Паян, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Чӑваш Енри музейсем «Музейсен каҫӗ» пӗтӗм тӗнчери акцие хутшӑнӗҫ. Унта ҫулсерен хутшӑнаканнисем афишӑна анлӑлатсах пыраҫҫӗ.
Чӑваш наци музейӗ кӑҫал, акӑ, самай анлӑ программа хатӗрленӗ. Пӗр пайне вӑл чӑваш этникине тимлӗх уйӑрнӑ. Темиҫе чӑваш ансамблӗ хутшӑнӗ, чӑваш тӗррин куравне йӗркелӗҫ, чӑваш тӗррисенченчен пазлсем пулӗҫ, вӑйӑ картине тухма палӑртса хунӑ. Каҫа музей умӗнчи вӑйӑ картинчен, музыка фестивалӗнчен тата мастер-классенчен open-air режимпа уҫӗҫ. Мода театрӗн дефилине, музей экспозицийӗсем тӑрӑх каҫхи квест, хӗҫ-пӑшал, самовар тата вак укҫа куравӗсем пулӗҫ. Совет саманинчи укҫасене пылак апат-ҫимӗҫпе ылмаштарма палӑртнӑ. Аслисем те, ачисем те «Ӑслӑлӑх магийӗ» сӑнава хутшӑнайӗҫ. Мастер-классенче тӑм япала тата пушӑтран хӳтӗлевҫӗ-пукане ӑсталама вӗрентӗҫ.
Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ «Классика» капеллӑпа пӗрле ҫу уйӑхӗн балне чӗнет. Хӑнасем ташлакан мӑшӑрсен хусканӑвӗсене пӑхса киленме кӑна мар, музей юлашки 10 ҫулта пуянланнӑ экспонатсемпе те паллашма пултарӗҫ. Хӑнасене вальс, полька, кадриль ташлама вӗрентӗҫ, вӑйӑсем, конкурссем, парнесем пулӗҫ.
Чӑваш Ене Китайри Аньхойри делегаци килнине сайтра пӗлтернӗччӗ. Ун чухне Китай ҫыннисем ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗпе Валентина Андреевӑпа тӗл пулнӑччӗ. Аньхойри делегаци ЧР культура министрӗпе Вадим Ефимовпа та курнӑҫнӑ.
Китай ҫыннисем Наци библиотекинче, Чӑваш наци музейӗнче пулнӑ. Пӗтӗм тӗнче балет фестивальне ҫитнӗ.
Дипломантсене экскурси питӗ килӗшнӗ. Чӑваш Ен тата Китай «Раҫҫей ҫалкуҫӗсем» халӑх пултарулӑхӗн фестивальне Аньхойри коллектив хутшӑнасси пирки калаҫса татӑлнӑ.
Хӑнасене туризм тытӑмӗнче килӗштерсе ӗҫлесси те кӑсӑклантарнӑ. Ҫитес вӑхатра ЧР Культура министерстви Китайри туриндустри компанийӗсем валли турист маршручӗ хатӗрлеме йышӑннӑ. Китай турисчӗсем Шупашкара килсе республика пуянлӑхӗпе паллашӗҫ.
Чӑваш наци музейӗ авалхи Шупашкарӑн 3D-моделӗпе пуянланнӑ. Ӑна аваллӑх управҫинче ӗҫлекенсем хӑйсем туса хатӗрленӗ. Проекта хатӗрленӗ май вӗсем 200 ытла объекта юсаса ҫӗнетнӗ. Ҫакӑн валли пултарулӑх ушкӑнӗ тӗрлӗ сӑнӳкерчӗкпе, ҫырса хӑвранӑ асаилӳсемпе, архиври материалсемпе усӑ курнӑ. Хулан историлле сӑн-сӑпатне те вӗсем ҫӗнетсе тӑратма пултарнӑ.
3D модельлӗ экскурсипе паллашакансем 18-мӗш–20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи Шупашкара куҫ умне кӑларса тӑратма пултарӗҫ. Паян музейҫӗсем кӑнтӑрла иртни икӗ сехетре проект хӑтлавне чӗнеҫҫӗ, 16 сехетре вара пуҫласа ҫӗнӗ йышши экскурсипе паллаштарӗҫ.
Чӑваш наци музейӗнче ӗнер ют ҫӗршыв студенчӗн кунне ирттернӗ. Ӑна аякран килнӗ яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа аваллӑх управҫин курав залӗсемпе тата куравӗсемпе паллаштарас тесе йӗркеленӗ. Вӗсем валли ятарлӑ программа та шухӑшласа кӑларнӑ. Ҫав шутра чӑваш тумӗпе тата хулана пуҫарса янисен йӑли-йӗркипе паллаштарассине те кӗртнӗ. Театрализациленӗ экскурсие истори реконструкцийӗн «Вырӑс егерӗ» йӗркеленӗ.
Ют ҫӗршыв студенчӗсем валли мӗнпур мероприятие тӳлевсӗр ирттернӗ.
Ӗнер пирӗн ҫӗршывра политика репрессийӗнче шар курнисене асӑнмалли кун пулчӗ. Ҫавна май Чӑваш наци музейӗнче «Репрессиленӗ Чӑваш Ен фотографӗсем» курав уҫӑлнӑ. Ун пеккине йӗркелесси кӑҫал кӑна пуҫламан иккен — вӑл 1997 ҫултанпа пырать. «Вӗсене ятран аса илер» циклпа йӗркелекен курава хальхинче, ав, фотографсене халалланӑ.
Экспозицисем иртнӗ ӗмӗрӗн 20–40-мӗш ҫулӗсенче репрессиленӗ Ю.А. Зайцев, Л.Г. Гаврилов, В.А. Егоров, В.И. Иванов, Д.Ф. Пылаев, В.В. Милютинский, М.С. Хузяханов фотографсен кун-ҫулӗпе паллаштараҫҫӗ. Курава тӑратнӑ материалсемпе ҫынсем пуҫласа паллашма пултараҫҫӗ.
Паян Чӑваш наци музейӗнче Пермь крайӗнчи музей ӗҫченӗсемпе тӗлпулу иртнӗ. Хӑнасене республикӑн культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова тухса калаҫнӑ, тӗлпулусенче пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма май пуррине палӑртса хӑварнӑ. Хӑйӗн сӑмахӗнче министр ҫумӗ Чӑваш Енре музей ӗҫне епле йӗркелени ҫинчен те ӑнлантарса панӑ. Хальхи вӑхӑтра пирӗн патра патшалӑхӑн 3 музейӗ, вӗсен 5 филиалӗ тата муниципалитетсен шайӗнче 12 аваллӑх управҫи ӗҫлет. Кунсӑр пуҫне вырӑнсенче, хӑш-пӗр пердприяти-организацинче те таврапӗлӳллӗ тата ытти енлӗ музейсем пур.
Пермь крайӗнчен килнӗ хӑнасем Чӑваш патшалӑх ӳнерпе литература, Чапаев музейӗсене, Трактор историйӗн ӑслӑлӑхпа техника музейне ҫитнӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем ытти паллӑ вырӑна та ҫитмелле.
Чӑваш наци музейӗнче иртнӗ эрнекунран пуҫласа голографисемпе паллашма май пур. Ӑна йӗркелеме Питӗрти С.И. Вавилов ячӗллӗ патшалӑх оптика институчӗ пулӑшнӑ пулать.
Енчен те сӑнӳкерчӗк тӗрлӗ япалана пӗр лаптӑкӑшпа кӑна сӑнлать пулсан, голографи вара эскере харӑсах виҫӗ енлӗ — пӗтӗм калӑпӑшӗпе — кӑтартма май парать. Ҫавӑнпа та пӗр-пӗр экспонатӑн тулли калӑпӑшлӑ копине кӑтартас тӗлӗшпе голографи питӗ меллӗ хатӗр. Унсӑр пуҫне унпа усӑ курса ҫӗнӗ ӳнер тӗсӗсем те ҫуралаҫҫӗ — оптикӑлла дизайн, илемлӗ голографи тата ыт. те.
Чӑваш наци музейӗнчи куравра вара Эрмитажри кӳлепесен голографийӗсене курма май пур. Унсӑр пуҫне физиксем ӑсталанӑ тӗрлӗ пейзажсем те куракансен кӑмӑлне каймалла пулӗ — лазерпа тата ҫутӑпа усӑ курса ӑсталанӑскерсем самай кӑсӑклӑ. Куравра американ ӑсчахӗсем хатӗрленӗ «ташлакан» ӳкерчӗксем те пур. Акӑлчансен ӗҫӗсем вара тӗрлӗ тӗслӗ — вӗсем юлашки вӑхӑтра тунӑ ҫитӗнӳсен йышне кӗнӗрен куракансене килӗшеҫҫех.
Куравпа авӑн уйӑхӗчченех паллашма пулать. Ӗҫ вӑхӑчӗ: 10:00–19:30.
Чӑваш наци музейӗ ҫуллахи кунсем ҫитнӗрен хӑйсен ӗҫ графикне улӑштарма палӑртнӑ. Малашне музей хӑнисене икӗ хушма сехетпе тивӗҫтерме пуҫлӗҫ. График улшӑнӑвӗ ҫуллахи кунсем вӗҫленичченех тӑсӑлӗ.
Музей экспоначӗсене кашни кӗҫнерникун 20:00 сехетччен курма май пулать.
— Шупашкар хулинче хушма вӑхӑтпа тивӗҫтерекен пӗртен-пӗр музей эпир, — пӗлтереҫҫӗ музей ӗҫченӗсем.
Хула ҫыннисем те музейӗн ҫӗнӗлӗхне ырлаҫҫӗ. Вӗсем шухӑшӗпе капла музея ӗҫрен таврӑнсан та кайса курма май пулать.
Ҫитес шӑматкун, ҫӑвӑн 18-мӗшӗнче, Шупашкарта 40 тӗрлӗ ҫӗршывсенче иртекен йӑлана кӗнӗ мероприяти пуҫланать. Ҫак кун 2 ытла музей ятарлӑ программӑсене хутшӑнма чӗнет, кӑмӑл пур пулсан пурте кайса курма пултараҫҫӗ. Асӑннӑ программӑра концерт, театр кӑтартӑвӗ, авторсен эксурсийӗ, мастер-классем, историллӗ реконструкци йышши мероприятисем иртӗҫ.
Чӑваш наци музейӗ те ҫак массӑллӑ пулӑма хутшӑнма палӑртнӑ. Кӑмӑл пур пулсан сире музей ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 18:00 сехетре кӗтӗ. Ҫак куна халалласа музей ӗҫченӗсем ятарлӑ программа хатӗрленӗ. Куракансене кӑсӑклӑ тӗлпулусем, концертсем, кӑтартусем кӗтӗҫ. Музей каҫӗ интереслӗ те тухӑҫлӑ иртессе ертӳҫӗсем шантарсах калаҫҫӗ.
Нарӑсӑн 11-мӗшӗнче, тунтикун, Пушкӑртстанри Авӑркас районне кӗрекен Чӑваш Хурамалӗнче «Ахах-мерчен аваллӑхӗ» ятлӑ чӑваш тумӗн уявӗ иртрӗ, ӑна Василий Николаев, Геннадий Иванов-Орков тата Виталий Иванов хатӗрлесе кӑларнӑ «Чӑваш тумӗ. Аваллӑхран малашлӑха» кӗнеке тухнӑранпа 10 ҫул ҫитнине халалласа йӗркеленӗ.
Уявра чылай халӑх ансамблӗсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ, хӑйсен тумӗсемпе килентернӗ. Пысӑк уява халӑх та йышлӑ пухӑннӑ — чӑвашсем тӗрлӗ кӗтессенчен пырса ҫитнӗ. Пирӗн республикӑран та хӑнсем пулнӑ, сӑмахран, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Зинаида Воронова вӗтӗ шӑрҫапа эрешлесе тӗрлес ӑсталӑха кӑтартса панӑ.
Фойере тӗрлӗ куравсем ӗҫленӗ. Чӑваш наци музейӗ кунта вӗсен архивӗнче упранакан авалхи тумсемпе паллаштарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |