«Чаваш халăх сайче, меншĕн çырăван перремĕш пайне пичетлеместĕн? Унсарран тулли мар. Унсарран хама турре каларна пек пулса тухать. Тапансах ыйтатап - пуçламăш пайне те пичетлĕр!»
Пӗр япалах тесе курӑмлатмарӑм. Ҫиччас архивран тупса кӑларма тӑрӑшӑп.
Шел те, архивра ҫук. Комментарисен архивӗ 9 сехетре тата 14 сехетре хатӗрленет. 14 сехетрине лекеймен. Каҫару ыйтатӑп.
Базиль Кириллов // 3754.32.9297
2019.04.26 19:28
Хальхи редакторсем хӑйсене мӗншӗн пысӑк шалу тӳленине те ӑнланмаҫҫӗ, вӗсем хӑйсене авторсемпе кӗрешме лартнӑ пек ӑнланаҫҫӗ (пулас). Вӗсене ҫул кӑтартакан ҫук, министерствора майрасем кӗшӗлтетеҫҫӗ.
Алибасов // 3754.32.9297
2019.04.28 06:53
Мӗнлерех авкаланать Прокопьев! Тӳрре тухнӑ пек туса намӑс куриччен, стаьян шайӗ аплах мар, пире тивӗҫтермерӗ тесе ҫыр та ӗҫӗ пӗтнӗ.
Алексин // 3754.32.9297
2019.04.28 07:05
"Сувар" хаҫатра вуларӑм: "Чӑваш чӗлхи кунӗпе!" Мӗн тени пулать ҫакӑ? Чӑваш чӗлхи кунӗпе янӑрать тени-ши?
"Реформаторсем" теҫҫӗ пулас хӑйсене. Чӑвашсене ҫӗнӗ чӗлхе туса параҫҫӗ - пуклак чӗлхе!
Олег Прокопьев // 1083.70.1620
2019.04.29 13:59
«Олег Прокопьев пӗр эрне маччана пӑхса шутласа выртсан ҫапла "решени" йышӑннӑ», «Гениех мар та, анчах генисен сулхӑнӗнче ларса киленме кӑмӑллать». Паллах, хисеплĕ Алексин, сире те тем-тепĕр каласа кÿрентерме пулĕччĕ. Анчах вăл шая анса сÿтĕлсе ларас килмест. Виçине пĕлмеллех тесе шутлатăп. Сире тÿрех хурав панăшăн хама-хам вӑрçатăп. Ыттисем хурав памарĕç. Сире вĕсем лайăхрах пĕлеççĕ пулмалла. Çапах та сирĕн пирки лайăх шутлама пăрахмастăп. Хутшăнусене йĕркелеме хăртакан сăмахсемпе пуçлаканран малашне мĕн кĕтмеллине пĕлместĕп. Хушас сăмахăр пур пулсан сайт урлă та мар, çын урлă та мар, хампа çыхăнăр. Эсир темле хăтлансан та пĕр самант хăвар сулхăнăр айĕнче киленме панăшӑн пысӑк ТАВ.
Алексин // 3754.32.9297
2019.04.30 18:23
Лӑплан, тӑванӑм! Начар ӗҫ тунине хӑвах пӗлетӗн, пире те лайӑхитӑнлантарса патӑн. Юлашкинчен калани ҫакӑ пултӑр.
Халăх Поэчĕ // 1666.65.0065
2019.04.30 22:35
Шел Прокопьева, Алексинăн санкци айне лекрĕ иккен, кĕнеке издательствине çывăха та пыраймĕ.Санкци айне лекни миçемĕш çын пулчĕ-ши Прокопьев?
Алексин // 5394.3.2298
2019.05.02 16:03
Эсир лару-тӑрӑва пачах пӑтратса ярас тесе ҫырмастӑр-и, хисеплӗрен те хисеплӗ Халӑх поэчӗ? Каҫарӑр, "Поэчӗ" сӑмаха пӗчӗкле сире курайман пирки мар, орфографине хисеплесе ҫыртӑм. Эсир ачаш чӗреллине пит лайӑх пӗлетӗп. Прокопьева акӑ "гениех мар" терӗм те мӗнлерех кӳренсе лартрӗ.
Санкци енне кайсан кунта контрсанкци пирки калани вырӑнлӑрах пуль тетӗп. Анчах ку шӳт иккенне пурте ӑнланаҫҫӗ. Сирӗн ҫырӑвӑра та шӳт пулнипе вулама аван.
Статьясене тытса пӑхмасӑрах кам ҫырни урлӑ хаклама вӗреннӗ. Мана, сӑмахран, хӑнӑхнӑ йӑлипе 3-4 япала каялла персе пачӗ ӗнтӗ.
"Сорокин хӑй кӗнекине сирӗн урлӑ пичетлемесӗр сире кӳрентернине питӗ лайӑх ӑнланатӑп..." Ак япала! Пичетленӗ Сорокин хӑй кӗнекине пирӗн патра! Статьяна тытса 2-3 йӗркине вуласанах ҫакна пӗлетӗн. Апла пулсан "кӳреннипе" ҫырман, сӑлтавӗ урӑххинче. Лачака пек кӗнекесем кӑларса графомансем вулакансене сивӗтсе пӗтерес патнех ҫитрӗҫ. Ҫавна тӗслӗхпе ҫирӗплетсе ҫырнӑ стаьяра. Мана анчах пырса тивмест ҫакӑ. Ҫакна ӑнланма пултарать-ҫке Порокопьев.
Графомансем хӑйсене халь графсем пекех тыткалаҫҫӗ. Вӗсене хаҫат редакторӗсем вилске кайса хӳтӗлеҫҫӗ-ҫке.
Прокопьев статьяна "ҫын урлӑ" парса янӑшӑн тиркенӗ иккен. Вӑйлӑ сӑлтав! "Неформат" тенине те кӑштах тӗшмӗртетпӗр. Юрӗ, ӑнлантӑм, сире малашне чӑрмантармӑп. Пирӗн хальхи нуша - журналсене хупса пӗтерни. Ниҫта пичетленме ҫук.