Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Валерий Алексин: Пӗр сӑмахӗ - пин ылтӑн

Валерий Алексин23.12.2025 13:081597 хут пӑхнӑ

Ираида Вдовинӑна, чӑваш юррисене пухакана тата юрлакана, вулакансенчен чылайӑшӗ ҫак сӑнӳкерчӗкре палласа илчӗ пулӗ. Мускаври "Мелодия" фирма кӑларнӑ виҫӗ пластинкӑна иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче кашни килте тенӗ пекех ҫавӑрттаратчӗҫ, юрӑҫ сасси Чӑвашрадиопа кун сиктерсе тенӗ пек янӑратчӗ. 1985 ҫулта вӑл пухнӑ 222 юрра уйрӑм кӗнекен те пичетлесе кӑларнӑччӗ.

Кӑшт маларах Чӑваш телевиденийӗ Ираида Вдовина пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен киноочерк ӳкерме пуҫланӑччӗ. Сценари авторӗ пулнӑ май Ҫӗрпӳ районӗнчи Иккӗмӗш Туҫа ялне ҫитсе килтӗм. Ку вӑхӑт тӗлнелле Ираида Григорьевна вырӑнти ӑстасенчен ҫырса илнӗ юрӑ тетрачӗсене    Шупашкарти архивсене панӑччӗ ӗнтӗ. Анчах халӑхра анлӑ сарӑлнӑ юрӑсемпе такмаксене хӑҫан тата камран ҫырса илнине лайӑх ас тӑватчӗ. Хӑй Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кӗчкей салинче ҫуралса ӳснӗ май кунти ватӑ ҫынсенчен илтнӗ юрӑсене уйрӑмах хаклатчӗ, вӗсене мӗнле илемлетни пирки каласа пани пухнӑ материала самай пуянлатрӗ.

Киноушкӑнпа яла килсен хӗрарӑмсене пуҫтарса вӑл вӑйӑ карти туса кӑтартрӗ, "Чечек те татас килет ман", "Кумма, кумма, ӑсатса яр", "Чей ӗҫесчӗ пылпала" тата ытти юрӑсене кинокамера умӗнче шӑрантарчӗ, юрра-ташша пултарасси ӑратран-ӑрата куҫса пыни пирки каласа пачӗ.

Паллӑ юрӑҫӑ "хӑнасене" лайӑх пӑхма пӗлетчӗ. Эпир тӑнӑ ҫӗре сӗтел ҫинче тутлӑ апат пӑсланса ларатчӗ. Ҫырма хӗрринчи хӑрах урамри икӗ хутлӑ чул ҫуртра вырӑн пурин валли те ҫитетчӗ. Мана валли верандӑра тӗк тӳшек сарса панӑччӗ. Пахчари йӑмра ҫине кураксем ҫӗр каҫма килсе вырнаҫатчӗҫ, вӗсен «хорне» итлесе ҫывӑрса каяттӑм. Кӑвак ҫути килнӗ-килмен ҫав «хор» мана ыйхӑран вӑрататчӗ.

Шупашкарти телевидени 1984 ҫулта ӳкернӗ ҫирӗм минута пыракан "Пӗр сӑмахӗ - пин ылтӑн" киноочерка нумаях пулмасть Интернетра курма пулатчӗ. Шел, темле сӑлтава пула такам ӑна кӗскетнӗ, икӗ минута пыракан юрӑ сыпӑкне кӑна хӑварнӑ.

 

Валерий Алексин

Сӑнӳкерчӗкре: Валерий Алексеев журналист, Ираида Вдовинӑпа ун мӑшӑрӗ Василий Васильевич, ҫутӑ паракан (шел, ун ятне-шывне маннӑ); иккӗмӗш ретре: Геннадий Исаев сасӑ операторӗ, Виталий Анишин водитель, Юрий Диделев кинооператор.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Ялтан1 // 1355.31.0651
2026.01.10 08:51
О, ку передачӑна эп курнӑччӗ. Миҫемӗш ҫулта эс кӑтртнӑччӗ, Арҫук?
Agabazar // 2413.87.9643
2026.01.11 06:01
Agabazar
Арсений Тарасов: Ҫурчӗн пӗрремӗш хучӗ ҫурри ҫӗр ӑшӗнчи пек астӑватӑп.
Алексин юлташ пирĕн ума фото кăларса тăратать. Енчен те Тарасов аса илнĕ пек пулсан, чÿречесем çĕр çумĕнчех пулмаллаччĕ. Анчах та сăн çинче апла мар, кантăк хашакĕсем йĕркеллĕ çÿллĕшĕнчех.
Çав вăхăатрах верандăна хăмасенчен çапкаласа çеç тунине куратпăр, вăл чултан мар; хапха та чăтма çук лутра. Усапкана, палисаднике, йывăç решеткесенчен майлаштарнă ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра апла тумаççĕ.
х // 3000.76.3861
2026.01.12 14:55

Вдовинана манман.
Осипов А. Ираида Вдовина юрланă юрăсем // Ираида Вдовина юрлакан чăваш халăх юррисем / сост. А. Осипов. Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 1985.
Ум сăмахĕнче Вдовина кун-çулне питĕ лайăх уçса кăтартнă.

Александр Осипов истори ăслăлăхĕсен кандидачĕн диссертацине 2020 ç. хÿтĕленĕ.
Agabazar // 1636.5.8957
2026.01.12 22:16
Agabazar
истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ е ÿнер пĕлĕвĕн кандидачĕ?

Енчен те эс каланă пек пулсан, мĕншĕн ÿнер пĕлĕвĕн кандидачĕ мар? Ираида Вдовина ячĕпех çыхăннă-ши диссертаци?

1985 тата 2020-мĕш çулсем хушшинче ай-хай нумай шыв юхса иртнĕ!!!!

Александр Осипов Ираида Вдовина юрланă юрăсене нотăсемпе çырса тухнă. Питĕ кăткăс та явапла ĕç шутланать.
х // 3000.76.3861
2026.01.13 11:39
Осипов – истори кандидачĕ. Теми: Тури чăвашсен туйĕ. ЭТНОГРАФИ.
Леонид КЕВЕР // 7344.6.1217
2026.01.19 12:51
Статья интереслӗ!
Ираида Вдовина чӑннипех мухтава тивӗҫлӗ! Александр Осипов тӗпчевҫӗ
те питӗ маттур.Валерий Алексеевпа
Арсений Тарасов журналистсене те уйрӑммӑн тав тумалла.
АрсениЙ Тарасов // 3433.20.0207
2026.01.19 17:53
ЯЛТАН ҫырнине хуравласа. И.Вдовина патӗнче хӑҫан пулнине астусах каймастӑп.Пысӑк передача та туман, ахӑртнех.В.Алексинӑн фильмӗ хыҫҫӑн ун патне кайса тӗплӗн ӳкерме кирлех пулман ӗнтӗ тата ҫав фильм хыҫҫӑн вӑл ҫулталӑкранах вилнӗ темелле.Эпир В.Алексинпа вӑл вӑхӑтра пӗрлех ӗҫленӗ.Унӑн питӗ капитальнӑй фильм вӑл. Эпӗ хамӑн "Кӗтрет ҫути" текен ярӑм валли (Вдовина пекех интереслӗ, пултаруллӑ ҫынсем ҫинчен) ӳкерме пултарнӑ.Ҫурчӗн пӗрремӗш хучӗ е путвал пулнӑ вӑл (питӗ тасаччӗ, ӑшӑччӗ, эпир хӗлле пулнӑ пулмалла), унта ун чухне пӗр-пӗр архива лекнӗ пекех туйӑннине астӑватӑп.Вӑл ялта эп ахаль те пулкаласа: ҫак ял ячипе Володя Васильевпа университет хыҫҫӑн В.Станьялӑн Кӑнтӑр поселокӗнчи хваттерӗнче 2 ҫул пурӑннӑ, Володьӑн пиччӗшӗ Юра Станьялӑн тӑванӗсен хӗрне качча илнӗ, амӑшё шкулта чӑваш чӗлхи вӗрентнӗ. Александр Осиповсем И.Вдовина ячӗпе ирттерекен "Ай, юрлар-и" фестиваль ирттерме пуҫласан унта ӳкернӗ те, пӗр ҫӗнтеруҫине (ҫамрӑк хӗрачаччӗ) Ф.Павлов училишине экзаменсӗрех вӗренме илнӗ пек те илтнӗччӗ.
Agabazar // 2318.82.1837
2026.01.20 09:57
Agabazar
Ĕнтĕ кунта Ираида Вдовинана çав-çавах путвала та нÿхрепе сĕтĕрни сисĕнет.

Анчах та В.Алексин юлташ илсе кăтартнă фотосăн (вăл суя япала мар пуль тетĕп) çакна çирĕплетеймест.
Алексин // 1355.31.0651
2026.01.23 15:42
Ираида Григорьевна Вдовина пурӑннӑ ҫурт Чӑрӑш Туҫара паян кун та ларма кирлӗ. Ун ҫине асӑну хӑми ҫапсан аван пулмалла. Ҫуртӑн аялти хутне котельня тата тӗпел кукри евӗрлӗ тунӑччӗ, тен, унта путвал та пулнӑ. Кун пек йӗркепе тунӑ ҫуртсем Чулхула облаҫӗнчи ялсенче е пӗчӗк хуласенче халь те чиперех лараҫҫӗ.
Agabazar // 2377.12.2562
2026.01.25 13:20
Agabazar
Алексин, эс луччĕ леш ху кăтартнă фотосăна ăнлантарса пар. Чÿрече, курăнаканни, нормаллĕ çÿллĕшĕнче. Вăл пĕрремĕш хутăн пулма кирлĕ. Эппин кунта пĕрремеш хутпа путвала ниепле те арпаштарма май çук.

Енчен те курăнакан чÿрече «иккĕмĕш хут» текеннин пулсан — пачах урăхла истори.

Страницӑсем: 1, 2

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем