Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем

Культура ҫулталӑкӗн тӗрлӗ элемӗсем / Танлаштару

  14.01.2014 22:33 | 5813 хут пӑхнӑ

Ак ҫакӑн пеккисене тупрӑм. Пушкӑртсен мана ытлашшиех килӗшмерӗ, анчах та икӗ чӗлхепе ҫырни кӑмала кайрӗ.

 

Фотографии в альбоме «Культура ҫулталӑкӗ / Танлаштару» Николая Плотникова на Яндекс.Фотках

 

Print

 

Сире хӑшӗсем ытларах кӑмӑла кайрӗҫ?

Малалла...

 

Хӑлхана «хӳптӗрлерӗ» Хэллоуин...

  08.11.2013 13:07 | 24675 хут пӑхнӑ

Паян шкул ачисемпе ҫамрӑксем чӑваш уявӗсене, йӑли-йӗркине, культурине мар - анӑҫран килнисене ытларах кӑмӑллаҫҫӗ. Юпа уйӑхӗн юлашки кунӗсенче, чӑн та, Хэллоуин тени хӑлхана «ҫӗртрӗ». Радиопа та ун пирки калаҫҫӗ. Телеканалсем те /уйрӑмах ҫамрӑксен «Дисней» каналӗпе/ асӑннӑ уява епле палӑртнине кӑтартаҫҫӗ. Шкулсенче те уявлаҫҫӗ ӑна халӗ. Юпан 31-мӗшӗччен ачасем ятарлӑ тум ҫӗлеҫҫӗ, кавӑнран сӗтелҫи ламписем хатӗрлеҫҫӗ. Интернетра кирлӗ материалсем пухаҫҫӗ. Хэллоуина хӑйне евӗр бал-маскарад тейӗн: кам кӑна ҫук-ши унта? Вупӑр, юмӑҫ, усал-тӗсел, ар ҫури, юн ӗҫен, усал кушак, тухатмӑш.

Малалла...

 

Михаил Васильевичӑн ҫырӑвне пӑхса тухни

  17.02.2013 12:40 | 5533 хут пӑхнӑ

Михаил Васильевичӑн ҫырӑвне тахҫанах хатӗрлеме пуҫланӑ пулин те унпа вӑл тинтерех ҫеҫ паллаштарчӗ.

Кӑштах тишкерсе тухар-ха унӑн ҫырӑвне. Чи малтанах республика мӗнле лару-тӑрӑва лекни пирки каласа парать, чи пӗлтерӗшлӗ пулӑмсем шутне республикӑпа Шупашкар юбилейӗсене уявлассине кӗртет. Ун валли укҫа-тенкӗ те уйӑрнӑ иккен. Ман шутпа каллех культурӑна уяв шайне антарнипе ҫырлахни сисӗнет. Тӗп тӗллев вара яланхилле — халӑхӑн пуянлӑхне ӳстересси. Ҫакна шута илсех ӗнтӗ хаксене ним сӑлтавсӑр хӑпартса пыраҫҫӗ пулинех. Культура, наци мӑнаҫлӑхӗ, вӗренӳ сумлӑхӗ шел те тӗп тӗллев пулса тӑрайман.

Малалла...

 

«Ҫапла пултӑр!» иккӗмӗш кӑларӑмӗ

  25.12.2012 21:19 | 50196 хут пӑхнӑ

Пирӗн сайта та асӑнни тӗлӗнтерчӗ, уйрӑмах передача пуҫламӑшӗнче :)

 

Сохранение чувашского языка в условиях диаспоры

  12.09.2012 19:44 | 15092 хут пӑхнӑ
Мир всем!
Обращаюсь с просьбой ко всем, кто может чем-то нам помочь!
Наше село расположено в Кузбассе и основано в начале 20 века чувашами-переселенцами.
Мы пытаемся сохранить чувашскую культуру и язык на протяжении многих лет. Но постепенно носителей языка становится все меньше и меньше.
В этом году наша школа вступила в эксперимент по сохранению чувашской культуры через сохранение языка. Предполагается разработка программ интенсивного изучения чувашского языка пока еще только в начальном звене.
Очень не хочется изобретать веловипед, поэтому огромная просьба!

Малалла...

 

Юрӑ мӗн ятлӑ-ши?

  10.08.2011 16:43 | 11012 хут пӑхнӑ
Шӑматкунпа вырсарникун чӑваш туйӗнче пултӑм. Купӑсҫӑ юрласа панӑ юрӑ мана питӗ килӗшрӗ. Паллӑ юрӑ пулас, анчах хамӑн юрӑсен пуххинче унашкалли пуррине ниепле те асилейместӗп. Тен эсир пулӑшайратӑр? Кам ҫырнӑ-ши ӑна, кам юрлать?

Туйра юрланине кунта тупма май пур:


 
Страницӑсем: 1, ... 48, 49, 50, 51, 52, [53]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн ӗҫре чылай япалана улӑштарма тивӗ. Тӗрӗслӗхшӗн кӗрешнӗ чухне хирӗҫӳрен пӑрӑнӑр, вӑя перекетлӗр — каярахпа тӗрӗслӗх пулатех. Канмалли кунсенче чуна пырса тивекен калаҫусем ирттерме сӗнмеҫҫӗ, вӗсене каярах вӑхӑта хӑварӑр.

Кӑрлач, 30

1918
108
Анатолий Александрович Александров, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1941
85
Артемьев Юрий Михайлович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчӗвҫи ҫуралнӑ.
2000
26
Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...