Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӳршӗре: Пушкӑртстан пуҫлӑхне Хаким тейӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 12.12.2013 11:45 | 1362 хут пӑхнӑ
Кӳршӗре Пушкӑртан хакимӗ — Рустэм Хамитов
Пушкӑртан хакимӗ — Рустэм Хамитов

Пушкӑртстанӑн конституци сучӗ республика пуҫлӑхне епле ят памаллине татса панӑ иккен. Малашне ӑна республикӑра Хаким тейӗҫ.

Пӑхса тухнӑ вариантсем хушшинче ҫаван пекех «юғары вакил» (чӑв. аслӑ хуҫа), «башлыҡ» (чӑв. «пуҫлӑх») пулнӑ иккен, анчах иккӗмӗшне депутатсем сивленӗ — вӑл сӑмахӑн пушкӑрт чӗлхинче тепӗр пӗлтерӗш пур имӗш — ача калпакне ҫапла калаҫҫӗ. Румиль Азнабаев калашле вӗсем хӑйсен пуҫлӑхне калпак ячӗпе каласшӑн мар. «Хаким» вара пушкӑрт чӗлхинче «ертӳҫӗ», «аслӑ», «хуҫа», «тӳре» пӗлтерӗшлӗ.

Хальхи вӑхӑтра икӗ республикӑсӑр пуҫне пуринче те хӑйсен пуҫлӑхӗсене Президент ячӗпе каламаҫҫӗ. Ҫак саккуна Раҫҫей Президенчӗн вырӑнӗнче Дмитрий Медведев пулнӑ вӑхӑтра йышӑннӑччӗ. Ун чухне чи малтан Ҫӳрҫӗр Капкасри республика пуҫлӑхӗсем хӑйсене Президент теме пӑрахрӗҫ, каярах ыттисем те. Пушкӑртсем те ҫак саккуна йышӑнсан пӗр Тутарстан республики ҫеҫ тӑрса юлӗ (Рустам Минниханов каланӑ тӑрӑх вӗсем те ку ыйтупа ӗҫлеҫҫӗ имӗш).

Каласа хӑварас пулать, Пушкӑртстан пуҫлӑхне вырӑсла ҫавах та «Глава» тейӗҫ. Ку ӗнтӗ Якутири пекех — унти пуҫлӑха якутла «Ил дархан» теҫҫӗ, вырӑсла вара «Глава» тениех. Чӑваш Республикинче те хальхи вӑхӑтра чӑвашла «Пуҫлӑх», вырӑсла «Глава».

#Пушкӑртстан, #тӳре-шара, #Раҫҫейре, #пуҫлӑхсем, #судсем

 

Комментари:

Agabazar // 4046.17.7404
2013.12.12 12:13
Agabazar
Вырăсла та Хаким темесен çак ят ниме те пĕлтермест. Унăн пĕлтерĕшĕ тĕрĕссипе пурпĕрех НОЛЬ еннелле çавранать.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем