Ӗнер каҫалапа хыпар тухрӗ — Шупашкар мэрӗн чӗри чӑтайман та вӑл вилсе кайнӑ. Олег Кортунов 38-та кӑна пулнӑ. 1984 ҫулхи ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче вӑл Шупашкарта ҫуралнӑ.
2007 ҫулта Олег Кортунов аслӑ пӗлӳ илнӗ — ЧПУн машшин тӑвакан факультетран вӗренсе тухнӑ. Нумай пулмасть «Парламент ӗҫӗ-хӗлӗ тата парламент хушшинчи ҫыхӑнӑва йӗркелесси» программӑпа РФ Президенчӗ ҫумӗнчи халӑх хуҫалӑхӗпе патшалӑх службин Раҫҫей академинче магистратурӑна пӗтернӗ.
2007 ҫулта пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн хулари пысӑк предприятисенче ӗҫленӗ. Ӗҫӗ-хӗлӗнче инженертан пуҫласа тӗп директор ҫумӗ таран ӳснӗ. 2015 ҫултанпа Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партийӗн Шупашкар хулин вырӑнти уйрӑмӗн секретарӗ пулнӑ. Шупашкар хулин мэрӗ пулма ӑна 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗнче суйланӑ.
Олег Кортуновӑн ашшӗ Игорь «Группа КСК» компанине йӗркелекенсенчен пӗри шутланать. Вӑл компани шутне «Чӑвашкабель» тата «Отделфинстрой» ҫурт тӑвакан компани кӗреҫҫӗ.
Олег Кортуновӑн икӗ ача юлнӑ: ывӑлпа хӗр.
Нумай вӑхӑт хушши чирлесе пурӑннӑ хыҫҫӑн Пӗрлешнӗ Араб Эмирачӗсен 73 ҫулхи президенчӗ Халифа бен Зейд Аль Нахайян вилнӗ, кун пирки официаллӑ Эмиратсен агентстви пӗлтернӗ.
«Президент ӗҫӗсен министерстви ПАЭ халӑхне, арабпа ислам нацине тата пӗтӗм тӗнчене ПАЭ Аслӑ Президенчӗ шейх Халифа Бен Зейд Аль Нахаян вилнишӗн хурланнине пӗлтерет», — тенӗ пӗлтерӳре.
Вӑл Эмирата никӗсленӗ Зейд Аль Нахайянӑн аслӑ ывӑлӗ пулнӑ.
Юлашки ҫулсенче ПАЭ президенчӗ ҫӗршыва ерсе пырас ӗҫсене хутшӑнман та темелле, ҫак пӗтӗм ӗҫе Абу-Даби эмирачӗн тӗп хулин принцне Мухаммед бен Зейда туса пыма шаннӑ пулнӑ.
Халифа бен Зейд Аль Нахайян президентӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑран Пӗрлешнӗ Араб Эмирачӗсен ертӳлӗхӗ ҫӗршывра виҫӗ кунлӑх траур пулнине пӗлтернӗ. Ҫак вӑхӑт хушшинче мӗнпур патшалӑх учрежденийӗсемпе уйрӑм ҫынсен компанийӗсем ӗҫлемӗҫ.
Паян Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш автономийӗн пуҫлӑхӗн Олег Мустаевӑн чӗри тапма пӑрахнӑ. Вӑл мӑшӑрӗн Еленӑн куҫӗ умӗнчех вилнӗ.
«Кӑнтӑрла иртни 1 сехетсенче аттепе анне килтеччӗ. Атте ӑнсӑртран тӑнне ҫухатрӗ. Анне васкавлӑ медпулӑшу чӗнчӗ, ӑна хӑй искусствӗннӑй май сывлаттарма тытӑнчӗ. Тухтӑрсем 10 минутран ҫитрӗҫ, анчах аттене ҫӑлса хӑвараймарӗҫ», — каласа кӑтартнӑ Олег Мустаевӑн хӗрӗ Силиса.
Олег Мустаев 1965 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУна пӗтерсен вӑл Чӗмпӗре куҫса кайнӑ. 1992 ҫулта ӑна «Еткер» чӑваш фончӗн президентне суйланӑ. 2016 ҫултанпа Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш наци культурин автономин председателӗ пулнӑ. 2017 ҫулта — Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ.
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ Александр Захаров ӗнер, пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Вӑл 7о ҫулта пулнӑ. Унпа ыран, пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Иоанн Кронштадтский чиркӗвӗнче (вӑл Шупашкарти Коммуналлӑ слобода урамӗнчи 28-мӗш «а» ҫуртра вырнаҫнӑ) 11 сехетре сывпуллашӗҫ.
Александр Иванович 15 ҫул хушши — 1985-2000 ҫулсенче – Республикӑн ача-пӑча клиника больницин анестезиологипе реанимаци уйрӑмне ертсе пынӑ. Сывлӑх сыхлав тытӑмӗнче вӑл 47 ҫул ытла ӗҫленӗ. Вӑл ача-пӑчан анестезиологипе реанимаци службине пуҫарса яраканӗсенчен пӗри пулнӑ тесен те йӑнӑш мар.
Александр Захаров Горькинчи (халӗ — Чулхулари) медицина инстиутӗнче педиатри факультетӗнче тата Хусанти патшалӑх медицина унивеситетӗнчи аспирантурӑра анестизиолог-реаниматолога вӗреннӗ.
Бурят Республикинче Базыр Цырендашиев композиторпа тата педагогпа мӑнаҫланни, вӑл вара хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш Енре ӗҫленине ҫак йӗркесен авторӗ икӗ ҫул каялла пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Базыр Очирович — Бурят Республикинчи паллӑ композитор. Вӑл — сахал мар кӗвӗ-ҫемӗ авторӗ. Унӑн мӑшӑрӗ Инесса Павловна — чӑваш.
Базыр Цырендашиевпа мӑшӑрӗ 1950-1960-мӗш ҫулсенче пурӑннӑ. 1959-1963 ҫулсенче Базыр Очирович Ҫӗмӗрлери культура ҫуртӗнче илемлӗх ертӳҫи пулса ӗҫленӗ.
Халӗ ҫав ҫын пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Вӑл 86 ҫула кайнӑ.
Хӑй ӗмӗрӗнче Базыр Цырендашиев 400 ытла юрӑ кӗвӗленӗ.
Чылай вӑхӑт чирленӗ хыҫҫӑн Раҫҫейри тата Чӑваш Енри паллӑ музыковед, педагог, общество ӗҫченӗ, Раҫҫейри тата Чӑваш Енри Композиторсен союзӗсен членӗ Светлана Макарова пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Светлана Ильинична тӑватӑ теҫетке ҫул ытла Шупашкарти музыка училищинче тӑрӑшнӑ. Ӗҫчен хӗрарӑм тивӗҫне часа чунпа пурнӑҫланӑ. Ӗҫтешӗсем ӑна пысӑк ӑста, чӑн-чӑн профессионал тесе хакланӑ.
Чӑваш Енри телекуравҫӑсем вара Светлана Макаровӑна «Чувашия музыкальная», «Мастера искусств», «Представляем молодых» телекӑларӑмсене ертсе пыни тӑрӑх аван пӗлнӗ. Халӗ ҫав телепередачӑсем Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗн ылтӑн фондӗнче упранаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Светлана Макарова 800 ытла музыкӑпа критика статйи ҫырнӑ.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ юрисчӗ, Ф.Н. Плевако ячӗллӗ ылтӑн тата кӗмӗл медаль лауреачӗ Юрий Кручинин куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Усал хыпара Александр Белов журналист Фейсбукра пӗлтернӗ. Юрий Сергеевич ковидпа чирленӗ-мӗн, унӑн ӳпки 90 процент шыҫнӑ иккен.
Юрий Кручинин Раҫҫейри адвокатсен гильдийӗн пӗрремӗш вице-президенчӗ, «Мускаври юридици центрӗ» адвокатсен коллегийӗн президиумӗн председателӗн пӗрремӗш заместителӗ, Вырӑсла калаҫакан адвокатсен пӗтӗм тӗнчери ассоциацийӗн президиумӗ членӗ пулнӑ.
Мари Элта ҫуралса ӳснӗ Юрий Кручининпа ҫак йӗркесен авторӗ вӑл Чӑваш Енре этем правине хӳтӗлекен уполномоченнӑйра ӗҫленӗ чухне паллашнӑччӗ. Унпа республикӑн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗ валли анлӑ интервью хатӗрленӗччӗ. Ҫав калаҫура Юрий Сергеевич ӑслӑ та анлӑ тавракурӑмлӑ ҫын ҫеҫ мар, вӑл тӗрӗсмарлӑха тӳсме пултарайманни питех те аван сисӗннӗччӗ. Каярах унтан пӗр ыйтупа пулӑшу та ыйтма тивнӗччӗ... Халӗ вара йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр тесси ҫеҫ юлать...
Виҫӗмкун, кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Андрей Растворцев писатель, поэт, куҫаруҫӑ пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Унпа паян, кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, 9 сехет те 30 минутра Республикӑн клиника пульницин ҫуртӗнче сывпуллашӗҫ.
Вӑл Амур облаҫӗнчи Гонжа ялӗнче 1958 ҫулта ҫуралнӑ, Шупашкарта пурӑннӑ. Вӑл ачасем валли те ҫырнӑ, аслисем валли те.
Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ, ҫыравҫӑ, Галина Матвеева, хакланӑ тӑрӑх, прозӑра ҫеҫ мар, поэзире те ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗ вӑл; унӑн сӑвви-калавӗ Раҫҫейри, ун тулашӗнчи хуласенче тухса тӑракан сумлӑ кӑларӑмсенче (электронлӑ журналсенче, пичет хатӗрӗсенче) ҫапӑнса тухнӑ, вулакансене калаҫтарнӑ, тавлаштарнӑ. Кунсӑр пуҫне Андрей Растворцев чӑваш литературине вырӑсла куҫарнӑ.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, «Чӑваш Ен» телерадиокомпанин операторӗ Владимир Синдеев куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Ӗҫтешӗсем ун пирки пултаруллӑ та асра юлакан, хавас кӑмӑллӑ та ҫынна пулӑшма хатӗр ҫын пулнӑ тесе палӑртаҫҫӗ. Тата вӑл пысӑк профессионал пулнине калаҫҫӗ. Кирек мӗнле ҫӗрте те ӑста ӳкерме пултарнӑ: строительство лапамӗнче-и е Патшалӑх Думинче-и... Тата вӑл ӗҫре ялан ҫӗннине ӑша хывма ӑнтӑлнӑ, ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курнӑ.
«Чӑваш Ен» телерадиокомпанийӗнче Владимир Синдеев 10 ҫул ӗҫленӗ. Вӑл 46 ҫулта ҫеҫ пулнӑ.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне, Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне, фотоӑстана, журналиста, Пётр Сымкина, юлашки ҫула ӑсатнӑ.
Хурлӑхлӑ хыпара «Советская Чувашия» хаҫатӑн журналисчӗ Вячеслав Иванов Фейсбукра паян пӗлтернӗ.
Пётр Васильевич 1937 ҫулхи ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӗмпӗр облаҫӗнчи Ҫарӑмсан районӗнчи
Анатри Тимӗрҫен ялӗнче ҫуралнӑ. Фотоӳнерпе вӑл шкул ҫулӗсенчех кӑсӑкланма тытӑннӑ. Хусанти инженерипе строительство институтӗнче вӗреннӗ. Партин Чӑвашобкомӗнче, «Молодой коммунист» хаҫат редакцийӗнче, «Коммунизм ялавӗ» хаҫатра хыпарсен пайӗн заведующийӗнче, «Правдӑн» Чӑваш Енпе Мари Элти издательствинче, «Российская газета» хаҫатра тата «Новости» агентствӑсенче тӑрӑшнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.03.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дедушкин Николай Степанович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шамбулина Алина Валерьевна, чӑваш тележурналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |