Тутар Республикин Пӗкӗлме районӗнчи Наратлӑ ятлӑ чӑваш ялӗнче тата Элмет районӗнчи тӗне кӗмен чӑвашсен ялӗнче концерт иртнӗ.
Пӗкӗлме хулинчен унта «Мерчен» тата «Туйралинка» ушкӑнсем килсе ҫитнӗ. «Патраклӑ ялӗнче «Ҫеҫпӗл» ушкӑнӗпе ансамбль манӑн «Тӑван ял» юрра юрласа савӑнтарчӗ», — пӗлтернӗ Францири чӑвашсен ассоциацийӗн ертӳҫин ҫумӗ, Францирен хӑнана килнӗ чӑваш хӗрӗ Галина Таймасова.
Утӑ уйӑхӗн 7-8-мӗшӗсенче Чӑваш Енре «Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ӑнӑҫлӑ ҫемье» конкурс иртрӗ. Пирӗн пата Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсенчи чи-чи маттур ҫемьсенчен пӗрисем килсе ҫитрӗҫ.
Конкурсра Тутарстанри Камашевсем ҫӗнтернӗ. Ҫемьере 9 ача ӳсет.
Чӑваш Ен чысне Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Никитинсем-Чучаковсем хӳтӗлерӗҫ. Ҫамрӑк ҫемьене «Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи чи туслӑ ҫемье» номинацире чысланӑ. Талпӑнуллӑ Никитинсем-Чучаковсем ӳлӗмрен конкурса тата та хутшӑнасшӑн. Хальхине вӗсем паха опыт пулчӗ тесе хакланӑ.
Ыран, утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Тутарстанри Элкел районӗнчи Сиктӗрме ялӗнче республика шайӗнчи Уяв иртӗ.
Уяв ирхи 8 сехетрех пуҫланӗ. Вӑл 16 сехетчен пырӗ. Ҫав вӑхӑтра Сиктӗрмере тӗрлӗ курав, ӑстлӑх лаҫҫисем ӗҫлӗҫ.
Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, 10 сехетре «Янра хут купӑс» конкурс пуҫланӗ. Унта 75 купӑсҫӑ хутшӑнӗ.
«Уяв пики» конкурсра 12 хӗр ӑмӑртӗ, вӗсенчен виҫҫӗшӗ Чӑваш Енрен кайӗ.
Кӑҫалхи Уявра «Ача-пӑча вӑйӑ карти» те пулӗ.
Тутарстанри чӑвашсем авалхи йӑлапа ҫулсеренех Учук ирттереҫҫӗ. «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Учука таврари ялсенчен кӑна мар, ытти районсенчен те, Самар тӑрӑхӗпе Шупашкартан та хӑнасем пуҫтарӑннӑ. Тӗрлӗ халӑх ҫынни чӑвашсемпе пӗрле авалхи хӑватсенчен ырлӑх-сывлӑх ыйтать, Турра парнелӗх вӑкӑр пусса чӳклет».
«Учук — халӑхӑн авалхи йӑлисене тытса пыни кӑна мар, пӗр-пӗрне курса калаҫмалли сӑлтав та. Таҫтан та килнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем — «Илем», «Шуҫӑм», «Савӑнӑҫ», «Палан», «Ҫеҫпӗл», «Пилеш» ансамбльсем — вӑйӑ-кулӑпа, юрӑ-ташӑпа кӑмӑла ҫӗклерӗҫ», — хыпарланӑ Марина Карягинӑпа Олег Цыпленков хатӗрленӗ телесюжетра.
Тутарстанри Ҫыранҫи Чаллӑ хулинче чӑвашсен Уявӗ иртнӗ.
Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каната пӗлтернӗ тӑрӑх, йӑхташӑмӑрсем уява «Ҫуллахи Микула кунӗпе ҫураҫуллӑн пухӑнаҫҫӗ».
Асӑннӑ ҫӑлкуҫра ҫырса кӑтартнӑ тӑрӑх, ҫамрӑксем вӑййа тухнине кӑтартса панӑ, карталанса юрланӑ, ташланӑ, кӑмӑл туличчен савӑннӑ.
Уява асӑннӑ хулари чӑвашсен наципе культура автономийӗ тата «Чӗкеҫ» халӑх ансамблӗ (пултарулӑх ушкӑнне Елена Кондюкова ертсе пырать) йӗркеленӗ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Пӗрремӗш каналпа Чӑваш чӗлхин кунӗ ҫинчен сюжет кӑтартнӑ. Пирӗн халӑхӑмӑрӑн уявӗ ҫинчен «Доброе утро» кӑларӑмра асӑнса хӑварнӑ.
«Чӑваш Ен — ҫӗр пин юрӑпа ҫӗр пин тӗрӗ ҫершывӗ. Кудряшовемпе Абрамовсен ҫемйисенче чӑвашла кашни юрра перекетлӗн упраҫҫӗ, ҫавна май вӗсем 12 ҫул каялла ҫемье ансамблӗ йӗркелесе янӑ. Репетицисене сӗтел хушшинче ларнӑ чух та ирттереҫҫӗ. Коллективра 24 ҫын…» — каласа кӑтартнӑ сюжетра.
Чӑвашла Атӑлҫи пӑлхарсем те чӑвашла калаҫнине, пӑлхар ушкӑнӗнчи чӗлхесенчен чӑваш чӗлхи ҫеҫ упранса юлни пирки каласа панӑ. «Ку чӗлхепе паян пӗр миллион ытла ҫын калаҫать. Чӑваш Енре кӑна мар, Тутарстанра, Пушкӑртстанра, Самар, Чӗмпӗр, Сарту, Пенза облаҫӗсенче», — пӗлтернӗ сюжетра.
Паян, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче аслӑ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа конференци иртӗ.
Унта Чӑваш Енри, Чӗмпӗр облаҫӗнчи, Пушкӑртстанри, Тутарстанри, Маи Элти, Самар облаҫӗнчи вулавӑшсенче, музейсемпе архивсенче ӗҫлекен специалистсем килсе ҫитӗҫ.
Конференцие хутшӑнакансем Иван Яковлев эткерлӗхне упраса хӑварас, тӗпчес тата халӑхра сарас ыйтусене сӳтсе явӗҫ. Асӑннӑ енпе вулавӑшсем епле ӗҫленине тишкерӗҫ. Сӑмахран, Чӗмпӗрсенне. Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ Иван Яковлев эткерлӗхне электрон мелпе сарни ҫинчен каласа кӑтартӗ.
Росгвардин спецназӗнче пӗртен-пӗр хӗр вертолётпа вӗҫет. Анастасия Апасейкина аслӑ лейтенант — Росгвардин спецназӗн авиаотрячӗн штурманӗ. Вӑл — Чӑваш Енрен. Анастасия «Ми-8» вертолётпа вӗҫет.
Ача чухнех Настя штурвал пирки ӗмӗтленнӗ. Унӑн ашшӗ ҫар авиатехникӗ пулнӑ май «МиГ-25» истребительсем ҫинчен нумай каласа кӑтартнӑ. Анчах ун чухне хӗрсене авиаци училищине вӗренме илмен. Настя Чӑваш патшалӑх университетне экономиста вӗренме кӗнӗ.
Кайран хӗр вырӑнти аэроклуба ҫырӑннӑ та парашютпа темиҫе хутчен те сикнӗ, «Як-52» самолётпа тата «Cessna-172» спорт самолёчӗпе вӗҫсе курнӑ. Омскри вӗҫевпе техника колледжне хӗрсене вӗренме илессине пӗлсен Анастасия тем пекех савӑннӑ.
Вӗренме кӗрес кӑмӑллисем саккӑррӑн ҫеҫ пулнӑ. Хӗрлӗ дипломпа вӗренсе тхунӑ пикене Росгвардин Тутарстанри сумлӑ авиаотряда ӗҫлеме илнӗ. Ӗҫтешӗсем пикене малтанах шанмасӑртарах йышӑннӑ, анчах тӑрӑшуллӑ хӗр пултарнине кӑтартса панӑ.
Шупашкарти ватӑсем Мари Элти пултарулӑх ӑмӑртӑвӗнче ҫӗнтернӗ. Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӑн «Калинушка» ансамблӗ Йошкар-Олара иртнӗ «Сокровища наций» (чӑв. Нацисен пуянлӑхӗ) фестиваль-конкурса хутшӑннӑ.
Унта Тутарстанри, Чулхулапа Киров облаҫӗсенчи, Мари Элти тата Чӑваш Енри коллективсем хутшӑннӑ. Чӑвашсем «Мӗншӗн-ши эп сана пит юратрӑм» юрӑпа сцена ҫине тухса виҫҫӗмӗш степеньлӗ лауреат ятне тивӗҫнӗ.
«Калинушка» ансамбле тивӗҫлӗ канури ватӑсем юрлама ҫӳреҫҫӗ. Ушкӑнра чи ҫамрӑкки — 63 ҫулти Ирина Яковлева, чи асли — 86 ҫулти Валентина Александрова. «Ватӑлма пирӗн вӑхӑт ҫук», — тет иккен ушкӑна ҫӳрекен 73 ҫулти Николай Фролов.
Тутарстанри «Аввангард» обществӑн генеральнӑй директорне Николай Курчаткина «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ.
Николай Григорьевич 1963 ҫулхи пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Кивӗ Тутайкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫӗрпӳри ял хуҫалӑх техникумӗнче, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче, Патшалӑх службин Атӑл-Вятка академийӗнче вӗреннӗ.
Хӑй вӑхӑтӗнче Николай Кручаткин Ҫӗрпӳри сельхозхимие те ертсе пынӑ, Ҫӗрпӳ районӗнчи ял хуҫалӑх управленийӗнче тӑрӑшнӑ.
2005 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ӑна «Авангард» обществӑн «Ҫӗрпӳри бекон» филиалне ертсе пыма шаннӑ, 2011 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнченпе асӑннӑ обществӑн гендиректорӗнче тимлет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |