Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: пуҫлӑхсем

Кӳршӗре Пушкӑртан хакимӗ — Рустэм Хамитов
Пушкӑртан хакимӗ — Рустэм Хамитов

Пушкӑртстанӑн конституци сучӗ республика пуҫлӑхне епле ят памаллине татса панӑ иккен. Малашне ӑна республикӑра Хаким тейӗҫ.

Пӑхса тухнӑ вариантсем хушшинче ҫаван пекех «юғары вакил» (чӑв. аслӑ хуҫа), «башлыҡ» (чӑв. «пуҫлӑх») пулнӑ иккен, анчах иккӗмӗшне депутатсем сивленӗ — вӑл сӑмахӑн пушкӑрт чӗлхинче тепӗр пӗлтерӗш пур имӗш — ача калпакне ҫапла калаҫҫӗ. Румиль Азнабаев калашле вӗсем хӑйсен пуҫлӑхне калпак ячӗпе каласшӑн мар. «Хаким» вара пушкӑрт чӗлхинче «ертӳҫӗ», «аслӑ», «хуҫа», «тӳре» пӗлтерӗшлӗ.

Хальхи вӑхӑтра икӗ республикӑсӑр пуҫне пуринче те хӑйсен пуҫлӑхӗсене Президент ячӗпе каламаҫҫӗ. Ҫак саккуна Раҫҫей Президенчӗн вырӑнӗнче Дмитрий Медведев пулнӑ вӑхӑтра йышӑннӑччӗ. Ун чухне чи малтан Ҫӳрҫӗр Капкасри республика пуҫлӑхӗсем хӑйсене Президент теме пӑрахрӗҫ, каярах ыттисем те. Пушкӑртсем те ҫак саккуна йышӑнсан пӗр Тутарстан республики ҫеҫ тӑрса юлӗ (Рустам Минниханов каланӑ тӑрӑх вӗсем те ку ыйтупа ӗҫлеҫҫӗ имӗш).

Каласа хӑварас пулать, Пушкӑртстан пуҫлӑхне вырӑсла ҫавах та «Глава» тейӗҫ.

Малалла...

 

Персона

Ҫак кунсенче Шупашкарти музыка училищине ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма паллашнӑ. Коллектива тата студентсене унпа республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов паллаштарнӑ.

Тӳррипе, паллаштарнӑ тени тӗрӗсех те мар, мӗншӗн тесен директор пуканне йышӑннӑ Наталья Яклашкина музыка училищинче тӑрӑшакансемшӗн ҫӗнӗ ҫын мар. Унта вӑл дирижер ӗҫне хӑнӑхтаракан тата хор класӗн преподавателӗ пулса тӑрӑшнӑ. Наталья Морисовна Чулхулари патшалӑх консерваторийӗнче ӑс пухнӑ. Ятӗнчен вулакан ӑнланчӗ-тӗр — ҫӗнӗ директор Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин ертӳҫин тата дирижёрӗн Морис Яклашкинӑн хӗрӗ пулать.

 

Федерацин миграци службин Чӑваш Енти управленине ӳлӗмрен ҫӗнӗ пуҫлӑх ертсе пырӗ.

Аса илтеретпӗр, асӑннӑ тытӑмӑн унчченхи ертӳҫи пирки сӗтев илнӗ, улталанӑ, ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе ӗҫ пуҫарнӑ хыҫҫӑн кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче ӗҫрен хӑтарнӑ.

Миграци службин ҫӗнӗ пуҫлӑхӗ Виталий Черничкин полковник унччен Чулхула облаҫӗнче ҫак тытӑмӑн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. Вӑл 1971 ҫулта Казахстанри Кустанай облаҫӗнчи Затобольский поселокра ҫуралнӑ. 1992 ҫулта Алма-Атари ҫар училищине вӗренсе пӗтернӗ, тепӗр 11 ҫултан ШӖМӗн Чулхулари академийӗнче «Юриспруденци» специальноҫа алла илнӗ. Чылай ҫул ШӖМ тытӑмӗнче ӗҫленӗ.

 

Вӗсем ытти чух та хутпа ручкӑсӑр пурӑнмаҫҫӗ-ха. Анчах ҫав атрибутсене хальхинче вӗсем парта хушшине ларнӑ май тытнӑ.

Хӑйне евӗр пӗлӳ тӗнчине кӗрекеннисем — республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн специалисчӗсем. Вӗсен тӗллевӗ — хӑйсен квалификацине ӳстересси. 30 сехет хушшинче вӗсем мӗн вӗреннине кайран тепӗр хут аса илме тивӗ — ара, курс хыҫҫӑн вӗсен аттестаци витӗр тухмалла-ҫке. Тӗп тема — управлени ӗҫне хутсемпе тивӗҫтересси иккен.

 

Паян Вӑрнар районӗнче депутатсен пухӑвӗн йышӑнӑвӗн проекчӗсенчен пӗрне, район Уставӗпе ҫыхӑннине, халӑхпа пухӑнса сӳтсе явнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра вӑрнарсем районӑн тӗп документне улшӑну кӗртмелле. Кун пек тума Устава вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн пӗтӗмӗшле принципӗсем ҫинчен калакан саккунпа килӗштерсе тӑмалла тӑвассипе ҫыхӑннӑ-мӗн.

Ҫапла вара депутатсем йышӑнсан Уставӑн 24-мӗш статйи 7.1 статья хутшӑнӗ. Унта Вӑрнар район пуҫлӑхӗн полномочийӗсене Раҫҫей Президенчӗ шанмасан пӑрахӑҫлаттарма май пурри пирки каланӑ. Ҫӗршыв пуҫлӑхӗн шанӑҫӗнчен тухас мар тесен район пуҫлӑхӗн те, унӑн мӑшӑрӗн те, ачисенчен те укҫа-тенкӗпе ытти пурлӑха ют-ҫӗршыв банкӗсенче тытма юрамасть. Ют ҫӗршыври укҫа-тенкӗпе усӑ курни те ӗҫ вырӑнӗпе сыв пуллашасси патне илсе ҫитерӗ.

Сӑмах май, кунта тепӗр саманта та палӑртса хӑвармалла. Эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, Устава ҫапла йышӑну кӗртесси вӑрнарсене кӑна пырса тивмест. Пурте пӗр ҫӗршывра пурӑннине кура ун пек улшӑнусем кашни муниципалитетах пырса тивесси пирки тӗшмӗртме йывӑр мар.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть