Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Уҫӑ ҫыру (Министрсен Кабинетне)

Аçтахар Плотников25.11.2015 12:514713 хут пӑхнӑ

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинетне янӑ

 

УҪӐ ҪЫРУ

 

Хисеплӗ Алла Леонидовна тата Министрсен Кабинечӗн ытти тӳри-шари!

Ку ҫырӑва сирӗн пата ҫырма мана Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ «Ирӗклӗх» пӗрлӗхе «Улӑп» палӑк пирки панӑ хурав хистерӗ. Палӑкӑн пӗлтерӗшне тепӗр хут ӗнентерсе тӑмӑп. Сӑмахӗ урӑххи пирки. Чӑвашлӑх ҫинчен.

«Ирӗклӗх» пӗрлӗхӗн хастарӗсем чӑн та лайӑх сӗнӳ панӑ — пирӗн хамӑрӑн тӑрӑхра чӑвашлӑха палӑртакан япаласене вӑйлӑрах аталантарамалла. Улӑп палӑкӗ-и вӑл, е урӑххи-и — объекчӗ уйрӑммӑн пӗлтерӗшлех мар. Чи кирли — вӑл хамӑрӑн культурӑна, пирӗн йӑла-йӗркене, чӑвашлӑха кӑтартма пултартӑр. Тӗслӗхшӗн Шупашкарти кӳлмекре вырнаҫнӑ тӗрӗ (руна) ҫырулӑхне халалланӑ палӑка илсе кӑтартма пулать. Ӑслӑх тӗлӗшӗнчен, тен, унта йӑнӑшсем те пур пулӗ, анчах та ҫак палӑкӑн чи паха енӗ — вӑл пирӗн историе кӑтартса парать, пирӗн культурӑпа кӑсӑкланма хистет.

Эсир хӑвар хуравра ҫырнӑ тӑрӑх, палӑк сӑнарне суйланӑ чухне Чӑваш Ен тӑрӑхӗнче палӑрнине шута илни ҫителӗксӗр, патшалӑх шайӗнче палӑрнисене суйласа илме тӑрӑшмалла. Вырӑсла хуравланӑран цитатӑласа та кӑтартар-ха: «Однако в выборе персонажей для памятника нужно, на наш взгляд, руководствоваться значимостью героя в масштабах не только Чувашии, но и страны». Республикӑн Министрсен Кабинетӗнче вӑй хуракан тӳре-шаран шухӑшӗ ҫапла пулни ытла та пӑшӑрхантарать.

Нумай ҫул ӗнтӗ Чӑваш Енре туризма аталантарасси пирки ҫыраҫҫӗ. Хӑнасем валли кӑсӑклӑ та интереслӗ объектсем туса лартмасӑр эпир хамӑр халӑх культурине тӗнче шайне мар, Раҫҫей шайне те кӑлараймастпӑр. Туризма аталантарас тесен, хӑнасене хамӑр пата илӗртес тесен вӗсене кӑсӑклантаракан япаласем пулмалла, тӑван культурӑпа ҫыхӑннӑ палӑксем вырнаҫтармалла. Тӗслӗхрен, Никола Тесле палӑкӗ тӗнчен кашни кӗтесӗнчех пулма пултарать. Чӑвашсен Улӑпӗ вара — пирӗн патра ҫеҫ. Ӑна курас тесен туристсен пирӗн пата килме тивӗ.

Чӑваш Енӗн хӑйнеевӗрлӗхне архитектурӑра тӗрлӗрен кӑтартма пулать. Ак тимӗр картасенех илес. Тимӗре хӗртсе ҫавӑркаласа тунисене Раҫҫейӗн кашни кӗтесӗнчех тупма пулать. Енчен те вӑл картасенче чӑваш эрешӗсемпе ытларах усӑ курнӑ пулсан — ку Чӑваш Енӗн уйрӑмлӑхӗ — хӑйне майлӑ илӗртмӗш пулӗччӗ. Ахальтен мар Шупашкар хӑнисене юханшыв порчӗпе кӳлмек хӗрринчи тӗрӗллӗ картасем кӑсӑклантараҫҫӗ. Чӑваш эрешӗллӗ картасем ҫук мар, анчах ҫителӗксӗртерех. Ҫак шухӑша арихитекторсен пухӑвне ҫитерсен те аван пулӗччӗ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ чӑвашсен пархатарлӑ ӗҫне те, паллах, ҫутатмалла. Унашкал палӑксем те кирлӗ. Анчах та вӗсем чӑваш халӑхӗн вӑрӑм историйӗн пӗр пӗчӗк пайне ҫеҫ ҫутатса параҫҫӗ. Аса илӗр-ха: чӑвашсем тата вӗсен мӑн аслашшӗсем тутар-монголсене те хирӗҫ тӑнӑ, Раҫҫей империне кӗрсен кашни вӑрҫа хутшӑннӑ — Тӑван ҫӗршывӑн 1812 ҫулхи вӑрҫине те, Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫине те, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине те, Афган вӑрҫине те. Улӑп палӑкӗ, тепӗр енчен пӑхсан, шӑп та чӑвашсен ӗмӗрхи маттурлӑхне тата паттӑрлӑхне кӑтартма пултарӗччӗ. Улӑп пирки калакан халапсем, тем тесен те, халӑхра ахаль ҫуралман, вӗсем — пирӗн халӑхӑн паттӑрӗсене халалланӑскерсем.

Юлашкинчен ман сире, республикӑри хисеплӗ тӳре-шара, ҫапла сӗнес килет: Раҫҫей шайӗнче культура пуласлӑхне сирӗнсӗр те татса парӗҫ. Эсир, тархасшӑн, пӗлӗтрен ҫӗр ҫине анӑр-ха, тӑван тӑрӑх пирки шухӑшлама пуҫлӑр. Ҫакна чӑваш халӑхӗ Сирӗнтен чӑтӑмсӑррӑн кӗтет.

 

Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ Николай (Аҫтахар) Плотников

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Victor // 2634.58.9285
2015.11.25 15:02
Victor

Питӗ маттур, кӑмӑллӑ ҫырнӑ. Усси пулать тесе шанас килет.

Илле // 3035.94.7765
2015.11.26 13:14

Усси пирки калама хӗн: тӳре-шара - мӑк хӑлха. Анчах ыйтӑвне тӗп-тӗрӗс ҫӗкленӗ. Унтан та пахи - курмиш пулса тӑманни.

Володя. // 3060.16.3924
2015.11.26 19:24

Килӗшетӗп. Улӑп сӑнарӗ пулмалла. Ку япала витӗмлӗ тата пӗлтерӗшлӗ пулмалла: сӑн пичӗ, тум тирӗ, тавра курӑмӗ. Пӗр сӑмахпа: выразительный образ. Анчах та улӑп сӑнарӗ, кайлах юмаха кӑна кӑтартса пама пултарӗ. Никӗсӗ ҫук ҫке.


Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем