Упӑшки 11 ҫулти хӗрне хӗнени пирки амӑшӗ полицие пӗлтернӗ. Ку ӗҫ Следстви комитетне кӑсӑклантарнӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ арҫын ҫемьерен уйрӑм пурӑнать, тӳрӗ ҫул ҫине тӑма тӑрӑшать.
Сӑмах – Улатӑрта пурӑнакан 33 ҫулти арҫын пирки. Вӑл ҫур ҫулта 11 ҫулти хӗрне виҫӗ хутчен хӗненӗ. Малтан ача кавир ҫине сӗткен тӑкса янӑ, тепрехинче килти йытта кӑра арҫынран хӳтӗлеме тӑнӑ, виҫҫӗмӗшӗнче хӗрача ашшӗне эрехрен писме ыйтнӑ. Ҫакӑншӑн пӗчӗкскере пӗҫерккӗ лекнӗ.
Амӑшӗ чӑтайман – кун пирки полицие пӗлтернӗ. Йӗрке хуралҫисем ытти тӗслӗхе те тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Халӗ ҫемьерен уйрӑм пурӑнакан арҫын эрех ӗҫме пӑрахнӑ-мӗн. Пуҫиле ӗҫе Улатӑр районӗн судне ярса панӑ.
Паян, раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, ирхи 9 сехетре Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрманкас Кӗҫтемӗр ялӗнче хӗрарӑм виллине тупнӑ. Вӑл мӗншӗн вилнине палӑртман-ха. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм шӑннипе пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Следовательсем ял ҫыннисенчен ыйтса пӗлнӗ. Чылайӑшӗ каланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм шӑнса вилме пултарнӑ. Вӑл 69 ҫулта пулнӑ. Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑма пусмӑрласа вӗлернӗ йӗр ҫук.
Халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать. Следовательсем ҫакна уҫӑмлатӗҫ: хӗрарӑм шӑнса вилме пултарнӑ е ҫук.
Сӗнтӗрвӑрринче пурӑнакан хӗрарӑма тӗрмене хупмасӑр 3,5 ҫуллӑха айӑпланӑ. Суд вӑл ывӑлне хӗненине, тивӗҫлипе пӑхманнине палӑртнӑ.
37 ҫулти хӗрарӑм амӑшӗн тивӗҫне лайӑх пурнӑҫламан. Вӑл кирек мӗнле вӑхӑтра та ытти ҫынсемпе эрех ӗҫме пултарнӑ, ывӑлӗпе интересленмен.
Утӑ уйӑхӗнче вара хайхи амӑшӗ ӳсӗр чухне пӗчӗкскере хӗненӗ. Ачапа мӗн пулса иртнине опека органӗ пӗлсен ӑна пульницӑна вырнаҫтарнӑ, унтан – ача ҫуртне. Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ хӗрарӑма амӑшӗн прависӗр хӑварас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.
Чӑваш Енре Мускав облаҫне вахта мелӗпе ӗҫлеме кайнӑ виҫӗ арҫын темӗнле шӗвекпе наркӑмӑшланса вилнӗ, тепӗр иккӗшӗ пульницӑра выртаҫҫӗ. Кун пирки Следстви комитечӗ пӗлтерет.
Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, паян Одинцово хула округӗнчи Часцы ялӗнчи общежитире 55-ри тата 56-ри арҫынсен виллине тупнӑ. Тепӗр виҫҫӗшне, 59-ти, 37-ри тата 27 ҫулти арҫынсене, пульницӑна илсе ҫитернӗ. Шел те, тухтӑрсем пӗрин пурнӑҫне ҫӑлайман.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынсенчен пӗри малтанхи кун ҫӳп-ҫап контейнерӗнче пластик кӗленчери темӗнле шӗвеке тупнӑ, ӑна вӗсем ӗҫнӗ. Федераци МИХӗсем ҫак арҫынсем ҫӳп-ҫап уйӑракан предприятире ӗҫленӗ тесе пӗлтереҫҫӗ. Вӗсем унта Патӑрьел тата Канаш районӗсенчен килнӗ.
Паян, чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Шупашкарти Гагарин урамӗнче вырнаҫнӑ пульница ҫывӑхӗнче арҫын виллине тупнӑ. Унӑн вилли 12 сехетре йывӑҫсем айӗнче выртнине асӑрханӑ. Унтан инҫех мар – тротуар.
Пульница питӗ ҫывӑхра, 20 метр кӑна. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, 78 ҫулти арҫын пульницӑна утса ҫитеймен. Анчах Следстви комитечӗ ҫакна ҫирӗплетмен-ха.
Ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатас тӗллевпе судпа медицина экспертизи ирттерӗҫ.
Улатӑр районӗнче пурӑнакан арҫын кӗҫех ҫынна вӗлернӗшӗн суд сакки ҫине ларӗ. РФ Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна ҫынна тапӑннӑшӑн (ҫавна май лешӗ вилнӗ) айӑпласшӑн.
Следстви версийӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ҫак ӳсӗр арҫын, 45 ҫултискер, Кувакино ялӗнче савнийӗн килӗнче пулнӑ. Ҫавӑнтах хӗрарӑмӑн 69 ҫулти амӑшӗ пурӑнать. Ватӑскер чирленипе вырӑнпах выртнӑ.
Кравать ҫинче выртакан ватӑ хӗрарӑм пӳрте кӗнӗ арҫынна пӗр стакан шыв пама ыйтнӑ. Лешӗ ҫакна илтсен ӑна хӗнесе тӑкнӑ. Ватӑскер сурансене пула вилнӗ. Арҫын следовательсене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл тарӑхса кайнӑ.
Халӗ пуҫиле ӗҫе Улатӑр районӗн судне пӑхса тухма янӑ.
НТВ федераци телеканалӗпе Чӑваш Енре пурӑнакан хӗрарӑм пирки сюжет кӑтартнӑ. Вӑл Чернобыльти аварие пӗтернӗ ҫӗрте ӗҫленӗ арҫыннӑн мӑшӑрӗ, халӗ тӑлӑх арӑм.
Хайхискер пурӑнмалли ҫурт-йӗре лайӑхлатмашкӑн 2016 ҫулта регионти влаҫран пулӑшӑва, укҫа-тенке, тивӗҫнӗ. Каярахпа, 2 ҫултан, тӳре-шара унӑн мӑшӑрӗ аварие пӗтернӗ ҫӗрте ӗҫлемен тесе укҫана, 1,5 миллион тенке, каялла илме шутланӑ. Следстви комитечӗ халӗ ҫакӑ саккунпа килӗшсе тӑнипе тӑманнине тӗрӗслет. НТВ телеканалпа шӑпах ҫакӑн пирки каласа кӑтартнӑ.
Сюжет ӗнер, юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, эфира тухнӑ.
Шупашкарти «Университет» микрорайонти стройкӑра рабочи сарӑмсӑр вилнӗ.
Инкек юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, ӗнер, Миначев урамӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртӑн строительстви лапамӗнче пулнӑ. Керамика плиткин упаковкине 12-мӗш хута хӑпартнӑ чухне пӗри аялалла ӳкнӗ. Вӑл шӑпах субподряд организацийӗнче ӗҫлекен рабочи пуҫӗ ҫине персе аннӑ.
1964 ҫулта ҫуралнӑ арҫын йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах сывлама пӑрахнӑ. Халӗ РФ Следстви комитечӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет.
Елчӗк районӗнче пурӑнакан 34 ҫулти арҫынна ватӑ ҫынна мӑшкӑллама хӑтланнӑшӑн айӑпласшӑн. Ҫитменнине, вӑл вӗлерессипе хӑратнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе следовательсем тишкерсе пӗтернӗ, суда ярса панӑ. Кӗҫех ӑна Елчӗк районӗн сучӗ пӑхса тухӗ.
Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫак ӳсӗр арҫын ентешӗ патне пирус ыйтма кӗнӗ. Кӑштахран ӑна лешӗн амӑшӗ урама кӑларса янӑ.
Арҫын урамра ватӑ хӗрарӑма мӑйӗнчен ярса тытнӑ, аллипе тутине хупланӑ та кӳршӗри ҫурта илсе кӗнӗ, вӗлерессипе хӑратса мӑшкӑллама тӑнӑ. 78 ҫулти кил хуҫи картишӗнче пулнӑ, кӑшкӑрашнӑ сасӑ илтсен хӗрарӑмӑн таванӗсем патне чупнӑ. Лешсем ӳсӗрскере усал ӗҫ тӑвасран тытса чарнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫур ҫӗр иртни 3 сехетре Шупашкарти «Туслӑх» пахчара пушар пулнӑ. Йывӑҫ-хӑмаран ҫапса тунӑ пӳртри пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн тӑватӑ ҫын виллине тупнӑ: виҫӗ арҫын тата пӗр хӗрарӑм.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫынсем камсем пулнине палӑртӗҫ. Пушар тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев пырать.
Малтанлӑха криминалистсем пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫӗ арҫынпа пӗр хӗрарӑм пушар вӑхӑтӗнче сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ. Халӗ следовательсем пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Пушар асӑрханмасӑр пирус туртнӑран тухма пултарнӑ. Ҫак версие те пӑхса тухӗҫ, ҫавна май суд экспертизисем ирттерӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.01.2021 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Сверчков Никита Кузьмич, чӑваш живописецӗ, ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Осипов Пётр Николаевич, чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Виктор Рзай, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ипполит Шортан, критик, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илепер Григорий Михайлович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |