Архангельск облаҫӗнчи пурӑнакан Н.П. Тимофеев биолог хаҫат-журналсенче тата Интернет уҫлӑхӗнче хӑйӗн тӗпчевӗсене тӑтӑшах пичетлесе кӑларать. Ӑсчах темиҫе наука чиккинче ӗҫлет. Экологсене, медицина ӗҫченӗсемпе спортсменсене уйрӑмах кӑсӑклантараҫҫӗ вӗсем. Вӑл эмел курӑкӗсене тӗпчесе этеме ватӑлма паман, унӑн тӳсӗмлӗхӗпе пиҫӗлӗхне ӳстерекен, пурнӑҫри йывӑрлӑхсене ҫӑмӑлрах тӳссе ирттерме пулӑшакан имлев курӑкӗсем шыраса тупнӑ, вӗсем пурте пӗлекен жень-шеньрен те ирттереҫҫӗ.
Ӗнер пӗрремӗш хут ботаника пахчине кӗрсе куртӑм. Вӑл ҫул хӗрринчен инҫе те мар вырнаҫнӑ пулин те, Шупашкартан Кӳкеҫ еннелле кайнӑ чухне яланах асӑрхатӑн пулин те кӗрсе курас тӗлӗшпе ӑнӑҫлах вырнаҫман. Шӑп ҫавӑнпах пулӗ ӗнтӗ ун пирки чылайӑшӗ пӗлеҫҫӗ пулин те унпа паллашакансем сахал. Ман пекех ӗнтӗ. Эп хам та ӗнер унта ӑнсӑртран лекрӗм темелле. Ҫеҫпӗл Мишшин амӑшне асӑнма кайма вӑхӑт ирттермеллеччӗ те (час пушантӑм) ҫула май кӗрсе тухас терӗм.
Шалта вара, курмалли те, кӑсӑкли те — пайтах.
Тем хӑтланакан та пур. Ҫак кунсенче Шупашкар ҫынни вӑрӑм тунасемпе сӑнав ирттернӗ. Вӗсем ҫыртнине хӑй мӗнле чӑтса ирттернине пӗлесшӗн пулнӑ вӑл. Хайхискер Атӑл леш енче вӑрӑм тунасене «ҫитернӗ».
Евгений Столяров хӑйне вӑрманта ҫыхса хуртарнӑ. Вӑрӑм тунасем ӑна тӳрех тапӑннӑ. Вӗсем кӗлеткипех ҫыртсан мӗн пулать? Ҫакна пӗлесшӗн ҫуннӑ вӑл.
Вӑрмана вӑл юлташӗпе кайнӑ. Пилӗкӗ таран хывӑннӑскер вӑрӑм тунасене мӗн чухлӗ вӑхӑт «тӑрантарнӑ»? Евгений 19 минут ҫеҫ чӑтайнӑ.
Хӑй вӑл слесарь.
Чӑваш Енри экологсем уйрӑмах хӳтӗлемелли ҫутҫанталӑк лаптӑкӗсем сахалланса юлншишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ иккен. Кун пирки ҫӗршыври паллӑ информаци агентствисенчен пӗри, Regnum, республикӑри Ҫамрӑксен экологи дружини тӗнче тетелӗнче ҫырни тӑрӑх пӗлтерет.
Тӑван тавралӑх шӑпи ик айкки те тӑвайкки маррисене республикӑн Ҫутҫанталӑк министерстви иртнӗ уйӑхра регион тата вырӑнти пӗлтерӗшлӗ уйрӑмах хӳтӗлемелли территорисене ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑнхи тӑрӑм шухӑша янӑ.
Асӑннӑ ведомство приказӗпе ҫирӗплетнӗ списока 58 объект кӗнӗ, ҫав шутран 29-шӗ — уйрӑмах хӳтӗлемелли ҫутҫанталӑк территорийӗ.
Юлташсемпе ҫулҫӳреве кайма, ҫутҫанталӑк лапамӗнче канма шухӑшларӑр тӑк – аван! Анчах ҫула пуҫтарӑннӑ чухне вун-вун ыйту сиксе тухать. Мӗн илмелле? Мӗнле тумланмалла? Ҫула тухиччен ак ҫак сӗнӳсене шута илӗр.
Карттӑпа компас – чи кирлӗ япаласем. Кусем, паллах, хӑвӑр тахҫантанпах палланӑ вырӑнсене кайма шухӑшлатӑр тӑк – кирлех мар. Анчах инҫе кайма пуҫтарӑнсан вӗсене манса ан хӑварӑр.
Ӑҫта ҫӗр каҫмалли пирки те шухӑшламалла.
Банф парк Канадӑри чи кивӗ наци паркӗсенчен пӗри шутланать. Вӑл Альберт провинцинчи сӑртлӑ-туллӑ вырӑнта 6 641 тӑваткал ҫухрӑм йышӑнать.
Кунта лӑсӑллӑ тата ҫулҫӑллӑ вӑрмансем, илемлӗ шывсиккисемпе кӳлӗсем вырнаҫнӑ.
Кӳлӗсенче тата шывлӑ ытти вырӑнтан ӳсекен шыв курӑкӗ хушшинче наркӑмӑшлисем те пур. Кӑвакрах симӗссисем хушшинчех, сӑмахран. Вӗсем ҫыншӑн тата чӗрчунсемшӗн сиенлӗ япаласем кӑларма пултараҫҫӗ. Шыв курӑкӗн наркӑмӑшӗ ҫынна юксовски чирпе аптӑратаҫҫӗ. Кун пек чух ҫын апатпа наркӑмӑшланнӑ пек туйма пуҫлать. Унӑн пӗверӗ тата ытти органӗ аптӑрать.
Вӑл Кинтано-Роо штатра (Юкатан ҫурмаутрав). Вӑл Мексикӑри «пуянлӑх» тесен те йӑнӑш мар. Кукӑрӑлчӑкӗсем ҫӗр айӗнче – 215 ҫухрӑм. «Сан-Актун» майя чӗлхинчен куҫарсан «шурӑ ҫӗр хӑвӑлӗ» тенине пӗлтерет. Пӗтӗмӗшле илсен, юханшыв пин-пин ҫухрӑмпа танлашать. Вӗсенчен 1 процентне ҫеҫ тӗпченӗ-ха.
Паллӑ издательство ҫуркуннен пӗрремӗш уйӑхӗнче тунӑ чи лайӑх сӑнсемпе паллаштарать.
Сӑмах май, кашни кун издательствӑна кашни кун сахал мар сӑнӳкерчӗк килет — вӗсем планетӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенчен килсех тӑраҫҫӗ. Ҫӗршер фотограф кирлӗ саманта кӗтсе илсе чуна тивекен сӑнсем ҫапаҫҫӗ. Ad.me портал ҫав сӑнсенчен чи кӑсӑклисене суйласа илнӗ. Кунта Румыни те пур, Аргентина та, Танcани те — пирӗн Ҫӗр чӑмӑрӗн тӗрлӗ кӗтесӗсем сӑнланнӑ. Вӗсемпе сире те паллашма сӗнесшӗн.
Патша киккирикӗ, Хаян (Гаяна), © Эндрю Снайдер:
Пӑрлӑ туннель, АПШ, © Эндрю Инаба:
Каҫхи шӑркалавҫӑ, Куба, © Мерлин Д.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Тихӑн Петӗркки, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлев Владимир Иванович, чӑваш журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |