Ку сӑнсене ак ҫак тӗлсенчен илнӗ: 3), 2), 1).
Ӗлӗкхи Атӑлҫи Пӑлхар территорийӗнчен юлнӑ, пирӗн вӑхӑтченех сыхланса упраннӑ ҫыруллӑ чул юпасем пур.
Ҫӗнӗ 2018 ҫулпа, мухтавлӑ чӑвашсем!
Иртекен ҫул ҫӑмӑл мар пулчӗ пулин те, эпир, чӑвашсем, ӑна тивӗҫлӗн ирттертӗмӗр темелле! Пире хӗсес, пирӗ ҫын вырӑнне шутлас маррисем йышланчӗҫ пулин те пирӗн халӑх тивӗҫлӗ хурав пачӗ!
Тен, хӑшӗ-пӗри ку сӑмахсемпе килӗшмӗ те пулӗ. Чӑвашлӑх ҫулран ҫул чакса пырать тесе калӗ. Анчах та вӗсене эп Петӗр Хусанкайӑн сӑввипе хуравланӑ пулӑттӑм: «Каснӑ, вӑтӑрнӑ пире, Кӑкласа хӑртман та мар-тӑр, Вӑрлӑх юлнӑ пурпӗрех: Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!».
Высказывание Владимира Путина о добровольном изучении родных языков и последовавшие за ним изменения в школьных образовательных стандартах вызвали шквал мнений. Как со стороны национальных групп, так и их противников. Думаю, все же стоит опубликовать статью с некоторыми разъяснениями.
Многих данный вопрос волнует только в том плане, что будут ли обучать его ребенка чувашскому или нет; нужно ли ребенка принудительно обучать чужому языку или нет? Зачастую доходит до абсурда, и слышатся высказывания типа «почему русские должны сохранять культуру чувашского народа, когда сами чуваши не хотят».
Министр образования и молодёжной политики ЧР Юрий Исаев встретился с чувашскими активистами и ответил на вопросы председателя Центрального совета чувашских старейшин (ЦСЧС) Виталия Станьяла о преподавании и использовании государственного чувашского языка.
Во встрече также участвовали народный поэт Чувашии Валери Тургай, вице-президент Чувашского национального конгресса (ЧНК) Тимӗр (Владимир) Тяпкин и главный редактор Чувашского народного сайта Аҫтахар (Николай) Плотников.
Иван Егоровӑн виҫӗ кӗнекеллӗ «Ҫут тӗнче» романӗ 2004 ҫултах пичетленнӗ-мӗн, анчах эпӗ ӑна халӗ тин тытса вулама пултартӑм. Вуларӑм та, хамӑн шухӑша ҫырсах хурас терӗм.
Иван Егоров (Пурис Иванӗ, 1943 ҫ.ҫ. ячӗ чӑваш литературине Сениэль ячӗпе пӗрле кӗрсе юлчӗ. Михаил Сениэль (1940-2014) поэт — унӑн пиччӗшӗ, илемлӗ сӑмахлӑх ҫулӗпе ертсе пыраканӗ. Вӗсем иккӗшӗ те пурнӑҫа сӑмах хӑватне ӗненсе, ӑна чунпа парӑнса ирттерчӗҫ. Самана пӑтранса кайнӑ хыҫҫӑн та тӑван сӑмахран сивӗнмерӗҫ, выҫӑллӑ-нушаллӑ пурӑнсан та ҫыру ӗҫӗнчен пӑрӑнмарӗҫ.
Кӗҫнерникун Улатимӗр (чӑвашла ӑна ҫапла чӗнӗттӗмӗрччӗ) Путин журналистсемпе пресс-конференци ирттерчӗ, вӗсен ыйтӑвӗсем ҫине хуравларӗ. Раҫҫейри халӑхсене пырса тивекен ыйту та чи пӗрремӗшсенчен пӗри пулчӗ.
Путин мӗн каласси иккӗленӳллӗ марччӗ. Пӗр йышӑннӑ сӑмаха вӑл, каялла илмесси тахҫанах паллӑччӗ. Хитре сӑмахсем каларӗ. Сӑмахран, «нужно обеспечить людям возможность изучения родного языка», — терӗ. Тӗрӗс сӑмахсем. Ни чӑвашӗ, ни тутарӗ хирӗҫ мар. «Вопрос, связанный с языком, направлен только на одно – создать всем детям, где бы они ни проживали на территории Российской Федерации, равные стартовые условия для будущей жизни», — ку та тӗрӗс ӗнтӗ.
Чӗлхе ыйтӑвӗ халӑхшӑн пурнӑҫпа вилӗм ыйтӑвне куҫнӑ вӑхӑтра чӗрре кӗрсе калаҫасси вӑй илме пуҫламалла. «Чӗрре кӗрсе шухӑшлакан кӑна – чӑн философ», – тет Мартин Хайдеггер. Ҫирӗм пӗррери Валери Туркай 1982 ҫулта ҫырнӑ сӑввинче философилле чӑнлӑх пирки калаННӑ.
Ҫӗр ҫул пурӑнасчӗ,
Ҫӗр ҫул юратасчӗ,
Ҫӗр ҫул, ывӑнмасӑр,
Ӗҫре тар тӑкасчӗ!
Пин хут ҫураласчӗ,
Пин хут ман вилесчӗ…
Ҫапах та нихҫан та
В и л е пулас марччӗ!
Николай Иванович Ашмарин (1870-1933).
На основе фонетических соображений и проанализировав марийский экзоэтноним "суас", относящийся нынче к татарам, а в Средние Века к чувашам (то есть к тем, кого мы считаем таковыми), Н.И.Ашмарин выяснил (установил), что чувашский эндоэтноним "Чӑваш" раньше выглядел по другому:
Всё это заставляет нас предположить, что слово «чӑваш» в старину произносилось чувашами несколько иначе, чем теперь, и именно в одной из следующих форм: ćуаć, ćуаз, ćы̆ваć или ćы̆вас (ҫуаҫ, ҫуас, ҫӑваҫ, ҫӑвас); в этом то более древнем виде оно и было взято черемисами в их богатый чувашизмами язык.
(Раҫҫейри паллӑ профессора асӑнса)
Малтанхи тапхӑртах хӑйӗн хыпарлӑх утравне тупайнӑ хаҫатҫӑ, тем пек йывӑрлӑхра та ал усса ӳкӗнмен чӗлхеҫӗ-арабҫӑ, сенкер тӳпери ӗмӗтсене мӑн ҫӑмхана пуҫтарса пурнӑҫ хапхине яри! уҫса утнӑ чӗлхеҫӗ-психолог (Хусанти аслӑ шкулта ҫак специальнӑҫпа та вӗреннӗ), хивре шухӑшсен саккунӗсене улӑштармасӑр-ылмаштармасӑр тӑван халӑх патне ҫитерекен шӑнкӑртам юххиллӗ куҫаруҫӑ, чун палланӑ саспаллисемпе тухӑҫлӑ шухӑшласа малалла уттаракан ҫирӗп вӗрентӳҫӗ, обществӑпа политика, социаллӑ пурнӑҫ тата юридици терминӗсен ӑсти (вӗсене нормӑласа, литература чӗлхин картне лартса хамӑр пурнӑҫӑмӑра кӗртмешкӗн тӗрлӗ йышши словарьсем калӑпласа-пичетлесе кӑлараканӗ), чӑваш чӗлхи ӑслӑхӗнчи лексикографи шкулне малалла тӑсса XXI ӗмӗре илсе кӗрекенӗ, чӗлхе культурин тӗрлӗ ыйтӑвӗсемпе ҫине тӑрсах ӗҫлесе пыраканӗ, тӑван чӗлхемӗрӗн пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшне туллин уҫса параканӗ, юравлӑ-тивӗҫлӗ авалхи терминсене чӗртсе вӑй-хӑват кӳрекенӗ, Н.
Аксӑва кӗнӗ ҫӗрте. 2014-мӗш ҫул.
Ырӑ ҫыннӑмӑрсем, йӑхташсем,
Тутарстанра "чӗлхе ыйтӑвне" юлашки вӑхӑтра еплерех "татса панине" пӗлетӗр ӗнтӗ. Мӗнпур чӗлхесене, "вырӑс чӗлхи" тата "ют ҫӗршыв чӗлхи" текеннисене шутламасан, ачасен шкулта ашшӗ-амӑшӗ е вӗсене улӑштаракан ытти ҫынсем ирӗк панипе ҫеҫ вӗренмелле имӗш.
Ҫакӑ Тутарстанра патшалӑх чӗлхи шутланакан тутар чӗлхине те пырса тивет.
Ҫавна май чӑвашсен мӗн тума пулать-ха?
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лява Платтунӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Базанов Николай Петрович, Пӑрачкав сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Бусыгин Николай Иванович, Пӑрачкав сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чӗмпӗрти РКП(б) губкомра чӑваш секциӗ йеркеленнӗ. | ||
| Мулюков Геннадий Фёдорович, чӑваш таврапӗлӳҫи, вӗрентекенӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш патшалӑх университетне И.Н. Ульянов ятне панӑ. | ||
| Патшалӑх Канашӗ Чӑваш Республикин Конституцине йышӑннӑ. | ||
Пулӑм хуш... |