Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: чир-чӗр

Сывлӑх
35media.ru сайтри сӑн
35media.ru сайтри сӑн

Республикӑра кӑрлачӑн 9-15-мӗшӗсенче 76 ҫын гриппа чирленине палӑртнӑ. Вӗсенчен 57-шӗ - А гриппа, 19-шӗ В гриппа аптӑранӑ.

Ҫак тапхӑрта гриппа чирленисен йышӗнче 35 ача. Ыттисем, 41 ҫын, аслӑ ӳсӗмрисем.

Палӑртмалла: раштав уйӑхӗн 19-25-мӗшӗсенче Чӑваш Енре 77 ҫыннӑн грипп пулнине палӑртнӑ. Вӗсенчен 73-шӗн "сысна грипӗ" пулнӑ.

 

Сывлӑх

Шупашкарта 4 ҫулти ача чирлесе ӳксен хӑйне япӑх туйнӑ. Унӑн ӳт температури хӑпарнӑ, лайӑх анман. Унтан ӳслӗк пуҫланнӑ, вӑйӗ пӗтнӗ.

Тухтӑрсем унӑн ӳпки икӗ енчен те шыҫнине палӑртнӑ. Анализсем ачан «сысна грипӗ» пулнине те ҫирӗплетнӗ. Пульницӑна вырттарсан та унӑн сывлӑхӗ хавшасах пынӑ. Компьютер томографийӗ ӳпкин 75 проценчӗ шыҫӑннине кӑтартнӑ.

Хӗрачана реанимацие вырттарнӑ. Унта вӑл 13 кун выртнӑ. Кайран ӑна педиатри уйрӑмне куҫарнӑ, тепӗр 6 кунран киле кӑларнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
tbn-tv.com сӑнӳкерчӗкӗ
tbn-tv.com сӑнӳкерчӗкӗ

Етӗрне районӗнче пурӑнакан пӗр инвалида эмел паман. Тӳлевсӗр препаратсемпе районти пульницӑн тивӗҫтерсе тӑмалла пулнӑ. Инвалид чӗрепе юн тымарӗсен чирӗпе нушаланнӑ, вӑл эмелсӗр пурӑнайман.

Етӗрне районӗнчи тӗп пульница чирлӗ пациента кӑҫал темиҫе хутчен те эмелпе тивӗҫтермен. Ҫавна пӗлсен прокуратура сывлӑх сиплев учрежденийӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ шӑрҫаланӑ, тӗп врач тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.

Инвалида яваплисем тинех кирлӗ эмелсене тӳлевсӗр панӑ.

 

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре ӳпке шыҫҫипе чирлекен ачасен йышӗ ӳснӗ. Иртнӗ эрнере васкавлӑ медпулӑшу ҫак чирпе аптӑранӑ 53 ача патне ҫитнӗ. Ун умӗнхи эрнере вара 30 шӑпӑрланӑн ӳпке шыҫҫи пулнине палӑртнӑ.

Пневмонипе чирлекен ачан ӳт температури 39 градус ытла хӑпарать, 3 кунран ытларах ҫапла тӑрать. Малтан типӗ ӳслӗк аптӑратать, кайран ҫемҫелет. Сывлама йывӑрланать, чӗри хӑвӑрттӑн тапать.

Тухтӑрсем ашшӗ-амӑшне хӑйсем тӗллӗн сиплеме сӗнмеҫҫӗ, васкавлӑ медпулӑшу чӗнмелле.

 

Сывлӑх
moydiagnos.ru сайтри сӑн
moydiagnos.ru сайтри сӑн

Роспортебнадзор палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал сифилиспа чирлесси 2,1 хут чакнӑ, гонорейӑпа вара - 2 хут. Статистикӑна 9 уйӑха кӗртнӗ.

Чесоткӑпа чирлекенсем те сахалланнӑ - кӑтарту 27,8 процент пӗчӗкрех. Уҫӑ туберкалезпа аптӑракансен йышӗ 6,1 процент чакнӑ. ВИЧ-инфекциленнисен хисепӗ вара пысӑкланнӑ - 2,7 процент ытларах.

 

Республикӑра
rsnadzor21.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ
rsnadzor21.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Патӑрьел районӗнчи выльӑх-чӗрлӗх пусакан цехсенчен пӗри ӗҫ йӗркине пӑснӑ. Кӑлтӑка Россельхознадзорӑн управленийӗ «Меркурий» тытӑм пулӑшнипе тупса палӑртнӑ.

Выльӑх-чӗрлӗх пусмалли пункта кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 4 пин ытла мӑйракаллӑ шултра выльӑх тата лаша илсе пынӑ. Выльӑха Тутарстанра, Мӑкшӑ Республикинче, Пушкӑртстанра, Удмурт Республикинче, Пенза тата Киров облаҫӗсенче туяннӑ.

Вӗсенчен 200 ытла тӗслӗхӗнче ветеринарсем выльӑха лейкозпа, бруцеллезпа чирлипе чирлӗ маррине тӗрӗсленӗ хут пулман. Кунсӑр пуҫне Тутарстанран кӳрсе килнӗ 500 ытларах пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑха антибиотикпа юлашки хутчен хӑҫан сипленине кӑтартман.

 

Сывлӑх
 rptd.med.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
rptd.med.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Красноармейски районӗнчи пӗр арҫын туберкулёзран сипленесшӗн пулман. Арҫын уҫӑ формипе (вӑл ҫынсене ерет) чирленӗ. Вӑл Республикӑн туберкулёзпа кӗрешекен диспансерӗнче унччен выртнӑ-ха, анчах хӑй тӗллӗн тухса каяс йӑла пулнӑ. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнченпе вӑл сипленме пӑрахнӑ.

Ыйтӑва прокуратура тата суд урлӑ татса пама тивнӗ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви надзор органне евитленӗ, унтисем суда ҫитнӗ. Суд арҫынна больницӑра сипленмелле йышӑну кӑларнӑ.

 

Сывлӑх
medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ене пневмококран вакцина кӳрсе килнӗ. Пурӗ — 5 830 доза.

«Пневмовакс-23» ятлӑ вакцина пневмококк инфекцийӗн 23 серотипӗнчен хӳтӗлет иккен. Ҫав шутра — пневмонирен (ӳпке шыҫни), отитран (хӑлха шыҫни), ҫӗрекен менингитран (пуҫ мими шыҫни), эндокардитран (эндокарди шыҫни), артритран (шӑмӑ чирӗ) тата ытти чӗр-чӗртен.

Вакцинӑна 2 ҫултан иртнӗ ачасенчен пуҫласа тӑваҫҫӗ. Препарата республикӑн сывлӑх сиплев учрежденийӗсене валеҫсе панӑ.

 

Сывлӑх

Юпа уйӑхне хӗрарӑмсен кӑкӑр ракӗпе кӗрешмелли пӗтӗм тӗнчери уйӑхлӑх тесе йышӑннӑ.

Республикӑн онкологи диспансерӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн ҫӗршывра ҫак органӑн усал шыҫҫине ҫулсерен 70 пин хутчен тупса палӑртаҫҫӗ. Юлашки 15 ҫулта ку чирпе чирлекенсен шучӗ икӗ хут ытла ӳснӗ.

Чӑваш Енре кӑкӑр ракне ҫулсерен 400 ытла хутчен тупса палӑртаҫҫӗ. Кӑҫалхи ҫур ҫулта палӑртнӑ 252 тӗслӗхрен 185-шӗнче чир 1-2-мӗш стадире пулнӑ.

Хӗрарӑмсен кӑкӑр ракне тупса палӑртассипе ҫак уйӑхра пирӗн республикӑра тӗрлӗ мероприяти ирттерӗҫ.

 

Республикӑра
kazan.kp.ru сӑнӳкерчӗкӗ
kazan.kp.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар районӗнчи Томаккассинче выльӑх-чӗрлӗхӗн урнӑ чирне тупса палӑртнӑ. Ҫавна май ветеринарсем ҫав тӑрӑхра карантин туса хунӑ.

Карантин паянтан, авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен, вӑя кӗнӗ. Вӑл ятарлӑ йышӑну кӑларичченех вӑйра тӑрӗ.

Урнӑ чире Томаккасси ялӗнчи Вӑрман урамӗнчи 29-мӗш ҫуртра асӑрханӑ. Карантин зони тесе асӑннӑ кил ҫывӑхӗнчен 1,5 километр таран инҫӗшне палӑртнӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ... 18
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пулӑм хыҫҫӑн пулӑм ҫаврӑнӗ кӑна. К у- тунтикунччен. Унччен пурнӑҫламан ӗҫсемпе тивӗҫсене халӗ тытма тивӗ. Ӗҫтешсенчен е пӗлӗшсенчен пулӑшу ыйтӑр. Канмалли кунсенче кӑмӑллӑ пуллашу е пулӑм кӗтет.

Ҫу, 30

1913
112
Пуршев Федор Иванович, медицина ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, офтальмолог ҫуралнӑ.
1942
83
Сокольников Петр Фадеевич, патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть