Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Самана пире суйларӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
smaeva 25.02.2012 08:53 | 2034 хут пӑхнӑ

Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче Васанти культура центрне ҫын нумай пухӑнчӗ. Пухӑнмалли сӑлтавӗ те пысӑк. Кунта паян савӑнӑҫлӑ ларӑва Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене, афган тата чечен вӑрҫин ветеранӗсене, вӗсен ҫемьисене, ял халӑхне тата хаклӑ хӑнасене чӗннӗ.

Тав тата салам сӑмахӗсемпе уява ялти халӑх таврапӗлӳ музейӗн ертӳҫи, культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Герман Николаевич Ларшников пуҫларӗ.

Вӑл малтан истори ыйтӑвӗ ҫине пӑрӑнса ҫӗршывӑн хастар ывӑлӗсен паттӑрлӑхӗ пирки каласа пачӗ. Малалла, ҫак савӑнӑҫлӑ ларӑва ертсе пыракансем, Вика Мердеевӑпа Галина Полякова пысӑк туйӑмпа тата чуна хумхантаракан сӑмахсемпе хамӑр ентешсен паттӑр ӗҫӗсем пирки каласа пачӗҫ. Вӗсем калаҫнӑ вӑхӑтра ентешсен сӑнӳкерчӗкӗсем, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи ӳкерчӗксем, сӑвӑсемпе юрӑсем янӑрарӗҫ.

88-ҫулхи ТҪАВ ветеранӗ, Сталинградри хаяр ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ Федор Петрович Каргин пирӗн салтаксен паттӑрлӑхӗ пирки каласа пачӗ. Ҫамрӑк ӑрӑва ҫав хаяр вӑрҫӑра пуҫӗсене хунӑ пин-пин салтак пирки, вӗсем камшӑн тата мӗншӗн кӗрешни пирки манмалла марри ҫинчен чӗнсе каларӗ.

Афган вӑрҫин ветеранӗсем Владимир Кузнецов, Владимир Морозов тата Геннадий Ельцов афган ҫӗрӗ ҫинче «душмансене» хирӗҫ ҫапӑҫнисене аса илчӗҫ. Тата афган-ветеранӗн Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орден кавалерӗн Сергей Архиповӑн амӑшӗ Людмила Ксенофонтовна чуна хумхантаракан сӑмахсем каларӗ. Ун хыҫҫӑн сӑмах Кивӗ Шӑмӑршӑри чечен вӑрҫин инваличӗ, Паттӑрлӑх орденӑн кавалерӗ Семенов Геннадий илчӗ. Вӑл боевиксемпе ҫапӑҫса аллине ҫухатнине каласа панӑ вӑхӑтра куҫҫӳльсӑр ларакан пулмарӗ. Ҫурла уйӑхӗн 2002 ҫулта ҫак вӑрҫара пирӗн ентеш Владислав Митрофанов ҫамрӑк офицер та вӑхӑтсӑр пуҫне хучӗ. Унӑн амӑшӗ каласа панине те пурте хумханса итлесе ларчӗҫ.

Пуҫтарӑннисене Васан ял пуҫлӑхӗ Юрий Ильин, Шӑмӑршӑ районӗн социаллӑ хӳтлӗх пайӗн пуҫлӑхӗ Николай Ендиеров, Патӑрьелпе Шӑмӑршӑри ҫар комиссариатчӗн начальникӗ Василий Фадеев капитан тата Андреевкӑри Александр Гордеев капитан пурне те ӑшӑ сӑмахсем каласа саламларӗҫ.

Паттӑрсен ячӗпе культура ӗҫченӗсем — Елена Исметова, Анджелла Егорова, Антонина Яргунова — кадет класӗ, Васан шкулӗнче вӗренекенсем сӑвӑсем каларӗҫ, юрӑсем юрларӗҫ, ташӑ ташласа пачӗҫ. Кӗҫӗн класра вӗренекенсем ветерансене хӑйсен аллисемпе ӑсталанӑ парнесем пачӗҫ.

Герман Николаевич ҫак уяв тӗлне музейра ятарлӑ пӳлӗмре стендсем хатӗрленӗ. Афган вӑрҫине хутшӑнакансем Васан ял тӑрӑхӗпе 26 ҫын (Васантан — 13, Ярӑславран — 8, Кивӗ Шӑмӑршӑран — 5). Чечен вӑрҫине хутшанакансем — 16 ҫын. ТҪАВ ветеранӗсем виҫӗ ялӗпе тӑваттӑн ҫеҫ юлнӑ.

Ветерансене тата Ҫӗршыва хӳтӗлекенсене чыс та мухтав!

 

Сӑнсем (22)

#вӑрҫӑ, #Патӑрьел, #Ярӑслав, #Кивӗ Шӑмаршӑ, #Васан, #Шӑмӑршӑ районӗ, #Васан ял тӑрӑхӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем