Шупашкарти яхта клубӗ патӗнче шывра ишсе ҫӳрекен хӑна ҫурчӗсене илсе пырса вырнаҫтарнӑ. Атӑл юханшывӗ ҫине вырнаҫтарнӑ ҫав ҫуртсене хаклама республика Элтеперӗ Олег Николаев та пырса ҫитнӗ.
«Шыв ҫинчи хӑна ҫурчӗсем республикӑра кирлӗ пулас пирки иккӗленместӗп. Ку ен аталанма пуҫлать ҫеҫ-ха. Хаусботсем пурри туристсене илӗртӗ, Чӑваш Енри ҫӗнӗ шыв маршручӗсене тӗпчеме пулӑшӗ», — тенӗ Олег Николаев.
Шыври хӑна ҫурчӗсене кирек кам та кайса курма пултарать.
Хаусбот-ҫуртсене Ҫӗмӗрлери ятарлӑ завочӗ туса кӑларнине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Ҫӗнӗ йышши продукцие туянас кӑмӑллисем халех пур иккен. Вӗсемпе пуричнен ытла Тутарстанпа Пушкӑртстанра кӑсӑкланаҫҫӗ.
Шупашкарти нумай ача амӑшне путакан ҫынна ҫӑлнӑшӑн чысланӑ. Надежда Цветкова ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Атӑл хӗрринче каннӑ чухне ним шухӑшламасӑр путма пуҫланӑ хӗре ҫӑлма кайнӑ. Хӗре туртса кӑларнӑ кӑна – вӑл унпа тепӗр ҫын путни пирки пӗлтернӗ.
Надежда тепре чӑмса каччӑна шыраса тупнӑ. Лешӗ, хӑраса ӳкнӗскер, хӗрарӑма ярса тытнӑ. Надежда ӑна аран-аран туртса кӑларнӑ. Ҫапла нумай ачаллӑ амӑшӗ икӗ ҫын пурнӑҫне ҫӑлнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ЧР Общество палати тата Пӗтӗм Раҫҫейри шыври ҫӑлавҫӑсен обществи Надежда Цветковӑна тав тунӑ, Кубок панӑ.
Шупашкарти юханшыв портне иелм кӳреҫҫӗ. Портӑн ҫуртне мар-ха. Вӑл ахаль те килӗшӳллӗ. Юханшыв портӗнчи парапета (Атӑл ҫыранӗн хӗрринчи бетон картана) хитрелетесшӗн. Палӑртни пурнӑҫа кӗрсен сӑрӑ тӗслӗ ҫав бетон ӳнерӗн чӑн-чӑн хайлавӗ евӗр пулса тӑрӗ.
Юханшыв портӗнче «Чебоксары: порт шести веков» (чӑв. Шупашкар: ултӑ ӗмӗрти порт) 110 метр тӑршшӗ композици йӗркелӗҫ.
Асӑннӑ ӗҫе пуҫараканни — Юханшыв порчӗ хӑй. 110 метр тӑршшӗ бетон картана Шупашкарти живопись ӑстисем, пурӗ 5 ҫын, ӳкерсе илемлетӗҫ.
Ӗнер Шупашкарти тӗп пляжра водолазсем арҫынна шырани пирки пӗлтернӗччӗ. Вӑл ҫур ҫӗр иртни 1 сехетре шыва чӑмнӑ та ҫухалнӑ.
Каярахпа лайӑх хыпар пӗлтернӗ: ҫак 71 ҫулти арҫынна тупнӑ. Вӑл чӗрӗ-сывах. Хайхи арҫын ҫӗрле Атӑл урлӑ ишсе каҫма шутланӑ иккен. Ҫыран хӗрринчен арӑмӗ унӑн япалисене илсе кайнӑ. Арҫын вара леш ҫырана каҫсан ҫула май килекен машинӑна ларса киле ҫитнӗ.
Ӗнер каҫхине Атӑл леш енчи Ҫурҫӗр поселокӗнче аслатиллӗ ҫумӑр ҫунӑ, ҫил вӑйланнӑ. Хӑш-пӗр ҫурт тӑрри сиенленнӗ. Шупашкар пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Доброхотов унта каҫхинех килсе ҫитнӗ.
Поселокра 16 ҫурт тӑррин шиферӗ сиенленнӗ, электричество ҫук. Авариллӗ бригада паян ирхинех пралук ӑҫтан татӑлнине шырама тытӑннӑ, юсав ӗҫӗсем ирттереҫҫӗ.
«Атӑл» управляющи компанийӗ Патшалӑх ҫурт-йӗр инспекцийӗн специалисчӗсемпе пӗрле пур ҫурта та тӗрӗслесе тухӗҫ, дефект ведомоҫӗсем хатӗрлӗҫ.
Ку пӑтӑрмах 5 кун каяллах пулнӑ-ха. Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ирхине Атӑлта кимӗ ҫаврӑнса ӳкнӗ. Кун пирки ҫӑлавҫӑсем патне ирхи 4 сехет те 25 минутра шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Кимӗ Йӑлӑм ҫывӑхӗнче ҫаврӑнса ӳкнӗ. Ҫав кун икӗ байдарка ҫине ларса виҫӗ ҫын тренировкӑна тухса кайнӑ. Вӑйлӑ хум кимӗсенчен пӗрне ҫавӑрса ҫапнӑ. Шар курнисем ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравлама пултарнӑ.
Республикӑн шыравпа ҫӑлав службин ҫӑлавҫисем «Беркут» мотор кимми инкек вырӑнне вӗҫтернӗ. Ҫӑлав жилечӗ тӑхӑннӑ ҫамрӑксене вӗсем ҫывӑхри кимӗ станцине илсе ҫитернӗ.
Паян Шупашкарти тӗп пляж ҫывӑхӗнче, шыва кӗме юраман вырӑнта, 14-ри тата 15 ҫулти арҫын ачасем путса вилнӗ. Вӗсем шыва кӗме хӑйсем кӑна, аслисемсӗр, килнӗ.
Ҫӑлавҫӑсем патне ку хыпар 18 сехет те 45 минутра ҫитнӗ. Арҫын ачасене шыв айӗнчен часах кӑларнӑ. Анчах, шел те, тухтӑрсем вӗсене нимпе те пулӑшайман.
Аса илтерер: нумаях пулмасть тӗп пляжра 13 ҫулти хӗрача путса вилнӗ.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Атӑл леш енче вӑрманта аҫа ҫапнӑ. Юлашки вӑхӑтра ку – виҫҫӗмӗш тӗслӗх.
Ҫулӑм тухнине 17 сехет тӗлнелле авиопатруль вӑхӑтӗнче асӑрханӑ. Вырӑна пӗр тӑхтамасӑр 4 пушар автоцистерни, 2 МЛПК, 3 трактор, 1 вездеход, 24 ҫын тухнӑ. Пушара 22 сехет те 10 минутра тӗппипех сӳнтернӗ.
Аса илтерер: унччен ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ тата ҫӗртмен 10-мӗшӗнче Улатӑр вӑрман хуҫалӑхӗсенче аҫа ҫапнине пула пушар тухнӑ.
Шупашкара Атӑл тӑрӑх хӑна ишсе килнӗ. Вӑл пирӗн пата хӑй тунӑ ишмелли хатӗрпе ҫитнӗ.
Унӑн транспорчӗ – вӗрсе хӑпартмалли 6 метрлӑ катамаран. Арҫын-ҫыравҫӑ унпа Чулхуларан Шупашкара пилӗк кун ишнӗ. Ҫанталӑк япӑх пулсан та арҫын-ҫыравҫӑ Шупашкара чиперех ишсе ҫитнӗ. Вӑл - ҫулҫӳревҫӗ.
.
Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен Шупашкарти юханшыв порчӗ Атӑл тӑрӑх уҫӑлса ҫӳремелли рейссем уҫӗ. «Чӑваш Ен» ятлӑ теплоходсем пӗр сехет ҫӳрӗҫ.
Рейссем кашни кун 13, 15, 17 тата 19 сехетсенче ҫула тухӗҫ. Аслисен билечӗ 400 тенкӗ тӑрать, ачасен - 300 тенкӗ. 5 ҫула ҫитмен ачасем тӳлевсӗрех ярӑнма пултараҫҫӗ.
Рейссем юханшыв навигацийӗ вӗҫлениччен ҫӳрӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Охливанкин Иван Николаевич, пӗрремӗш чӑваш опера юрӑҫисенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Дьяконов Николай Васильевич, космос аппарачӗсене ӗҫлеттерсе пӑхаканӗ, подполковник ҫуралнӑ. | ||
| Абянова Руфия Минетулловна, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫӗн отличникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Кузьма Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Гордеев Николай Васильевич, театр актёрӗ, чӑваш юрӑҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |