Agabazar // 1907.15.3465
2021.12.28 12:13 | |
Анатолий, «ода» сăмах чăвашла та «ода» пулать. Нивушлĕ вара эс, хăвăн акăш-макăш хăватлă ăстăнупа та, çавна тавçăрса илеймерĕн? | |
Анатолий // 1232.15.8614
2021.12.28 21:49 | |
Agabazar, ухмаха персе ан лар-ха эс. Пирӗн маттурккасем пайланман сӑмахсене пайлаççӗ, куçарма май çук сӑмахсене куçараççӗ. Тӗслӗх шырама аякка кайма кирлӗ мар: чӑтма çук ӑслӑ Юрий Исаев шӑналӑкӗ айӗнче Блинов хушаматлӑ кӗнекеçӗ тӗк шӑтарса çунатне сарчӗ. Чӑвашла пӗлмен (Станъял, паллах, Икерчи тесе куçараччӗ-ха ӑна) çав çын халӗ вырӑс шкулӗсем валли кӗнекесем хатӗрлет. Эсӗ одӑна ода тесех каласшӑн, маттур. Вӑт, Блинов хула ачисене класс доскине "хӑма", холодильника "сивӗтмӗш" тата темтепӗр вӗрентесшӗн. Халӗ-ыйту: Блиновӑн "кӗпешки" çын чӗлхине куçарсан мӗн пулать? | |
Agabazar // 3620.10.2717
2021.12.28 23:03 | |
Ачи,
чăваш сăмахсарĕсене пăх-ха. http://ru.samah.chv.su/s/ода Сăмахсарта пур пулсан — чĕлхере те пур. Чĕлхере çук сăмаха сăмахсара кĕртмеççĕ. Сăмахран, чăваш чĕлхинче тэйбл сăмах çук та, ăна никăш чăваш сăмахсарĕнче те тупаймастăн. Анчах та ода чăваш самахсарĕсенче пур. | |
Анатолий // 1232.15.8614
2021.12.29 14:04 | |
Аптриш сирӗнпе, чӑнах та "Ачисем" эс, Agabazar. Ларатӑн çӱплесе Микулай Аçтахар йӗркелесе, тирпейлесе тӑракан пӗртен пӗр путлӗ чӑваш сайтне. Логика - сӑмах тӗшши - çук санӑн постусенче. Олег Кульев журналист Шупашкарти пӗр урама Михаил Иванович Скворцов профессор ятне парассишӗн ӑшталанать, эс усал йытӑ пек "ода", "ода" тесе йӗкӗлтешсе вӗретӗн, словарь-сӑмахсарсемпе витӗнетӗн. Вӗсем çине пӑхса ларма вӑхӑту пулсан Скворцов М.И. эткерлӗхӗ çинчен çыр-ха пӗр виç сӑмах. Усӑллӑ ӗç пулӗччӗ. Тен эсӗ ЧХСӗн штатри пӑтрашуçи?! Паянхи пурнӑçа ӑнланма йывӑр.
Юрӗ, паян эсӗ чунтан хисеплекен Юрий Михайлович Виноградовӑн - Михаил Иванович ӗçтешӗн - çуралнӑ кунӗ. Тӗнче тӗрлӗ çынпа пуян. УЯВПА , Юрий Михайлович!!! | |
Agabazar // 3620.10.2717
2021.12.29 21:59 | |
Акапасар Михаил Скворцов урамне хирĕç пырать тени — нĕрсĕр элек. | |
Анатолий // 1232.15.8614
2022.01.19 21:59 | |
Чӑваш чӗлхине, литературине тӗпчекенсем, ахӑртнех, Чӑваш халӑх сайтне вуламаççӗ пулмалла. Михаил Иванович Скворцов пулӑшнипе, тӗрек панипе ӑслӑлӑх анинче "кандидат", "тухтӑр" пулса тӑнисем, "доцент", "профессор" званисене илнисем шыв сыпнӑ пекех. Юрать çак анана икӗ шурсухал - икӗ Виталий - патвар утсем пекех сухалаççӗ. Тав Виталий Петрович Никитин-Станъялпа Виталий Григорьевич Эртиван-Родионова. Чӑваш филологийӗн специалисчӗсем тӗпрен илсен 5 учрежденире "тарлаççӗ": ЧПУра, ЧППУра, гуманитари, учительсен пӗлӗвне ӱстерекен тата культура институчӗсенче. Сассисене ытлаши илтменрен тем каламалла: те тарлаççӗ, те вуçех шӑнса ларнӑ, те пурнӑç вӑрманӗнче çухалса кайнӑ. А-ууууу!!! Наука сотрудникӗсем, доценсемпе профессорсем, Михаил Скворцов ячӗпе сассӑрсене парсамӑр. Олег Кульев патриот-журналист ӗçне малалла шутарма тӑрӑшсамӑр. | |
Анатолий // 1232.15.8614
2022.01.19 22:27 | |
Чӑваш чӗлхин специалисчӗсем, чӑваш çыравçисемпе сӑвӑçисем, драматургӗсем, журналисчӗсем, артисчӗсем, юрӑçисем цифра технологийӗн çак лапамне такӑрлатманни тӗлӗнтерет. Маттурӗсем пур, анчах пӗр алӑри пӱрнесем те вӗсене каласа тухма çитет: Николай Сидоров драматург, Надежда Кириллова артистка, Валерий Тургай сӑвӑç, Илья Иванов, Владимир Долгов-Акташ публицистсем. Ку ретре, хӑвӑрах куратӑр, пӗр ӑслӑлӑх çынни те çук. Фейсбукра хӑшпӗр журналистсемпе юрӑçсене, ЧПУ преподавателӗсене куркалатӑп-ха, унта та пӑч-пач кӑна. ЧХС - пӗр-пӗрне пулӑшмалли лайӑх платформа-çке. Мӗншӗн информаци сармалли-илмелли çак мелпе усӑ курасшӑн мар чӑваш - калама хӗн. | |
Agabazar // 2873.63.9902
2022.01.19 23:33 | |
«Цифра технологийĕн лапамĕ» тесе мекĕçленме кирлех-ши?
Кама тĕлĕнтересшĕн апла каласа? Тата тĕрĕсех-ши апла калани? | |
Анатолий // 1232.15.8614
2022.01.20 09:30 | |
Agabazar Эпир иксӗмр те нумай тӗрӗс мар сӑмах калатпӑр пуль. Ҫӗнӗ сӑмах калӑплассипе, сӑмахран, Станъял Гиннесс кӗнекине те кӗме пултарать.
Тӗлӗнтерес шут ҫук, пулман та. Мекӗҫленсе текст ҫырнине илтмен, мекӗҫленсе йывӑр ӗҫе пурнӑҫланӑ пек астӑватӑп. Сӑмахӑм чӑваш интеллигенцийӗн вырӑнӗпе паянхи пӗлтерӗшӗ ҫинчен... | |
Agabazar // 2615.59.5216
2022.01.20 10:27 | |
Ĕç сăмах калăплассинче мар. Цифра технологине те, çавăнпа çыхăннă сăмахĕсене те эс мар шутласа тупнă.
Пур япалапа тĕрĕс усă курмалла. Йăмлăха пĕлмелле. «Матчасть» теççĕ Интернет уçлăхĕнче. |