлӗх. Раштав уйӑхӗнче иккӗмӗш тавӑҫа пӑхса тухса тивӗҫтернӗ: 13,2 миллион тенкӗлӗх. Ку парӑмсем пӗлтӗр ҫӗртме-ҫурла уйӑхӗсенче усӑ курнӑ электроэнергишӗн. Судра троллейбус управленийӗ тӗлӗшпе тепӗр тавӑҫ выртать. Вӑл - 17,3 миллион тенкӗлӗх. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Узбекистанри ача пахчисемпе больницӑсене Чӑваш Енри хӗвел батарейисем ӑшӑтӗҫ. Ҫӗнӗ Шупашкарти «Хӗвел» предприятин 400 кВТ хӑватлӑ гетероструктурӑллӑ моделӗсене Бухара облаҫӗнчи хысна учрежденийӗсенче вырнаҫтарнӑ. 5 кВтран пуҫласа 15кВт таранччен хӑватлӑ хӗвел батарейисем 18 ача пахчипе 24 поликлиникӑна ӑшӑтса тӑрӗҫ. Узбекистанра сывлӑх сыхлав тата вӗрентӳ сферисенчи хысна учрежденийӗсене ҫавӑн пек электростанцисемпе тивӗҫтерес программа пурнӑҫа кӗрет иккен. 2023 ҫултан унти социаллӑ объектсене (кунта сӑмах супермаркетсем, магазинсем, пасарсем, суту-илӳ склачӗсем, бензин тата газ автозаправкисем, аэропортсем, чукун ҫул тата автовокзалсем, уйрӑм ҫынсем тытса тӑракан вӗренӳ тата сывлӑх сыхлав учрежденийӗсем, банксем пирки пырать) ҫавӑн пек батарейӑсем вырнаҫтарма тытӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() vesti.ru сайтри сӑн Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ савут паллӑ тренер Ирина Винер ыйтнипе мечӗксем кӑларма тытӑнӗ. Хальлӗхе пӗрремӗш партие кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. Мечӗксем ӳнер гимнастики валли кирлӗ. Кун валли савут санитари требованийӗсемпе килӗшсе тӑракан полиуретанлӑ мечӗксем кӑларӗ. Резинӑран тунисемпе танлаштарсан, вӗсем экологи тӗлӗшӗнчен тасарах. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, Чапаев ячӗллӗ савут тӗнчере профессионал мечӗксем кӑларакан сахал предприятисенчен пӗри пулма пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() gcheb-econ.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хула администрацийӗ аптекӑсенче сутакан эмелсен хакне кашни кварталсерен тӗрӗслесе тӑрать иккен. Пурӑнма кирлӗ препаратсен списокне кӗмен, анчах халӑх уйрӑмах кирлӗ 50 эмеле илсен, асӑннӑ списокри 20 препарат иртнӗ ҫулӑн тӑваттӑмӗш кварталӗнче 40 процент йӳнелнӗ, 26 препарат 52 процент хакланнӑ. Уйрӑмах йӳнелнисен шутӗнче — 10 таблеткӑран тӑракан 10-мӗш номерлӗ мукалтин. Вӑл 3 тенкӗ те 13 пус (е 9,3 процент) йӳнелнӗ. Фарингосепт хакӗ ыттисенчен ытларах хӑпарнӑ — 26,6 процент. 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗнчипе танлаштарсан иртнӗ ҫул вӗҫӗнче эмел хакӗ вӑтамран 10,79 процент ӳснӗ. Ҫав тапхӑрта уйрӑмах хакланни — валериана шӗвекӗ. Ӑна туянас тесен кӗсьене унчченхинчен 80,8 процент ытларах ҫӳхетме тивет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Енрен Китая чӑх какайӗ ӑсанать. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, экспорт 4,5 хут ӳснӗ. Кӑҫал кӑрлач-юпа уйӑхӗсенче Китая 10,9 миллион долларлӑх чӑх какайӗ ӑсаннӑ. Пӗлтӗр ҫак тапхӑрта 2,4 миллион долларлӑх пулнӑ. Сергей Артаманов министр Чӑваш Енре кайӑк-кӗшӗк ӗрчетекенсем валли пӗтӗм условие туса панине палӑртнӑ. Инкубатор валли ҫӑмарта, чӗп туянсан субсидилеҫҫӗ: 1 ҫӑмарташӑн – 1 тенкӗ, 1 пуҫ чӗпшӗн 3 тенкӗ тавӑрса параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.03.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Орлов Георгий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |