Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ҫӗршыв Президенчӗ шанмасан пуҫлӑх пуканӗсӗр юлӑн

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 23.07.2013 17:21 | 1497 хут пӑхнӑ

Паян Вӑрнар районӗнче депутатсен пухӑвӗн йышӑнӑвӗн проекчӗсенчен пӗрне, район Уставӗпе ҫыхӑннине, халӑхпа пухӑнса сӳтсе явнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра вӑрнарсем районӑн тӗп документне улшӑну кӗртмелле. Кун пек тума Устава вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн пӗтӗмӗшле принципӗсем ҫинчен калакан саккунпа килӗштерсе тӑмалла тӑвассипе ҫыхӑннӑ-мӗн.

Ҫапла вара депутатсем йышӑнсан Уставӑн 24-мӗш статйи 7.1 статья хутшӑнӗ. Унта Вӑрнар район пуҫлӑхӗн полномочийӗсене Раҫҫей Президенчӗ шанмасан пӑрахӑҫлаттарма май пурри пирки каланӑ. Ҫӗршыв пуҫлӑхӗн шанӑҫӗнчен тухас мар тесен район пуҫлӑхӗн те, унӑн мӑшӑрӗн те, ачисенчен те укҫа-тенкӗпе ытти пурлӑха ют-ҫӗршыв банкӗсенче тытма юрамасть. Ют ҫӗршыври укҫа-тенкӗпе усӑ курни те ӗҫ вырӑнӗпе сыв пуллашасси патне илсе ҫитерӗ.

Сӑмах май, кунта тепӗр саманта та палӑртса хӑвармалла. Эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, Устава ҫапла йышӑну кӗртесси вӑрнарсене кӑна пырса тивмест. Пурте пӗр ҫӗршывра пурӑннине кура ун пек улшӑнусем кашни муниципалитетах пырса тивесси пирки тӗшмӗртме йывӑр мар.

#Вӑрнар районӗ, #пуҫлӑхсем, #саккун

 

Комментари:

Migulaj // 2191.35.5114
2013.07.23 20:21
Вăрнар районĕн гербĕ вара мĕншĕн ют чĕлхепе?
Agabazar // 2304.29.5750
2013.07.23 20:43
Agabazar
Вертикаль Вертикалевич Вертикалев. "Веротикаль в кубе".
Agabazar // 2304.29.5750
2013.07.23 20:44
Agabazar
Каçарăр, "Вертикаль в кубе".
2013.07.23 21:27
Аçтахар Плотников
Микулай, эсир пĕрремĕш класс ачи мар пуль? ЙĂЛĂХТАРСА ÇИТЕРЕТĔР!!! Шыраса пăхăр малтан Вăрнар районĕн гербне. Кайран ыйту парăр. Район гербĕнче чăвашла пулас. Хотя район сайчĕ те энциклопеди те районăн гербĕ епле пулнине уçăмлатса памасть. Хыпарта Вăрнар гербĕ-ши?..
Agabazar // 8305.4.4085
2013.07.23 22:25
Agabazar
Ниме юрăхсăр герб...
2013.07.23 23:40
Аçтахар Плотников
Микулая хуравлас тесе эп ыттисене те куртăм — вĕсем тата та хăрушрах :) Анчах хăшне çирĕплетни — ниçта та паллă мар...
Район юбилейĕнче, сăмахран, çакăн йышшипе усă курнă, анчах çырни чăвашла унта. Район сайтĕнчи пуçелĕкре те герб çакнашкалларах, чăвашла çырнипе. Ăнланма май çук.
Migulaj // 2191.35.5114
2013.07.24 06:47
Тăван чĕлхе вырăнне ют чĕлхе усă курни вăл - тĕнчери чи пысăк çылăх. Çав сăлтав пирки çеç хамăн шухăша çырнă. Анчах та вăл хăш-пĕрисене темшĕн килĕшмест пулмалла.
2013.07.24 08:35
Аçтахар Плотников
Эсир хăвăра вара таса чунлă тесе чăвашла кăна калаçса çӳретĕр ĕнтĕ, ыттисене пурне те çылăхлă тесе вăрçса. Сирĕн пек вăрçакансем, анчах ĕçне туманнисем пайтах. Компьютерпа усă курма пĕлетĕр пулсан пĕр-пĕр ĕçре пулăшасчĕ... çук вĕт, вăрçатăр, ятлатăр кăна.
Agabazar // 1343.39.7474
2013.07.24 14:44
Agabazar
Хăш чĕлхепе çырнине кура çеç мар, ЫТТИ ЕНĔПЕ ТЕ НАЧАР ГЕРБ.
Migulaj // 2191.35.5114
2013.07.24 22:43
Вара кунта урăх çын шухăшĕ ниме те пĕлтермест-им? Эпĕ мар çке ку герба кунта чиксе хунă.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем