Ҫурла уйӑхӗн 12-15-мӗшӗсенче Чӗмпӗр облаҫӗнче спортӑн тата вӑйӑсен наци енӗсемпе Никама Пӑхӑнман Ҫӗршывсен пӗрремӗш фестивалӗ иртнӗ. Унта пирӗн республикӑри ҫамрӑксем те хутшӑннӑ.
Спорт ӑмӑртӑвне хутшӑнакансен пиҫиххипе кӗрешме, кире пуканӗ йӑтса, шашка выляса, самбо енпе, вӗрен туртса, ухӑран персе, чушкӑлла выляса тата мас-рестлинг енӗпе тупӑшма тивнӗ.
Ӑмӑртӑва Азербайджанран, Арменирен, Беларуҫран, Казахстанран, Кӑркӑстанран, Таджикистанран, Молдавинчен, Туркменистанран тата Раҫҫейрен пухӑннӑ 300 ытла ытла спортсмен хутшӑннӑ.
Мас-рестлингпа Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнне пирӗн республикӑран Роман Савинов, Екатерина Тришина, Надежда Осипова тата Алина Алексеева кӗнӗ. Вӗсем Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ Алексей Атласкин патӗнче ӑсталӑха илеҫҫӗ. Ҫак маттурсем кӗнӗ команда ыттисем хушшинче пӗрремӗш вырӑна тухнӑ.
Елчӗк районӗ 90 ҫул тултарнине халалласа «Улӑп» спорт керменӗнче профессилле панкратион енӗпе тӗнчери ӑмӑрту иртнӗ. Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, унта пухӑннӑ Раҫҫей, Азербайджан, Кӑркӑс спортсменӗсем Елчӗк тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ, самбо, каратэ, джиу-джитсу енӗпе Мускав тата Азипе Еврази чемпионӗ ята тивӗҫнӗ Олег Захаров кубокӗшӗн тупӑшнӑ. Пухӑннисене Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн председателӗ Олег Мустаев тата ыттисем ӑнӑҫу суннӑ.
Ун пек ӑмӑрту Елчӗк районӗнче пӗрремӗш хут иртнӗ. Спортсменсем валли 8 кӗтеслӗ ринг йӗркеленӗ. Турнирта тӗрлӗ ҫӗршыври 77 кило таякан 14 спортсмен вӑй виҫнӗ. Пӗрремӗш вырӑна Мускав облаҫӗнчи Шамиль Рамазанов йышӑннӑ. Кӑркӑс спортсменӗ Алманбет Жаныбеков 2-мӗшне тухнӑ. Чечен Республикин спорт мастерӗн кандидачӗ Ислам Дадаев — 3-мӗш. Куракансем Елчӗк районӗнчи Лащ Таяпара ҫуралса ӳснӗ Геннадий Дмитриев (вӑл — ветерансем хушшинчи самбо енӗпе тӗнче чемпионӗ) тата Кӑркӑстанри Калдарбек Касимов раундне те кӑсӑкланса йышӑннӑ. Пилӗкшер минут пыракан 2 раундра та пӗр пек паллӑ пухса иккӗшӗ те ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.
Ҫак кунсенче Чӑваш Ене Кӑркӑстан хӑнисем килнӗ. Ахаль мар — ӗҫпе. Михаил Игнатьев вӗсемпе тӗл пулса ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Хӑнасем Шупашкарти темиҫе предприятие ҫитсе курнӑ, усламҫӑсемпе тӗл пулнӑ.
Кӑркӑстан Правительствин элчи Мамасалы Акматов кунта туса кӑларакан процукцин 80 проценчӗ хӑйсем патӗнче кирлине палӑртнӑ.
Кӑркӑстанри «Нур» акционерсен уҫӑ обществин президенчӗ Абдыжапар Тагаев ҫапла каланӑ: «Юнашар — Узбекистан, Тукрменистан. Вӗсем газ кӑлараҫҫӗ. Анчах кӑмӑл ытларах Раҫҫей патне выртать, эпир сирӗнпе пӗр чӗлхе тупрӑмӑр».
Хӑнасем хӑйсем патӗнче Чӑвашри суту-илӳ представительствине уҫма сӗннӗ. Тӗслӗхрен, вӗсене Трактор савучӗн тата «Яхтинг» фирмӑн продукцийӗ кӑсӑклантарать.
Хӑнасем ЧР Элтеперне тата республикӑри усламҫӑсене Кӑркӑстанра ҫӗртме уйӑхӗнче иртекен бизнес канашлӑвне чӗннӗ. Шупашкарпа Кӑркӑстанри Джалал Абад хула туслашма пултараҫҫӗ. Леонид Черкесов документсене хатӗрлени пирки пӗлтернӗ.
Уйрӑмах вӗренӳ ҫинче те чарӑнса тӑнӑ. Кӑркӑстанра пирӗн ҫамрӑксене йышӑнма хатӗр-мӗн. Вӗсене Чӑвашри аслӑ шкулсем те кӑсӑклантарнине палӑртнӑ.
Хусанти «Волга» (чӑв. Атӑл) ҫамрӑксен центрӗнче авӑнӑн 5-мӗшпе 9-мӗшӗсенче Тӗрӗк ҫамрӑкӗсен 1-мӗш фестивалӗ иртнӗ. Чӑвашсемпе тутарсемсӗр, пушкӑртсемпе карачайсемсӗр пуҫне унта ют ҫӗршывсенчен те пуҫтарӑннӑ — Кӑркӑстанран, Казахстанран, Узбекистанран, Азербайджанран, Турцирен. Ҫавӑн пекех ҫамрӑксем Екатеринбургран, Перӗмрен, Сарӑтуран, Чӗмпӗртен килсе ҫитнӗ.
Фестиваль хӑйен тӗллевӗсем шутне тӗрӗк ҫамрӑкӗсене политика, ӑслӑлӑх, культура, вӗренӳ шайӗнче пӑтӗҫтерессине лартнӑ. Ҫавӑн пекех унта пур тӗрӗк ҫамрӑкӗсем умӗнче те тӑракан ыйтусене сӳтсе явнӑ. Фестивальте ҫавра сӗтелсем, тӗлпулусем иртнӗ.
Чӑвашран фестивале чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗ, наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» обществи, ЧНК ҫумӗнчи ҫамрӑксен «Хастар» пӗрлешӳ кайнӑ.
Ҫурлан 14-мӗшӗнче ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Кӑркӑстанӑн Раҫҫейри чрезвычайлӑ тата тулли праваллӑ элчипе Болот Джунусовпа тӗл пулнӑ. Тӗлпулӑва ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан тата ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов, ЧР экономика министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Инна Антонова хутшӑннӑ.
Михаил Игнатьев Чӑваш Енпе Кӑркӑстан хушшинче экономика ҫыхӑнӑвӗ тахҫантанпах ҫирӗп пулнине палӑртнӑ. Михаил Васильевич малашне экономика тӗлӗшӗнчен ҫеҫ мар, культура тытӑмӗнче те хутшӑнса ӗҫлессине шанса каланӑ.
Болот Джунусов Кӑркӑстан Раҫҫейпе электроэнерги, газ тата ытти тытӑмсенче килӗштерсе ӗҫлессине палӑртнӑ. Вӑл Шупашкарти икӗ предприятире пулса курнӑ, вӗсен малашлӑхне пысӑк хак панӑ. Акӑ «Акконд» продукцине Кӑркӑстанра ыйтаҫҫӗ, «Чӑвашкабель» вара Кӑркӑстанри «Северэлектро» АУОн организацисене кӑсӑклантарма тивӗҫ. Болот Джунусов республикӑри ытти предприятие те ҫитсе курасшӑн.
Чӑваш Ен халӑхсем хушшинчи «Интурмаркет-2014» IX турист куравне хатӗрленет. Вӑл пуш уйӑхӗн 15–18-мӗшӗсенче «Крокус Экспо» курав центрӗнче иртӗ.
Куравра Болгари, Турци, Китай, Венгри, Египет, Итали, Испани, Греци, Норвеги, Прибалтика, Марокко, Тунис тата ытти ҫӗршыв хӑйсен экспозицисене кӑтартӗҫ. СНГ ҫулталӑкӗ пулнӑ май Казахстан, Беларуҫ, Украина, Кӑркӑстан хӑйсен стенчӗсене кӑтартӗҫ. Мальдива утравӗсем тата Австрали унта пӗрремӗш хут хутшӑнӗҫ.
Раҫҫей регионӗсем, Калининградран пуҫласа Владивосток таранах, стендсемпе тӗлӗнтерӗҫ. Федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсем пӗлтӗрхи пекех пӗр тӗвве пӗрлешсе «Аслӑ Атӑл» стенд хатӗрлӗҫ. Вӗсен йышӗнче — Чӑваш Ен те. Инҫет Хӗвеланӑҫ тата Ҫӗпӗр регионӗсен пӗр стенд — «Раҫҫейӗн хӗвелтухӑҫ унки».
Чӑваш Республикине яланхи пекех туроператорсем, санаторисем, турбазӑсем, хӑна ҫурчӗсем хӳтӗлӗҫ. Стенда тӗрӗсемпе сувенирсем хитрелетнисӗр пуҫне кӑҫал чӑваш наци тӗпелӗ те пулӗ. Халӑх апат-ҫимӗҫӗ — ял тата экологи туризмӗн пӗлтерӗшлӗ пайӗ. Тен, паха тутӑ туристсене илӗртме пулӑшӗ.
Кӑркӑстанра каллех ҫапӑҫаҫҫӗ. Влаҫри ҫынсен шухӑшӗпе килӗшмен пин-пин ҫын Бишкек хулинче алхасать. Тӗрлӗ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх Кӑркӑстанӑн тӗп хулинчи чылай патшалӑх ҫуртне аркатнӑ, вӗсем пӑлханакан халӑх аллине лекнӗ. Тӗп прокуратура ҫуртӗнче тата, ҫавӑн пекех, налук хӗсмечӗн ҫуртӗнче тухнӑ пушар пирки те пӗлтеретчӗҫ.
Влаҫа хӑй аллине илнӗ оппозици хальхи вӑхӑтра халӑх шанакан правительсво йӗркеленӗ. Ӑна ертсе пыма Роза Отунбаевӑна шаннӑ. Ҫар пӑлхавҫӑсем енне куҫнӑ.
Пӑлхав Таласра (Кӑркӑстанри хула) пуҫланнӑ. Акан 6-мӗшӗнче кунта вырӑнти влаҫпа килӗшмен ҫынсем пухӑнса ҫӗнӗ губернатора суйлама сӗннӗ. Халӑх саланманнине кура милици вӗсене вӑйпа хӑвалама шутланӑ. Ӗҫӗ тухман — пӑлхавҫӑсем хӑйсем хула администрацийӗн ҫуртне ярса илнӗ. Каярах, Бишкекра опозициллӗ ҫынсене хупма тытӑнсан, пӑлхав тӗп хулана та куҫнӑ.
Курманпек Бакиев хальхи вӑхӑтра ӑҫта пулни паллӑ мар. Маларах вӑл Казахстана тарни пирки пӗлтеретчӗҫ те, каярах Ош хулине куҫни ҫинчен информаци тухрӗ. Хӳтлӗх министрӗ те унпа юнашар тетчӗҫ, сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх президент майлӑ ҫынсене хӗҫ-пӑшал та салатнӑ.
Паян, пушӑн 24-мӗшӗнче, Кӑркӑстанра халӑх ҫыравӗ пуҫланчӗ. Ку вӑл, патшалӑх ирӗке тухнӑ хыҫҫӑн, иккӗмӗш ҫырав пулать. Пӗрремӗшӗ 1999 ҫулта иртнӗ. Хальхи ҫырав акан 2-мӗшӗччен пырӗ. Кӑҫал чӳк уйӑхӗнче вара ӑна пӗтӗмлетме палӑртаҫҫӗ.
Анкетӑна пурӗ 18 ыйту кӗртнӗ. Ҫырава хутшӑнакансен хӑйсен арлӑхне, миҫе ҫула ҫитнине, мӗнле пӗлӳ илнине пӗлтермелле пулӗ. Ҫавӑн пекех вӗсен тупӑш ҫӑлкуҫӗсене, хӑш патшалӑх ҫынни пулнине, мӗнле халӑх шутне кӗнине палӑртмалла пулӗ.
Кӑркӑстан саккунӗсем тӑрӑх ҫырава пурин те хутшӑнмалла — патшалӑх гражданӗсем кӑна мар, ҫак вӑхӑтра унта лекнӗ ют патшалӑх ҫыннисен те. Ҫырава хутшӑнассинчен хӑтӑланакансен штраф тӳреме тивӗ. Вырӑнти влаҫ пӗлтернӗ тӑрӑх пухнӑ информацине ҫырава хутшӑнакансене хирӗҫ усӑ курмӗҫ.
Раҫҫейре халӑх ҫыравне 2010 ҫулта ирттерме палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |