Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Строймин

Ҫул-йӗр
Пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ магистраль
Пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ магистраль

«Мускав—Хусан» пысӑк хӑвартлӑхлӑ пуйӑссем Шупашкар районӗнчи Ҫырмапуҫ патӗнче чарӑнма пултараҫҫӗ. Ку ыйтӑва республикӑн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерстви ЧР Стройминӗн Хула тӑвакан канашӗн анлӑ ларӑвӗнче сӳтсе явмалла. Мероприяти ҫитес уйӑхӑн 2-мӗшӗнче иртмелле.

ЧР Стройминӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ларӑва «Нижегородметропроект», «Мосгипротранс», «МОЙ ГОРОД» предприятисен, Китайри «Эр Юань» инженери чукун ҫул корпорацийӗн пайташӗсем, Шупашкар районӗнчи Ҫырмапуҫ, Патӑрьел районӗнчи Патӑрьел ял тӑрӑхӗсен, Патӑрьел, Шупашкар районӗсен, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисен специалисчӗсем тата ыттисем хутшӑнмалла. Вӗсем пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫӳрекен пуйӑссем чарӑнмалли вокзал концепцине сӳтсе явмалла. Вокзала Шупашкар районӗнчи Ҫырмапуҫ ялӗ патӗнче тӑвасшӑн. Патӑрьел патӗнчи территорие хӑтлӑх кӗртессине те кун йӗркине кӗртнӗ.

 

Ҫурт-йӗр
Пурӑнма кӗтес пулсан этем аптӑрамасть
Пурӑнма кӗтес пулсан этем аптӑрамасть

Чӑваш Енре пурӑнакансене ҫурт-йӗрлӗ пулма приоритетлӑ проект пулӑшмалла. Республика Элтеперӗ ҫумӗнчи Стратегилле аталану тата приоритетлӑ проектсемпе ӗҫлекен канашлӑвӑн ларӑвӗнче строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ-хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Владимир Максимов «Ипотека и арендное жилье» (чӑв. Ипотека тата аренда ҫурт-йӗрӗ) приоритетлӑ проектпа паллаштарнӑ.

Министр ҫумӗ ӗнентернӗ тӑрӑх, проект пурнӑҫланнӑ вӑхӑтра, 2020 ҫулхи раштавччен, ҫурт-йӗр условине 5 пине ҫемье лайӑхлатӗ. Патшалӑх пулӑшӑвӗн йӳтӗмӗпе ипотека кредичӗ 3,3 пине яхӑн ҫемьене лекӗ.

Михаил Игнатьев стратегилле ҫак документа кирлӗ пек йӗркелесе ҫитерме хушнӑ. Ку тӗллевпе хӑпартакан ҫурт-йӗре тунӑ чух хамӑр патра кӑларакан строительство материалӗпе усӑ курма сӗннӗ.

 

Ҫурт-йӗр
Максим Ивановӑн каяш пирки те хуравлама тивӗ
Максим Ивановӑн каяш пирки те хуравлама тивӗ

«Ҫыхӑнура» (на-связи.ru) форум Чӑваш Енӗн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн пӗрремӗш ҫумӗпе Максим Ивановпа «Тӳрӗ лини» ирттерме палӑртнӑ. Асӑннӑ порталӑн форумӗнчи онлайн-консультаци раштавӑн 15-мӗшӗнче 10 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен пырӗ.

Тӳре-шарана ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхпа тата тӗплӗ юсавпа ҫыхӑннӑ ыйтусене памаллине пӗлтернӗ. Порталта ҫырнӑ тӑрӑх, ыйтусене халех хатӗрлеме юрать. Чӑн та, хӑшӗсем ыйтма пуҫланӑ та ӗнтӗ. Канашри Йӗпреҫ шосси ҫинчи 5-мӗш ҫуртӑн путвалӗнче каяша хӑҫан тасатӗҫ, вырӑнти управляющи компани шарламасть тесе ҫырнӑ пӗри. Тепри вара министерство икӗ уйӑх ӗнтӗ хуравламасть тесе ӗнентернӗ май ведомствӑна саккуна шӗкӗлчеме сӗнет.

 

Сумлӑ сӑмах Политика

Ӗнер пирӗн республикӑра строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрне 32 ҫулти Владимир Михайлова ҫирӗплетнине эпир маларах пӗлтернӗччӗ-ха. «Ҫамрӑксене эпир шаннӑ, шанатпӑр, малашне те шанӑпӑр!» — тенӗ ҫӗнӗ министра ырӑ сунса Михаил Игнатьев Элтепер.

Владимир Михайлова яваплӑ тилхепене тыттарнине массӑллӑ информаци хатӗрӗсем те, ҫавсен хыпарӗсемпе паллашакансем те тӗрлӗрен йышӑнчӗҫ. Паллашар-ха вӗсенчен хӑшӗсемпе.

«Чӑваш Енре тӗлӗнмелле ҫамрӑк министра ҫирӗплетнӗ», — пӗлтерчӗ хыпар ятӗнчех «Строительство.ru» Пӗтӗм Раҫҫейри отрасльти интернет-журнал. «Чӑваш Енре паллӑ автогонщик строительство министрӗ пулса тӑнӑ», — ҫырчӗ «На-связи.ru» портал. Чӑн та, машинӑпа тупӑшӑва хастар хутшӑнакансем тата вӗсен ӑмӑртӑвне сӑнаса тӑракансем Владимир Михайлова автогонщик евӗр лайӑх пӗлеҫҫӗ иккен. «Кадр бутафорийӗ: Чӑваш Енре строительство министрне ҫирӗплетнӗ» ят панӑ хыпара REGNUM информаци агентстви. Хыпарсем пурте вырӑсла, вӗсене эпир чӑвашла куҫартӑмӑр, анчах шухӑшне ылмаштармарӑмӑр.

Малалла...

 

Республикӑра
Строймин пуҫлӑхӗ Владимир Михайлов
Строймин пуҫлӑхӗ Владимир Михайлов

Ӗнер Чӑваш Енӗн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрне ҫирӗплетнӗ. Михаил Игнатьев Элтепер ку пукана Владимир Михайлова шаннӑ.

32 ҫулти Владимир Юрьевич харӑсах темиҫе предприятие ертсе пынӑ. Вӑл «РегинИнвест», «МВМ Групп» тулли мар яваплӑ обществӑсен гендиректорӗ шутланнӑ, унсӑр пуҫне — «За Россию» (чӑв. Раҫҫейшӗн) халӑх фрончӗн регионти уйрӑмӗн учредителӗ. Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «МВМ Групп» ҫӗр чавассипе Чӑваш Енре кӑна мар, ытти регионта та тимлет. Регион ертӳҫипе тӗлпулнӑ чух Владимир Михайлов хӑйсен предприятийӗ аван ӗҫлесе пыни тата ытти ҫитӗнӳ пирки каласа кӑтартнӑ. «Кадрсене хаклатпӑр. Пӗри кайса тепри килни пирӗн патра ҫук», — ӗнентернӗ вӑл Элтепере.

«Ҫамрӑксене эпир шаннӑ, шанатпӑр малашне те шанӑпӑр!» — тенӗ ҫӗнӗ министра ырӑ сунса Михаил Игнатьев Элтепер.

Стройминӑн унчченхи ертӳҫине Олег Маркова авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ӗҫрен хӑтарнӑччӗ.

 

Ҫурт-йӗр

Чӑваш Енри нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансенчен хӑшӗсем хӑйсен ҫуртне юсама хирӗҫ. Капла шухӑш патне ҫитнисене 32 ҫурт шутласа кӑларнӑ. Хуҫисем хирӗҫҫине кура вӗсене 2015—2016-мӗш ҫулсенчи республика программинчен кӑларнӑ.

Юсав кирлӗ маррине ҫынсем алӑ пуссах ҫирӗплетнине кура республикӑн Стройминӗ вӗсен кӗмӗлне списокри ытти ҫурта юсама уйӑрма сӗннӗ. Ыйтӑва правительство ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ.

Строительство министерствин пайташӗ каланине Михаил Игнатьев Элтепер ӗненмесӗртерех йышӑннӑ. Тен, пурте килӗшмен-ха. Ҫурт-йӗрӗн патшалӑх инспекцийӗ ертӳҫи те алӑ пуснисене тӗрӗслемен тесе пӗлтернӗ.

Ҫиччӗ виҫ те пӗр кас тенешкел, укҫана ытти ҫурт валли куҫариччен муниципалитетсен пуҫлӑхӗсемпе канашлама йышӑннӑ.

 

Республикӑра
Паянтан Олег Марков экс-министр
Паянтан Олег Марков экс-министр

Чӑваш Енӗн Правительствинче ҫывӑх вӑхӑтра хӑш-пӗр улшӑну пулса иртессине Чӑваш халӑх сайчӗ иртнӗ уйӑх пуҫламӑшӗнчех пӗлтернӗччӗ.

Аса илтеретпӗр, ӑна Александр Белов журналист ҫырни тӑрӑх хыпарланӑччӗ. Унта республикӑн вице-премьерӗ — строительство министрӗ Олег Марков ӗҫрен хӑтарма ыйтса заявлени ҫырнӑ, министр пуканне вӑл Строительсен кунӗ иртсе кайсан (ӑна ҫурла уйӑхӗн иккӗмӗш вырсарникунӗнче уявлаҫҫӗ) пушатмалла тенӗччӗ.

Олег Маркова ӗҫрен паян хӑтарнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев 125-мӗш номерлӗ Хушу кӑларнӑ. Унта асӑнса хӑварнӑ тӑрӑх, ӗҫлӗ хута Олег Марков урӑх вырӑна куҫнӑран кӑларнӑ. Министр пулнӑ ҫын ӑҫта каяссине официаллӑ ҫӑлкуҫсем хальлӗхе пӗлтермен.

 

Республикӑра
Олег Марков вице-премьер
Олег Марков вице-премьер

Чӑваш Енӗн Правительствинче ҫывӑх вӑхӑтра хӑш-пӗр улшӑну пулса иртме пултарать. Ку вӑл кадрсемпе ҫыхӑннӑ.

Республикӑри паллӑ журналистсенчен пӗри Александр Белов ҫырнӑ тӑрӑх, республикӑн вице-премьерӗ — строительство министрӗ Олег Марков ӗҫрен хӑтарма ыйтса заявлени ҫырнӑ пулать. Министр пуканне вӑл Строительсен кунӗ иртсе кайсан (ӑна ҫак уйӑхӑн иккӗмӗш вырсарникунӗнче уявлаҫҫӗ) пушатмалла-мӗн.

"Тӗрлӗрен сӑмах ҫӳрет. Ҫынсем кун пеккине калаҫма юратаҫҫӗ. Анчах хальӗхе нимӗнле йышӑну та туман", — тенӗ Олег Марков вице-премьер журналиста.

Ҫав вӑхӑтрах ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев республикӑн парламентне, социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫине куҫас шухӑшлӑ пулнӑ, анчах Михаил Игнатьев Элтепер ирӗк паман имӗш.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, [8]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пӗтӗм ӗҫе лӑпкӑ, хӑвӑра кирлӗ пек татса пама май килӗ. Хирӗҫесрен пӑрӑнӑр, хӑвӑрӑн вӑя, энергие перекетлемелле. Пушӑ вӑхӑта ҫутҫанталӑкра ирттерӗр. Спортпа туслашма лайӑх вӑхӑт, Интереслӗ тӗлпулу пулма пултарать, вӑл романтика хутшӑнӑвне куҫӗ.

Чӳк, 25

1950
74
Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть