Кӑҫал Раҫҫейпе Франци хушшинче пулса иртнӗ вӑрҫӑранпа 200 ҫул ҫитет ӗнтӗ. Вӑл историе Тӑван Ҫӗршывӑн Пӗрремӗш Аслӑ вӑрҫи ятпа кӗнӗ. Кунта чӑваш халӑхӗн ывӑлӗсем те йышлӑн хутшӑннӑ иккен. Вӗсенчен хӑш-пӗрисем ҫинчен халӗ Чӑваш Ен патшалӑх архивӗнче тупса вулама пулать. Ҫак вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тӗлӗнмелли те нумай пулнӑ имӗш. Наполеон, Франци патши, Раҫҫее хӑвӑртрах ҫапса аркатас шухӑшпа темиҫе миллион вырӑс укҫи пичетлесе хуласем тӑрӑх салатнӑ иккен — укҫа вӑйне чакарма. Ку кӑна мар, вӑл хушнипе ялсем тӑрӑх хреҫченсене ҫӗр улпучӗсен пусмӑрӗнчен ирӗке кӑларӑп, ҫӗр валеҫӗп тесе те калаттарнӑ пулнӑ. Вӑрҫӑра ку мелпе усӑ кураканни Наполеонччен историре пулманни пирки асӑнас пулать.
Тӗлӗнмелли ҫак вӑрҫӑра сахал мар пулнӑ. Вӗреннӗ ҫынсем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ, 18-19-мӗш ӗмӗрсенче Раҫҫей Европа шутне кӗрес тесе нумай утӑмсем тунӑ, ку шутрах — дворянсем урӑх чӗлхепе калаҫни тата урӑх халӑх тумӗпе ҫӳрени те. 1812-мӗш ҫулхи вӑрҫӑра Раҫҫей ҫар офицерӗсем хӑйсем хушшинче пайтах хрантсус чӗлхипе калаҫнӑ имӗш. Хусамӑрах ӑнланатӑр ӗнтӗ, ҫапӑҫу хирӗнче, ҫӗрле икӗ офицер чӗлӗм туртма, е тула кайма тухни те пулать.
Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче Васанти культура центрне ҫын нумай пухӑнчӗ. Пухӑнмалли сӑлтавӗ те пысӑк. Кунта паян савӑнӑҫлӑ ларӑва Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене, афган тата чечен вӑрҫин ветеранӗсене, вӗсен ҫемьисене, ял халӑхне тата хаклӑ хӑнасене чӗннӗ.
Тав тата салам сӑмахӗсемпе уява ялти халӑх таврапӗлӳ музейӗн ертӳҫи, культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Герман Николаевич Ларшников пуҫларӗ.
Вӑл малтан истори ыйтӑвӗ ҫине пӑрӑнса ҫӗршывӑн хастар ывӑлӗсен паттӑрлӑхӗ пирки каласа пачӗ. Малалла, ҫак савӑнӑҫлӑ ларӑва ертсе пыракансем, Вика Мердеевӑпа Галина Полякова пысӑк туйӑмпа тата чуна хумхантаракан сӑмахсемпе хамӑр ентешсен паттӑр ӗҫӗсем пирки каласа пачӗҫ. Вӗсем калаҫнӑ вӑхӑтра ентешсен сӑнӳкерчӗкӗсем, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи ӳкерчӗксем, сӑвӑсемпе юрӑсем янӑрарӗҫ.
88-ҫулхи ТҪАВ ветеранӗ, Сталинградри хаяр ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ Федор Петрович Каргин пирӗн салтаксен паттӑрлӑхӗ пирки каласа пачӗ. Ҫамрӑк ӑрӑва ҫав хаяр вӑрҫӑра пуҫӗсене хунӑ пин-пин салтак пирки, вӗсем камшӑн тата мӗншӗн кӗрешни пирки манмалла марри ҫинчен чӗнсе каларӗ.
Афган вӑрҫин ветеранӗсем Владимир Кузнецов, Владимир Морозов тата Геннадий Ельцов афган ҫӗрӗ ҫинче «душмансене» хирӗҫ ҫапӑҫнисене аса илчӗҫ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫулленех интернационалистсен кунне ирттереҫҫӗ. «Пурӑнакансем асра тытчӑр та ӑрусем ан манчӑр» (выр. «Пусть живые запомнят и пусть поколения помнят») фестиваль Афганистан вӑрҫинче пуҫне хунӑ Геннадий Ивановпа Юрий Макаров тата Чечен Республикинче пуҫне хунӑ Валериан Быковпа Сергей Эзенкина асӑнса тата ку вӑрҫӑсенче хастарлӑх кӑтартнӑ ветерансем ячӗпе иртрӗ. Пухӑннисене район администраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров саламларӗ, Етӗрнепе Хӗрлӗ Чутай ҫар коиссариачӗн представителӗ Владимир Мареев афганецсене Хисеп хучӗпе чысларӗ. Юрӑҫсем виҫӗ ушкӑнра ӑмӑртрӗҫ: 8–12, 13–15 тата 16-ран пуҫласа 22 ҫулхисем.
Фестивале хутшӑннӑ кашни юрӑҫ чуна тивмелле илемлӗ юрӑ шӑрантарчӗ, ҫӗнтерӳҫӗ ятне кӗҫӗннисем хушшинче Анна Ейкова, вӑтам ушкӑнра Сабина Доброва, аслӑраххисем хушшинче Екатерина Мурайкина тивӗҫлӗ пулчӗҫ. Фестивале хутшӑннӑ пур артиста та Хисеп хучӗ парса чысларӗҫ.
НАР | 15 |
Паян, нарӑсӑн 15-мӗшӗнче, хӑйсен тивӗҫне ҫӗршыв тулашӗнче пурнӑҫланӑ Раҫҫей ҫыннисене асӑнмалли кун. Ҫак асӑну кунне шӑп та лӑп ҫулталӑк каялла «Раҫҫейӗн ҫар мухтавӗпе асӑну кунӗсем ҫинчен» (выр. «О днях воинской славы и памятных датах России») Федераллӑ саккунпа килӗшӳллӗн паллӑ тума тытӑннӑ. Анчах та эпир ӑна чылай маларах, 1989 ҫулта кӳршӗри Афганистан ҫӗрӗ ҫинчен юлашки Совет салтакӗсене илсе тухнӑранпах паллӑ тӑватпӑр.
Чӑн та, иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӗҫленнӗ хыҫҫӑн ҫӗр ҫинче тӗрлӗрен хирӗҫӳсемпе вӑрҫӑсем пулса иртнӗ. Чылай чухне вӗсем Совет Союзӗнчен аякра пулса иртнӗ пулин те, совет, каярахпа Раҫҫей гражданӗсем, вӗсенче хутшӑннӑ, хӑшӗ-пӗри сывлӑхне сиен кӳнӗ, хӑшӗсем вара ӗмӗрлӗхе куҫӗсене хупнӑ. Ҫак хирӗҫӳсенчен чи нумай вӑхӑта тӑсӑлаканнисенчен пӗри — Афган вӑрҫи. Совет салтакӗсем ҫак ҫӗршывра 1979 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа 1989 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗчченех пулнӑ. Кашни кунах, кашни каҫах пирӗн ҫамрӑк яшсем ют ҫӗршывра сусӑрланнӑ, е пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вунӑ ҫул хушшинче Афганистанра 13 833 совет салтакӗ пуҫне хунӑ, каярахпа ҫак шут 15 031 ҫитнӗ. Пирӗн Чӑваш Республикинчи ялсемпе хуласенчи ҫӗр вунпилӗк кил-йыша та калама ҫук йывӑр хуйхӑ килсе ҫитнӗ.
Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче пӗтӗм халӑх тӑван ҫӗршывӑн шанчӑклӑ хуралҫисене чыслать. Ҫак пысӑк уяв умӗн Патӑрьел районӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт шкулӗнче вӗренекенсемпе вӗсене ӑс хывакансем нумай ӗҫ палӑртнӑ. Вӗсенчен пӗри — Мингалев Александр Егорович спецназ ветеранӗпе тӗлпулу йӗркелени.
Вӑл хӑй ҫырнӑ юрӑсемпе Чечен вӑрҫин тискерлӗхне, паянхи ҫӗршыв хуралӗнче тӑракан паттӑр салтаксен сӑнарне шкул ачисемпе учительсем патне ҫитерчӗ.
Пирӗн ҫӗршывӑн паттӑр салтакӗсем ҫын ҫӳремен шурлӑхра, кайӑк ларман ту хысакӗнче, кашкӑр кӗмен вӑрман чӑтлӑхӗнче — тӑван ҫӗршывӑн кашни утӑмӗнче тискер тӑшмана ҫунтарнӑ. Этемлӗх нумай вӑрҫӑра ҫӗнтернӗ. Анчах вӑрҫӑ хӑйне яланлӑхах тӗп тумасӑр та ҫӗршыв салтак ӳстерме пӑрахмӗ. Усал вӑя хирӗҫ аслӑ вӑй кирлӗ. Сывӑ, маттур, шанчӑклӑ пулма пилленӗ ҫамрӑксӗне аслӑ ӑру. Ҫак пил яланах пирӗн асра.
Александр Егорович шкулсенче хӑюлӑх, хастарлӑх, паттӑрлӑх урокӗ ирттерни паянхи ҫамрӑк ӑрушӑн питӗ кирлӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче юн тӑкнисене, Чечен Республикинче, Афганистанра пулнӑ интернационалист-салтаксене, паянхи ҫӗршыв хуралӗнче тӑракансене пуҫ тайса ҫапла калатпӑр: «Паттӑрсен ӗҫне-хӗлне нихҫан та манмӑпӑр, ӑна хамӑр хастарлӑхпа пуянлатса пырӑпӑр!
Сӑкӑт шкулӗнче (Патӑрьел районӗ) 11-мӗш класра вӗренекенсем (вӗрентекенӗ — Тинюкова Н.К.) чӑваш халӑх писателӗ Н. Терентьев ҫырнӑ «Пушар лаши трагикомедипе паллашрӗҫ.
Якку, Сталинград паттӑрӗ, хӑрах ураллӑ вӑрҫӑ инваличӗ пулин те, йывӑрлӑхра кирек кама та пулӑшма хатӗр. Вӑрҫӑ вучӗ витӗр ҫӗнтерсе тухнӑ салтакӑн килӗ-ҫурчӗ аҫа ҫапнипе ҫунса каять, хуйхӑпа мӑшӑрӗ вилет... Пӗрех пуҫне усмасть Сталинград ҫулӑмӗ ӗнтнӗ ватӑ салтак, ҫӗнӗ ҫурт лартать, малалла пурӑнасшӑн талпӑнать.
Кунти сӑнарсен шӑпипе паллашнӑ май, ачасем Тӑван ҫӗршывӑн паттӑр хули — Сталинград пирки те чарӑнса тӑчӗҫ. 1943 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче шӑпах вӑйлӑ ҫапӑҫусем пынӑ кунта. Сталинград патӗнче нимӗҫ фашисчӗсене ҫапса аркатни пирӗн ҫӗршывшӑн питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулни пирки те калаҫрӗҫ урокра вунпӗрмӗшсем. Ҫак Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ мӑн аслашшӗсене те аса илчӗҫ.
Тӗрлӗ вӑрҫӑ-харҫа хутшӑнса сусӑрланнисене хушма социаллӑ пулӑшу парӗҫ. Ҫакӑн ҫинчен республика Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев Хушу кӑларнӑ. Вӑл Афганистанра тата Анголӑра, Чечняра тата Ҫурҫӗр Кавказра, Кӑнтӑр Осетинче тата Абхазинче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне сусӑрланнӑ ҫынсене пырса тивет. Паян вӗсем Чёваш Енре 115-ӗн. Указпа килӗшӳллӗн республика хыснинчен 3-мӗш ушкӑнри инвалидсене уйӑхсерен 500 тенкӗ, 2-мӗш ушкӑнрисене 700 тенкӗ, 1-мӗш ушкӑнрисене 900 тенкӗ хушса тӳлӗҫ.
Кӑҫал Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑранпа 70 ҫул ҫитет. Ӑна халалласа ятарлӑ проект пуҫарнӑ — «Астӑвӑм ҫырӑвӗсем».
Ҫак хӑрушӑ вӑрҫӑ кашни яла, кашни киле пырса тивнӗ — салтака ӑсатнӑ, тылра ӗҫленӗ. 70 ҫул иртнӗ пулин те хӑш-пӗрисен фронта янӑ ҫырусем упранаҫҫех. Проект тарӑх ҫав ҫырусене пухса кӗнеке кӑларасшӑн, ҫавӑнпа та пуҫаруҫӑсем тӑванӗсене (ачисене, мӑнукӗсене) вӗсене ярса пама ыйтаҫҫӗ.
Ҫырусене хӑварӑн килсе леҫмелле мар, хальхи технологисемпе усӑ курмалла — сканерламалла (е фотоаппаратпа ӳкерсе илмелле) та siru@chuvash.org адреспа ярса памалла.
Сирӗн килте е тӑванӑрсем патӗнче ҫавнашкал ҫыру упранса юлнӑ пулсан — проекта, тархасшӑн, пулӑшӑр! Хӑвӑршӑн та лайӑх пулӗ — сирӗн тӑванӑрсем янӑ ҫыру кӗнекен тухса ӗмӗрлӗхе упранса юлӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |