Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енри алӑк туса кӑларакан «Гармония» компани хӑйӗн продукцине Перси заливӗнчи ҫӗршывсене, ҫав шутра Арабсен Пӗрлештернӗ Эмирачӗсене, ӑсатасшӑн.
Чӑваш Енри компани Екатеринбургра утӑ уйӑхӗн 7-10-мӗшӗсенче иртекен «Иннопром» пӗтӗм тӗнчери промышленность куравне республика делегацийӗпе пӗрле хутшӑнать. Унта вӑл «Majdalina Group» компанипе килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен калакан килӗшӗве алӑ пуснӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енри компани хӑйӗн проекчӗсене Перси заливӗнчи ҫӗршывсенче, ҫав шутра маларах эпир асӑннӑ Арабсен Пӗрлештернӗ Эмирачӗсенче, пурнӑҫа кӗртесшӗн.
«Гармония» компанин производстви Ҫӗрпӳре, Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ. Предприяти хӑйӗн продукцине Казахстана, Грузине, Таджикистана, Каркӑстана ӑсатнӑ.
