Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.0 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Ботаника пахчи — илемлӗ те кӑсӑклӑ вырӑн

Аçтахар Плотников17.06.2016 18:052599 хут пӑхнӑ

Ӗнер пӗрремӗш хут ботаника пахчине кӗрсе куртӑм. Вӑл ҫул хӗрринчен инҫе те мар вырнаҫнӑ пулин те, Шупашкартан Кӳкеҫ еннелле кайнӑ чухне яланах асӑрхатӑн пулин те кӗрсе курас тӗлӗшпе ӑнӑҫлах вырнаҫман. Шӑп ҫавӑнпах пулӗ ӗнтӗ ун пирки чылайӑшӗ пӗлеҫҫӗ пулин те унпа паллашакансем сахал. Ман пекех ӗнтӗ. Эп хам та ӗнер унта ӑнсӑртран лекрӗм темелле. Ҫеҫпӗл Мишшин амӑшне асӑнма кайма вӑхӑт ирттермеллеччӗ те (час пушантӑм) ҫула май кӗрсе тухас терӗм.

Шалта вара, курмалли те, кӑсӑкли те — пайтах. Ҫавӑн пирки сире каласа кӑтартасшӑн та.

Шала кӗрес умӗн асӑрхаттару хӑми ҫакӑнса тарать: чечексем татма, курӑк пуҫтарма, кӑвайт чӗртме юрамасть. Ботаника пахчине кӗрсе паллашасси тӳлевлӗ пулма пултарасси пирки те ҫырнӑччӗ-ха. Ҫавах та ман умӗн ҫынсем чиперех кӗрсе кайнине шута илтӗм те хам та кӗрсе паллашас терӗм.

Шала кӗрсен кунти тирпейлӗхе асӑрхарӑм. Ҫӳп-ҫап пуҫтармалли баксем кашни кӗтесрех лараҫҫӗ. Мӗн кӑмӑлсӑрлантарчӗ — ытларах пайпа ҫӳп-ҫап канма килекенсенчен юлать. Ботаника пахчинчи ӗҫченсем вара хӑйӗн ӗҫне лайӑх тӑваҫҫӗ — ҫав ҫынсем хыҫҫӑн пуҫтарса пыраҫҫӗ.

Чӑн та пирӗн хула халӑхӗн йӗркене пӑхӑнасси пысӑк мар. Кӑвайт пирки ҫынсене асӑрхаттарнӑ пулин те кунта вӗсене сахал мар чӗртеҫҫӗ. Ҫул урлӑ тепӗр вӑрман пур пулин те ҫав халӑхӑн ҫав-ҫавах ҫак илемлӗ вырӑнах ҫул тытмалла, кунта канса кӑвайт чӗртмелле, ҫӳп-ҫапламалла. Административлӑ ҫурт умӗнче таса пулсан — вӑрмана кӑшт шаларах кӗрсен тирпейсӗрлӗх вӑйлӑрах. Ботаника пахчин ӗҫченӗсен аллисем унта ҫитиех яланах ҫитмеҫҫӗ курӑнать. Сӑмах май, эп унта машинпа килсе тӑкнӑ чулсен купине те асӑрхарӑм…

Ботаника пахчи пурнӑҫӗ мана иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче чарӑнса ларнӑн туйӑнчӗ. Укҫа ҫителӗклӗ уйӑрманни курӑнчӗ. Ҫук, юхӑнса кайман, ҫавах та аталану курӑнмасть. Хальхи сӑн ҫук. Саккисем пур — анчах вӗсене сахалран та пӗр темиҫе теҫетке ҫул пулинех. Вӑрманта ишӗлнӗ йывӑр кӗпере куртӑм. Вӑл та тахҫан чиперех пулнӑ пулас, анчах кайран майӗпен-майӗпен ишӗлсе аннӑ. Халь унӑн кӑшкарӗ кӑна тӑрса юлнӑ, халӑх ҫырма тӗпӗпе хӑма хурса каҫать.

Ботаника пахчинче икӗ юпа та асӑрхарӑм. Пӗрине Алмуш патшана халалласа лартнӑ, тепри ҫинче — «Арча» ҫырса хунӑ. Иккӗшӗ те кивӗскерсем, авторӗ кам пулни паллӑ мар. Слава Эткертен ыйтрӑм та вӑл кӳлепесен авторӗ Пётр Кошелев пулма пултарнине пӗлтерчӗ. Хӗветӗр Мадуровран та ыйтрӑм, анчах вӑл та калаймарӗ. Ку юпасем чаплах мар (ӳнер тӗлӗшӗнчен) пулни пирки ҫеҫ палӑртрӗ. Вӗсемшӗн темле пуль те анчах хама вара Алмуша халалланӑ юпа килӗшрӗ. Ун ҫине «Кӗмел Пӑлхар» тесе ҫырни те пур.

Илемлех енчен ботаника пахчи чӑн та хӑйӗн патне туртать. Вӑрман варринче пӗвелесе тунӑ кӳлӗ те ҫывӑхра пурӑнакан ҫынсене кунта килсе канма йыхӑрать пулӗ. Сӑн ӳкерме вара кунта — илемлӗрен те илемлӗ вырӑн. Вӑрманпа ҫуммӑн иртекен трасса шӑв-шавӗ та илтӗнмест, кайӑк-кӗшӗк сасси кӑна. Темле ӑнланмалла мар «Амазони» юмах лаптӑкне йӗркелес вырӑнне ман шутпа ҫак ботаника пахчине укҫа-тенкӗ ытларах уйӑрсан тем пекех лайӑх пулӗччӗ.

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org