ҪУР | 05 |
Чӑваш Ен транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Осипов Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамри ҫулшӑн ятланӑ.
531 метр тӑршшӗ ҫула юсама 8 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ объектра пулнӑ. Вӑл подряд организацине асфальта начар хунӑшӑн ӳпкеленӗ. Министра ним те килӗшмен: тикӗс марри те, асфальт хулӑнӑшӗ. Подряд организацийӗн кӑлтӑка ҫывӑх вӑхӑтра пӗтермелле.
Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, сӑмах Шӑнкӑртамри Уй урамӗ пирки пырать. Ҫула «Комплексное развитие сельских территорий» (чӑв. Ял территорийӗсене комплекслӑ аталантарасси ҫинчен) ҫумпрограммӑпа килӗшӳллӗн тунӑ. Контракта «Стройкомфорт» тулли мар яваплӑ обществӑпа тунӑ.
Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх объекчӗсенчи пӑтӑрмахсемпе инкексене сӑнаса тӑракан центр уҫӑлӗ. Ку ыйтӑва паян республикӑн Правительство ҫуртӗнче иртнӗ ларура сӳтсе явнӑ. Унта Элтепер тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев та хутшӑннӑ.
Центр коммуналлӑ пулӑшу сферинчи тӑрӑма сӑнаса тӑрӗ. Хамӑр республика шайӗнче ҫеҫ мар. Мӗнпур информаци Мускава, Раҫҫейӗн Строительство министерствине, кайӗ. Чӑваш Енӗн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Александр Героев каланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ тытӑм ЖКХри лару-тӑрӑва ҫӗршыв шайӗпе сӑнаса тӑма май парӗ. Хальлӗхе тытӑм сӑнавлӑ мелпе ҫӗршывӑн 47 регионӗнче ӗҫлет. Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ытти регионсен те пӗрлешмелле.
Шупашкарти юханшывсене хӑтлӑх кӳресшӗн. Вӗсем хӑш-пӗр вырӑнта ҫӳп-ҫап айне пулни вӑрттӑнлӑх мар. Чунӗ ыратакан ҫынсем ҫав ыйтӑва хутран-ситрен хускатаҫҫӗ-ха. Анчах лавӗ вырӑнтан хускалмасть. Ӗнер вара ыйтӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаевпа сӳтсе явнӑ. Шупашкарти строительсем пӗчӗк юханшывсене хӑтлӑлатасси ҫинчен калакан концепци хатӗрленӗ.
«Пӗчӗк юханшывсене тирпейлесен, вӗсене илем кӗртсен асӑннӑ вырӑнсем хула ҫыннисене тата хӑнисене илӗртме тивӗҫ», — тесе каланӑ республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Алексей Мурыгин.
Сугутка юханшывӗн хӗррипе, сӑмахран, утма ҫул сарса хулан Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ районне Шупашкар кӳлмекӗпе ҫыхӑнтарма пулать тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Олег Николаев шухӑша ырласа йышӑннӑ. Хут ҫинче палӑртнине пурнӑҫа кӗртессине республикӑн Стройминне хула администрацийӗпе тата строительство организацийӗсемпе пӗрле тишкерме хушнӑ.
Ҫакӑн пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паянхи канашлура каланӑ. Мероприятире кӳлмекпе Хӗрлӗ лапама юсаса ҫӗнетес ыйтӑва тишкернӗ. Хӗрлӗ лапама ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне юсаса пӗтересшӗн. Кайран кӳлмеке ҫӗнетме пуҫӑнмалла. Планпа килӗшӳллӗн — 2021 ҫулта ҫеҫ.
«ДОРИСС» предприятин пуҫлӑхӗ Всеволод Рощин ӗҫе унччентерех пуҫӑнма сӗннӗ. Компани кӑҫалах юсама тытӑнма хатӗр иккен.
Олег Николаев предприятие тата хула администрацийӗн пуҫлӑхне Олег Николаева хастар ӗҫшӗн тав тунӑ.
Элтепер тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӗ республикӑн Стройминӗпе Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствисене проекта аталантарма уйӑракан укҫан пӗр пайне 2021 ҫултан 2020 ҫула куҫарас ыйтӑва тишкерме сӗннӗ.
Чӑваш Енри тата икӗ министр пукансӑр юлнӑ. Хушусене республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян, нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хутсене Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пичетленӗ.
30-мӗш номерлӗ хушупа Алексей Грищенкона, 31-мӗш номерлипе Наталья Тимофеевӑна ӗҫрен кӑларнӑ.
Аса илтерер: Алексей Грищенко республикӑн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑччӗ, Наталья Тимофеева – юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн тивӗҫӗсене. Республикӑн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑлама паянах Александр Героева шаннӑ.
Сӑмах май ҫакна та палӑртмалла: нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче республика Правительствин тытӑмӗнче улшӑну пулса иртнӗччӗ. ЧР Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствине Юстици енӗпе ӗҫлекен комитет туса хунӑччӗ.
Чӑваш Енӗн Стройминӗ йӑлари хытӑ каяша турттармалли ҫӗнӗ виҫене ҫирӗплетнӗ. Хуласемпе хула йышши поселоксенче пӗр ҫын пуҫне ҫав виҫе 1,97 кубла метрпа танлашӗ, ялсенче — 1,57 кубла метрпа. Маларах вӑл пур ҫулталӑкра 2,02 кубла метрпа танлашнӑ.
Йӑлари хытӑ каяша турттарнӑшӑн кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртен 30-мӗшӗччен Улатӑрта, Канашра, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкарта, Ҫӗмӗрлере, Куславккара, Сӗнтӗрвӑрринче, Ҫӗрпӳре, Етӗрнере, Буинск, Вӑрнарта, Йӗпреҫре, Вӑрмарта, Кӳкеҫре пурӑнакансем кашни ҫын пуҫне уйӑхсерен 63,15 тенкӗ тӳлӗҫ.
Ялсенче пурӑнакансене 47,56 тенкӗшер тӳлеттерӗҫ.
Пӗлтӗр хула ҫыннисем уйӑхсерен кашни ҫын пуҫне 76 тенкӗ те 76 пус тӑкакланнӑ, ял ҫыннисен 61 тенкӗ те 56 пус кӑларса хума тивнӗ.
Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн пуҫлӑхӗ республикӑн министерствисенчен пӗри асӑрхаттарнине итлемен.
Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерстви Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ шӑрҫаланӑ. Хула стиоительствин саккунӗпе ҫыхӑннӑ кӑлтӑка надзор органӗ тӗрӗслев вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ. Ҫавӑн пирки ЧР Стройминӗ район администрацийӗн пуҫлӑхне маларах асӑрхаттарнӑ-ха. Апла пулин те хайхискер Строймин каланине итлемен, хушнине палӑртнӑ вӑхӑтра пурнӑҫлама васкаман.
Кӑлтӑка тупса палӑртсан Чӑваш Ен прокуратури административлӑ майпа ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫак ӗҫ суда ҫитнӗ. Унта пуҫлӑх хӑй ӗҫлесе ҫитерейменнине тунман. Тӳре пуҫлӑха штрафлама йышӑннӑ.
Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче хальхи вӑхӑтра Анатолий Мясников тӑрӑшать.
Паян Чӑваш Енри тӳре-шара укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Сӑмахӑмӑр — нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем тӗплӗ юсавшӑн тӳлесси пирки.
Темиҫе ҫул каялла ун пекки пулман та, анчах халӗ, ав, ҫынсен ҫурт-йӗре хӑйсен шучӗпе юсамалла теме пуҫларӗҫ. Чӑн та, уйрӑм ҫуртра пурӑнакансем хӑйсемех юсаса, ҫӗнетсе тӑраҫҫӗ-ха. Нумай хваттерлӗ ҫурт та ҫавӑн пек — ӑна юсама та хуҫисен укҫа пухмалла теҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра хваттер хуҫисем кашни тӑваткал метршӑн 6 тенкӗ те 30 пус тӳлеҫҫӗ. Ҫав цифрӑна хваттер калӑпӑшӗ ҫине хутламалла та уйӑхсеренхи тӳлев виҫи палӑрӗ.
Паян иртнӗ ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче строительство министрӗ Алексей Грищенко тӳлеве 2018-2019 ҫулсенчи шайрах хӑварма сӗннӗ. Ҫапла вара хак хальлӗхе хакланмӗ.
Ҫанталӑк сивӗтнӗ май хваттерсене тата социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсене ӑшӑ пама тытӑнчӗҫ. Анчах малтанхи тапхӑр тепӗр чух кӑлтӑклӑ пулать: ӑшӑ ҫитмен ҫуртсем те тупӑнкалаҫҫӗ. Чӑваш Ен Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерстви хӗрӳ лини телефонне ӗҫлеттерме пуҫланӑ. Унӑн номерӗ — (8352) 64-22-17.
Ҫурт-йӗре тата социаллӑ объектсене ӑшӑпа тивӗҫтерес ыйтӑва ӗнер Чӑваш Ен Стройминӗн ертӳҫи Алексей Грищенко районсемпе хуласен администрацийӗсен ертӳҫисемпе видеоконференци мелӗпе ирттернӗ канашлура сӳтсе явнӑ. Ӑшӑтмалли тапхӑра ӗнерхи кун тӗлне пирӗн республикӑра 99 процент таран хатӗрленсе ҫитнӗ. Ӗҫе Улатӑр, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар, Тӑвай районӗсенче, Канаш, Шупашкар тата Ҫӗмӗрле хулисенче пӗтереймен. Вӗсене министр 1-2 кунта вӗҫлеме хушнӑ.
Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствинче ӗнер, авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, газификаци ыйтӑвне сӳтсе явнӑ.
Газ кӗртесси Чӑваш Енре ҫивӗч ыйтусен шутӗнче мар пулин те ҫӗнӗрен хута яракан объектсене кӑвак ҫулӑм кӗртме тиветех. ЧР Стройминӗнчи канашлура Раҫҫейӗн Монополипе кӗрешекен федераци служби газ кӗртекенсемпе тума сӗннӗ ҫӗнӗ йышши килӗшӗве сӳтсе явнӑ. Ҫапла вара министерствӑна пухӑннисем регулятор контракчӗн йӗркине тишкернӗ. Ҫӗнӗ меслет газ кӗртес ӗҫе хӑвӑртлатма тата тӑкаксене камӑн саплаштармаллине татса пама май парать тесе ӗнентереҫҫӗ.
Сӑмах май ҫакна та палӑртар. Паян пирӗн республикӑра газификаци шайӗ — 93,2%. Вӑл шутра — уйрӑм ҫуртсемпе хваттерсем, тӗрлӗ объект.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.03.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Орлов Георгий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |