Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Таисия Ташней: Хӑрушӑ кӳлӗсем

Таисия Ташней07.06.2014 14:543773 хут пӑхнӑ
Ҫу ҫитсен чылайӑшӗ шыв-шур енне туртӑнать. Анчах тинӗс-океан кӑна мар, кӳлӗсем те хӑрушлӑх кӑларса тӑратаҫҫӗ. Ҫавсене тишкерер-ха.

Шыв курӑкӗ

Кӳлӗсенче тата шывлӑ ытти вырӑнтан ӳсекен шыв курӑкӗ хушшинче наркӑмӑшлисем те пур. Кӑвакрах симӗссисем хушшинчех, сӑмахран. Вӗсем ҫыншӑн тата чӗрчунсемшӗн сиенлӗ япаласем кӑларма пултараҫҫӗ. Шыв курӑкӗн наркӑмӑшӗ ҫынна юксовски чирпе аптӑратаҫҫӗ. Кун пек чух ҫын апатпа наркӑмӑшланнӑ пек туйма пуҫлать. Унӑн пӗверӗ тата ытти органӗ аптӑрать. Уйрӑмахз йывӑр тӗслӗхре ҫын вилме те пултарать. Шыв курӑкӗ нумай чух шыв симӗсленсе каять. Анчах шыв курӑкӗ наркӑмӑш кӑларнипе кӑларманнине специалистсем кӑна палӑртаяҫҫӗ. Наркӑмӑшлӑ кӳлӗсене, сӑмахран, Самара, Челябинск тата Иркутск облаҫӗсенче асӑрханӑ.

Углеводородсем

Раҫҫей углеводородпа пуян. Хӑш чухне вӑл кӳлӗре те тӗл пулать. Байкалпа ҫуммӑн пурӑнакан ҫынсем унти шыв айӗнче газпа нефть пуррине тахҫанах асӑрханӑ.

Сталин вӑхӑтӗнче Байкала угеводород пуррипе ҫуккине палӑртассишӗн тӗпчеме тытӑннӑ. Анчах экологи тӗлӗшпе кӑсӑкланнӑран мар, промышленность тӗллевӗпе. Газпа нефтьсӗр пуҫне Байкалта ытти углеводород та: битум, газ гидрачӗ тата ытти – пуррине асӑрханӑ.

Ҫӗршыв экономикишӗн аван та, анчах Байкал ҫывӑхӗнче пурӑнакансемпе канакансене углеводородсем этемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратнине кура ӑмсанмаллах мар-тӑр. Кӳлӗ тӗпӗнчен тухакан газ, калӑпӑр, хӗлле пӑра ирӗлтерсе шӑтӑк тума пултарать. Ҫавна пӗлмен ҫын ним мар унта путас хӑрушлӑх пур.

Радиаци

Хӑш чухне пӗвесне радиоактивлӑ япаласене персе тултарма пултараҫҫӗ. Ун пек иртнӗ ӗӗмрӗн ҫуррисенче уйрӑмах хӑтланнӑ. Ун чух ядерлӑ отрасле вӑйлӑ аталантарнӑ-ҫке-ха. Радиоактивлӑ юлашкисене ӑҫта та пулин хумалал пулнӑ. Ун валли шыв-шура усӑ курнӑ. Ҫавӑн пек шӑпа Челябинск облаҫӗнчи Карачай пӗвене, сӑмахран, пӳрнӗ. Унта «Маяк» производство пӗрлешӗвӗн производство юлашкисене пенӗ. Кӳлӗ типме пуҫласан «ҫӳп-ҫапӑн» самай пайӗ ҫилпе 100 ҫухрӑм таран сапаланнӑ. Ҫакӑ вырӑнти экологи тӑрӑмне начар витӗм кӳни каламасӑрах паллӑ. 1980 ҫулта пӗвене хуплама тытӑннӑ-ха, анчах ку вӑл экологи ыйтӑвне пӗтӗмпех татса парать тесе специлаистсем ҫирӗплетмеҫҫӗ. Карачай пӗвинчен юхса тухакан шыв ытти шыв-шурпа та пӗрлешнӗ-ҫке-ха.

Сивӗ шыв юххипе авӑрсем

Нумай кӳлӗре тӗл пулакан сивӗ шыв юххи шыва кӗрекенсемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Ӑнсӑртран сивӗ шыв юххине лекнӗ пур организм та кун пек «тиеве» лӑпкӑн йышӑнаймасть. Ҫыннӑн шӑнӑр та туртса лартма пултарать. Капла чухне ҫыран хӗрне ишсе тухма питӗ йывӑр.

Шыв авӑрӗ те хӑрушӑ. Вӑл – ансӑр вырӑнта тӗрлӗ ҫӗре юхакан шыв ҫулӗ тӗл пулнипе пулакан япала. Авӑр ҫынна ним мар туртса кӗрсе каяйрать. Опытлӑ ишевҫӗ кӑна ӑна парӑнмӗ. Апла тӑк ун пек вырӑнсене ҫывхармалла мар.

Пысӑк вольтлӑ пӑралуксемпе шыва путнӑ объектсем

Кӳлӗпе юнашар иртекен ҫутӑ пӑралукӗсем ҫынсемшӗн тӗлӗнмелле хӑрушӑ. Ҫавна пула пирӗн ҫӗршывра ҫын вилнӗ тӗслӗхсем пулман мар. Пулӑҫсенех илер-ха. Вӑлтана туртса кӑларма хӑтланса ҫӗклеҫҫӗ те ҫутӑ пӑралукне лектереҫҫӗ. Вӑлтана ток яракан углепластикран чылай чух тунӑ шута ислен ҫынна ним мар ток ҫапать. Ҫутӑ пӑралукӗсене 6 метр ҫӳллӗшӗнче караҫҫӗ-ха, анчах хӑш-пӗр вӑлта унтан та вӑрӑмрах.

Шыв айне тӗрлӗ объект путнӑ вырӑнсем те хӑрушӑ. Ун пек объект кимӗ те, трактор тата ытти транспорт та пулаять. Енчен ҫар снарячӗ ӳкнӗ пулсан?..

Ҫӳллӗ вырӑнтан чӑмса ишме юратакансем вара шыв айне пулнӑ кирек мӗнле япалана та пырса тӑрӑнма пултараҫҫӗ. Пӗлмен шыва чӑммалла маррине кашнинех картса хӑвармалла.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем